Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

СинкерКăвайт çутисемҪул юлташӗÇил-тăвăлХусанЙӳçĕ кулăХĕллехи каçсенче

Сивĕ чунлă капăр кĕркунне


Тыткăнларĕ кĕрхи каç илемĕ,

Тунсăх пусрĕ çулçă ӳкнĕ май.

Илтĕнет таçта пĕр çепĕç çемĕ,

Аякра çунать сап-сар кăвайт.

 

Явăнма пăрахрĕ акă çулăм,

Тĕксĕмлетрĕ çут тĕнче сăнне...

Çук. Ку — кăвайт мар,

ман туйрĕ чунăм:

Ку вăл — пирĕн юрату сӳнет...

 

Кĕркунне хуçаланать таçта та.

Лартнă-ши темле тĕллев умне?

Мĕншĕн манăн ĕмĕте тататăн,

Сивĕ чунлă капăр кĕркунне?

Çурла


Кĕлĕтре, çекĕл çинче

Çакăнса тăрать çурла.

Тек-текех пăхать Илче

Мĕннине пĕлес шутпа.

Пĕринче, пĕччен, юлсан,

Килтисем ĕçе кайсан

Чупса кĕчĕ кĕлете:

— Выляма лайăх тетте!

Сăмахларĕ савăнса.

Вĕçсе тухрĕ урама.

— Тетте мар вăл, юрамасть

Вылямашкăн çурлапа, —

Тет кукамăш Илчене.

— Кĕç, тăватăн ак апап.

Хăвах йĕрĕн ун чухне.

Аннӳ килсен, ятласан,

Аçу патак çитерсен…

Ачам, мана итлесем,

Çурла ача тетти мар,

Вырăннех кайса хурар.

— Мĕн ку? — терĕ пĕчĕкскер,

Çурлана сăнанă май.

— Мăйрака пек, кукăрскер.

Эс пĕлетним, кукамай.

Шăлĕсем те кăррипе

Речĕпе пĕр хĕррипе.

Эпĕ пăчăкă тесе

Тытрăм пит хĕпĕртесе, —

Сăмахлать айван ача,

Вăлтасси те çук пачах.

…Унпа вырнă тыр-пула,

Ячĕ ун, пĕлсем, çурла.

Илче, пăх-ха пӳрнене

Тимлесе качаккине.

Кур, суран, çурла палли,

Иртнине асилмелли.

— Ах, чăнах та, — тет Илче,

Хăйрăм çурлана илме.

Калле хурăп кĕлете,

Тупăп урăхла тетте.

Усрав ывăл


Çамрăк мăшăр — Алексейпе Шура — Парăнтăк станцинчен Хусана каякан пуйăс çине ларчĕç. Вĕсем хăнана мар, таваршăн та мар Хусана çула тухнă. Вĕсем Çĕпĕре кайма шут тытнă. Ялтан тухса кайма çăмăлах та пулмарĕ Шурана. Килĕнче ват амăшĕ, кĕçĕн йăмăкĕпе шăллĕ юлаççĕ-çке, вĕсене шкултан вĕренсе тухма укçа-тенкĕ, тумтир те кирлĕ. Шуран ашшĕ вăрçăран таврăнаймарĕ. Амăшĕ чирлĕскер, макăрсах юлчĕ. «Хĕрĕм, эсĕ таврăниччен пурăнаяс та çук ĕнтĕ эпĕ, ан кай», — тесе ӳкĕтлерĕ Шурана. Шура каймасăр пултарайманнине амăшне пĕлтермерĕ. Инçе çула каймасан Алексейпе малашне пурнăç пулас çуккине каламарĕ. Алексей Шурана уйрăлса каяссипе хăратать. Сăлтавĕ те пур çав. Пилĕк çул пĕрле пурăнаççĕ вĕсем, анчах та ача-пăча çук. Çак сăлтава пула Алексей Çĕпĕрелле тухса кайма шут тытрĕ. «Унта ĕçлекелесе укçа тусан, пульницăсем тăрăх çӳресе пăхăн, кунта ялта тухтăрсенчен ача шыраса çӳреме намăс. Манран ун чух кулсах вилĕç», — терĕ Алексей икĕ уйăх каялла. Инçе çула кайма укçа тăвас тесе пушмак пăруне те, сурăхне те сутса ячĕç. Вара аякка тухса кайма çирĕп шут тытрĕç.

Пуйăсра халăхĕ лăк туллиех. «Ăçта каяççĕ-ши кусем? Эпир ĕнтĕ телей шырама каятпăр, çемьене сыхласа хăварасшăн», — тесе шутлать Шура.

Малалла

«Ĕлккен те шелсĕр те...»


М.Г.-на

«Сар кайăк савнасси —

çаран ути çуличчен».

Халăх сăмахлăхĕ

 

Ĕлккен те шелсĕр те — илем,

Кунсем çунаççĕ — ытараймăн.

Пĕр ыткăнсан вут ăшнелле,

кам юрă кĕвĕлĕ, сар кайăк?

 

«Хĕвел пек, пурнăç та пĕрре.

Кам тĕссĕр пурăнать — телейсĕр!»

Асăрхансам эс пурпĕрех:

Илем ĕлккен пулсан та — шелсĕр.

 

Ĕлккенлĕхĕ — малтанлăха.

Çур кунĕсем чунра çĕклеççĕ

çĕр пин çăлкуçĕ пек вăй-хал,

çĕн туйăмсем чĕвĕлтетеççĕ.

 

Çур кунĕсем — самантлăха.

Кĕркуннехи тӳпе — чĕрес тĕп.

Çара вăрман çине пăхан,

чун-чĕрӳне парса, йĕрес пек.

 

«Каланă пултăр ваттисем:

сар кайăк савнăçе — пĕр авăк, —

хамăра хамăр ĕненсен,

пĕр авăк пек иртет çулталăк.

 

Тата килмест-им çуркунне?»

Юрру кăна ан сӳрĕклентĕр.

Папка саран турат çине çунат

çапса вĕçсе çĕклентĕр.

«Кăвак утмăлтурат...»


Кăвак утмăлтурат. —

Хĕвеллĕ сар тĕнче.

Ăрша юхса тăрать

ыраш пусси çинче.

Кăвак утмăлтурат...

Ача, кăшт çĕкленсе,

чечек патне пырать —

ку лĕпĕш пуль тесе.

 

Пурне те шута ил:

сар кун тĕнчи пек çу,

сар кун тĕнчи пек пил

тивĕçтерет е çук.

 

Кăвак утмалтурат.

Мĕнех, эс телĕкре

тĕлленнĕ пултăрах

таçта пĕр кĕп-кĕрен

пĕччен утмăлтурат, —

тупаймăн çуккине.

Мĕн пуррине юрат,

е кай çаран çине.

Шуç тупаньпе пĕрех

васкавлă ĕмĕтсем:

пушат çеç чĕлпĕре —

каяççĕ ĕрĕхсе.

 

Пустуй ăнтăличчен

эс тух та çын çине

кала: эп тăр пĕччен,

май çук пĕр пĕччене!

 

«Май çук? Хе-хе. Ма — çук?

Мĕн кирлĕ — пурте пур.

Ак тыт çава та — çул.

Пуласлăхшăн вăй хур.

Чăн пархатар — ĕçре.

Мĕн калăн?»

 

«Тусăмсем,

çавах та чĕрере

пур — ятсăр ĕмĕтсем...»

 

«Пур -

килсĕр тĕлĕксем». —

Малалла

Хур кайăксем иртеççĕ картипе


Хур кайăксем иртеççĕ картипе…

Куçран çухалчĕç уйăн катипе.

Сасси ӳксе юлать ял варрине.

Чуна çуран сăмахĕ мĕн çинчен?

 

Пĕлместĕп эпĕ кайăк чĕлхине,

Мĕнех хăварчĕ хăйĕн чĕринчен…

«Тен, таврăнатăп, — терĕ. — Çур çитсен,

Çырма тулсан, çут кӳлĕсем çиçсен».

 

Асамлă сас тăрать ман хăлхара,

Умри уй-хир пушаннă, хуп-хура.

Çу алă пачĕ мар-и кĕр кунне, —

Илсе ывтам-и тунсăхăм чулне.

 

Хур кайăксем килеççĕ çуркунне,

Кĕтме эп тухăп ăшшăн ун чухне.

Саламлама-и манăп туссене,

Кăнтăр енчен килен мăшăрсене.

Туйăм кĕвви


Сана текех кĕтме пăрахрăм:

Чуна, тен, тиврĕ кĕр сивви.

Çапах та илтĕнет-ха ахрăм.

Ку — туйăм ахрăмĕ, кĕвви...

 

Е илĕртсе, пĕр çаврăм

кулнăн

Янрать вăл тунсăха сирсе,

Е кӳренсе, ытла салхуллăн

Илет пек тапхăрăн йĕрсе.

 

Телей тени — кашнин тĕллевĕ.

Тен, вăл килет пиртен кăна?

Ав шăранать илемлĕ кĕвĕ,

Анчах эс илтĕн-ши ăна?

Пысăк праçник


Паян пирĕн пӳртре пысăк праçник. Пурте питĕ пултаруллă. Полина пĕремĕк пĕçерчĕ. Пурис пан улми пухрĕ. Петĕр пичче пулă пăшăхтарчĕ. Пĕчĕк Павлик параппан пăнтăртаттарать.

Пирĕн пата праçнике Палюк пичче пычĕ. Полинăна пукане, Пуриса пенал, пĕчĕк Павлике пăшал, Петĕр пиччене патефон парнелерĕ. Пурте парнесенчен пуян. Парнесемшĕн Палюк пиччене Полина пĕремĕкпе, Пурис пан улмипе, Петĕр пичче пулăпа пуянлатрĕç.

«Хĕвеле хупларĕ...»


Хĕвеле хупларĕ

хуп-хура пĕлĕт.

 

Тунсăхăма ниçта хума пĕлмесĕр

пĕве хĕррине

пырса тухрăм эп.

 

Инçех те мар

шап-шурă чул выртать,

чĕрĕ пекех мана

куçран пăхать.

 

Ăна,

ăшăскере,

алла илетĕп,

ачашлатăп,

чĕрем çумне тытса

татах та ачашлатăп,

вара

пĕве варринелле

вăркăнтаратăп.

 

Пĕве çине

вăр çавра хум тухать.

Ман шурă чул

пĕве тĕпне путать.

 

Сивĕ пуль пĕве тĕпĕнче.

Тĕттĕм пуль

пĕве тĕпĕнче.

 

Чулăм ăшăттăр

унти сивлеклĕхе,

Кăштах çутаттăр

унти тĕттĕмлĕхе.

 

Пулă пырса

чуптутăр ăна.

Уйăх çӳлтен

сăнатăр ăна.

Çырмара


Кăлт-кăлт,

кăлт-кăлт тапать

тин чĕрĕлнĕ çăлкуç.

 

Эп çăвăнтăм,

тасалтăм.

Шаланкă пек вĕçсе хăпарчĕ чун

кăн-кăвак уçлăхра —

тĕлĕннипе...

чĕлхесĕрленчĕ те...

чул муклашки пек персе анчĕ.

 

Кăрт-кăрт!

Кăрт-кăрт!

тапатъ чĕре.

 

Тăратăп

çылăхлă çырмара

нимĕн те ăнланмасăр.

■ Страницăсем: 1... 430 431 432 433 434 435 436 437 438 ... 796