Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ватă чĕре — çамрăк чунĔмĕр сакки сарлака. 4-мĕш томҪул юлташӗÇил-тăвăлСуя телейЙытă тĕлĕкĕКĕтмен венчет

«Пулсам манпа!..»


Пулсам манпа! Ан кай, тархасшăн!

Чунра çунать сӳнми кăвар.

Сӳнми кăвар çине, тархасшăн,

Мана пĕччен эс ан хăвар.

 

Эс манпа чух эпĕ хăватлă.

Тĕнче те хаклă, чун таса.

Чун тасаран çеç тархаслатăп,

Ан кай, тархасшăн, пăрахса.

 

Ан кай, савни, ан кай, тархасшăн.

Ыйтап чунран, юлсам кунтах.

Юлсам кунтах — санпа пуласшăн

Чĕрем çунать сӳнми вутпа!

«Пурăнать улитка...»


Пурăнать улитка —

Шуйттан мăйраки!

Броня жилетлă — ачаш шăмшакки.

Çулçӳревре те, кăнтăрла та çĕрле —

Пӳрчĕ ялан ун хăйĕнпе пĕрле.

 

Шăнмасть сивĕре,

Пăчăхмасть ăшăпа

Хӳтлĕхлĕ-питлĕхлĕ тимĕр шапа.

Утать ик çĕре те, çитет виç çĕре.

Хăй пурпĕрех Хĕрлĕ кĕнекере.

 

Ман пахчара та —

пит йĕрĕ те черĕ —

Шикленми чупкалатъ чăштăр чĕрĕп.

Тăрук шăпланать те, чарать уттине:

Йĕплĕ çăмха вăл — сиссен юттине.

 

Хӳтлĕхсем чĕрчунсен май çук тĕрлĕрен.

Пурăнать хăш-пĕри — çын хута кĕнĕрен.

Анчах та хăйне, этеме, ӳлĕмрен

Мĕнле çă лмалла-ши тискер этемрен?

Хăнчапа хăçан


Çăлкуçĕ пек тăп-тăрă кăвак тӳпеллĕ кун мăн çул çинчи лăпсăркка хурăн сулхăнĕнче çула тухнă хĕрарăм ларать... Пĕчченех. Унăн пит-куçĕ çине: «каяс çула хăçан çитем-ши», тенĕ шухăш ĕмĕлки ӳкнĕ.

Кунтисем мар, инçетриех пулмалла вăл. Кăтра хурăн çулçисем хушшипе ӳкекен хĕвел пайăркисем пĕрре хĕрарăм хушпăвĕн шултра кĕмĕлĕсем çинче вĕлтĕртетсе тăраççĕ, тепре — сăркасем, çеçтенкĕсем, теветсем çийĕн вăй вылянă пек иртсе кайса, каллех çухалаççĕ, пĕтеççĕ.

Пăртакран хайхи арăм ларнă хурăн айне тепĕр хĕрарăм пырса çитрĕ. Вăл пичĕ çинчи тарне шăлса ячĕ те сулахай аллинчи тĕркине васкамасăр çĕре хучĕ.

— Манăн та канас-ха, — терĕ вăл, лешĕн çумне пырса ларса.

Тумтирĕнчен пăхсан, халь килнĕ арăм Шупашкар районĕнчен пулни каламасăрах паллă. Катанпиртен тунă шупăрĕ те, хура тăлапа пĕрене пысăкăш чĕркесе сырнă ури те, шерепеллĕ сарлака пиçиххипе пĕрмелетнĕ анлă шур çип кĕпийĕ те вăл ăçтаннине лайăх кăтартаççĕ.

Малтанах, пĕр-пĕрин çине сăнамалла пăхса илнĕ хыççăн, вĕсем калаçма тытăнаççĕ.

— Ĕçĕ пирĕн нумай та, ним тума та вĕрем çок, — тет вирьял матки. — Она ту, кона ту, ĕçлесех чон тохать вара кон тăршшинче.

Малалла

«Çил килсе силлет те тапхăр-тапхăр...»


Çил килсе силлет те тапхăр-тапхăр

Çаралса юлать кĕрхи вăрман.

Май килмест çав çулçă тăкăнмасăр —

Тытăнса тăмашкăн вăй юлман.

Халь вĕсем те иртнĕ кунсем пек

Çĕнĕрен ешермĕç ĕнтĕ тек.

 

Кайăксем чăмăртанса пĕр ушкăн

Ăсанаççĕ ăшă çĕрсене.

Сассисем вара, илтсе тăруçăн,

Йĕппеле тиреççĕ чĕрене.

Хурланса сулатпăр алсене:

Ăсататпăр хамăр çулсене.

Ĕмĕт


Тăван чĕлхемçĕм, пулăшсамччĕ

Шухăшăма çунат пама.

Мана тивлет шанса парсамччĕ

Чысна типтерлĕн усрама!

 

Чĕрем тапсан ялан хастаррăн

Янрамĕ хурлăх кĕввĕмре.

Çунатлă ĕмĕтĕм те тарăн

Çăлкуç пек шăнмĕ сивĕре.

 

Вĕçет те ĕмĕтĕн хĕлхемĕ

Ялт! çутатать пурнăçăма.

Сана пула, тĕнче илемĕ,

Çухатрăм пуль канăçăма.

 

Шанатăп: ĕмĕтри пуласлăх

Хавхалантарĕ юрлама,

Çуратĕ чĕремре хаваслăх,

Çутатĕ тĕксĕм кунăма...

«Тарласа шывланнă кантăка...»


Тарласа шывланнă кантăка

Пӳрнепе йĕрле-йĕрле тасатрăм.

Хир-хир урлă кайрăн анлăха,

Тинкерсе сана инçе ăсатрăм.

 

Тăкрĕ хăрăк туратне йăмра,

Çӳç турарĕ пулĕ çиле майăн.

Хурланса пĕр тунсăх туйăмра

Çĕрĕпе çӳрерĕм эп ун айĕн.

 

Çавра тăвăл тухнăччĕ каçран,

Ăшă çумăр ӳкрĕ çут иркӳлĕм.

Эсĕ çеç тăратăн ман асра,

Сан сăнпа çуталчĕ тĕксĕм пӳлĕм.

«Тикес мар вăрман тăрри...»


Тикес мар вăрман тăрри,

Витĕрех курнать вăрман,

Мĕн пăхать Вăрман Турри.

Вăррăн ма алли хăрман?

 

Уйсене сухаламан.

Курăнмасть хуçа пурри.

Пур тăк мĕнщĕн çĕр çăтман?

Чăтаять-им Çĕр Турри?

 

Татăлаççĕ пĕвесем.

Ялĕпе те çук кĕпер.

Шыв Турри те çĕтнĕ, тем?

Тупăн, Турă, пул чипер!

Пукане


Пĕр çемьере аппăшĕпе йăмăкĕ питĕ туслă пурăннă. Анчах пĕррехинче амăшĕ йывăр чирлесе ӳкнĕ. Пĕр тăвансен амăшне питĕ сыватас килнă, анчах нимĕнпе те пулăшайман.

— Хĕрĕмсем, манăн çĕр çырли çиес килет, вăрмана кайса татăр-ха, — тет амăшĕ. — Вара, тен, сывлăхăм та лайăхланĕ.

Кĕтернепе Натали пĕчĕк карçинкка йăтса вăрмана каяççĕ. Чылайччен çӳреççĕ çырла шыраса. Пĕр уçланкăра ăна вĕсем самаях татаççĕ. Карçинкки вара тулмасть-ха. Çӳресен-çӳресен Кĕтернепе Натали çухалса каяççĕ.

Ĕшнере вĕсем питĕ интереслĕ пуканене тĕл пулаççĕ. Хăйĕн пуçĕ чечекрен, кĕлетки йăлт çулçăсенчен. Тум тирĕ çинче тĕрлĕ-тĕрлĕ ӳсентăран.

Пукане хĕрачасене хăйĕнпе паллаштарать. «Эпĕ çĕр çинчи мĕнпур чир-чĕртен сыватма пултаратăп», ­тет.

Хĕр ачасем савăнса каяççĕ, вĕсене çăвă çеç кирлĕ. Ăна хăйсен хуйхи-суйхи çинчен каласа параççĕ.

— Эпĕ сире хăçан кирлĕ, çавăн чухне уя тухса «пукане» тесе кăшкăрăр, тӳрех сирĕн пата пырăп, — тет пукане. — Анчах ман çинчен никама та ан калăр. Килĕшрĕмĕр-и?

— Пĕр тăвансем çапла тăваççĕ те. Пукане асамлă пулнă-мĕн. Чăнах те темиçе кунран вĕсен амăшĕ сывалнă та тет.

Эп ялтах куратăп ырлăх


Хам сăмахăма калатăп,

Тĕлĕнсе ан аптăра:

Ессентуккире канман эп,

Эп пулман Анапăра.

 

Эп ялтах куратăп ырлăх

Ыррине татах кĕтсе.

Хĕрхенмерĕç маншăн сывлăх

Тăван ял, тăван кĕтес.

 

Юр кайсассăнах тухаççĕ

Сар çеçке те, çеçпĕл те.

Чарăнса тăрать пăртакçă

Сар хĕвел те ку тĕлте.

 

Тĕлĕнсе хытса эс кайăн

Итлеме пĕлсен чунпа:

Тĕнчери пур юрăç кайăк

Пухăннă пекех кунта.

 

Çил çук чух шыв сийĕ тикĕс,

Калăн — çутă кĕленче.

Ял кӳллийĕ маншăн тинĕс —

Чăпăл-чăпăл чӳхенме.

 

Ял таврашĕнчех, шанат(ă)р-и,

Çĕр илемĕ — куç тулли.

«Ешĕл улăх» санатори

Уçрăм эпĕ хам валли.

 

Сывлăм шывĕпе исленнĕ

Сывлăша çăтап шала.

Тепĕр чух — çак та илемлĕ —

Кваклатса илет шапа.

 

Ак каллех тавралăх шăпăрт

Çил те çук çӳçе сирме.

Вăхăт-вăхăт кăна шăмпăрт!

Сас тăвать карас сиксе.

 

Пуç таятăп, тăван ялăм,

Малалла

«Кĕркунне, кĕркунне чĕремре......»


Кĕркунне, кĕркунне чĕремре...

Куçăмра тип куççуль ĕмĕре.

Каснă чĕлĕ тепре çыпçăнмасть,

Иртнĕ кун каялла таврăнмасть.

 

Айăплассăм килмест никама,

Пĕр хама айăплатăп, хама.

Ăраскалăм çапла, мĕн тăвас?

Шăпама çаплипе йышăнас.

 

Пĕлеймерĕм, каçар, юратма,

Сыхлаймарăм таса туйăма.

Тӳрлетеймĕн халь тин йăнăша,

Чун-чĕре ыратса йынăшать.

 

Турăçăм! Пурăнма ăс парсам,

Хуйхăма çĕнтерме пулăшсам,

Чĕрери шанчăка вăратсам,

Çамрăклăх йăнăшне каçарсам.

■ Страницăсем: 1... 427 428 429 430 431 432 433 434 435 ... 796