Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Пулас кинсемСӗве Атӑла юхса кӗрет. Иккӗмӗш кӗнекеПурнӑҫ утравӗсемЫлтăн вăчăраЛаохЫтла та хитреччĕ ун чух çуркуннеСалампи

«Пурнăçсăр çук вилĕм...»


Пурнăçсăр çук вилĕм,

Вилĕмсĕр çук Пурнăç —

Çыхăннă мĕнпурĕ çакă Тĕнчере.

Шурăм пуçĕ килĕ,

Кайран килĕ анăç,

Кĕтсе илĕ каçĕ яланах ире.

 

Эп кайсан та савĕ Тĕнчене хĕвелĕ,

Эп кайсан та шăвĕç вĕçсĕр пĕлĕтсем.

Ăшă çумăр çăвĕ,

Вĕрĕ сивĕ çилĕ,

Шевле сапĕç пурпĕр йăлтăр çалтăрсем.

 

Пурăнăç — самантлăх,

Çут тĕнче — хăналăх,

Пуртан çук пулатпăр — пурăнар паян.

Кайнисем килмеççĕ,

Кайсан — çук пуласлăх,

Саманта хаклар-и çавăнпа ялан...

Кăмăл


Мĕншĕн кăмăлăм хытса

Ларнă пĕчĕкрен?

Çавăнпа та хурланса

Эп çӳреп куллен.

Кам асамлă вăй тупса

Чĕртĕ чирĕмрен?

 

Кăмăла çемĕçтерме

Пулăшсам, аннем!

Ялкăшать чун, сӳнтерме

Вăй-хăват кӳрсем.

Пĕр асапсăр сипленме

Эсĕ вĕрентсем.

 

«Кăмăлна çемĕçтерме

Ырă ту çынна.

Çулăмпах çун, ĕçлеме

Хăнăхтар хăвна.

Пулĕ çăмăл сипленме —

Шан çеç шăпуна».

 

Хам çинчен эппин манса

Ыр тăвам çынна,

Канăçсăр ĕçре çунса

Йăпатăм чуна,

Хĕн-асап пĕрмай чăтса

Ирттерем куна.

Йӳçĕ курка


Темĕн ĕçпе вуламалли çурта пырса кĕрсессĕн, пĕрене çумне çакса янă стена хаçачĕ çинчи пысăк саспаллисемпе «Пуп Иппат, алли ухват» тенĕ статьяна Иппăт пупăн куçĕ курах кайнă.

Паллах, статйине вуламасăрах, унта мĕн çинчен çырнине туйса илнĕ.

— Анахвĕмсем... — кирпĕч пекех хĕрелсе кайса шăл айĕн ятлаçса тăрать. Вăрă пек йĕри-тавра пăхса илчĕ те, никам та çуккине кура, стена хаçатне тытса хăйĕн çинчен çырнă статйине çĕтрĕ тăкрĕ.

— А-а-а! — тесе пĕлĕт çинчи аслати пек кĕрлеттерсе ячĕ пĕри ун хыçĕнчен. — Мĕн туса хутăн?

Ку хăйĕн пӳлĕмĕнчен сиксе тухнă вуламалли çурт пуçлăхĕ пулнă.

— А-ан... я-я-ятлăр... шу-шуйттан илĕртрĕ... — теме пуçларĕ пуп хăранипе, нимĕн калама пĕлмесĕр.

— Ак мĕн калам сана, пачăшкă, — терĕ вуламалли çурт пуçлăхĕ. — Лар та çакăнта, пĕтĕм хаçата çĕнĕрен çырса тух. Ахаллĕн лектерĕпĕр сана, тĕрмерех çĕрсе вилĕн.

— Пĕтĕм хаçата-и? — тесе ыйтать Иппат куçĕсене чармакласа.

— Пĕтĕм хаçата çав!

— Ох, хоспоти Иисусе! — пит вăрăммăн сывласа ячĕ те хаçат татăкĕсене тирпейлесе пухма пуçларĕ.

Унтан пуп сĕтел хушшине ларса çырма тапратрĕ. Малтанах, ял Советсем, шефсем, сăмакунщиксем çинчен çырнă чухне, алли чип-чиперех çыратчĕ. Хăйĕн çинчен çырнă статья тĕлне çитсенех, пуп алли лăштах кайрĕ, малалла çыраймасть.

Малалла

«Пăхатăн та хĕвел пек ăшăтатăн...»


Пăхатăн та хĕвел пек ăшăтатăн,

Кулатăн та чуна йăлт пăшăхлатăн.

Кам маншăн турă иккенне пĕлессĕн —

Вăл эсĕ!

 

Сана савса çӳреççĕ ирĕн-каçăн

Тĕп хулари тем чухлĕ паттăр каччă.

Кам шутсăрах юратнине пĕлетĕп —

Вăл эпĕ!

 

Калаçура мăн çын пек курăнатăн,

Юрлатăн та — саркайăках пулатăн.

Ман тĕлĕкри çăтмах тĕнчин кĕтесĕ —

Вăл эсĕ!

 

Апла та пулĕ пурнăç вăл, капла та,

Яшсен килĕштерни çитет алла та.

Кам саншăн хытă çуннине пĕлетĕп —

Вăл эпĕ!

«Çумăр çăвать чарăнми...»


Çумăр çăвать чарăнми.

Тăвăл кăрлать.

Кирлĕччĕ. Кирлĕччĕ, çутăр-и!

Çул тасалать.

 

Чунăм çунать парăнми.

Ăшăм вăркать.

Килтĕрччĕ. Килтĕрччĕ... Çитрĕн-и?

Чун савăнать.

«Савнă-ши сана эп е савман-ши...»


Савнă-ши сана эп е савман-ши —

Калаймастăп халĕ тин татса:

Çут тĕнче пĕрех хаваслă маншăн,

Çаплипех çанталăк тап-таса.

 

Вĕлтĕр çил шурă юрпа хавассăн

Алхасса ачашланать кăна.

Ку чухне санпа пулнă пулсассăн

Юлăттăм туймасăрах ăна...

 

Халиччен мĕнле çакна пĕлмен эп —

Сансăрăн та çут тĕнче хитре!

Юр пĕрчи те, вылянса киленнĕн,

Чуптума пĕлет мана питрен.

Кун-çул каçалăкĕ


Пуç çине нуша кăна çусан та

Вилес марччĕ чĕрĕллех чунпа.

Пурнăç пушăпа çапсах тăрсан та

Шуçăма кĕтесчĕ шанчăкпа.

 

Такăнмассерен чан çапас марччĕ

Ылханса телейсĕр шăпана.

Тĕнчене çаплипелех савасчĕ,

Ĕмĕтпе кĕтесчĕ Ырана.

 

Кĕрхи кун çитнишĕн ан хурланăр,

Çуркунне каллех, каллех килет —

Кулăр, йĕрĕр, савнăр, асапланăр,

Куççуль витĕр савăр хĕвеле!

 

Пурăнăç хуранĕнчен мĕн ĕмĕр

Хуратса кашни куна çĕрпе

Пĕр алтăрпала шерпет ĕçетпĕр,

Наркăмăш ĕçетпĕр тепринпе.

Тĕшмĕш чăпти


Ирхи хĕвел Ухливан тути çине хуллен шуса пычĕ те лап хупласа лартрĕ. Ухливан мучи хăй çумĕнче çывăрса выртакан карчăкне хĕнеме пуçларĕ. Чышать те чышать хăйен мăн чышкисемпе арăмне сулахай аяк пĕрчинчен. Çилленсех чышать. Арăмĕ кăртах сиксе вăранса кайрĕ.

— Ай, мĕн пулчех, Ухливан? Ай-уй, тăна кĕр! Мĕн ухмахланса выртатăн? Тилпĕрен çирĕн-и-мĕн?! Мĕн турăм эп сана? — тесе уласах йĕрсе ячĕ.

Ухливан нимĕн те илтмест, — чышать те чышать. Укахви стена çумнех лăпчăнса выртрĕ.

«Мĕн... усал ерчĕ-и-мĕн куна? Тур çырлахах! Микул турă, мăн турă амăшĕ, хута кĕрсемех!..»

Ухливанăн куçĕ хупă, тутисемпе вăл темĕскер мăкăртатать, кĕлетки кăрт-карт туртăнкаласа илет.

— Ухливан, мĕн хăтланатăн? Тăр-ха, тăр! Турруна асăн, — тет карчăк, упăшкинĕ силлесе. — Тăр, тетĕп!

Ухливан вăранать, йăлт-ялт пăхкалать, куçĕсемпе такама шырать, лăчах хура тара ӳкнĕ хăй, ларнă çĕртех сăхсăхма тытăнать. Карчăкĕ хуллен ыйтать:

— Мĕн пулчĕ ара сана, Ухливан? Усал хăратрĕ-и-мĕн? Выртнă чухне турруна пуççапма маннă, çавăнпа вăл. Пĕркунне эпĕ те, çавăн пек, турра пуççапмасăрах çывăрса кайнă та çĕрĕпех асапланса выртрăм.

Малалла

«Çимĕк каçĕ...»


Çимĕк каçĕ.

Ыран — вырсарни.

Аса килчĕ эс вырăн сарни.

Пирĕштин, кĕçĕн çыннăн

имлерĕн.

Юптаран юмăç евĕр тимлерĕн.

 

«Халь сăмах та ан хуш, — терĕн, —

хăвшăн.

Санпала кăшт пулам-и хаяр?»

Мăйăмран ытамларăн та ăшшăн,

Пăшăлтатрăн: «Мунча хутса яр!»

Çимĕкри куç хупман çав

пĕр талăк...

Эс те эп.

Шуçăмри ирхине.

Петем пурнăçăм пултăр-и тамăк —

Эп астивнĕ çăтмах тĕшшине.

Улăштараймăн нимĕн те


Çук пирĕн юрату текех,

Чăл-пар саланчĕ.

Черченкĕ кĕленче пекех

Вăл хăвăрт ванчĕ.

 

Илемлĕ, хаклă ванчăксем

Шур ĕнчĕ майлă,

Анчах ытла нумай вĕсем —

Çыпăçтараймăн.

 

Пĕр ванчăкĕ çинче ав — ир,

Шур çĕмĕрт сачĕ,

Теприн çинче — санпа эпир —

Телей саманчĕ.

 

Чĕрӳ халь тунçăхлать-и, тен,

Йĕрет-ши сан та?

Улăштараймăн нимĕн те

Халь тăрăшсан та...

■ Страницăсем: 1... 428 429 430 431 432 433 434 435 436 ... 796