Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Акăшсем таврăнаççĕЫтла та вăрттăн юратуКатӑлнӑ уйӑхПахчапа мунча хуҫиЙӳçĕ кулăЙытă тĕлĕкĕЮрату йĕтесĕ

«Çăкасар папкана та ларман...»


Çăкасар папкана та ларман,

Хурăнсар лаштăрах симĕсленчĕ.

Çутă кун ашшине палăртма

Васкаса хăвăрт-хăвăрт тесленчĕ.

 

Яланхи авăн кунĕ çитсен

Хурăнсар маларах ылтăнланĕ.

Тунсăха чĕр илемлĕх кĕртсе

Савăнтарĕ те шăппăн лăпланĕ.

 

Иртерех килекен илемсен

Пур çав куçшăн паха вут-кăварĕ!

Эсĕ ир çитĕнсе хĕрленсен

Пĕччен чунăм пачах савăнмарĕ.

Пишпӳлекри тĕлпулу


Ухсай Яккăвне эпĕ хамăн пурнăçра пĕрре çеç курнă, анчах унăн сăмахĕсем, вăл хăйне тыткалани, унăн сăнарĕ халĕ те паянхи пек куç умĕнче.

Пишпӳлек вăтам шкулĕн 10-мĕш класĕнче вĕренеттĕм. 1957 çулхи кĕркунне пирĕн класс ертӳçи, физкультура вĕрентекен Федор Порфирьевич Миронов (йывăр тăпри çăмăл пултăр) мана чĕнсе илчĕ те çапла каларĕ:

— Акă сана, Федотов, икĕ йыхрав хучĕ. Ыран Пишпӳлеке Ухсай Яккăвĕ килет. Кăнтăрла иртсен тăватă сехетре политвĕренӳ кабинетĕнче унпа тĕлпулу иртет. Пĕр-пĕр юлташупа çавăнта пулăр.

— Юрать, юрать, эсир каланă пекех тăвăпăр, — тесе алла тыттарнă йыхрав хучĕсене савăнсах йышăнтăм. Анчах миçе чăваш ачине кăна чĕнмерĕм пуль, пĕри те пырасшăн мар. Чĕннĕ вăхăт çывхара пуçласан хампа пĕрле вĕренекен тата пĕрле интернатра пурăнакан, чăвашла кăштах калаçкалакан тутар ачипе Сабитов Раиспа политвĕренӳ кабинетне кĕрсе лартăмăр. Унта учительсем, районти «Колхозри ĕç» хаçатăн редакци ĕçченĕсем тата ытти ентеш — пĕтĕмпе 40-50 çын пуçтарăннă.

Часах пӳлĕме хулпуççи çине хура пальто уртса янă, пĕр аллине çĕлĕк тытнă, çӳллех мар тăн-тăн кевтеллĕ арçын, ун хыçĕнчен икĕ хĕрарăм кĕчĕç те тӳрех тĕпеле иртсе çийĕнчи тумтирĕсене хывса хучĕç, килнĕ çынсене сывлăх сунса сĕтел хушшине ларчĕç. Яков Гаврилович çĕнех мар хăмăр тĕслĕ костюм тăхăннă, шурă кĕпе çӳхи айĕнчен костюм тĕслех галстукĕ илемлĕ курăнать. Вăл ура çине тăрса Шупашкар çыравçисемпе сăвăçисем çинчен, хăйĕн ĕçĕсем тата малалли тĕллевĕсем пирки 40-50 минута яхăн калаçрĕ. Курнăçăва килнĕ çынсем ăна сывламасăр тенĕ пек итлесе ларчĕç. Сăмахне вĕçленĕ хыççăн паллă сăвăç ыйтусем пама сĕнчĕ.

Малалла

Тарса пытанчĕ Уйăх


Уйăх та тарса пытанчĕ пĕлĕт хыçнелле,

Таврана хупларĕ шăплăх — чун çӳçенмелле.

Сарă кайăксем шăпланчĕç, юрă илтĕнмест,

Чĕрере кăварлă туйăм пурпĕрех сӳнмест.

Эсĕ, тен, çӳретĕн кĕçĕр урăх каччăпа,

Çав тери савăнтаратăн ăшă куллупа.

Алăри чечек çыххийĕ типĕ ыранччен,

Чĕрери асаплă хурлăх пырĕ вăрахчен...

«Каçхи урам...»


Каçхи урам. Хура мĕлке пĕр тĕлсĕр

Ăçта васкать-ши? Çук-тăр пĕлекен.

Кӳреннĕ-ши, çӳрет-ши ĕçсĕр-хĕлсĕр

Кама хăварнă, пур-ши кĕтекен?

 

Хуйхи ăна куршанак пек çакланнă:

Ӳксе юлмасть, пырать ав инçете.

Пĕтмест, çĕтмест, утăмсерен йĕртет,

Каç еннелле ыратăвĕ вăйланнă.

 

Пулни тивĕçтермесг халь кирлине,

Сив çил туллать кĕлленнĕ чĕрине.

Сӳнсе типет, тĕссĕрленет черченлĕх.

 

Хăйĕнпеле хăех пăшăлтатать,

Хăлхаллă уйăх çеç ăна тăнлать.

Шак-шак шаклаттарать çулпа пĕчченлĕх.

Аташăмсене


Эп те Сантăр,

Эс те Сантăр —

Хитре ят ку тенĕ-ши?

Эпĕ сансăр,

Эсĕ мансăр

Пурăнаймĕç тенĕ-ши?

 

Эп те Сантăр,

Эс те Сантăр —

Аптраман ят шыраса.

Эпĕ сансăр,

Эсĕ мансăр

Пурăнатпăр шăхăрса!

 

Эп те Сантăр,

Эс те Сантăр —

Йышлă эпĕр, Сантăрсем.

Ман ĕç ăнтăр,

Сан ĕç ăнтăр —

Пурнăç ăнтăр

ăннăçем.

«Хура тунсăх пуссан, аллăмсем усăнсан...»


Хура тунсăх пуссан, аллăмсем усăнсан,

Кил-çурта пăрахса, уй-хиртен уйрăлса

Инçете-инçете, çут тĕнчемĕр хĕрне

Ман тарассăм килет хăш чухне.

 

Илĕртмест çĕнĕ кун, пушанать сӳннĕ чун,

Курăнмасть çул умра, эп çын мар — чунсăр чул.

Вăйăм çук, вăйăм çук куçăма та уçма.

Кăмăл çук, халăм çук тĕнчере пурăнма.

 

Эп манатăп хама, туйăма çухатса,

Чĕр виле пек пулса пурăнап шăпланса.

Курăнатăп — пăхсан, эпĕ пур çĕр çинче.

Те этем, те мĕлке çак хура кунсенче.

 

Пурпĕрех çĕкленсе яр! уçатăп куçа.

Кĕлтăватăп Турра кĕтсе шурăм пуçа.

Çĕрмĕш хут çĕнĕрен эп чĕртетеп вучах,

Çĕрмĕш хут йăлăнатăп: «Ан сӳнтĕр анчах!»

Мĕскĕн


Тавлашу хĕрсе çитнĕ вăхăтра пырса кĕнĕ вăл. Тавлăшакансем икке уйрăлнă.

— Çĕр выртма кĕртетĕр-и? — ыйтнă вăл.

Лешсем ăна асăрхаман, тавлашма чарăнман.

— Çичçĕр аллă! — тесе кăшкăрнă пĕрисем.

— Çичçĕр вăтăр пиллĕк! — тенĕ теприсем.

— Эсир пĕлместĕр, — тенĕ теприсем.

— Хăвăр пĕлместĕр, — хирĕçнĕ теприсем.

— Çĕр выртма кĕртетĕр-и? — ыйтнă тепĕр хут хайхи çын.

— Кĕрĕрех... Выртса кайăр. Кунтарах иртĕр. Акă пукан. Килсе лар, — тенĕ кил хуçи, унтан килнĕ çынна вăл аллинчен ярса тытнă та каланă: — Акă çĕнĕ çын. Унтан ыйтăр. Вăл татса парĕ. Вара кам тĕрĕсне курăр.

— Ма мана «çĕнĕ çын» тетĕн? «Çĕнĕ çын» тесе качча тухнă çынна калаççĕ пирĕн. Эпĕ качча тухман. Арçын эпĕ, — шӳтлесе хирĕçнĕ хваттер ыйтаканни.

— Шӳтпе мар кунта. Эпир хумсем пирки тавлашат-пăр. Кала-ха: çичçĕр вăтăр пиллĕк-ши, çичçĕр аллă-ши?

— Çичçер аллă та, çичçĕр вăтăр пиллĕк те мар, — тейĕ килнĕ çын канлĕн. — Каспи тинĕс çинче те, Хура тинĕс çинче те хумсем ун çӳллĕш пулмаççĕ.

Пӳртрисем сывлăша кисрентерсех кулса янă.

— Тинĕс хумĕ мар, радио хумĕ çинчен калаçатпăр. Коминтерн станци хумĕ пирки...

Малалла

«Кĕпер леш енĕ ешĕл улăх...»


Кĕпер леш енĕ ешĕл улăх,

Кĕпер ку енĕ — чĕке çыран...

Енчен енне каçаймăп урăх,

Çырлах мана, хитре çаран!

 

Ĕнер кăна мана аванччĕ,

Унта аван, кунта аван,

Ют пĕлĕтпе хĕвелĕм анчĕ,

Тĕксĕм тĕссем чунра паян.

 

Çавал кĕперĕн сарă карлăк,

Çавал кĕперĕн сар хăма.

Кĕпер умне сар пурçăн кармăп,

Саркайăк тумăп эп хама!

«Хайласа калаçмăп сан çинчен...»


Хайласа калаçмăп сан çинчен,

Ырă та, усал та сăмахламăп.

Эсĕ халь манран инçе-инçе,

Хушшăмăра ӳкрĕ миçе талăк?

 

Хам чĕнмерĕм — айăплă хамах.

Пĕлтермерĕм шухăш-туйăма эп.

Ĕмĕтленнĕ ĕмĕт кăлăхах

Татăлчĕ пулсассăн — хамăн айăп.

 

Ăнсăртран тухинччĕ те умма

Авăсинччĕ, ирĕклĕ çунатăм!

Пурнăçăм ман тĕлĕк те юмах,

Эсĕ çук та — çулăмсăр çунатăп.

Сана çеç


Шавлă çур,

Ешĕл çу,

Тулăх кĕр,

Сивĕ хĕл

Çаврăнаççĕ

Хуллен черетпе.

Вăхăта пăхăнса,

Йăлана хăнăхса

Çĕнелсе улшăнап эпĕ те.

 

Çуркунне

Эп — чечен,

Çу çитсен

Эп — ĕçчен,

Кĕркунне

Пуçтарап

Кĕр мулне...

 

Чĕремри

Туйăм çеç

Улшăнмасть,

Çĕнелмест:

Эп савап,

Юратап

Сана çеç,

Сана çеç.

■ Страницăсем: 1... 425 426 427 428 429 430 431 432 433 ... 796