Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Вăрман ачисемТĕрлĕ тĕрĕллĕ тĕнчемАслă халалЮрату йĕтесĕЫтла та вăрттăн юратуТаркăнЫлханлă хура çĕмĕрт

«Ĕмĕт сӳнмен те-ха...»


Ĕмĕт сӳнмен те-ха... Çапах

Ĕмĕр вĕçне тухса пыратпăр —

Яш юрату çеç хамăрпах

Ĕмĕрлĕхе пĕрле юлать-тăр...

 

Юратнăччĕ пĕлми айван —

Эс маншăн тап-таса чечекчĕ!

Элле, çав ман тĕле вăрман

Ӳстереймен-ши тек чечек те?

 

Вăрманлă улăх-ĕшнепе

Халь тин чупса иртес килмест те.

Тен чечексем те çук текех,

Чечек пулаймăн ĕнтĕ эс те...

 

Иртет те ĕмĕр, кун юлать,

Юлать çамрăккиçен ĕречĕ.

Пуçламăшĕ пĕрех пулать —

Пуçламăш — пурнăçăн тивлечĕ

 

2000, çĕртме, 29,

Сăлтаккасси.

Чире ертекен тилперен


Унтрие арăмĕ сĕт яшкисем, какай яшкисем пĕçерсе парать кашни кунах. Çи, тăраничченех çи. «Питçăмарту тăварланă хăяр пек пулса кайнă»,— тет вара вăл упăшки аллине сăрламан кашăк тыттарса.

Арăмĕ ăна ытлашши сăмах чĕнмест. Ара чĕнесчĕ те... Хăрамалла унтан — тутаран çыртса илесрен хăрамалла. Катăк тутапа пасарсене çӳреме илемлех мар, тата çилленсен тутана тăсма та чăрмавлăрах.

Унтри çилленнĕ вăхăтра тутаран çыртса илесрен хăрамаллах пулнă çав.

Юлашки вăхăтра вăл урамра та, килкартинче те, тапак хутаççи шыранă чухнехи пек, пуçне усса çӳрет тата кашни кун икшер-виçшер хут пӳрт тăррине хăпарса чĕлĕмне паккаса ларать. Хăй юратнă арăмĕ те, никам та унтан: «Мĕн чĕп амăшĕ пек сарăлса ларатăн çак эсĕ мăрье кутĕнче?» — тесе ыйтма хăраççĕ. Хăраççĕ, мĕншĕн тесен Унтри тилпĕрен çинĕ тесе ят тухнă ялта...

Çанталăк çав тери ăшă пулин те, кӳршĕсем Унтрирен сивĕннĕ. Ĕлĕк ун ури умне пырса ачашланма юратакан саплăк тирлĕ кушакĕ те Унтрирен пăрăнарах çӳреме пуçланă. Арăмĕ курнă тăрăх, хăнкăласем те, Унтрие курсан, мăк ăшне тарса пытанма пуçланă. Çав тери хăрамалла пулнă ĕнтĕ кашни кун пӳрт тăррине хăпарса чĕлĕмне паккаса ларакан, «тилпĕрен çинĕ» тесе ят тухнă Унтрирен.

Малалла

«Эп уйра çӳресе, куртăм сарă чечек...»


Эп уйра çӳресе, куртăм сарă чечек,

Сар хĕр мар-ши тесе, утрăм эп ун патне.

Çук çав, сар хĕр пулмарĕ уйри ман чечек,

Çав чечек суранлатрĕ ман чун-чĕрене.

 

Эп садра çӳресе, куртăм шап-шурă çĕмĕрт,

Сар хĕр мар-ши тесе, утрăм эп ун патне.

Çук çав, сар хĕр пулмарĕ çав шап-шурă çĕмĕрт,

Вăл епле суранлатрĕ ман чун-чĕрене.

 

Вăрманта çӳресе, куртăм эпĕ çырла,

Сар хĕр мар-ши тесе, утрăм эп ун патне.

Çук çав, сар хĕр пулмарĕ эп тупнă çырла,

Вăл паян суранлатрĕ ман чун-чĕрене.

Вĕçленеймен роман


Илемлĕ юрату.

Ăссăрлăхпа пĕр тан пулайрĕ!

Эй, турă, çуркунне пулса сан сăн пекех хитре!

Анчах та кĕр тулта, шур кĕмĕл йывăçсем,

Кулленлĕх сивĕтет пире пĕрех!

Анчах та кĕр тулта, шур кĕмĕл йывăçсем,

Кулленлĕх сивĕтет пире пĕрех!

 

Куç харшисем юрпа шывланнăччĕ,

Каçса кайсах эпир вуланăччĕ —

Илемлĕ-çке вĕçленеймен роман

Юрату пуриипе!

Анчах та мĕн пурри каять çука,

Апла шăпамăртан тарар çулпа —

Юлайтăр çак вĕçленеймен роман

Парк сакки çинче!

 

Чи савăк самантсем нумай пире аса илмелĕх,

Ман пĕлес марччĕ юратун чăн асапне кайран.

Çăлмашкăн туйма санпа уйрăлмалла

Ним калаçусăр, пĕр сăмахсăрах!

Çăлмашкăн туйма санпа уйрăлмалла

Ним калаçусăр, пĕр сăмахсăрах!

 

Куç харшисем юрпа шывланнăччĕ,

Каçса кайсах эпир вуланăччĕ —

Илемлĕ-çке вĕçленеймен роман

Юрату пуриипе!

Анчах та мĕн пурри каять çука,

Апла шăпамăртан тарар çулпа —

Юлайтăр çак вĕçленеймен роман

Парк сакки çинче!

Константин Арсенев

«Мĕн вăл юрату тесе эп ыйтрăм уйăхран...»


Мĕн вăл юрату тесе эп ыйтрăм уйăхран,

«Юрату вăл йăлкăш кулă», — терĕ уйăх.

Мĕн вăл юрату тесе эп ыйтрăм улăхран,

«Юрату чечек вăл», — терĕ аслă улăх.

 

Мĕн вăл юрату тесе эп ыйтрăм шăпчăкран,

«Юрату вăл хитре юрă», — терĕ шăпчăк.

Мĕн вăл юрату тесе эп ыйтрăм шăрчăкран,

«Юрату каçпа чĕриклетни вăл», — терĕ шăрчăк.

 

Мĕн вăл юрату тесе эп ыйтрăм çĕмĕртрен,

«Эпĕ çеçкене ларни вăл», — терĕ çĕмĕрт.

Мĕн вăл юрату тесе эп ыйтрăм сар хĕртен,

«Сан çине савса пăхни вăл», — терĕ сар хĕр.

«Саркайăк мар-ши терĕм эп сана...»


Саркайăк мар-ши терĕм эп сана

Сассу ытарайми янравлă пулнипе

Çут уйăх мар-ши терĕм эп сана

Сăну ытла та çутă пулнипе.

 

Çут çăлтăр мар-ши терĕм эп сана

Куçу ытла та ялкăш пулнипе.

Çӳл тӳпери хĕвел пуль терĕм эп сана

Куллу ытла та ăшă пулнипе.

 

Уйри чечек пуль терĕм эп сана

Чунри туйăмсене пытараймасăр.

Савни тесе каларăм эп сана

Чĕрем мĕн хушнине халь чараймасăр.

Паллаймарĕç


Тахçан-авал пĕр ялта тĕлĕнмелле ĕçчен старик пурăннă. Çемйи йышлă пулнă, пĕр пӳртре темиçе çемье килĕштерсе кун кунланă: старикĕн икĕ ывăлĕ çемьипе, хĕрĕ — упăшкипе. Йышлă çемйене тăрантарма нумай апат кирлĕ. Çавăнпа темĕн чухлĕ тăрăшсассăн та апат-çимĕç çитсе пыман. Хăш-пĕр чухне ачисен тăранмасăрах сĕтел хушшинчен тухма тивнĕ. Çăкăр та часах пĕтнĕ. Çак старикĕн пĕртен-пĕр Малышка ятлă лаша пулнă. Ăна вăл вырăс пасарĕнче туяннă, çавăнпа та карчăкпа старик хуçисем панă вырăсла ята улăштарас мар тенĕ. Малышка кунсерен тĕсне улăштарнă, пĕр кун хура-шурă, тепĕр кунхине — хĕрлĕ хурарах, виççĕмĕш кунне шап-шурă тĕслĕ тумпа çӳренĕ. Хăйсен лашине хуçисем те хăш-пĕр чухне паллайманни пулать. Ун пек чухне вĕсем унăн кайри урисем çинее пăхса палласа илнĕ: лашан кайри икĕ ури те яланах сарă пушмак тăхăннă.

Пĕррехинче старик лашине кӳлсе вутă турттарма вăрмана каять. Вăрмана çитсен лашана тем пулать, вăл карт! Туртăнать те тилхепене татса пăрахать, хăй ирĕкелле вĕçтерет.

— Малышка! Малышка! Ăçта каятăн, мĕншĕн таратăн?!

Кăшкăрни пустуях пулчĕ. Лаша тарса çухалчĕ.

Старик килне хуйхăрса килет. Ăна хирĕç арăмĕ тухать:

Малалла

«Хитре чăваш енре çур кунĕ!..»


Хитре чăваш енре çур кунĕ!

Хĕвел ура хуçса ташлать.

Çынсен сăн-пичĕ те халь кунĕ —

Йăлт хамăрла, йăлт чăвашла.

Шăнкăртать юр шывĕ — сĕлкĕш

Шыв юххипе çырманалла.

Йăмра турачĕ вĕл-вĕл вĕлкĕш,

Ăш çил васкать çыранпала.

Ӳнер ăсти пулсан ӳкерĕп

Эп çуркуннен чăн илемне.

Чуна çĕклет пулсан ӳкерчĕк

Çутам кĕтретлĕх хĕлхемне.

Çурхи илем! Ытараймасăр

Епле–ха тăрăн ку чухне.

Тĕлĕннине пытараймасăр

Пĕлесчĕ тетĕп ун чунне.

Çуркуннехи мухтавлă вăхăт

Çут тĕнчери чĕрĕлӳпе.

Ман чĕремри çуралнă хăтлăх

Тапать сӳнми çĕкленӳпе.

Сăпка юрри


Çывăр, хĕрĕмçĕм эс, çывăр

Ăшă пӳлĕмре,

Тĕлĕкӳ те тăрă пултăр

Тĕпсĕр кӳлĕрен.

Эсĕ пуршăн эп телейлĕ,

Турра тав тăвап.

Анне ят мĕнле илемлĕ,

Анне ят — сăвап.

Çывăр, хĕрĕмçĕм эс, çывăр,

Ырă тĕлĕк кур.

Тĕлĕкре те, пурнăçра та

Санăн аннӳ пур.

Пĕчĕкçб аллипе «тяппи»

Пысăк пулĕç-ха,

Эс ман Çăлтăрăм — Хĕвелпи,

Çывăр, ăс-тăнăм...

«Икĕ ял хушши сукмак...»


Икĕ ял хушши сукмак

Чи кĕске те тӳрĕччĕ.

Иккĕн е пĕччен утма

Чăннипех вăл ирĕкчĕ.

 

Утнă-чупнă та унпа

Ирĕксĕр те ирĕккĕн.

Халĕ те чунпа кунтах,

Халь те çил пек çӳрĕттĕм.

 

1998, авăн, 8

■ Страницăсем: 1... 420 421 422 423 424 425 426 427 428 ... 796