Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ылтăн вăчăраХĕрлĕ тюльпанЫтла та вăрттăн юратуӐшӑ ҫумӑрĔмĕр сакки сарлака. 3-мĕш томКăра çилсем. Пĕрремĕш кĕнекеТаркăн

Урхамахсем тăраç тăпăртатса


Урхамахсем тăраç тăпăртатса,

Инçе çула тухма васкаса.

Çамрăк мăшăр çĕн пурнăç пуçлать ав,

Кӳме пур-и сан, хатĕр-и лав?

 

Çил çунатлă пулех урхамахсем,

Çилхи вĕçĕ вĕçет инçете.

Ăмсанаç вĕсене яш юпахсем,

Çул памаççĕ, халь пит те пиçет.

 

Ланчак-ха, çамрăкрах, мĕн тăвайăн,

Ут пуласси пурах вĕсенче.

Кĕç ыткăнĕç вĕсем çиле майăн,

Савăнтарĕç пире туйсенче.

 

Ку мăшăр шур ăйăр шырать мар-и

Туй-çуйне уявлать çĕнĕлле.

Шух юпах-и, ланчак–и, тиха-и,

Юрттăр çеç ырă пурнăç енне.

 

Урхамахсем тăраç тăпăртатса,

Çĕн çемьешĕн чунтан савăнса.

Тĕп парнийĕ пулчĕ пони-лаша,

Тĕлĕнтермĕш ут вăл тамаша!

Васанти тĕлĕнтермĕш


Çуллахи шăрăх кунсем тăраççĕ. Кăвак тӳпере пĕр пĕлĕт татки те курăнмасть. Хĕвелĕн ылтăн шевлисем самаях пĕçертеççĕ.

Утăçи тапхăрĕ пырать. Ял халăхĕ Артанас çаранĕнче утă пуçтарать. Ытарма çук илемлĕ çакăнти вырăн! Çамрăк курăкпа витĕннĕ уçланкăра куç тулли чечек хĕп-хĕрлĕ çырла кăвар евĕр çиçсе чуна илĕртет. Пуринчен те илемлĕреххи — шăнкăрав курăкĕ. Вăл шăнкăравĕсемпе сассăр шăнкăртаттарать. Уçланкăн икĕ енĕпе сип-симĕс вăрман. Пĕр енче, кив Сăр тăрăх, лаштра юмансем сарăлса лараççĕ. Тепĕр енче, чĕр Сăр çуммипе, çĕмĕртлĕхпе тиреклĕх кашласа ларать. Утă уйăхĕн шăрăх кунĕсенче çĕмĕртĕн çимĕçĕсем хуралса, пиçсе çитеççĕ. Тутлă çимĕçе ачасем чĕлхе хуралса ларичченех çиме кăмăллаççĕ. Сĕтпе, пылпа хутăштарса çисен вара… çĕмĕрт чĕлхене çăтса ямаллах тутлă. Вăрманта куккук авăтни, тĕрлĕ кайăк юрлани ян-ян! каять. Сарă кăкшăм курăкĕпе шурă лили — чăннипех те кив Сăр илемĕ.

Çывăхрах хăватлă çăлкуç палкаса тапса тăрать. Шăрăхра çак çăлкуçăн шывĕ шăла катас пек сивĕ. Сыпкăм сыпсан та ăш канать.

Ача-пăча хаваспах аслисене пулăшма хатĕр. Хăшĕ кĕреплепе, хăшĕ сенкĕпе тăрмашаççĕ. Мана вара вăрăм çилхеллĕ, сакăл ураллă улма чăпар кĕсре шанса пачĕç. Чипперкке ячĕ те хăйне килĕшӳллĕ. Чиперкке — пиçĕ лаша. Мана курсанах пуçне ухса, тулхăрса савăнса кĕтсе илет. Вăл хăйĕн тивĕçĕсене лайăх пĕлет. Нăхта1 йăтса пынине курсанах пуçне аялалла пĕкет. Мана, çамрăк ачана, çăмăллăх парас шутпа пуль. Хăмăтне тăхăнтартма та çăмăл, тилхепине, йĕвенне, йĕнерчĕкне тăпах тăрса çыхтарать, турта хушшине кĕрсе тăрать.

Малалла

Хура куç


Тарăхать пĕчĕк Кĕркуç,

Виртлет аппăш: «Хура куç».

Эх, çăвать куçне ача!

Темшĕн усси çук пачах.

Кĕркуçа пулăшмалла,

Ырă канаш памалла:

«Килĕшет сана, Кĕркуç,

Хурлăхан пек хура куç!»

Хĕвеле çăлни


Малти каса шупкалатсан каç сĕмĕ,

Юхсан çăралнă ĕнтрĕк ял çине

Ыйха сирсе хускалчĕ шĕшкĕ тĕмĕ,

Ян-ян саспа хупланчĕ пĕрене.

 

Ача-пăча каçхи халап итлесшĕн,

Чăй-чай çуйхашрĕç кайăк чĕппилле.

Епле айван, йăлтах-йăлтах пĕлесшĕн,

Янрать урам, чараймăн ниепле.

 

Çапах кĕçех лăпланчĕ вĕтĕ халăх,

Кĕтмен çĕртен шăпланчĕ шавлă ял.

Килет иккен тинех пурне те паллă

Иван мучи — хисеплĕ шурсухал.

 

Халап яма ăста Иван-юмахçă,

Çăвар карса итлет ача-пăча:

Хура лаша, ухмах Иван, асамçă,

Вăрманпала кусать ав йăвача.

 

Ача-пăча йăлтах илтсе юласшăн,

Купаланать халапçă çывăхне.

Иван мучи лĕх-лĕх кулса йăвашшăн

Сӳтме пуçлать асамлă çăмхине:

 

Çапла вара, атьсем, ун чух çуллаччĕ,

Ачаччĕ эп, сикеттĕм сăпкара.

Çĕрле çут Уйăх маншăн çутататчĕ,

Ирпе Хĕвел кусатчĕ ман тавра.

 

Анчах темле пĕрре Хĕвел килмерĕ,

Тухмарĕ çутатса тĕнче питне,

Ял тăрăх сас-хура вĕçсе çӳрерĕ:

Малалла

«Лăпланчĕ шурă юрлă хăтлăх...»


Лăпланчĕ шурă юрлă хăтлăх,

Туратсене хупларĕ пас.

Эп сассенчен тăваттăм шăплăх,

Сасартăк илтрĕм вăйсăр сас.

Эс килтĕн те, кăларчĕ шăплăх

Черченкĕ те чечен сассем,

Çав сассенче юрларĕ шăпчăк,

Çунса çуталчĕç чечексем;

Вĕсем çинче сывларĕ сывлăм,

Тем пăшăлтатрĕç çеçкесем.

Манра çуталчĕç çуттăн, сыввăн

Çак сас пек ырă ĕмĕтсем...

Лăпланчĕ шурă юрлă хăтлăх.

Туратсене хупларĕ пас.

Эп сассенчен тăваттăм шăплăх,

Эс шăплăхран кăлартăн сас.

Эс — шăплăхран кăларнă сас.

«Лашине тĕрĕс тытрăм тесе...»


Лашине тĕрĕс тытрăм тесе,

Çунине кӳлме пĕлтĕм тесе,

Çулĕ çывăх та тикĕс тесе,

Сулнăка сулăнмастпăр тесе,

Юр çутиллĕ каç сĕмĕ тесе,

Юр çутиллĕ каç сĕмĕ тесе,

Кил тĕлне уйăх çакнă тесе

Эп шутланă.

Лашине тĕрĕс мар тытнă эп,

Çунине урăхла кӳлнĕ эп.

Çулĕ пулнă ытла аякра,

Шуç тупань пулнă-мĕн — сулнăкра.

Эп пĕлмен тĕттĕм каç ултавне,

Шаннă çеç кĕмĕл вут тăхрине.

Уйăхпа хĕвеле уяман.

 

Шутласан сахал мар йăнăш ман...

Лашан çуралнă кунĕ


Аякри пĕр ялта 10 çулти хĕрача пурăннă. Вăл Кĕтерук ятлă пулнă. Унăн тем тĕрлĕ тетте те пулнă, анчах вĕсем тахçанах йăлăхтарса çитернĕ, выляс та килмен. Çапах та унăн пĕр çемçе лаша пулнă. Вăл питĕ çемçе пулнăран ячĕ те Çемçескер ятлă пулнă. Кĕтерук ку лаша тетте çеç пулнине питĕ лайăх ăнланнă. Çапах чĕрĕ чунпа калаçнă пекех калаçнă, çитернĕ ĕçтернĕ, сăвăсем каланă, çывăрма та вырттарнă.

Кĕçех унăн питĕ кĕтнĕ çуралнă кунĕ çитнĕ. Кĕтерукăн чи пысăк ĕмĕчĕ — кам та пулин ăна чăн-чăн чĕрĕ лаша парнелесси. Кĕтерук питĕ хумханса кĕтнĕ çакна.

Ирхине амăшĕ Кĕтерука лаша илме укçа çуккине ăнлантарса панă. Çавăнпа лаша вити халĕ те пушă пулнине палăртса хăварнă. Вĕсем хăйсем малтанхи кун пасарта лаша хакĕпе паллашнине те, вĕсен укçи кушак çури илмеллĕх анчах пулнине те каласа панă. Кĕтерук питĕ хытă куляннă, мĕншĕн тесен ун ĕмĕчĕ çӳлте çутатса ларакан çăлтăр пек аякра пулнă.

Пĕр ирхине Кĕтерук уçăлса çӳреме уя тухнă. Унта пĕр ватă арçын лаша пăхнă. Кĕтерук çав лашапа туслашса кайнă, кашни кунах унпа тĕл пулнă, Машук тесе ят панă. Килне килсен Кĕтерук хăйĕн çыру кĕнекине тусĕпе мĕн калаçнине çыра-çыра хунă. Вăхăт нумай-и сахал-и иртнĕ, Машук хĕрача патне хăй хăнана пырасси çинчен пĕлтернĕ, анчах темле кĕтсен те Кĕтерук хăнине кĕтсе илеймен. Вара вăл ватă лаша хуçи патне вĕçтернĕ. Лешĕ Машук çухални çинчен пĕлтернĕ. Кĕтерук чăтса тăрайман, хăйсем тĕл пулнă вырăна, илемлĕ улăха вĕçтернĕ. Шыра-шыра ывăнсан канма ларнă. Сасартăк хăй хыçĕнче пысăк чĕрчун тăнине туйса илнĕ. Ку Машук пулнă иккен. Çĕтнĕренпе Машук тата чиперленсе кайнă. Вăл Кĕтерука хăй çине ларма пулăшнă, улăх тăрăх ярăнтарса çаврăннă. Хайхи пăхать те Кĕтерук, тĕлĕнмелле япала, Машукăн çунатсем пуррине курах каять. Çапла вара ыттисем куриччен Машук Кĕтерука нихçан пулса курман вырăнсене кайса кăтартнă, тĕрлĕ юханшывсем урлă вĕсем çăмăллăн вĕçе-вĕçе иртнĕ. Хĕрача йăлт тĕлĕнсе кайнă. Епле тĕлĕнмĕн-ха! Кун пеккине нихăçан та курман халиччен. Киле май вĕсем çăлтăрсен хуркайăк çулĕпе вĕçнĕ. Çăлтăрĕсем пĕри тепринчен çутăрах пулнă. Кĕтерукăн ăшри туйăмĕсем те çăлтăрла çуннă.

Малалла

«Çулçă çулăмĕ...»


Çулçă çулăмĕ. Октябрь,

Çулçă çулăмĕ — пушар.

Хирсенче текех çук чапăр,

Сар хĕвел тăкмасть кăвар.

Çулçă çулăмĕ. Çу иртрĕ.

Пăхăр тумлă ват йăмра.

Тӳпене пĕркенчĕк витрĕ.

Çулçă çулăмĕ — чунра.

Çулçă çулăмĕ. Кĕреннĕн

Çунчĕ тĕтĕмсĕр пушар.

Тӳпере хĕвел сӳнсен те

Вăрманта — сӳнесшĕн мар...

«Саншăн Шур Атăла кĕрсе...»


Саншăн Шур Атăла кĕрсе

пулă тытма

Хатĕррине пĕлсе —

Мана тарăн шыва тĕртетĕн.

Саншăн шурлăха кĕрсе чечек татма

Хатĕррине пĕлсе —

Мана йӳçĕ шурлăха сĕтĕретĕн.

Саншăн тамăка кĕрсе вилме

Хатĕррине пĕлсе —

Мана чĕр тамăка яратăн.

...Хама сĕм авăртан туртса

Кăлармассине пĕлсе тăрсах —

Сана алă паратăп.

Пач савманнине туйса тăрсах —

Вилес пек ю...ăп.

«Ман ĕмĕтсенĕн шăннă сачĕ...»


Ман ĕмĕтсенĕн шăннă сачĕ

Йăл илчĕ çатăр сивĕре:

Тӳрленчĕ улмуççи асачĕ,

Çеçки ун ларчĕ чиперех.

Ăна хĕрхентĕм упрайманшăн

Çу типпинче, шартламара.

Çил-тăвăлра пач сыхлайманшăн

Шеллерĕм çамрăк тымара.

■ Страницăсем: 1... 401 402 403 404 405 406 407 408 409 ... 796
 
1 чĕлпĕр