Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Тĕрлĕ тĕрĕллĕ тĕнчемТаркăнÇил-тăвăлКушкă ачиВӗре ҫӗленЙĕрсемПĕчĕк патшалăх

Лаша утланни


Тухрăм эпĕ урама

Куртăм эпĕ урхамах.

Илтĕм эпĕ йĕвенне

Кӳлтĕм эпĕ лашине.

 

Хура лаша харт сикет,

Çилхи вĕçне вĕçтерет,

Инçе çула вăл чĕнет.

Çил пекех хăй вĕçтерет.

 

Вĕрентеççĕ авалтан

Ан пул ăссăрла айван.

Ут-лаша эс ан утлан —

Аманмашкăн пултаран.

 

Хура лаша, тур лаша,

Эсĕ мана ан пăрах.

Путрăм тарăн шухăша:

Юлмăп-ши капла хăрах?

 

Пач кĕтмен-туман çĕртен

(вĕçнине эп хам та сисмен)

Эпĕ выртап çĕр çинче,

Манăн умра — çут тĕнче.

 

Хам ниçтан та аманман,

Ал-урана амантман

Пĕрех шухăш пуçăмра:

Тек хăтланмăп ăссăрла.

 

Çавăнтан вара кайран

Урăх эп ун пек туман.

Лашана курсан ялан

Халь иртетĕп аякран.

Шурă пони


Пĕр ялта Вова ятлă ача пурăннă. Вăл вунă çулта анчах пулнă. Унăн пĕчĕк йытă çури пулнă. Ăна вăл Джек ят панă. Шкулта юлташĕсем те сахал мар ун. Вĕсемпе вăл туслă пулнă. Çапах та пĕр çитменлĕх пур унăн: вĕренме юратман, уроксенчен тухса каяс йăла та пулнă. Шкула та ячĕшĕн çеç çӳренĕ. Ача ачах çав. Тата пĕрмаях çывăрма юратнă.

Анчах паян унпа темскер пулчĕ. Ирхине пуринчен малтан тăрса ларчĕ те курнă тĕлĕке асаилме тăрăшрĕ. Тем чул тăрăшсан та асаилеймерĕ — пĕтĕмпех тĕтрери пек çеç. Васкаса тĕпеле кĕрсе чей ячĕ. Сыпса пăхрĕ — вĕри, пылак мар. Сахăрне ячĕ, пăтратрĕ, сыпрĕ — тăварлă. Сахăр вырăнне тăвар янă иккен вăл. Ĕçмесĕрех портфеле илсе шкулалла чупрĕ. Питĕ вĕренес килмест-çке шкулта. Кичем унта. Çывăрса тăранайман пирки пĕрмаях çăвар карăлать. Учитель курсан асăрхаттарать. Баскетбол çинчен шутланипех кун иртсе кайрĕ.

Тепĕр куне Вова урокран тарса хăйĕн юлташĕсем патне баскетбол выляма кайрĕ.

Унăн чи юратнă вăййи баскетбол пулнă. Паянхи вăйăра вара Вова питĕ япăх вылярĕ. Малтан вăл пуринчен те лайăх вылятчĕ, халь вара темскер пулнă. Вĕсен команди тепĕр класа хирĕç выляма хатĕрленетчĕ. Анчах Вова япăх выляма пуçланине курсан ăна командăран кăларса печĕç. Ун вырăнне вара тепĕр ачана выляма илчĕç. Вова вара макăрсах киле утрĕ. Килте никам та çук. Ашшĕ-ăмăшĕ ĕçре. Вова пӳрте кĕчĕ те хăйĕн пӳлĕмне кĕрсе выртрĕ. Выртсан-выртсан çывăрса та кайрĕ. Тĕлĕкĕнче ача çав тери илемлĕ пĕчĕк шурă лаша курчĕ. Çав лашана тытас тесе тем чухлĕ хăваларĕ, анчах тытас тенĕ çĕртенех лешĕ çухалчĕ.

Малалла

Ют чĕлхе пулăшмасть


«Хĕре хам май пуплемешкĕн

Вĕрент», — теттĕм юлташа.

Чĕлхесем нумай пĕлмешкĕн

Хушрĕ çавă апăрша.

 

Мăриккан чĕлхи вĕрентĕм,

Хăнăхрăм харсăрлăха.

Унпала эп пĕр хĕре те

Сĕнеймерĕм туслăха.

 

Нимĕçле пупле пуçларăм,

Пачĕ çирĕплĕх мана.

Хыт хушсан та, кураймарăм

Эпĕ парăнакана.

 

Юрă пулăшать пуль терĕм,

Вĕренсен итальянла.

Арисем те ĕнĕрлерĕм

Пурпĕр сирчĕç ман алла.

 

Мана тиврĕ французла та

Çепĕççĕн çеç пуплеме,

Хĕрсемпе ун-кун хутлаттăм,

Пил пулмарĕ чĕреме.

 

Вырăсла çапма пуçларăм

Намăсрах сăмахсемпе.

Ни капла паллашаймарăм

Хама кирлĕ пикепе.

 

Кĕскерех калаç темешкĕн

Тытăнчĕç хăш-пĕрисем.

Грекла тиврĕ вĕренмешкĕн,

Пурпĕр пăрăнчĕç хĕрсем.

 

Ют чĕлхе те пулăшмаймĕ

Тус пулмашкăн хĕрпеле.

Хам чăваш чĕлхи сăпайлă,

Кӳрĕ çав кăна телей.

Арăмсемпе еркĕнсем


Акăлчанăн арăм пур.

Еркĕнсĕр те пурăнмасть.

Юратура вăл маттур:

Иккĕшне те хур тумасть.

 

Китаец арăмшăн та,

Еркĕншĕн те пит хавас.

Ытларах хăй, туршăн та,

Пурпĕр арăмне савать.

 

«Сан пур арăм, еркĕн те»,

Теççĕ Франци çыннине.

Пытармасть-çке вăл пĕртте

Уншăн еркĕн хаклине.

 

Арăмĕ еврĕйĕн пур,

Тупатех вăл еркĕнне.

Иккĕшиншĕн те правур,

Юратать хăй амăшне.

 

Чăваш хĕр качча илет,

Еркен пултарать тупма.

Иккĕшне те этемле

Пĕлмест путлĕн юратма.

 

Украинец савăнать

Арăмпа е еркĕнпе.

Юратни çук, мухтанать

Анекдот хыт пĕлнипе.

 

Вырăс арăмпа ларать,

Еркĕн те патра кумать.

Пурпĕрех-çке ытларах

Вăл ĕçмешкĕн юратать.

Юрла, тăванăм, юрруна


Юрла, тăванăм, юрруна

Манса самантлăх хуйхуна.

Сана — юрра юрлакана

Пулайтăр канăç пĕр кана.

 

Юрла, тăванăм, юрруна

Итлер-ха уçă сассуна.

Янратăр-и вăл таврара

Çĕкленейсе тӳпе таран?

 

Юрла, тăванăм, юрруна,

Ан хăварсамччĕ ырана.

Чунра çуралнăскер сăя

Тек ярас марччĕ-çке сая.

 

Юрла, тăванăм, юрруна,

Вăл сиплĕ санăн суранна.

Çуратĕ савнăç кĕмăлра —

Хăвна эс туйăн çăмăлрах.

 

Юрла, тăванăм, юрруна

Çунат хушса ачаш чуна.

Савах ăна — чун ăшшине,

Телейлĕ пурнăç тĕшшине.

Уйра выртать ем-ешĕл уçăм


Уйра выртать ем-ешĕл уçăм

Куç виçейми, талккăшĕпех.

Тата хитре сăн кӳчĕ шуçăм

Ăна çăра сывлăмĕпе.

 

Тăри юрлать пĕр чарăнмасăр

Таса та анлă тӳпере.

Çак илемпе кам савăнмасăр

Тӳсме пултарĕ тĕнчере?

 

Туйăмсене эп пытараймăп:

Чĕре юрлать, чун савăнать.

Чĕнмесер те сĕнксе тăраймăп, —

Хушса хуратăп: — Ĕç ăнать.

 

Куçпа курса чунпа туятăп

Пуян та тулăх пурлăха.

Çĕре çити пуçа таятăп

Вĕсемшĕн паттăр халăха.

 

Тырри-пулли пулса çитсессĕн

Вырма тапранĕ уйсенче.

Пулать ку йăлт ӳркенмесессĕн

Кĕрхи хĕрӳллĕ кунсенче.

Çилхăван


Тахçанах пулса иртнĕ çак ĕçсем. Аслă турă пĕрремĕш çынсене тăмран йăваласа ĕлкĕреймен-ха. Шуйттан ĕçĕсем те сарăлма ĕлкĕреймен тĕнче тăрăх...

Çакăн пек авалхи вăхăтра пурăннă тет Урхамахсем вăрмансемпе уйсем хушшинче. Юнашарах пĕр юханшыв юхса иртнĕ. Çак шыва вĕсем Атăл тесе ят панă. Çак урхамахсем çинчен Сар Хĕвел кăна пĕлсе тăнă. Унран ыйтса акă мĕн пĕлтĕм:

— Урхамахсен тĕсĕ çӳллĕ тусем çинче выртакан юр пек шап-шурă пулнă. Çĕре çити çитекен çилхĕйĕсем хĕвел пек сарă. Куçĕсем таса тӳпе пек кăн-кăвак. Çуралнă вĕсем ирĕклĕхре, пурăннă ирĕклĕхре, пурнăçне те ирĕклĕхре вĕçленĕ. Ĕмĕрех пурăннă вĕсем нуша курмасăр. Çӳренĕ вĕсем вăрмансемпе уйсем хушшинче çутçанталăка савса. Çутçанталăк та çакăн пек таса чунлă чĕрчунсене курса савăннă.

Çавăн пек таса чунлă чĕр чунсем хушшинче пĕри уйрăмах палăрса тăнă. Унăн ячĕ — Çилхăван (хăвăрт чупакан лаша). Вăл хăйĕн юлташĕсем хушшинче ытла та хăвăрт чупнипе уйрăлса тăнă. Анчах вăл ыттисемпе пĕрле çӳреме хăнăхман. Пĕччен çӳреме юратнă. Çавăнпа вăл, шыв туррипе, Ийĕсемпе туслашса кайнă. Çилхăван Ийĕсенчен шыв çинчен нумай ыйтса пĕлнĕ, ăс пухнă. Тем те пĕлнĕ çак Ийĕсем. Анчах вĕсем юханшыв ăçта юхса çитнине пĕлмен. Пĕррехинче çак Çилхăван хурав шырама кайнă. Çичĕ кун та çичĕ каç вĕçтернĕ урхамах кăнтăр еннелле. Саккăрмĕш кунĕнче çитнĕ вăл сарлака Тинĕс патне. Анчах тинĕс хумханать, Тинĕс темшĕн хурланать. Урхамах Тинĕсрен ыйтрĕ: «Мĕншĕн Тинĕс хумханатăн. Мĕншĕн хăнана килĕштерместĕн».

Малалла

«Пĕрре пăхрĕ...»


Пĕрре пăхрĕ —

Тыткăнларĕ.

Ăшшăн кулчĕ —

Савăнтарчĕ.

 

Ыталарĕ —

Чун йăпанчĕ,

Сас памарĕ —

Кулянтарчĕ.

 

Тавах сана,

Эс пулнăшăн,

Тата мана

Юратнăшăн.

«Юрату...»


Юрату —

Ырату.

Пур-тăк —

Куляну,

Çук-тăк —

Çухату.

Ан нушалан пĕлмен ĕçре


«Эп сăвăç» терĕн, кăкăрна шаккарăн,

Мухтантăн та, ăсна çухатнă пек.

Хăвна мăнна, ăсла хума васкарăн

Пĕртен-пĕрре сăвву кун курнипех.

 

Ан тив, сăвву пичетленнех те пултăр

Вулаканни пулнах-ши вĕсене?

Пулсассăн та вăл питлесе ан култăр,

Ним вырăнне хумасăр сан ĕçне.

 

Хавхаланса мăнаçланас та марччĕ,

Текех санран пулаймĕ çырасси.

Эппин, ĕçне яланлăхах хăварччĕ, —

Пит кăткăс ĕç, çыравçă пуласси.

 

Ан нушалан пĕлмен ĕçре, юлташăм,

Тур сывлăх патăрах çыравçăна.

Пулса тухман хайлав вăл — путлăх-ашăм,

Чунна парса çырмарăн тăк ăна.

 

Вула хавхаланса хастар поэтăн

Вут-хĕм сапса тăран сăввисене.

Эс вĕсенчен сӳнми хăват илетĕн

Итленĕ май хитре кĕввисене.

■ Страницăсем: 1... 396 397 398 399 400 401 402 403 404 ... 796