Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Акăшсем таврăнаççĕЙӳçĕ кулăХурапа шурăПурăнас килетÇич çунатлă куракСуя телейТĕрлĕ тĕрĕллĕ тĕнчем

Пыл хурчĕсене


Мăн чĕрес сарă пылпа

Ларать пирĕн чăланта.

Ваççук ăна хураллать,

Тутисене шăлкалать.

 

Курчĕ ак пĕррехинче

Ваççук «ĕçне» кукамай:

Пӳрни пыл чĕресĕнче,

Тутлă та иккен, ай-ай!

Мĕн пулнă-ши Ваçука?


Асанне пăшăрханать:

«Мĕн пулнă-ши Ваççука?

Унăн пичĕ шыçăнать,

Мĕнпе сиплем мăнука?

 

Нумайччен кулчĕç кайран

Асилсе çак инкеке.

Витаминлă кишĕрпе

Самăрланнă-мĕн пепке!

Салампипе Илемпи


Пурăннă пĕр ялта Салампи ятлă хĕрача. Унăн пурăнăçĕнче пурте пулнă ытлă-çитлĕ. Ашшĕ-амăш килĕнче пурăннă вăл савăнса. Ялти «Йăвача» ача садне çӳренĕ вăл хаваспа. Хăйĕн тантăш-юлташне хисепленĕ чунтанах. Тăван ашшĕ-амăшне мала хунă пур çынран. Тăванĕсем те хĕр пĕрчине кăмăлланă питех те. Пилĕк çул тултарнă ятпа парнеленĕ пукане. Пуканийĕ пит чипер: алли-ури мамăк пек, куçĕ хура çĕмĕрт пек, пит çăмарти — чăмăр улма, чие çырли тутисем… Пĕр сăмахпа каласан, ытармалла мар пике…Салампи пуканене хучĕ ят — Илемпи. Пур çĕрте те унпала ирттерет вăл вăхăтне.

Садика илсе каять, килĕнче те уйрăлмасть. Тумтирне çуса парать, апатпа та хăналать, юрă юрлать час-часах, пуканене çывăртать.

Акă пĕчĕк Салампи тухрĕ уçăлма, пуканене ыталаса пырать урампа. Сар хĕвелĕ пĕçертет, йывăç-курăк пуçне пĕкрĕ çумăрĕ çукран. Салампи пыран çулпа кайрĕ çĕр пичĕ çурăлса! Çурăкĕ куç умĕнчех ӳсме тытăнчĕ майпен. Хĕрача кайрĕ хăраса, сисмесĕрех пукане тухса ӳкрĕ алăран, анса кайрĕ çурăка… Салампи саспа йĕрет, хăйне пулăшма чĕнет. Чупса тухрĕç ыр çынсем, тем чул вăй хурсассăн та — пулăшаймарĕ нихăш те. Хĕрачана лăплантарса илсе кайрĕç килнелле.

Малалла

Илертеймĕ ют илем


Самолет мана çитерчĕ

Розăллă Болгарие.

Роза мар, хĕрсем чипер-мĕн

Хăть Кнежре, хăть Фракире.

 

Пурпĕрех ютсен илемĕ

Çавăраймĕ пуçăма.

Чăвашран никам илеймĕ

Аллăмри хам тусăма.

 

Парижра эп пулса куртăм.

Пит капмар Эйфель башни.

Илĕртӳллĕ хĕрсем пурте.

Куç хĕсеççĕ-çке кашни.

 

Пулма тиврĕ Грецире те.

Ун хĕрне мухтать тĕнче:

«Уншăн темĕнле чĕре те

Кайĕ, теççĕ, хĕмленсе».

Эп сарăхрăм йывăр хуйхăран


Вăта пӳрнере кĕмĕл çĕрĕ,

Ялан хĕвеле май çаврăнать,

Ялан хĕвеле май, ай, çаврăнать.

 

Манăн чунăм-чĕрем пит уçă,

Ялан купăс майĕн çаврăнать,

Ялан купăс майĕн, ай, çаврăнать.

 

Ещĕк, ещĕк кăна сар улма,

Сарăхман эп сар улма çинипе,

Сарăхман эп сар улма, ай, çинипе.

 

Сарăхман эп сар улма çинипе,

Эп сарăхрăм йывăр та хуйхăран,

Эп сарăхрăм йывăр та, ай, хуйхăран.

Анюта


Кăлтăр, кăлтăр урапа

Кусса кайрĕ çулпала.

Утса кайрĕ урампа

Урапа мар — Анюта!

 

Урисем ун — ухват пек.

Мĕн калăн: вăл пĕчĕккĕ!

Кӳршĕ пичче илĕртет,

Ачан утни килĕшет.

Тăван ялăм, савнă ялăм


Пĕрремĕш чăваш сăмахне çырма вĕрентнĕ Нина Николаевна Дубовăна (Павловăна) — халаллатăп.

 

Анатьялăм — Тимĕрçен,

Савнă ялăм, тăван ен.

Ентешсем, ан тăвăр айăп,

Тунсăхларăм пит сиртен.

 

Сан çинчен паян сăмах.

Пулаймарăм эп вăрах.

Санăн ырă çыннусемсĕр

Аякра чух пач хăрах.

 

Астăватăп кив çурта,

Юнашар — лутра кĕпер.

Халĕ çук вĕсем унта,

Ыттисем — çаплах чипер.

 

Çырмана чупса анан —

Вак пулăпа вăл пуян,

Тимĕрçен çырми тесессĕн —

Савăнмаллăх пур ачан.

 

Кутăн чăмать кăвакал,

Нăрик! сыснасем кал-кал.

Çуллахи шăрăх çитсессен

Шур типет, шыв-шур сахал.

 

Хĕл çитсессĕн çунашка

Çавăтатпăр. Аришка

Мăнакка çуртне кĕрт хӳнĕ,

Юрĕ питĕ кăпăшка.

 

Акă — хатĕр тăвайкки,

Кĕç якалĕ ик айкки.

Ярăнса анмашкăн ырă,

Тĕнчере çук кун пекки.

 

Аслă Мункун каçхине

Вут чĕртетчĕç Çаранра.

Малалла

«Урхамахсем тăраç тапăртатса...»


Манăн кукаçи Аркадий Филатов хесметре 4 çул пулнă. Чăваш тăрăхĕнчен пиллĕкĕн пулнă вĕсем. Канаш районĕнчен Константин Петров, Хĕрлĕ Чутай районĕнчен Николай Алексеев, Елчĕк районĕнчи Кипеç ялĕнчен Николай Лаптев, Вăрнар районĕнчен Виталий Афанасьев. Хесметри юлташĕсенчен кукаçипе Виталий Афанасьев, Николай Алексеев кăна юлнă, ыттисем пирĕн хушăмăрта çук ĕнтĕ. Иртнĕ çулла хесметри юлташсем ман кукаçи патĕнче хăнара пулчĕç. Салтакра пулнине асаилсе йăпанчĕç: чейпе сăйланчĕç, çамрăк вăхăчĕсене асаилчĕç.

Юлашкинчен кăмăлĕсене хытарса, чĕрисене хĕссе сывпуллашрĕç. Турă пӳрсен килес çу кунĕсенче те тĕл пулма калаçса татăлчĕç.

Вунсакăр çул тултарсан ытти çамрăк каччăсем пекех кукаçи çар ретне тăнă. Çар службинче, Казахстанра, Семипалатинск хулинче бомбăсем тĕпчес ĕçе пурнăçланă. Вăрттăн полигон шутланнă. Малтанхи вăхăтра çыру та çыртарман, каярахпа та ăçта пулнине пĕлтерме юраман. Çавăнтах юлма шутланă кукаçи, аппăшĕсем çине-çинех çыру çырса киле таврăнма хистенĕ, яла юлма ыйтнă. Хамăрăн йăха тăсакан кирлĕ, кил вучахне сӳнме памастпăр тенĕ.

...Пĕррехинче тĕлĕкре кукаçи сарă çӳрен лашапа хăйсен ялĕнчи Ипатий Петрович Маркова курнă. Вăл учитель пулса ĕçленĕ. Ипатий Марков Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче вĕреннĕ. Хайхи кукаçие калать: «Мăрат Аркадий! Санăн яла таврăнмалла. Унта сана аппусемпе йăмăку кĕтеççĕ. Эпĕ сана яла илсе çитерĕп».

Малалла

Тăхăрьял юрри


Çак Тăхăрьял юрри

Ян янăратăр-и?

Хĕрсем уйра ĕçленĕ вăхăтра.

Ун илĕртен сасси

Чăнах та чун уççи.

Ялан пулинччĕ савăк яшлăхра.

 

Кам савмĕ çак юрра

Юратнă вăхăтра.

Тавралăха сапать вăл сиплĕхне.

Янра эс хытăрах,

Илем кӳрсе тăрах

Вылянтарса асамлă чĕлĕхне.

 

Юрлар, туссем, юрлар,

Чунтанах савăнар.

Асаилсе тăванпа пĕлĕше.

Алла-аллăн тытăнсан

Ĕç те пырать ăнса,

Халь уншăн савăнни те килĕшет.

Çăлтăрсем çунаççĕ тӳпере


Лармари хĕрсем пекех, сăпайлăн

Çăлтăрсем çунаççĕ тӳпере.

Çавăн пек çăтмах ăçта тупайăн?

Сывлăшран сим пыл шăрши кĕрет.

 

Ачашлать куçа тин тухнă уйăх,

Сапнă майăн сиплĕ мерченне.

Пач çухалчĕ пуçăмри пур хуйăх,

Тимлесе пăхуçăн тӳпене.

 

Кун пек чух камах тӳссе тăрайĕ?

Кам каçах пултарĕ çывăрма?

Эп епле савмасăр пултарайăп

Хаклăран та хаклă тусăма?

 

Çăлтăрсен вылявĕнчи хаваслăх

Таврана илем кӳрсе тăрать.

Илĕртет çур шуçăмлă пуласлăх

Ĕçĕпе мухтавлă паттăра.

 

Çӳл тӳпе йăлтах шăрçалансассăн

Куçăмсем яланах ун çинче.

Савăк шăпчăк юрă юрласассăн

Ан шутла та уйрăлу çинчен.

 

Çăлтăрсем пĕрле карталансассăн

Каç ларни ума тухса тăрать.

Сар хĕрсем каçпа вăййа тухсассăн

Çепĕç юрă уççăн янăрать.

 

Тӳпере ялан вылятăр çăлтăр.

Ун çути ӳксессĕн пит çине

Ăшă хĕм сапса вăл йăлтăр-йăлтăр

Вырнаçайтăр тусан чĕрине.

■ Страницăсем: 1... 392 393 394 395 396 397 398 399 400 ... 796