Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Пурнӑҫ утравӗсемÇич çунатлă куракТанатаАтăл шывĕ юха тăратьҪул пуҫламӑшӗСӳнми хĕлхемКăвак çĕмрен

Хунькассинчен таврăнни


Хĕл илемĕ çурхи кунсенче

Анлăрах, савăкрах пур енче.

Тӳпе те кăвакрах тӳпере

Хĕвел те ăшăрах сивĕре.

 

Çуркунне... Çурхи сивĕ кунра

Арăмпа эпĕ пултăм çулра.

Çирккаси ялĕнчен Явăша

Утса тухрăмăр пит тăрмăша.

Çуна çулĕ пĕтмен Чăвашра.

Çуна çулĕн хисеп — лашара.

Çирккасcи ялĕнче вăл чунсем

Çул хываççĕ çитсен хĕл кунсем.

Ак халь те çуна çулĕ пире

Илсе тухрĕ ялтан çут хире.

Юрлă тинĕс иленчĕ куçа...

Шухăшсем пырса кĕчĕç пуçа:

— Юрлă тинĕс выртать çĕр çинче,

Ялтăрать вăл Хĕвел айĕнче.

Пин хут пин ахах юр пĕрчисем

Хĕм сапаççĕ куçа пăхнăçем, —

Терĕм эпĕ уçса çăвара.

Арăм илтрĕ...

Сивлер. «Сăвăра

Çыр-ха эс ман çинчен виç сăмах

Вуласа киленме пĕрмаях».

Хирĕç чĕнтĕм:

— Итле, сан çинчен

Ман чĕре сăвăлать кунсерен.

Сăмахсем ялтăраççĕ куçпа,

Туйăмсем палăраççĕ каçпа.

Пйрĕн пурнăç, вăл сăвă юххи:

Малалла

Ача чухне


Хĕвеллĕ кун. Тулта тумлать тумлам

Сар улăм витнĕ пӳрт çинчен.

Шутлаттăм эп: хăçан çитет çулла?

Тăкăрлăкпа çара уран чупма

Ачасемпе каç кӳлĕм киличчен.

Чӳречерен пăхатăп: шурă юр

Анкартинче выртать, ав, тăршшĕпе...

Ăна хупланă ансăр вăрăм пир —

Ăна анне-мĕн сарнă шăнтнă ир.

Юр евĕр шуралма тăсăмĕпе.

Куçа уçсассăн ыйтрăм аттерен:

Ăçта пичче кайса ирех тухса?

Атте каларĕ: «Вăл халь пӳрт çинчен

Юр антарать çав юр шывланиччен.

Тухса эс кур, мĕн кирлĕ тăхăнса».

Хăпартăм эпĕ кăмака çине

Ура сыратăп пуртенке илсе.

Алла тытса анне кăçаттине

Эп тăхăнатăп пит хĕпĕртесе:

Тула, тула часрах чĕнет çурхи тĕнче

Пурне, пурне çак çур куйĕсенче.

Шур çилеллĕ урхамахăм е Лаша шырани


(пулмасла халап)

 

Мана атте лаша шырама ячĕ. Лашана тупрăм, анчах ниепле те утланаймастăп. Сикетĕп — лаша урлă каçсах каятăп. Аптраса тунката çине улăхрăм та сикрĕм. Ак тата: пĕлĕт çинех улăхрăм-кайрăм. Пыратăп йĕри-тавра пăхкаласа. Пăхатăп-турăсем пăрçа сапаççĕ.

— Турă, мĕнле анас-ши ман кунтан? — тетĕп.

— Пăрçа улăмне явса вĕрен ту та ан, — тет Турă.

Яврăм та вĕрен, çавăн тăрăх антăм. Вĕрен çĕр çине 3 чалăш çитмерĕ. Сулланса тăтăм-тăтăм та ӳкрĕм. Лачакана мăй таран кĕрсе лартăм. Çав хушăра тăрна вĕçсе килчĕ те пуç çине йăва çавăрчĕ. Çăмарта турĕ. Ларса чĕпĕ кăларчĕ. Тукмак хӳре килчĕ те пуç тăрринчи чĕпĕсене çисе кайма тытăнчĕ. Эпĕ хӳринчен ярса тытрăм. Кашкăр хăранипе калт! туртрĕ. Лачакаран тухрăм — ӳкрĕм. Кашкăра утланса лартăм та киле вĕçтере патăм.

Пăхатăп, лаша, шур çилхеллĕ урхамахăм, витере тăрать. Атте хăех лашана тупса килнĕ.

Упапа тилĕ


Утмăлти Упа

Чăтлăх вăрман витĕр

Ансăр сукмакпа

Килнелле васканă питĕ.

 

Çавăнтах хайхискерне

Тилĕ тĕл пулать,

Вылятса сар хӳрине

Илĕртсе кулать.

 

Патваркка Упа

Ирĕлсех каять,

Радикулитпа

Аптранине те манать.

 

Çавăнтах шутлать

Пĕрлешмешкĕн Тилĕпе.

Туй кĕç пухăнать.

Шав тăрать кунĕпе.

 

Тилĕ пит хавас,

Хĕвел пек çиçет.

Чĕрĕп чăш та чаш

Йĕппипе ăна тирет:

 

— Ма пит савăнан?

Ват Упу часах кăнать, —

Тесе кăшт çавна

Асăрхаттарать.

 

— Эп телейлĕ, — тет Тилли. —

Юратап упăшкана.

Хăратмасть вилни —

Кил юлать мана.

«Кирлĕ сăмах шыраса...»


Кирлĕ сăмах шыраса,

Эп тĕнче тăрăх

Тухрăм утса.

Кирлĕ сăмах тупаймарăм,

Чунăм хурланчĕ,

Макăртăм.

 

Чуна канăçлăх шыраса,

Çуралнă яла

Кайрăм тухса.

Кирлĕ сăмах эп тупайрăм,

Чунăм савăнчĕ,

Çунатлантăм.

 

Кирлĕ сăмах упранать,

Тăван кĕтесре çеç.

Этем чунĕ канать

Тăван кĕтесре çеç.

«Атăл урлă...»


Атăл урлă,

Атăл урлă

Кайăкхур васкать.

Куçĕсем ун питĕ хурлă,

Тем кунта шырать.

 

Пĕр-пĕччен кунта вăл юлнă,

Тусĕсем таçта.

Паянччен телейлĕ пулнă,

Халь телей ăçта?

 

Çырана хумсем çапаççĕ,

Акăш пĕр-пĕччен.

Кайăксем те юрламаççĕ

Шуçăм киличчен.

Çилçунат


Ман лаша — Çилçунат,

Çил пекех вăл ыткăнать.

Кĕтĕм эпĕ витене,

Патăм ăна сĕллине.

Ачашларăм çилхинчен

Çупăрларăм мăйĕнчен.

Питĕ вăйлă Çилçунат,

Вăл ака-суха тăвать,

Çăвĕн-хĕлĕн вăй хурать,

Вăйĕ хушăнсах пырать.

Лаша урăх планетăна кайса килни çинчен


Пĕр Хурăньял ялĕнче Иван ятлă ватă çын пурăннă, унăн лаша пулнă. Ăна Грив тесе чĕннĕ. Иван хăйĕн лашипе уй-хир сухалама çуренĕ, утă-улăм пуçтарса тиесе кĕнĕ, вăрмантан вутă илсе килнĕ. Урапи пушă чухне вара ачасене ярăнтарнă. Грив выляма, чупма, сикме тата хуçи ачашланине юратнă. Пĕррехинче хуçи ăна иртĕхнĕшĕн ирĕке кăларман, лешĕ вара вăрмана тарнă. Хуçи куляннă, мĕншĕн тесен лаши киле таврăнман.

Çĕрле вăрман енчен çутăсем курăнса каяççĕ. Иван пăшал илет те вăрмана вĕçтерет. Пăхать Иван — вăрман варринче карап тăрать, лаши унта хăпарать. Вăл вара пăшалĕнчен пеме тытăнать, анчах карап питĕ çирĕп броньăран тунăскер пулнă. Эх, куляннă вара Иван, лашасăр пуçне унăн нимĕн те пулман. Кашни кун кĕтнĕ вăл ăна, анчах лешĕ таврăнман.

Лаши çав вăхăтра уçлăха тĕпченĕ. Грива ятарлă операциллĕ ĕçшĕн илсе кайнă иккен, çӳлтисем çĕр çинчисене пилĕк кун хушши тĕпчесшĕн пулнă иккен. Эрнерен çак ĕç пуçланнă. Грив малтанах тыттарман хăйне, анчах ăна укол тунă та палламан планетă çине кăларса янă. Тĕлĕнмелле те, анчах вăл хăйне çĕр çинчи пекех туйнă. Лешпланетăрисем хăйсен ĕçне тата темиçе кунлăха тăсма шутланă. Палламан планетă тул енчен пирĕн çĕр пекех пулнă, анчах шалта тĕлĕнмелли нумай пулнă.

Малалла

Саламат


Ашака хуçи ятланă:

— Эсĕ пит кахал, — тесе.

Вăл арăн çеç уткаланă

Сăнаса инçе-инçе.

 

Тарăн шухăша вăл кайнă

Ят тивнишĕн тарăхса.

Шухăшланă ăсчах майлă

Çук ăсне пăлхартарса.

 

Акă, вăрмана çул кĕнĕ

Çĕлен пек авкаланса.

Чĕрĕп тухтăра кĕç чĕннĕ

Кахалскер хавхаланса:

 

— Пулăш-ха мана эс, — тенĕ, —

Хăтăлма наянлăхран.

Чĕрĕп Ашака итленĕ

Приборпа пур кăмăлтан.

 

Кĕç рецепт çырса тыттарнă

Чĕрĕп, суннă сывалма.

— Мĕн-ха патăн? — леш ыйтайнă.

Хурав пулнă: — Саламат.

Суймарĕ


Тытрĕç Кушака

Хăйма вăрринче.

Вăл тăм куршака

Кĕнĕ пĕринче.

 

«Урăх нихăçан

Тивмĕп эп хăйма», —

Тытăнчĕ чунтан

Мăр-мăр макăрма.

 

Вăл, чăнах, суйман

Кил хуçисене,

Вăрламан хăйма

Тепĕр каçхине.

 

Кăлпасси татки

Çинĕ вăрласа.

Эх, мур, Кушакки!

Вилмĕ вăл выçса.

■ Страницăсем: 1... 390 391 392 393 394 395 396 397 398 ... 796