Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Çавал сарăлсанКушкă ачиУтартаАвăн уйăхĕШăплăхри аслатиАсаттесемАслă халал

Хăюллă Пулкан


Пулкан вĕрет

Хам-хамлатса:

— Кашкăра эп

Тăкăп çурса.

— Мĕскер чарать? —

Ыйтаç унран.

Леш хуравлать:

— Чĕтрет урам.

Юратусăр пурнăç


Пурнăç кансĕр пулнăран

Мăшăр ӳкрĕ ураран.

Ларчĕ шăп вăл çĕр çине,

Алне хучĕ пуç çине.

— Ай-ай, пуçăм-пуçăм ман...

Тĕнккет юн хăпарнăран.

Чĕн-ха, арăм, тухтăра

Чăтма çук ку йывăра.

Халь вилетĕп пулĕ эп...

Вăхăтсăр çĕре кĕреп.

Çирĕн эсĕ ман пуçа —

Кĕç хупатăп ак куçа.

Пурăнсан та юнашар

Ĕçрĕм вăрттăн сахал мар.

Халĕ çав эрех шăмми

Çапрĕ пуçран тӳрленми.

Кутăн пултăн эс манпа

Ĕçрĕм эпĕ çавăнпа.

Пĕлеймерĕм пурăнма,

Шеллемерĕм чунăма.

Чунтан савса пурнăçа

Эп пĕрлешрĕм юратса.

Юратмарăн эс мана

Ăшăтмалăх ман чуна.

Пăр пек пытăн сивенсе

Юратуран йĕрĕнсе.

Çук, ăнмарĕ пурнăç ман

Çăмăл пулĕ çухалсан.

Ан йĕр, арăм, ан кулян...

Чун тухать ак ман паян.

Ан пăрах ачасене

Йăлт тăрат ура çине.

Йывăр пурнăç пурăнма,

Татах йывăр уйрăлма.

Нӳрĕ çĕр мана кĕтет,

Вăл мана туртса чĕнет.

Ална пар... ах, чун тухать...

Каçар... шухăш пăтранать.

Ах, чĕнсем ачасене,

Малалла

Тăлăх хĕр


Салампи ашшĕ-амăшĕпе нумаях ыр курса пурăнайман. Вăл вунултă çулчченех тăлăха тăрса юлнă. Ачалăхĕ питĕ йывăр пулнă унăн. Хура-шурне пайтах курнă. Кашни хĕр пекех вăл асамлăх çинчен ĕмĕтленнĕ.

Сахал мар куççуль юхтарнă Салампи. Йывăр пулсан та чăтнă, выçăллă-тутăллă пурăннă пулин те малалла пурăнмах ĕмĕтленнĕ. Пурнăç шав малаллах кайнă. Çиме ним çукран çамрăк хĕр пуян кӳршĕ патĕнче ĕçлеме тытăнать.

— Вăйу пур-и санăн, хĕрĕм, ман патăмра ĕçлемешкĕн? — ыйтать кӳршĕ. — Ĕçĕ, паллах, çăмăл мар, йывăр .

— Эпĕ пĕчĕкренех çăкăр валли укçа хамах ĕçлесе тунă.

— Юрĕ, ĕç йывăрри сана хăратмасть пулсан, паянах ĕçе кӳлĕн. Укçишĕн ан кулян, укçи пулать, хăв мĕнле ĕçлетĕн, çапла тӳлĕп.

Мĕнех тăвăн, килĕшет Салампи. Урăх ниçта та хырăма тăрантараймăн. Кашни кун çӳрет вăл ĕçлеме пуян кӳршĕ патне. Виçĕ лаша та виçĕ тиха усрать пуян. Вĕсене те пăхать хĕр. Кунран кун лашасене сĕлĕ çитерет, уя курăк çиме илсе тухать. Пĕр пушă вăхăт та çук Салампин. Ĕç хыççăн ĕç. Пĕри тепринчен йывăртарах. Пĕр канлĕхсĕр ĕçлет вăл. Пуян Çтаппан хĕр канма ларнине курсанах тепĕр ĕç хушать. Ĕçчен хĕр аллинче ĕç вĕресе çеç тăрать, апла пулин те никама та чултан туса яман. Салампи каç пулнă çĕре ывăнсах çитет. Эрне иртет, уйăх… Çтаппан хĕре укçа тӳлеме шутламасть-ха. Салампи хăюлăх çитерсе çĕрме пуянран укçа ыйтма каять.

Малалла

Попугай тĕлĕнет


— Мĕн-ма мухтаççĕ Шăпчăка?

Юрлать вăл, теççĕ, пит хитре. —

Пит тĕлĕнет пĕр Попугай

Ун юррине илтсе пӳртре. —

Юрлатăп эп апла-капла.

Унăн юрри пĕрре çеç, — тет.

Попугая хуçи калать:

— Хăй юррине вăл кĕвелет.

Параппанпа баян


— Пĕрмаях пăнтăртатăп,

Вăйлататăп эп кĕвве.

Мансăр пулаймасть оркестр —

Пулĕ музыка шĕвек, —

 

Терĕ Параппан мăнаçлăн

Çумĕнчи пĕр Баяна.

Лешĕ кӳршине пат татрĕ:

— Тĕлсĕр, — терĕ, — мухтанан.

 

Вăл ыйтуллăн пăхса илчĕ

Шавлă Пăнтăр-пăнтăра:

— Ху оркестрсăр, тăванăм,

Мĕскер тăвăн-ши вара?

«Тĕкĕр пек хитре вăрманти кӳлĕ...»


Тĕкĕр пек хитре вăрманти кӳлĕ,

Мăшăр шурă акăш — кӳлĕ варринче.

Çак ӳкерчĕкпе пит килĕшӳллĕ

Юр юрлать саркайăк чарăш хушшинче.

 

Çакă илеме мухтать саркайăк,

Юрату çинчен юрлать вăл савăнса.

«Юрату пулсан çеç пурнăç лайăх», —

Тет вăл, акăшсем çине савса пăхса.

 

Çак юрра илтсе пит хĕпĕртеççĕ

Çĕр-анне парни — тем тĕрлĕ чечексем.

«Эпĕр те сана саватпăр», — теççĕ

Çутă хĕвеле, пуçне тайса вĕсем.

 

Çӳл тӳпе те кăн-кăвак сăрланнă,

Савăнса вылять кăтра пĕлĕтсемпе.

Кăйкăр та паян пит хавхаланнă,

Савнине чĕнет вĕçмешкĕн хăйĕнпе.

 

Ват вăрман та питĕ килĕшӳллĕн

Çиле май хуллен çеç хумханать.

Кăмăлĕ йăлт тулнă паян кӳллĕн,

Тĕлĕрме, каçа кĕтсе, вăл тытăнать.

 

06.08.2006.

«Мулкач ыйхипе те пулин каçхине...»


Мулкач ыйхипе те пулин каçхине

Хуйха йăлт манса, çывăрса ман илесчĕ:

Тăван халăха, ыран мĕн кĕтнине

Пĕлӳçĕ пулса, паян манăн пĕлесчĕ.

 

Тăван халăха терт хупласшăн пулсан,

Мĕнпур вăй-халпа ман ăна пулăшасчĕ.

Тăван çĕр çине вутлă çумăр çусан,

Çил-тăвăл пулса, çумăра хăваласчĕ.

 

Типсе тертленсен Çĕр-анне шăрăхра,

Ăш çумăр пулса, çӳлтен ман анасчĕ.

Хĕлле, питĕ сивĕ чухне таврара,

Хĕвел ман пуласчĕ, Çĕре ăшăтасчĕ.

 

Телей упраканĕ-асамçă пулса,

Кашни çынна манăн телей парнелесчĕ.

Никам çĕнейми Улăп-паттăр пулса,

Этем инкекне ним юлми пĕтересчĕ.

 

05.08.2006.

Пирĕн вăрттăнлăх


Анне каланă тăрăх мана асанне, пĕчĕкскерне, сăпкана хурса сиктернĕ, пурнăçа ырă ут пек пурăнса ирттерме, ырă ĕç тума сунса акă епле юрланă:

 

Каш-каш кашаман,

Пирĕн паттăр утаман!

Каçчен кашта çӳллĕш пул,

Ирччен вĕрлĕк çӳллĕш ӳс!

Каш-каш кашаман,

Ырă уту ырă уттăр,

Ырă аллу ыр ĕç тутăр!

 

Юрлама пăрахсан:

— Эп калани çитсе пытăр, — тенĕ. Çавăнпах-и, тен, эпĕ çитĕннисем лаша çинчен калаçнине итлеме питĕ юрататăп. Урхамахне хăйне курсан ун патне пырса ăна ачашламасăр та, унпа чуна уçса калаçмасăр та чунăм лăпланмасть. Каласа панă тăрăх, асанне те манăн лашасене питĕ хисепленĕ, вĕсене мĕнрен те пулин ăсталама юратнă. Пĕчĕк чухне вара эпĕ тăмран, йываçран е пушăт хуппинчен асанне тунă «чаплă» урхамахсемпе каçăхса кайсах вылянă. Çитĕнерехпе хама килĕшекен чĕрчуна хут çине ӳкерме юрататтăм. Вĕсем манăн пер альбом туп-туллиех ĕнтĕ.

Малалла

Панулмипе чул


Улмуççи çинчи улма

Çĕр çинчи чула калать:

— Юратап çӳлте пулма,

Уçă çил мана савать.

 

Ун-кунччен те пулаймасть,

Çил вĕрсе килет хытах.

Çавна Улма чăтаймасть,

Чул çине ӳкет патах.

 

Чул унран кулса илет:

— Ай, мухтантăн ахалех!

Эпĕ вара камитле

Ӳкмĕп нихăçан сан пек.

Сăкăт çимĕкĕ


Сăкăт тăрăхне çут уйăх

Çутатса савать.

Çимĕк каç вăл ырă туйăм

Çĕр çине ярать.

Сăкăт тăрăхри пур çамрăк

Çакă каç пĕрле...

Уçлăхран килен каçалăк

Çиçрĕ пил пиле.

Çатра улăхĕ çуталчĕ

Пĕр самантлăха.

Вăйă-ташăпа пуçланчĕ

Çĕр каçмалăха.

Пуçсенче чечеклĕ кăшăл

Пур хĕр-тантăшсен.

Çунакан кăвайт пит ăшшăн

Ачашлать питрен.

Юнашар юхан Сăр-шыве

Чĕкчĕ хĕрсене.

Асатмашкăн вăхăт çитрĕ

Вутăш Шывпине.

— Шывиике тухса килсемччĕ, —

Чĕнчĕç тус-хĕрсем. —

Пирĕнтен парне илсемччĕ —

Çыхнă кăшалсем.

Чечек кăшăлĕсем ӳкрĕç

Юханшыв çине:

Вутăш хĕрĕ валли пулчĕç

Хĕрсенчен парне.

Вутăш курчĕ те çырлахрĕ

Парăм парнипе,

Шывпине çула ăсатрĕ

Савнă кăшăлпе.

Çыранран пур çамрăк утрĕ

Хурăн çамрине...

Çамрăк хурăн — Çимĕк хĕрĕ

Чĕнчĕ вĕсене.

— Тантăш Хурăнпи ларсамччĕ

Çивĕтти явма! —

Терĕç те... хĕрсем пуçларĕç

Туратсем уйма.

Çимĕк хĕрĕ кĕчĕ шавсăр

Малалла

■ Страницăсем: 1... 388 389 390 391 392 393 394 395 396 ... 796