Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Хăмăшлăха путнă кĕмĕл уйăхВăрман ачисемСана ҫырма сӑмах ҫитетТăм ӳкнĕ ирАслă халалТанатаУй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ

Икĕ арăм


Йăван йăваланчăк

Черетлĕ ĕçкĕрен

Килне майпен сулланчĕ

Çитесшĕн çурçĕрччен.

 

Ун-кун тайкалануçăн

Вăл кĕчĕ хăй килне.

Кĕç курăнчĕ яр уççăн

Ик арăм ун куçне.

 

Вăл кăшкăрчĕ хаяррăн

Турра юна-юна:

«Мĕн-ма паран ик арăм

Эс, Турăçăм, мана?»

 

Турра тархасламашкăн

Йăван чĕркуçленет:

«Ма çĕн нуша ярасшăн

Эс манăн пуç çине?»

 

Пĕлсем, пĕр арăмра та

Тӳсеп тем чул инкек.

Эй, Турă, эс парсан та,

Тӳсеймĕп эп икке».

Пинерпи


Иртенпех паян Ваçук

Пуçне уснă, кăмăл çук.

Сывмарланнă ун лаши —

Çывăх тусĕ Пинерпи.

 

Ак, йĕнерчĕк, урапи,

Пĕкĕ, вăрăм тилхепи…

Кирлĕ мар паян вĕсем

Пинерпин çук вăйĕсем.

 

— Тухтăр килĕ, ак, халех, —

Тет Ваçук, кăшт йĕререх, —

Сана пулĕ çăмăлрах

Вăл эмел парсассăнах.

 

Урхамах пуçне ухать,

Хăй ăнланнăн туйăнать.

Мăйĕнчен шăлать хуçи

Вăркăшса илет çилхи.

 

Тухтăр васкаса кĕрет,

Пинерпи патне çитет.

Питĕ тимлĕн сăнаса

Хушса калать Ваçука:

 

— Ак, эмел, пур ман кунта

Пит аван пулăшмалла,

Ан йĕрсем, — тет ачана, —

Вăл сывалě хăвăртах.

 

Эмелне Ваçук илет,

Тухтăра тимлĕн итлет.

Тăрăшса пăхать тусне

Халь текех усмасть пуçне.

 

Пинерпи тапăртатать.

(Тен, çапла вăл тав тăвать?)

Савăнса тăрать Ваçук,

Ут сывалнă хуйхă çук.

Асамлă тиха


Таçти ялта, эпир курман-илтмен, пĕлнĕ-пĕлмен хуçалăхра пурăннă тет пĕр лаша. Сухаланă, сӳреленĕ, тем те турттарнă унпа хуçисем. Хуçалăхра пĕр ĕç те унсăр туман. Пĕррехинче, ытти кĕсре пекех, вăл хăмланă. Пăхаççĕ те хуçисем, тĕлĕнеççĕ: тихан пĕр ури çук иккен. «Çук, ку тихана эпир усраймастпăр. Ырра мар ку, тем пуласса систерет», — теççĕ вĕсем.

Кӳршĕ Микихвер çакна илтсенех вĕсем патне хыпăнса чупса пырать. «Парăр мана çак тихана. Эп пĕчченех пурăнатăп, мана тус-юлташ пулĕ вăл. Эп ăна пăхăп, ӳстерĕп. Кичем пулмĕ тек вара манна», — тет вăл.

Чăнах та, Микихвер пĕчченех пурăннă. Унăн ача таврашĕ пулман. Арăмĕ вунă çул каялла вилнĕ. Пĕр кушак çеç усранă вăл. Пенси укçипе сыпăнса пынă ун пурнăçĕ.

Килĕшнĕ хайхисем Микихвере çак тихана сутма. Виçĕ кĕмĕл укçа пама тивнĕ ăна уншăн. Анчах та тихана çитермешкĕн нимех те çук-çке. Юлашки укçине кайса парать вăл çак тихашăн. Малтанлăха тихана ялти çынсенчен сĕт илсе ĕçтеркелет. Тиха ӳссе пынă майăн пахчара çулса типĕтнĕ утта паркалама пуçлать. Кун-и, çĕр-и: пĕр уйрăлмасăр, куçран куçа пăхса пурăнать вăл унпа. Хăй çиес çакăрне те ăна парать. Хушăран кушакки çинчен те манса каять. Каçсерен çеç, кушакки вырăн çине хăпарса мăрлата-мăрлата ачашлансан, ăна асăрхать, хăй çумне вырттарса çупăрлать.

Малалла

Музыкăна савакансем


Янтăратрĕ тинкĕл-тинкĕл

Ман тăмра яла каçпа.

Чупса пычĕ Нина-Нинка,

Ларчĕ кăшт кăна манпа.

 

«Кирлĕ, — терĕ вăл, — гитара».

Тухрăм янтратса çавна.

Нина мар-çке, сар Тамара

Мана илчĕ тыткăна.

 

«Ташлатма, — тет хĕр, — тыт купăс».

Тухрăм кĕç нăрт-нарт туртса.

Тамар мар-çке, çитрĕ Муза

Куç-пуçне ялкăштарса.

 

«Купăс модăра мар халĕ», —

Муза кĕç тирке пуçлать.

Йăрă йĕкĕтĕн ăс-халĕ

Юрама меслет шырать.

 

Тухрăм çĕклесе хавассăн

Янкăс сасăллă баян.

Ларчĕ юрласа уç саслăн

Ман çумра хитре Татьян.

«Ан çиллен эс мана, савнă чунăм...»


Ан çиллен эс мана, савнă чунăм,

Чăрмав кӳнĕшĕн сан пурнăçа.

Кăшт хăратăп санран, çĕмĕрт куçăм,

Куçусем сан чăнах та шăрçа.

 

Çунтаран куçсемпе эс пăхатăн,

Эп пăхма хăяймасп сан куçран.

Пăхнăçем çунтараççĕ кăваррăн

Сан асамлă куçсем хушăран.

 

Çĕмĕрт тĕслĕ куçсем эп курманччĕ

Катара... çывăхра... хам çумра...

Ĕнер куртăм та чун ман хускалчĕ:

Çулăм хыпрĕ кăварлă чунра.

Çăка


Ял варринче — çырма,

Çырма çинче — çăка.

Авалхи вăрмантан

Юлнă тетчĕç ăна.

Ял пуçланнă чухне

Чӳк туса пурăнма

Ял пуçланă çынсем

Мĕн хăварнă ăна.

Ĕмĕрсем иртнĕ май

Мĕн курман-ши çăка?

Тăвăл-çил сахал мар

Тăпăлтарнă ăна.

Кашни çул çуркунне

Шăнкăрч-кайăк савса

Çав çăкан хăвăлне

Çавăратчĕ йăва.

Пур армак та чармак

Лапсăркка туратсем

Хӳтĕлетчĕç çынна

Кăнтăрти Хĕвелтен.

Чӳклесе ĕненсе

Киремет Туррине

Чӳк тăватчĕç çынсем

Çав çăка айĕнче.

Анчах ырă çулсем

Иртсе кайрĕç çăкан.

(Çакă çут тĕнчере

Çын пурне те тăшман)

Хĕрлĕ вăхăт çитсен

Туса хучĕç пĕве,

Пушарпа кĕрешме

Шыв-шур кирлĕ, тесе.

Тăрса юлчĕ çăка

Шыв варне макăрса.

Пĕр çул чăтрĕ çăка

Кайран ларчĕ хăрса.

Хаяр вăрçă тухсан

Шартлама сивĕ кун

Ăна касрĕ кутран

Хĕрлĕ чун — сивĕ чун.

Пӳрт-çурта ăшăтса

Çунса кайрĕ çăка.

Юлашки ун сасне

Илтнĕ çав кăмака.

Малалла

Кĕтӳç


Хĕвел тухсан, кĕтӳçĕ тăнран каять.

Хĕвел ансан, кĕтӳçĕ савăнать.

Халăх калани.

 

Лăстăр çумăр çурĕ

Шыв шурне тăкса.

Уйри выльăх туйрĕ

Çурĕмпе чăтса.

Патĕнчи кĕтӳçĕ

Хыт пĕркенчĕкпе.

Лăс йĕпеннĕ çӳçĕ

Çамки хĕррипе.

Çăпати исленнĕ

Калăпĕ çинче

Тăли те йĕпеннĕ

Кантри айĕнче.

Ăшĕ пиçнĕ унăн

Çумăр çунăран,

Ăшаланнă чунĕ —

Кун иртет аран.

Йĕрĕх кун... Чараксăр

Кут пекех шăрать.

Иртен чарăнмасăр

Çумăрне тăкать.

Ăмăр кун пек ăмăр

Кĕтӳç ăшчикки...

Калаçма çук кăмăл:

Калаçмасть чĕлхи.

— Эй — эккей, — тет, хушшăн —

Выльăх çиеймест.

Выçа выльăх уншăн

Кăмăлне чĕртмест.

Тăрса çума çумăн

Выльăх хӳт шырать.

Чарак çуклă çумăр

Лăс, лăс, лăс çăвать.

 

Çĕртме, 2000.

Çичĕ пĕртăван


Лаша ампарĕ. Пачах тĕттĕм, каç. Суллахай енче юпахсем вăйсăррăн тĕксĕм тӳпе çине тинкерсе пăхаççĕ. Сылтăм енче йӳрĕк тихасем ыйха путнă. Каçĕ паян лăпкă. Тӳпери çăлтăрсем пĕр-пĕринпе выляса пĕр сӳнсе, пĕр çуталса илеççĕ. Хăйсен çутă пайăркисене вĕсем лаша ампарĕн кăшт уçă юлнă алăкĕнчен малалла салатаççĕ. Лаша ампарĕ кăшт çуталать. Вăхăтран вăхăта лашасем кĕçĕнни илтĕнет. Вĕсем вăйсăррăн хăйсен айĕнчи пусарăннă курăка çиеççĕ. Кунĕпе пĕр чарăнми ĕçлеççĕ çак мĕскĕн ланчăксем. Ĕç хыççăн хăйсене тутлă çитерессе кĕтеççĕ утсем, анчах ампара кĕрсен пусарăнчăк, чыссăр курăка çăвара хыпма лекет. Пăхасса та япăх пăхаççĕ утсене хуçасем: пĕр канми ака тутараççĕ, курăкне вара çителĕклĕн çитермеççĕ. Пĕр пĕчĕк улă купи, çичĕ юпахам. Мĕнле тăранччĕр-ха кунĕн çĕрĕн утсем çак пĕчĕк купапа. Анчах нимĕн те тăваймăн, хирĕç калас çук.

Пурĕ лаша ампарĕнче çичĕ юпах. Яланах нумай çиекен, хăйне пысăка хуракан кĕсмен лаша — Пайăрка. Мĕншĕн-ха ăна çапла ят панă? Мĕншĕн тесен ку ут ампара хĕвел пайăрки çутатсан тӳрех вăранса каять. Ахаль çутăпа çутатса ăна улталаймăн. Хĕвел пайăрки çутатсан кăна вăранать вăл. Хăйĕн хыççăн вара Пайăрка ыттисене те ыйхăран вăратать. Хуçа киличчен вара вĕсем пурте акана тухасса кĕтеççĕ.

Малалла

Çулçӳрев


Таçта, темле тĕнчере

Пулнă лашасен çĕршывĕ.

Пулнă тет вĕсен

Çамрăк çеç патша.

Патша пулнă тет маттур

Ĕçчен, çамрăк та сатур.

Вăл юратнă ĕçлеме

Пулăшма тет, пĕр-пĕрне.

Пĕррехинче тĕттĕм каç

Илтнĕ тет темле сас.

Патша тухнă урама

Сас паракана шырама.

Çакăнтан вара патшан

Пуçланать тет çулçӳрев.

Ак сĕм вăрман умра

Вăрман умĕнче йăмра.

Çав йăмра çинче вара

Çырнă тет çапла:

«Сулахай енне кайсан —

Тупăн эсĕ вилĕм.

Сылтăм еннелле кайсан —

Тупăн эс телей».

Мĕн тăвас та мĕн тăвас,

Хăш çулпа каяс?

Лаша-патша шутларĕ те

Кайрĕ тет сулахая.

Ак пырать вăл çулпала

Ун умĕнче пĕр юпа.

Юпа умĕнче упа

Вăл тăрать тем кăшласа.

Лашана курсан вара

Вăл калать тет çапла:

«Эсĕ çамрăк-çке, лаша,

Ăçта каятăн васкаса?

Анчах мĕншĕн çак çула

Эс суйланă-ши вара?

Сан вилес килмест пулсан —

Каласа парăн эс юмах.

Юмах килĕшмест пулсан,

Çисе ярăп çакăнтах»!

Малалла

Тата мĕн те пулин


Савнийĕ тытса чарчĕ

Хĕре çут шуçăмччен:

— Ан кай-ха, — терĕ каччă, —

Кичем мана пĕччен.

 

— Автан автать, — тет хĕрĕ, —

Ав, тул та çутăлать.

Кĕтет колхоз уй-хирĕ.

Кăштах канас пулать.

 

Килне пике ак çитрĕ.

Пĕр алăк уçă мар.

Мĕскер тăвас? Ун тиврĕ

Хӳме урлах каçма.

 

Анчах сисет чипер хĕр

Ури ыратнине.

Турат куçпе чĕртернĕ

Кăштах чĕркуççине.

 

Шăв-шав илтсессĕн тухрĕ

Ват амăш пăлтăра.

Хĕрне çӳçрен вăл туртрĕ

Çиллессĕн хăтăрса:

 

— Нумай çӳрен, мăнтарăн.

Ан пулччĕ ял кулли.

Кун пек эс шăйăрттарăн

Тата мĕн те пулин...

■ Страницăсем: 1... 377 378 379 380 381 382 383 384 385 ... 796