Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ӗмӗр вӗренЙытă тĕлĕкĕХура çăкăрҪул юлташӗСалампиЫлханлă хура çĕмĕртКăра çилсем. Пĕрремĕш кĕнеке

«Шалти хăртна — тытать тăна...»


Шалти хăртна — тытать тăна...

Вăрман вăл пулнă... халь ана.

Урак-паттăр кассисем

Хăртнă вăрман çулсерен.

Уй-хир тума, пӳрт-çурт лартма

Тата тыр-пулăллă пулма.

Вăрмане пулнăран шалта

Вăрманăн варринче тата

Кĕмешкĕн тивнĕ чăн шала

Касса хăртма кăкла-кăкла.

Умри вăрман «Каçонни» халь,

Хыçри вăрман «Сакасни» халь.

Петĕр патша вăхăтĕнче

Юман суйланă ку енче

Патшан карапсене валли...

Çитнех кунта патшан алли.

Юмансене сăкăтсенне

Ниçти юман çитменнине

Тупса хакланă суйласа

Чăн çирĕп пулнăран шанса.

Çапла вăрманăн ячсене

Парса хăварнă ĕмĕрне

Патша матросĕсем ун чух:

«Вăрман патшан, кĕрсе ан тух», —

Тесе калаçнă халăхра

Вăрман енне пăхса хăра.

«Шалти хăртна» та ячĕпе

Тата хăй тивĕç ĕçĕпе

Пурнатĕ халăх ăсĕнче...

Йĕр çухалмасть ыр çĕр çинче.

 

Ака, 2003.

Кашкăр


Хĕвел анса пытансан,

Çĕре сĕм каç хупласан

Тухрĕ кашкăр йăваран.

 

Шăршласа вăл сывлăша,

Уйăрса пур-çук шăрша

Кашкăр кайрĕ шухăша:

 

Ăçталла çул тытмалла?

Ăçта çити чупмалла?

Кама тытса пăвмалла?

 

Виç уй урлă — Юнпата...

Сурăх ферми вăл ялта.

Кашкăр чупрĕ çавăнта.

 

Ертсе хăйĕн эшкерне

Хĕтĕрте пĕр-пĕрине

Пуçлама сунар ĕçне.

 

Улăм витнĕ фермă çи —

Япăхрах çав çăраççи...

Тата çук тăк хуралçи.

 

Нарăс, 2000.

Лаша туянни


Пĕррехинче эпĕ Чăваш çĕрĕнчи колхоз пасарне кайрăм. Лаша туянас терĕм, анчах килĕшекеннине тĕл пулмарăм. Нимсĕрех тухса каяс тенĕччĕ — пĕр урхамахĕ ман çине питĕ тилмĕрсе пăхнине асаилтĕм те çав тĕле пытăм. Хакне ыйтмасăрах хуçине мĕн пур укçана кăларса патăм. Урхамахĕ савăннипе мана чуптусах илчĕ. Киле çитсен лашана лупасайне ятăм. Ăна Ленук ят парас терĕм. Малалла ку лашапа мĕн тумаллине пĕлместĕп-ха.

— Апат кĕрсе çиес те, кайран куç курать, — тесе шухăшларăм.

Апатланнă хыççăн лашана çăкăр чĕлли пама шухăшларăм. Тухсан пăхатăп та — урхамах кенгуру хăмласа панă! Эпĕ тĕлĕннипе лак кайса лартăм. Вара кенгуруна илтĕм те çын куриччен шыва кайса перес терĕм. Урхамах питĕ кулянчĕ пулмалла: апат та çимест, шыв та ĕçмест. Вара эпĕ ăна шыв хĕррине кайса кăкартăм. Каçпа лашана илме кайрăм. Пăхатăп та — лаша шывра путатăп тесе кăшкăрать. Эпĕ ăна туртса кăларасшăнччĕ, анчах иксĕмĕр те пĕрле шыв тĕпне анса кайрăмăр.

Шыв айĕнче ман куç-пуç чарăлсах кайрĕ. Ылтăн кресло çинче ылтăн çĕрĕсем тăхăннă, ылтăн алка çакнă, ылтăн кĕпе тăхăннă шыв патши лара парать! Ман урхамах шыври пĕр пулла ярса тытнине курсан патша сиксе тăчĕ те кăшкăрса ячĕ:

Малалла

«Ялт! çунать те çăлтăр...»


Ялт! çунать те çăлтăр, чалт! ӳкет,

Тĕксĕм вырăн çеç юлать çӳлте.

Тунсăх чĕрере татах ӳсет,

Шанчăк çухалать ун чух пирте.

 

Пурнăç вăл çут çăлтăр ӳкнĕ пек,

Çап-çут çăлтăр тӳпере тек юлмĕ.

Тĕттĕм чух пĕр хăйă çутнипех

Пурнăçа улăштармашкăн пулмĕ.

 

Çутă çăлтăр тӳпере çутма

Ырă ĕç этемĕн тумалла.

Путсĕр пурнăçа улăштарма

Хăвăн çутă çăлтăр пулмалла.

«Утă уйăхĕ...»


Утă уйăхĕ... Хĕвеллĕ

Çут тĕнче çиçет.

Пур енче те куç кĕретлĕ

Пурăнăç вĕрет.

 

Улăх тăрăх ĕçлĕ халăх

Утă хатĕрлет:

— Çиттĕр, — теççĕ, — хĕл каçмалăх, —

Хăлхана кĕрет.

 

Кӳл хĕрне шыв ĕçме анчĕ

Çывăхри кĕтӳ.

Шыв ăшне кĕрсе лăпланчĕ

Пиçнĕрен ӳт-пӳ.

 

Ах, анчах шăна-пăванĕ

Ут-пĕве çурать.

Хӳтленсе ĕне ăравĕ

Çума çум тăрать.

 

Вăхăт иртрĕ... вăхăт шурĕ...

Иртрĕ кăнтăр ен.

Ĕнесем тапранчĕç, курăк

Çимелле вĕсен.

 

Умлă-хыçлă шывран тухрĕç

Шăппăн ĕнĕрсе.

Кай енне вăраххăн утрĕç

Шăрăхран сĕнксе.

 

Хӳресем кăна выляççĕ

Ĕнесен ку кун.

Пăвансем вăйпах лараççĕ —

Ĕçмеллех вĕт юн.

 

Ĕнесем хӳре тăратрĕç,

Кайрĕç ĕрĕхсе:

Пĕр самант — куçран çухалчĕç

Вĕтлĕхе кĕрсе.

 

Сĕрлекен шăна-пăванĕ

Вĕçрĕ йĕрлесе.

Урлă-пирлĕ, каллĕ-маллĕ

Çиçĕм пек çиçсе.

 

Хыççăнах кĕтӳ ачийĕ

Малалла

«Мĕнле калаçатăп...»


Мĕнле калаçатăп,

Çапла эп çыратăп.

Атте чĕлхине —

Анне панине

Ăшра эп усратăп,

Ăшран кăларатăп.

Маяк


— Çул уçă! — тет маяк пире.

Телей сунса хĕсет куçне —

Çĕршывăн тинĕс чиккине

Пĕр шиксĕр сыхлăр. Тинĕсре

Çĕнтерĕр аскăн тăвăла.

Тĕллевĕр сирĕн — малалла!

Тĕлĕнмелле тĕлĕк


Тахăш тунтикун тĕлĕк тĕллентĕм. Тĕлĕнтермĕш тĕк тĕлĕнтермĕш!

…Тамара тата Таиç тантăшăмсемпе тĕнчене тухас терĕмĕр. Такси тытрăмăр та тĕрлеттертĕмĕр. Темрен те тĕлĕнтĕмĕр: тем тăршшĕ тусенчен, талккишпех тăсăлакан тайгасенчен, тем тарăнăш тинĕссенчен, тăманлă тундрăран… Тăлăп тăхăнса та тарларăмăр, туфлипе тротуарсем тăрăх та так-так! таклаттартăмăр, тайфуна та тӳсрĕмĕр.

Тăватă талăкран тăван тавралăхшăн та, тăвансемшĕн те тунсăхларăмăр. «Ту-54»-па таврăнас терĕмĕр. Тӳпенелле тинкерсе тăратпăр.

Тăрук тавралăх тĕттĕмленчĕ. Тӳпере темскер тăкăртатать. Тимлĕрех тинкертĕм те:

— Тĕлĕнмелле турилкке! — терĕм тĕлĕнсе.

Таиç темшĕн ташлама тытăнчĕ, Тамара темпе тăрăнтарнăн тӳрех тӳплетрĕ.

Тĕрлĕ тĕслĕ «турилкке» тепĕртакран тăп тăчĕ. Тăрринчен такам тухрĕ: тăсланкăскер, тимĕрскер. Те тус, те тăшман. Те тармалла, те тăхтамалла. Темле тусан тĕрĕс. Тăнлав тӳнклетет те тӳнклетет. Тăсланкă таврана тинкерчĕ те Тамарăна туйипе тĕллерĕ. Тарçисем таплаттарса тухрĕç, тусăма тытрĕç те, «турилкке» тарчĕ.

Таиç тăр-тăр-тăр-р! туса тăрать.

— Телее, тивмерĕç, — тет.

Малалла

Хĕр чухнехишĕн тӳсет


Пурăннă пĕр хулара

Ытарми чипер пике.

Пулнă, теççĕ хăй вара

Йăлтăркка хĕвел пекех.

 

Çулсем иртнĕ шавласа

Сисĕнмесĕр, ерипен.

Пĕринче хĕр кулянса:

«Иртрĕм-çке, тет, çирĕмрен».

 

Вăйăра хăй киленет,

Пурпĕрех тупать савни.

Ăна питĕ килĕшет

Çамрăк та хитре пулни.

 

«Ик-виç çул кайрантарах

Эп пултарнă çуралма», —

Шут тытать хайхи часрах

Çул шутне кăшт чакарма.

 

Куккăш пулăшнипеле

Докуменчĕ майланать.

Чăннипех юмахрилле

Ватă хĕр çамрăкланать.

 

Ĕнтĕ унăн тахçанах

Пенсие те тухмалла.

Пĕтĕм тантăшĕ йăлтах

Канура халь уткалать.

 

Кунăн çулĕ-çке çитмест,

Карчăк тарăхать: ма-ши?

Пенсиччен халь ун тивет

Ĕçлемешкĕн ытлашши.

«Çутăлас умĕнхи кăвак шуçăм...»


Çутăлас умĕнхи кăвак шуçăм

Çăлтăра лăн вĕрсе сӳнтерет.

Ылттăн-кĕмĕл Хĕвел тухас умĕн

Тухăçран çĕнелсе кун килет.

 

Лăпкă ыйхă çухатнă ял-йышĕ

Вăранать те тăрать кун курма:

Çĕнĕ кун, тет, ан пултăрччĕ выçă,

Çĕнĕ кун юрамасть çывăрма.

 

Кайăксем те вăраннă: юрлаççĕ...

Сывлăш уçă, яп-янкăр тӳпе.

Пĕвере шурă пăс явăнатĕ,

Явăнать, йăтăнать вăл çӳле.

 

Канăçа-çке çухатнă пĕр пулăç

Ăманпа улталасшăн пулла.

Пулăçсем ял çинче татах пулĕç

Вылятма чĕтрекен сар хулла.

 

Ялти ывăл-хĕрсен пурнăç тулăх:

Ан ӳркен ĕçлеме ял çинче.

Уçăлма каçхине савнă улăх

Пăчанар юхан шыв хĕрринче.

 

Ыр сунса çĕн куна саламлатăп,

Саламлатăп тăван халăха.

Анăç пурнăç ăна халалатăп

Çĕнтерме пурнăçри япăха.

 

Нарăс, 1996

■ Страницăсем: 1... 379 380 381 382 383 384 385 386 387 ... 796