Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Сар ачапа сарă хĕрХĕн-хур айĕнчеСулпикепе Валĕм хунВатă чĕре — çамрăк чунЙӳçĕ кулăКăра çилсем. Пĕрремĕш кĕнекеЫтла та хитреччĕ ун чух çуркунне

Авланма юратакан


Çирĕм пиллĕкрен иртсессĕн,

Эп шутларăм авланма.

«Тусăм, чĕвĕлти чĕкеçĕм», —

Ачашларăм арăма,

 

Арăм. Эх, пĕрремĕш арăм.

Тытăнчĕ чăкрашланма.

Эп кăшт-кашт çеç сыпкаларăм.

Вăл лăскатчĕ чунăма.

 

Авланни çулталăк çитрĕ.

Хуса ятăм арăма.

Иккĕмĕшне акă кĕртрĕм

Хамăн килĕм-çуртăма.

 

Ак хайхи юратнă арăм

Ларчĕ ман ĕнсе çине.

Мĕн кăна илсе памарăм —

Вăл ыйтатчĕ çĕннине.

 

Юрату каллех арканчĕ.

Арăм мар ку, арçури.

Виççĕмĕшне тупрĕ каччă.

Пулĕ терем чи ырри.

 

Кашкăртан усал ку арăм.

Чĕтренеççĕ кантăксем.

«Ĕç каллех кăлараймарăн». —

Тăрăхлаççĕ тантăшсем.

 

Ырă кун эп кураймарăм.

Шурса кайрĕç çӳçĕмсем.

Кирлĕ мар мана тек арам.

Анчах арăмсăр... кичем.

Кăткă


Чупать кăткă хăй çулпе

Пурлă çуклă чунĕпе

Йыш тĕллевĕн ĕçĕпе.

 

Хыпаласа хăй çулне

Мĕн пур шăршă-мăршине

Шырать вăл мĕн кирлине.

 

Тупрĕ нăрă виллине

Хăйĕнчен пит мăннине

Сĕтĕрет хăй йăвине.

 

Йăви пысăк пукан пек

Çийĕнче çук тĕл тӳлек

Чистах сĕт вĕренĕ пек.

 

Çитес чух йăви патне

Сĕтĕрсе сĕтĕрĕне

Туйрĕ вăл вăй чакнине.

 

Вара чĕнчĕ туссене,

Пиччĕшпе шăллĕсене

Сетĕрме пур пурлăхне.

 

Чупса çитрĕç тусĕсем,

Шăллĕсем, пиччĕшĕсем

Ярса илчĕç пур енчен.

 

Сĕтĕреççĕ, вĕçертеççĕ

Тепĕр хут тытса илеççĕ

Тăрмăшса пурте ĕçлеççĕ.

 

Йышри ĕç — йышпа илемлĕ,

Тунă ĕç пурте хисеплĕ.

Кăткăсем çавна пĕлеççĕ

Пире те чăн вĕрентеççĕ.

 

Çу, 2000

Ылтăнпа Хытчун


Юман тесен ăна ялта пурте пĕлеççĕ. Чипер каччă вăл, ĕçчен, кăмăллă. Пĕррехинче улăхпа пынă чухне курăк çинче тиха выртнине курать çак каччă.

Тихи хăй чăпар тĕслĕ, çилхи вара кĕмĕл пек çутатса тăрать. Анчах та вăл аманнă, ура çине те тăрайман. Юман çакна тӳрех асăрхать, тихана йывăç тураттисем çине майлаштарса вырттарать те килнелле туртса каять.

Юманăн ашшĕпе амăшĕ тихана курсан тĕлĕнсех каяççĕ — ытла та йăлтăртатса тăрать-çке вăл. Çавăнтах ăна Кĕмĕл тесе ят параççĕ. Кĕмĕл вара питĕ вăйсăр пулнă. Юман ăна çитерет те утă çине йăтса хурать.

Тепĕр кунне Юман куçне уçнă-уçманах витене чупать. Кĕмĕл ăна ура çине тăрса кĕтсе илет: «Ырă кун пултăр, Юман!» — тет. Çамрăк каччă тиха калаçма пĕлнинчен питĕ тĕлĕнет.

Кĕмĕл майĕпен сывалса çитет, кунран кун ӳссе пырать. Çапла çулталăк иртсе каять. Юманпа Кĕмĕл ĕнтĕ халь — чи çывăх юлташсем.

Пĕр каçхине Юман вăранса каять те витере çутă асăрхать. Часрах тумтирне хăй çине уртса ярать те витенелле чупать. Вите алăкне уçса ярать те — ак тамаша, ун умĕнче чăпар тĕслĕ, ылтăн çилхеллĕ лаша тăра парать. Хăй çавăнтах васкаса калаçма пуçлать: «Мана Ылтăн тесе чĕнеççĕ. Эпĕ урхамах çĕр-шывĕнчен килтĕм. Эсĕ манран ан хăра. Урхамах çĕр-шывĕнче лашасем çынсене ырă çеç тăваççĕ, пулăшаççĕ, анчах та вĕсем куçа курăнмаççĕ. Лашасен ури çĕре перĕнсенех вара вĕсем çутатаççĕ.

Малалла

Лаша калаçăвĕ


Çĕн çул каç лашасем пĕр-пĕринпе калаçаççĕ тет. Мĕн пур шухăшĕсене пĕр-пĕрне каласа параççĕ тет. Лаша калаçнине илтнĕ çын питĕ сăваплă имĕш.

(Асанне каласа панинчен)

 

Çĕн çул каçпа, çурçĕрпе

Тухрăм эпĕ витене.

Итлеме лашасене,

Вĕсем мĕн калаçнине.

 

Шăппăн пытăм йăпшăнса,

Тăп тăратăп тăнласа.

Амăш калать тихине

Хăйĕн çепĕç сассипе:

 

— Пĕчĕкскерĕм, пĕчĕкскер,

Ӳссен пулăн пысăкскер.

Ик çул çитсен, çитĕнсен

Эсĕ кăштах вăй илсен,

Урапана кӳлĕнсе

Эс чуптарăн вирхĕнсе.

Хуçуна эс пулăшса,

Юртăн эс çуна туртса

Ача-пăча савăнса

Пырĕç ун çинче ларса.

Сӳрипеле сухине

Шуçăмпала ирхине

Эсĕ тухăн кӳлĕнсе

Тар кăларăн ĕçлесе.

Çуллахи ăш кунсенче

Эсĕ Сурăм хĕрринчен

Типнĕ курăк турттарса

Капан тăвăн тăрăшса.

Каçхине, хĕвел ансан,

Эс ĕçлесе ывăнсан

Çĕрĕпеле выртмара

Утă çийĕн улăхра.

Ĕçлемешкĕн вăй кĕртме

Малалла

Çăлтăрчăк


Хĕвел майĕпен анать,

Кун пĕтсе пырать.

Тĕттĕм каç та çывхарать,

Яла ачашлать.

 

Сăрт енне пĕччен утатăп

Канăç шыраса.

Вăрман шăплăхне сăнатăп —

Илемлĕ кунта.

 

Хамăр ялăн ачисем

Кунти улăха

Лашисене çавăтса

Килнĕ выртмана.

 

Урхамахĕсем кунтах

Курăк çиеççĕ.

Ачисем те çывăхрах

Канса лараççĕ.

 

Хĕрĕ-каччи — пĕтĕмпех

Харăс тапранса

Икĕ хурăн айккинче

Çурчĕç шăплăха.

 

Ах, епле илемлĕ-çке

Çамрăксен ташши!

Вĕçсе кайрĕ инçете

Хĕрсен ян сасси.

 

Вĕсем çине пăхнă май

Куççуле тытаймăн —

Иртсе кайнă çулсене

Халĕ тавăраймăн...

 

...Ун чухне ачаччĕ эп,

Шкула та кайман,

Атте-анне хӳтлĕхĕнчен

Пĕртте уйрăлман.

 

Атте-анне юрататчĕç

Ылтăн ывăлне.

Ыйтнине илсе паратчĕç

Чун тĕпренчĕкне.

 

Çапла вара вуннăри

Çуралнă куна

Пасартан атте-анне

Туянчĕç тиха.

 

Малтанах-ха тĕлĕнтĕм:

Малалла

Кермен


Ырă çынсем, юлташсем,

Хаклă тăван, тантăшсем,

Итлĕр манăн сăмаха,

Пуçлам хамăн юмаха.

 

Пĕр хресчен, кунти чăваш,

Кăмăлĕпе хăй йăваш,

Çула тухнă лашапа,

Иртсе пырать вăрманпа.

 

Çулĕ такăр пулнăран

Сасси те çук урапан.

Лаши чипер утнăран

Канса пырать Лариван.

 

Аслă вăрман илемĕ,

Йывăç-курăк симĕсĕ

Лăплантарать çын чунне,

Илет хăйĕн ытамне.

 

Сарă, кăвак чечексем,

Яштака шур хурăнсем

Ас илтереç савнине

Сарпи тухать куç умне.

 

Хĕрлĕ мăкăньрен хитре,

Сасси — шăпчăкран парне.

Çут çăлтăртан çутăрах,

Сар хĕвелтен ăшăрах.

 

Çакă чипер хĕр-пике

Лариваншăн çут тĕнче.

Уншăнах вăл çак çулпа

Пырать ĕнтĕ вăрманпа.

 

Ашшĕ Сарпин ăста çын.

Хĕрне питĕ юратать.

(Качча илес тенĕ çын

Çакна лайăх ăнланать)

 

Пулас кĕрӳ хăйĕнчен

Тата ăста пултăр тет.

Вăрманта пĕр пăтасăр

Чаплă кермен ларттăр тет.

Малалла

Манăн ырă урхамах


Сурăм шывĕ хĕрринче,

Сурăм вăрман çумĕнче

Пысăках мар ял ларать,

Унта Макçăм пурăнать.

 

Макçăм çемйи пĕчĕк мар,

Килĕ-çурчĕ пысăк мар.

Пĕртен-пĕри пĕчĕкрех,

Ачи-пăчи купипех.

 

Мăшăрĕпе иккĕшĕ,

Ачисемпе çиччĕшĕ

Выльăх-чĕрлĕх усраса

Пурăнаççĕ савăнса.

 

Ялти пурнăç çăмăл мар,

Килти çĕрĕ пĕчĕк мар.

Ытлă-çитлĕ пурăнма

Тивет самай тар тăкма.

 

Сухине те тумалла,

Тыррине те акмалла.

Ешĕл курăк хăпарсан

Часрах ăна çулмалла.

 

Тырри-пулли сахал мар

Кирлĕ выльăх усрама.

Макçăм хăйне пулăшма

Тиха илет усрама.

 

Лашаран усси нумай

Пулăшать çынна пĕрмай.

Хуçалăхри пурлăха

Çăмăл пулĕ пуçтарма.

 

— Манăн ырă урхамах,

Эп ĕçлеттĕмччĕ хамах.

Çурăмпа суха туса

Ларчĕ пилĕк авăнса.

 

Иксĕмĕр пĕрле пулсан

Пурнăç пырĕ-ха ăнса, —

Терĕ Макçăм тихине

Пĕлесшĕн ун кăмăлне.

Малалла

Тĕлĕнтермĕш лаша


Хĕвел тухайман-ха. Шурăмпуç шупăрне сиреймен ирхи тӳпе ăна кĕтсе илме хатĕрленет. Ыйхăран вăраннă çынсем ĕçе васкаççĕ.

Анюк паян кăвак çутăллах ура çинче. Эрне каялла чирлесе ӳкнĕ амăшĕн сывлăхĕ хавшаса пыни унăн ыйхине вĕçтерчĕ. Вăл хăвăрт тумланчĕ те тухтăр патне васкарĕ. Чупнă евĕр утрĕ.

Тухтăр хĕрарăма пăхнă хыççăн хăрушă хыпар пĕлтерчĕ: «Сирĕн аннĕр питĕ йывăр чирленĕ, унăн пурăнас кунĕсем шутлă кăна юлнă». Ку хыпар Анюка чукмарпа пуçран çапнă пекех пулчĕ. Унăн амăшĕ хайсене, Анюкпа пĕчĕк йăмăкне çак çĕр çине тăлăххăн тăратса хăварма пултарнине ĕненес килмерĕ. Мĕнле пурăнĕç-ха вĕсем малашне?

Хĕрача куççульне шăлмасăрах урама тухса чупрĕ. Хăй ăçталла чупнине ăнланмасăрах чупрĕ те чупрĕ. Юлашкинчен вăйĕ пĕтсе килнипе çĕр çине тĕшĕрĕлсе анчĕ. Пĕр вăхăт тăн çухатнă пек пулчĕ…

Анюк хăйне такам ачашшăн тĕртнипе куçне уçса пуçне çĕклесе пăхрĕ. Ун умĕнче юпах тиха тăрать. Хăйĕн савăнăçлă куçĕпе хĕрача çине пăхать. «Атя манпа пĕрле выляма. Пăх-ха, пирĕн таврара мĕн тери илемлĕ тĕнче!». Анюкăн куçĕнчен куççуль юхса анчĕ. «Маншăн савăнăçлă кунсем пĕтрĕç пулĕ. Аннесĕр пурăнаймастăп эпĕ». Хĕрача хăйĕн инкекĕ пирки тихана каласа пачĕ. «Мĕнле-ха капла? — тĕлĕнчĕ «чĕлхесĕр янавар». — Ку тĕрĕс мар. Çĕр çинчи кашни ачан амăшĕ пулмалла. Манăн анне — асамçă лаша. Ăна чĕнем-ха. Вăл сана пулăшатех». Тиха вăрăммăн кĕçенсе илчĕ.

Малалла

Тĕрĕ


Çук, тĕлĕк мар, чăнах ку, тĕрĕс.

Каллех-каллех куç умĕнче

Эп савнă хĕр тĕрленĕ тĕрĕ

Романтика — кăвак тĕнче...

 

Хум хăвалать хума. Ăçта-ши

Вĕсем васкаççĕ çав тери?

Вĕсен, чăнах, тен, тус-юлташĕ —

Чи аякри çыран хĕрри...

 

Мăнаçлă, харсăр тинĕс лăпкă

Пулать сайра-хутра кăна.

Куратăн-и? Шап-шурă кăпăк

Витет гранитлă çырана...

 

Ракетă евĕр иртрĕ вăхăт,

Кун хыççăн кун, çул хыççăн çул,

Малтанхи хут шăраннă сăвă,

Пĕрремĕш ăшă калаçу...

 

Пулмарĕ пурнăç çулĕ тикĕс,

Тăп-такăр çул эп шыраман.

Шавла-шавла, хăватлă тинĕс!

Карап — халь килĕм-çуртăм ман...

 

Хум чуптăвать хума. Ăçта-ши

Каллех тĕл пулĕç çак хумсем?..

Тĕрлет çĕн тĕрĕ хĕр-ăстаçă,

Çиппи — ман чĕремри хĕлхем.

Хурăн


Те, хĕрсем сана, ват хурăн,

Парнеленĕ яш илем.

Саншăн пуль тапать сатуррăн

Канăçа пĕлмен чĕрем.

 

Килĕшет чăнах, ырлатăп,

Симĕс тутăр, шур кĕпе.

Кĕркунне вара, ытла та,

Эс сар тутăрпа чипер.

 

Кĕслӳпе те чаплă эсĕ:

Шăнкăр çăл пур айăнта.

Илемли тăван кетесĕн

Эс кăна пек çакăнта.

■ Страницăсем: 1... 378 379 380 381 382 383 384 385 386 ... 796