Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Тăм ӳкнĕ ирЮманлăхра çапла пулнăСар ачапа сарă хĕрАсаттесемАслă халалШăплăхри аслатиХусан

«Пĕлетĕп, ĕнтĕ санăн сăнару çеç...»


Пĕлетĕп, ĕнтĕ санăн сăнару çеç

Нумай çулсем упранĕ тап-таса.

Юпах тиха пек çăмăлттай юмахçă

Ман сукмака çӳреймĕ таптаса.

 

Пулни пулнах. Çапах та эпĕ санăн.

Эп сан умра юр пĕрчи пек черчен.

Хăçан пулсан та эс мана ăмсанăн,

Эс нумай чух та — эпĕ пĕр пĕччен...

 

Сана савса çеç варкăшать çунатăм.

Каçа юлса шаккамăп алăкна,

Тĕлĕкӳсем хитре-и? Мĕн куратăн?

Пулсанччĕ телĕкӳ хитре кăна.

 

1966, пуш, 25. Шупашкар.

«Чунра яш вăхăтăн тасалăхĕ пуç пулĕ...»


Чунра яш вăхăтăн тасалăхĕ пуç пулĕ,

Малашлăхра ултавшăн вырăн çук.

Савман хĕрсен юри кăна куççулĕ

Курнатĕ маншăн мăшкăл курнăçун.

 

Тавах, тасалăх! Эс манран иртмерĕн.

Эс патăн курайманлăх вут ăса.

Туйăм вылявĕн шуçлакне сирмелĕх

Уçса кăтартрăн эп курман чыса.

 

1965, çурла, 3.

Чи пысăк ĕмĕт пурнăçланни


Гена яланхи пекех шкула уроксем пуçланиччен çур сехет маларах çитрĕ. Олегпа Вера килсен вĕсемпе ĕнер курнă кинона сӳтсе явса ĕлкĕрмелле вĕт. Питĕ интереслĕ кино кăтартрĕç ĕнер — «Пĕрремĕш Петĕр патша». Кун пек киносене питĕ юратать Гена. Ӳссен вăл историк пуласшăн. Раççей историне халĕ те лайăх пĕлет-ха вăл, унăн вара тата ытларах пĕлес, тĕпчес килет. Генăн ашшĕ килте лашасем усрать, вĕсене питĕ юратса пăхать, вĕсемпе тĕрлĕ ăмăртусене те хутшăнать. Генăна та çак ĕçе явăçтарасшăн вăл. Анчах та Гена, лашасене юратать пулин те, историк пулас ĕмĕтне пăрахасшăн мар.

Олег Генăн чи çывăх юлташĕ. Верăна та яланах вĕсемпе пĕрле курма пулать. Халĕ те виçĕ юлташ ĕнерхи кино пирки хĕрсех калаçрĕç. Сӳтсе явмах ĕлкĕреймерĕç çав – шăнкăрав пулчĕ. Тăван ен учителĕ паян чăваш халăхĕн несĕлĕсем çинчен каласа пачĕ. Гена «Пĕрремĕш Петĕр патша» фильм çинчен манса кайсах итлерĕ. Ара мĕн тери интереслĕ те: хунсем, гунсем, сăварсем, пăлхарсем, хазарсем. Уйрăмах Генăна гунсем çинчен калани интереслентерчĕ. Вĕсен сăн-сăпатне куç умне тӳрех кăларса тăратрĕ вăл: сарлака хул-çурăмлă, сухалсăр, тирпĕйсĕр, яланах лаша çинче ларса çӳреççĕ. Тӳрех ашшĕ пирки асаилчĕ Гена. «Чăвашсен несĕлĕсем лаша çинчен анма та пĕлмен те, атте те çавсем пекех ĕнтĕ», — шухăшларĕ вăл. Гунсем патши Аттила, 445-мĕш çулта влаçа ярса илнĕскер, питĕ хаяр çын пулнă иккен, ăна шуйттан ывăлĕ тесе каланă тет. «Кайран çак Аттила йăхтăсăмĕсем Атăл хĕррине килсе вырнаçнă. Тен, çавăнпа Атăлĕ те Атăл ятлă пуль, Аттила — Атăл», — шухăшласа ларчĕ Гена. Учитель каланă май Гена Аттила мăшăрĕн, чиперкке Иллтиккен сăнарне те куç умне кăларчĕ вăл.

Малалла

Эп качча кайма шутларăм


Эп качча кайма шутларăм

Пăшал çакнă сунарçа.

«Пул эс, терĕ, савнă арăм», —

Илчĕ ăшшăн лăпкаса.

 

Ыр çынсем мана хушмарĕç

Çыхланмашкăн сунарçпа.

Темиçен ăна хурларĕç:

«Вăл суйма кăна ăста».

 

Эп качча кайма шутларăм

Туфли йăтнă атăçа.

«Пул эс, терĕ, савнă арăм», —

Илчĕ ăшшăн лăпкаса.

 

Ыр çынсем мана хушмарĕç

Çыхланмашкăн атăçпа.

Темиçен ăна хурларĕç:

«Ятлаçма çеç вăл ăста».

 

Эп качча кайма шутларăм

Трактор çинчи сухаçа:

«Пул эс, терĕ, савнă арăм», —

Илчĕ ăшшăн лăпкаса.

 

Ыр çынсем мана каларĕç:

«Пĕрлешех трактористпа», —

Ушкăнпах ăна ырларĕç:

«Вăл тыр-пул тума ăста».

Пулать пуль


Савăк Сантăр пахчана

Акрĕ пĕр йăран кăшман.

Шăтсан сивлет Ульяна:

— Кăшман мар вăл, йӳç мăян.

 

Ку çапла-ши?

Апла мар-ши?

Пулать пуль çав, пулать пуль:

Кăшмантан та йӳç мăян,

Хăш-пĕр арăм каласан.

 

Лартрĕ Сантăр урама

Çуркунне чипер палан.

Ульяна пуçлать хăртма:

— Палан мар, тет, вăл шăлан.

 

Ку çапла-ши?

Апла мар-ши?

Пулать пуль çав, пулать пуль:

Паланран та тип шăлан,

Хăш-пĕр арăм каласан.

 

Пĕрре кайрĕç хулана.

Калать Сантăр: Шупашкар.

Ульяна сивлет ăнă:

— Шупашкар мар, ку Шашкар.

 

Ку çапла-ши?

Апла мар-ши?

Пулать пуль çав, пулать пуль:

Шупашкартан та Шашкар,

Хăш-пĕр арăм каласан.

Пушкăрт арăмне


Сăпайлă яштака хĕрарăм

Манпа тĕл пулчĕ Пушкăртра.

Малтанласа унран хăрарăм:

Мĕнле пыран çумне — хăра?

 

— Айван эс, — терĕ çыпçăнуллă, —

Курман-и ытла юратса?

Хĕрарăм юратăвĕ çуллă,

Парать хăйне чунне татса.

 

Ун чух эп çамрăкччĕ, ĕретлĕ:

Пĕлмен хĕрарăм тутине...

Мана астарчĕ чун кĕретлĕ. —

Савса чуптурăм тутине.

 

Тем çиçĕм çиçнĕн туйăм анчĕ

Пуçран тухса ура тĕпне.

Айра хĕрарăм йăшталанчĕ

Эп путрăм, путрăм ун ăшне.

 

Вăл ытлă çуйкăн çуйкăнланчĕ:

Пĕр йынăшрĕ... шăпланчĕ пĕр...

Ман чун ĕретсĕр хавхаланчĕ —

Мĕнле вăл ыр, мĕнле вăл чĕр.

 

Мухтав ăна, мана чун кĕртрĕ,

Мана вĕрентрĕ юратма.

Манра ыр туйăма вăл чĕртрĕ,

Çумне вĕрентрĕ çыпçăнма.

 

Мĕн-ха вăл юрату яш çыншăн?

Мĕн-ха вăл савăшни чунтан?

— Вăл ырлăх, — терĕ, — чун кӳтнишĕн,

Вăй пурлăх, — терĕ, — çук пуртан.

 

Мана вăл юрату пиллерĕ,

Мана вăл пачĕ ыр хавал.

Малалла

Хальхи чăваш арăмне


Шеллеп сана —

Эс тăлăх арçын пуççăн.

Шеллеп сана —

Калаçаймастăн уççăн.

Мĕнле хĕлхем

Çунать-ши сан ăшра?

Мĕнле ăс-хак

Çиçет-ши пуçăмра?

Курап сана:

Эс кăмалпа илемлĕ.

Курап сана:

Пур енчен те тирпейлĕ.

Мĕнле чăтса

Тӳсетĕн асапа?

Мĕнле тухса

Çӳретĕн урампа?

Сăнап сана:

Эс вашават чĕреллĕ.

Сăнап сана:

Сан туйăмсем хĕлхемлĕ.

Анчах сӳнсе

Путланнă туйăм сан

Чĕрӳ çинче

Выртать пĕтмен суран.

 

Кăрлач, 1997.

Куками патне кайса килни


— Анне! — атя-ха кукамайсем патне. Анне! — атя-ха паххине кайса куратпăр.

Ман лаши çине шутсăр ларса курас килет. Илсе кай-ха кукамайсем патне, анне, — йĕрĕнтерсех çитерчĕ çичĕ çулхи ывăлăм.

— Унта каяс пулсан çуран нумай утмалла, утса çитейместĕн, ывăнатăн.

— Çук, аннеçĕм, кукамайсем патне тесен тем чухлĕ утсан та ывăнмастăп. Ывăнтăм тесе те каламастăп. Паххи патне кăна çитесчĕ ман. Вăл мансăр тунсăхлать пулĕ. Илсе кай мана, анне.

— Юрĕ эппин.

Ывăлăн ыйтăвне тивĕçтерес тесе çул çине кайма пуçтарăнтăмăр. Хăнана пушă алăпа çӳременрен сумкăна çĕрулми икерчĕпе вĕтĕ кукăльсем пĕçерсе чикрĕмĕр. Кукамай пирĕн çĕрулмирен пĕçернĕ икерчĕне питĕ юратать. Çавăнпа та ăна икерчĕпе хăналас терĕмĕр. Хăнана кучченеçсĕр кайма аван мар, пушă алăпа мĕнле пырса кĕрĕн-ха?

Ялтан тухсан пĕр çухрăм çурă кайсан автобуссем çӳрекен шоссе çулĕ çине çитетĕн. Автобус çине ларса пĕр пилĕк çухрăм кайсан вăрман кĕтессинче анса юлмалла та тепĕр çичĕ çухрăм çуран утмалла. Ывăлăм ман умра хаваслăн чупса пырать, пĕр таттисĕр калаçать:

— Пирĕн кукамисен лаши пысăк, вăйлă, пуринчен те хытă чупать, çапла вĕт, анне?

Малалла

Пĕве çитнĕ хĕр


Çирĕм пиллĕке çитет

Галя кĕр енне..

«Ман качча каяс килет», —

Тет хĕр амăшне.

 

«Тух эс халăх хушшине

Ытларах, ачам.

Унсăр, — тет инке хĕрне, —

Юлăн тăхлача».

 

Çӳреме сĕнӳ парать

Пуйăспа хĕрне:

«Яшсене, — тет вăл, — кăтарт

Хăв ĕçченнине».

 

Çĕмĕрле—Канаш маршрут

Халь ăна паллать,

Вĕçтерет кунне ик хут

Хĕр калла-малла.

 

Вакунра вăл кулленех

Тек алсиш çыхать.

Хăш качча памаллине

Вĕçĕмсĕр шырать.

 

Каччăсем, ĕçчен хĕре

Ма курмастăр-ха?

Арăм пулма хатĕрех

Вăл çĕр çуллăха.

«Халь тин сана савмашкăн тивĕç тивмĕ...»


Çук, сана мар çавтер эп юрататăп,

Санра саватăп иртнĕ асапа...

Михаил Лермонтов

 

Халь тин сана савмашкăн тивĕç тивмĕ,

Тахçан кăмăллани те паянччен асап.

Тахçанхилле тасалăх урăх килмĕ —

Асилӳре çеç маншăн эс таса.

 

Куçпа-куç хирĕç тинкерсе пăхмалăх,

Сăмах ватмалăх вак-тĕвек çинчен

Вăй пухаймарăм та — тытмарăм алă:

Шикленнĕ шанчăк туйăнчĕ çинçен.

 

Сивлек пек пултăмăр пĕр-пĕринпе çич ютлăн,

Кашни теприншĕн айăплă пекех.

Сӳнтернĕ кĕл çулăмланаймĕ вутлăн —

Иртни йăл илмĕ çĕнĕрен текех.

 

Тасалăхпа санра тупайнă пурлăх

Ман асăмра куç пек тулли кучух.

Ăна тем тĕрлĕ ванчăк, хĕнлĕ-хурлă

Туйăмсемпе пăтраштарассăм çук.

 

1963, çурла, 30.

Салтаккасси.~~

■ Страницăсем: 1... 374 375 376 377 378 379 380 381 382 ... 796