Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Юрату йĕтесĕÇăлтăрчăксемЙăмраллă ялКăра çилсем. Иккĕмĕш кĕнекеПахчапа мунча хуҫиКайăк тусĕАндрей Петтоки

«Эпĕ — тĕлĕкĕр кăна!..»


Эпĕ — тĕлĕкĕр кăна!

Эпĕ — тĕкĕрĕр кăна!

Кĕтĕр юлашки куна —

кевер чулăн тăкăнап

ан ӳкер çĕре — çĕтет!

(тăпрара тĕнче çĕрет) —

ман — тупра пулма черет.

«Сывлăм пĕрчи пек...»


Сывлăм пĕрчи пек

пăчăртанса выртап —

ыратап:

 

тĕнче сăнне илсе

хам витĕр кăтартап.

Çăкăр — çĕр тĕрекĕ


Çăкăр тесен тӳрех пĕчĕк чухне атте хама пĕçерккĕ пани аса килет. Вăрçă хыççăнхи çулсем питĕ йывăрччĕ...

Пĕррехинче анне шăллăмпа иксĕмĕре пĕрер татăк çăкăр касса пачĕ. Хама пани шăллăма панинчен пĕчĕкрех пек туйăнчĕ мана. Çăкăра эпĕ ывăтса ятăм: «Кун пек пĕчĕк татăка çийиччен çиместĕп те», — терĕм.

Тĕпел кукринче ларнă атте ман çине самаях сиввĕн пăхрĕ те: «Халех сĕтел çине илсе хур, тăрлавсăр!» — терĕ пĕтĕм хаярлăхĕпе. Çăкăр таткине илнĕ хыççăн хăй патне пыма хушрĕ.

— Эсĕ халь ытла пĕчĕккех мар. Виççĕмĕш класа çӳретĕн ĕнтĕ, — сăмахĕсене татса каларĕ вăл. — Сан пек чухне эпир акана çӳреттĕмĕр. Шкулта та вĕренеймерĕмĕр. Эсĕ пур, çын аллипе тунă çăкăра та хаклама пĕлместĕн.

Атте сăнĕ çав-çавах çилĕллĕ:

— Çĕр чăмăрĕ мĕн çинче тытăнса тăрать, пĕлетĕн-и-ха çавна?!

— Çĕр чăмăрĕ ним çинче тытăнса тăмасть, хăй орбити тавра çаврăнса çӳрет, — терĕм эпĕ.

— Кĕнекери пек каласан апла тейĕпĕр-ха, — килĕшенçи пулчĕ атте, — Ĕлĕкрех пире китсемпе слонсем çинче тытăнса тăрать тетчĕç.

Унтан вăл калама чарăнса шухăша путрĕ. Чылайран тин куçран пăхса, ĕçре хытнă йывăр аллине ман хулпуççи çине хурса çапла хушса хучĕ:

Малалла

«Хам ăшăмра ĕмĕрлĕхех...»


Хам ăшăмра ĕмĕрлĕхех

Юратăва эп усрăп.

Ун чух мана çеç темшĕн итлемерĕн:

Епле манас çакна?

Эс урăх чечеке шырарăн пуль?

Кайран, тен, татрăн пуль?

Эп сисеймерĕм.

Çук, çук! Пулман ку сисĕм çуккипе:

Ман ĕненӳ çеç айăплă кунта.

Çапах та манмăп хырлăх вăрманне:

Асилĕве упрать вăл!

Халĕ те.

Тĕппулусен ăшши чуна лăпкать пек,

Хумхантарать пек кăмăла тепре.

Ак эпĕ тепĕр хут кунта

Пуçа усса тăратăп.

Кашларĕ хырлăх.

Кĕвĕллĕ сассем

Мана пăчăртасан, куçран сасартăк

Шăпăртатса тумларĕ йӳç куççуль,

Чечек çине ӳксе

Ахах-мерчен пек йăлтăртатрĕ вăл.

Сасартăк, чан сасси янрарĕ,

Янрарĕ вăхăт-вăхăт.

Тен, уйрăлу каçне

Асилтересшĕн пулчĕ инçетрен

Салхуллă чан сасси?

Тăван кĕтесе


Тăван кĕтес! Мĕн пулчĕ-ши сана?

Выртать уй-хирĕ ака пуç курмасăр.

Çум курăк хушшинчи тыр кас кăна

Ши! шăхăрать çиме апат тупмасăр.

 

Ун-кун чупса пучах шырать арлан,

Хĕле валли кĕлечĕ унăн пушă.

Çухалнă путене те пуш уйран,

Кĕрхи сив çил кăна ӳлет пĕр хушă.

 

Çук выльăх чунĕ те витесенче.

Вĕсем масар пек тăлăххăн лараççĕ.

Çĕрме пуçланă кункăрасенче

Юспа йĕке хӳре хуçаланаççĕ.

 

Эс сӳннĕ май пуяççĕ пуçлăхсем,

Мĕн юлнă пеккине те çаратаççĕ.

Сан мулупах хăйсем валли çавсем

Ик-виçĕ хутлă чул çуртсем лартаççĕ.

 

Мĕн пулчĕ-ши сана, Тăван кĕтес?

Тата мĕн чул шар курĕ çĕр ĕçченĕ?

Шанатăп: пурпĕр ураланăн эс,

Ун чух Раççейĕн чапĕ те çĕкленĕ!

Куçсем


Ах, куçсем! Кăвак куçсем,

Шеллемесĕр кăвара,

Вăрттăн кулăпа çиçсе

Вут чĕртмеççĕ ăшăмра.

 

Çук, савмастăп çав сире,

Хĕм сапатăр кăлăхах.

Эп упратăп чĕрере

Вăранми лăпкăлăха.

 

Çирĕм çул — хушшăмăрта,

Çук ăна ишсе каçма.

Чул кĕпер хывсассăн та

Килмĕ май пĕрле пулма.

 

Ан пăхсамăр çунтарса...

Тĕл пулса-тăр хурлăхшăн.

Чун йĕрет, кая юлса

Сирĕнпе тĕл пулнăшăн.

Пĕччен


Эс халь пĕччен,

Ирпе каçчен.

Пуплен чечен

Куллен темччен.

 

Эс халь пĕччен

Маттур ĕçчен.

Ĕçлен çĕрччен,

Хăш чух ирччен.

 

Эс халь пĕччен,

Ывăниччен,

Шутлан хальччен

Пурнăç çинчен.

 

Эс халь пĕччен,

Çутăличчен.

Пулман унччен,

Чăт, киличчен

 

Ан юл пĕччен,

Нумай темччен.

Ватăличчен,

Куç хупиччен.

 

07.11.2010

Ниме


Иртенпех таçта кайма хатĕрленет анне: икерчĕ пĕçерчĕ, ĕне сурĕ, ĕнерхи сĕтрен пĕр курка хăйма пуçтарчĕ.

— Акриппин кинемей патне кайса килер-ха, — пĕлтерчĕ юлашкинчен ман çине ăшшăн пăхса. — Эсĕ ак çак куркана тыт. Асăрхан, тăкса ан яр. Енер чирлесе ӳкнĕ иккен. Кăшт çемçерех апат илсе кайса парар-ха. Тăванĕ-хурăнташĕ çук та аса илекен те тупăнмасть пулĕ...

Анне Акриппин кинемей чирленĕшĕн кулянчĕ.

— Кинемейĕн тăванĕсем ăçта вара?

— Мĕнле калас? — тем аса илчĕ анне, — Тăванпĕтен енчен пĕр вăхăтра пуян çынччĕ вăл, Пиччĕшĕсемпе шăллĕсем те, упăшки те, ӳссе çитнĕ ывăлĕсем те пурччĕ унăн. Ах, ывăлĕсем ытла маттурччĕ, пĕри тепринчен ĕçченрех, пĕри тепринчен ăстарахчĕ! Упăшки те çав тери ырă çынччĕ. Ачи-пăчине те, тăванĕсене те — пĕтĕмпех иртнĕ хăрушă вăрçă пĕтерчĕ. Çапла тăр пĕчченех тăрса юлчĕ вара.

Калаçкаласа пырса Акриппин кинемей пурăнакан пӳрт умне çитнине сиссе те юлаймарăмăр. Хапха алăкне майĕпен уçса кĕтĕмĕр те хамăр кӳршĕри Петĕрпе Хĕветĕр хыпалансах вут татнине куртăмăр. Хĕрӳ ĕçлесе ăшша пиçнĕрен курăнать, пичĕсем çырла майлах хĕрлĕ хăисен.

— Вăй патăр, ачасем, вут татас тетĕр-им? — ыйтрĕ анне.

Малалла

«Тӳс, тусăм, тӳсĕм пĕтиччен!..»


Тӳс, тусăм, тӳсĕм пĕтиччен!

Ав, хурт — тӳсет,

тӳсет те — пурçăн ӳтленет.

Шума çуралнă тенĕскер,

лĕпĕшленсе вĕçсе çӳрет.

«Ăнăçлă пахчаçă»


Пахчара ĕçлеттĕм çăвĕпе,

Çимĕç ӳстересшĕн тăрăшаттăм,

Шуçăмлах каяттăм та ирпе,

Çăлтăрсем тухсан тин таврăнаттăм.

 

Çу иртсен, çитсессĕн кĕркунне

Тухăç илтĕм пуçтарса ыт-çитлĕн.

Кам пĕлет мĕн чул тар тăкнине?

Çук, ӳсмест пĕр çимĕç те хăй тĕллĕн.

 

Кĕвĕç чунлă кӳршĕсем вара

Манăн пахчаран тухма пĕлмерĕç.

— Пăхăр-ха, ун çĕрĕ пахарах!

Ăнăçлă пахчаçă çав вăл! — терĕç.

■ Страницăсем: 1... 356 357 358 359 360 361 362 363 364 ... 796