Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ĕмĕтсем, ĕмĕтсем...Çул хыççăн çулÇич çунатлă куракКунсем-çулсем... Çулсем-йĕрсем...Ватă чĕре — çамрăк чунКулăш кустăрмиПурнӑҫ утравӗсем

Юрату хĕвелĕ


Чĕремпе мĕскер тăвас-ха ман,

Ырату кăна унта пулсан?

Тупаймастăп эпĕ канăçа,

Йывăр терт-нуша иртет хăçан?

 

Асилетĕп савăк пурнăçа.

Каçсерен куратăп тĕлĕксем.

Кайăк пек çунатлă сăввăмсем —

Чунăмра çуралнă йĕркесем —

 

Тек килеççĕ ман пата вĕçсе,

Чĕремри ыратăва сирсе.

Халь çакна хыватăп эп ăша:

Тарăху, синкерлĕх, терт-нуша.

 

Манăçа тухса иртсе каять,

Çутă тĕттĕме улăштарать.

Юрату вара хĕвел пекех

Пурăнма вăй парĕ ĕмĕрех.

Сухаçă


Сулмаклă утăмпа сухаçă

Кăвак çутлах тухать хире.

Васкавлăн сирĕлет çу каçĕ,

Васкавлăн çухалать тĕтре.

 

Хутлам-хутлам уçса вуланăн

Хура тăпра кĕнекине

Ĕçлет çĕрпе вăл пĕр тăванлăн,

Курса тăран çуталнине.

 

Ăна поэт тесен те юрĕ,

Мĕн-ма тесен ик эрнерен

Калча хĕвелĕ партитура

Пулса шăтать çав пĕрчĕрен.

 

Пĕр пĕрчĕрен тухать пин пĕрчĕ,

Вара, кĕрхи кунсем çитсен,

Ӳссе ларать çĕн тырă сăрчĕ

Чи аслă мул пекех хитрен.

 

Тавтапуçах сана, сухаçă,

Сăпайлă пурнăçушăн тав.

Садра çĕн юрăсем юхаççĕ,

Кӳреççĕ сан ятна мухтав.

Миçе градус пулнă?


Ирхине Павлик вутă çурма шутларĕ. Апат çикеленĕ хыççăн вăл картишне тухрĕ. Лаштра юман çинче юлашки çулçăсем темрен вăтаннă, çĕр çине майĕпен татăла-татăла ӳкеççĕ.

— Ха, паян самаях сивĕ иккен, — терĕ Павлик. — Вунă градус та пулать пулĕ.

Унтан пӳрте кĕчĕ те хулăн пиншак тăхăнса тухрĕ. Алăк çумĕнчи градусник куçĕ тĕлне лексен вăл шкала çине пăхрĕ.

— Хм, — мăкăртатать ача хăй тĕллĕн. — Ку градусник пирĕн, ахăртнех, юсавлă мар пулĕ. Çанталăкĕ ав кӳлленчĕксене пăрпа витнĕ, вăл пур виçĕ градус кăна кăтартать.

Павлик сулмаклă пурттине ярса тытрĕ те каскасемпе кĕрмешме тытăнчĕ. Вăл часах ăшша пиçрĕ, çавăнпа ун çийĕнчи хулăн пиншакне хывса пăрахма тиврĕ.

— Фу-у! — терĕ йĕпенме ĕлкĕрнĕ çамкине çаннипе шăлса. — Çанталăк ăшăтма тытăнчĕ курăнать. Анчахрах мĕнлерехчĕ... Халĕ пĕр 10 градус ăшă та пулать пулĕ.

Еçлесен-ĕçлесен Павлик çӳхе пиншакне те хывса хучĕ:

— Вăт çанталăк паян! Хĕвелĕ-мĕнĕ те курăнмасть, анчах самаях ăшă. Халĕ, тем тесен те, çирĕм градусран кая мар.

Çурмалли вутта Павлик çурса пĕтерчĕ-пĕтерчех. Пӳрте кĕнĕ чухне вăл каллех градусник çине пăхса илчĕ,

Малалла

Аслă Улăп


Аслă Улăп тетпĕр халĕ

Иван Яковлев Сана.

Ăслă çын вăл тесе калĕ

Пур чăваш ялан Сана.

 

Çыртăн пирĕншĕн çырулăх,

Парнелерĕн Эс букварь.

Пурте кирлĕ: ăс вăл — пурлăх,

Шкул та уçрăн Эс вăр–вар.

 

Вĕренме те, ĕçлеме те

Эс вĕрентрĕн чăваша.

Хамăр ята çĕклеме те

Çул кăтартрăн йăваша.

 

Эс хушаттăн упрамашкăн

Пур çĕрте те туслăха.

Пĕр-пĕрне шав пулăшмашкăн

Эс сĕнеттĕн халăха.

 

Халална Санне вулатпăр

Юратса эпир чунтан.

Пĕтĕм сунăвна упратпăр

Ним те çук хакли унтан.

 

Халь Турра та ĕненетпĕр,

Эсĕ панă халалпа.

Вĕренме ĕмĕтленетĕр

Пурте хамăр кăмăлпа.

 

Вырăс халăхне итлетпĕр,

Пурăнатпăр юратса.

Килĕшсе пĕрле ĕçлетпĕр,

Ырă тĕслĕх кăтартса.

 

Чĕлхене те пăрахмастпăр:

Вĕренетпĕр тăрăшса.

Çемьене сыхă усратпăр,

Кун кунлатпăр савăнса.

 

Пĕр-пĕринпе эпир сапăр,

Çӳреместпĕр чашкăрса.

Малалла

«Сана эп халалланă пин-пин юрă...»


Сана эп халалланă пин-пин юрă,

Пĕрремĕш юрату!

Шутланă: эсĕ маншăн пулăн Турă...

Çук, пултăн ырату.

Халал


Чăваш,

Сана эп халаллатăп çак сăвва.

Ан пул йăваш,

Ан ман çуралнă çĕршывна.

Ĕнен Турра,

Ĕнен чăваш хастарлăхне,

Эсех вара

Çутатăн ун пуласлăхне.

Ĕçле, тавлаш,

Шыра ыйту çине хурав.

Эс, хурăнташ,

Хăвар ачу валли хайлав.

Ваттисене

Ан ман эс нихăçан.

Вĕеен çут ăсĕпе

Пуласлăхшăн эс усă кур ялан.

Чăваш ачи,

Пĕр тан ут кӳршĕ ачипе.

Чăваш сасси

Янратăр пĕтĕм тĕнчипе!

Тупрăм телей уççине


Тупрăм телей уççине,

Курасчĕ-ха уссине.

Пăхмастăп эп хаклине,

Ăнланатăп кирлине.

Патăр çеç вăл сывлăхне,

Пурнăç ĕмĕр тăршшĕне.

Тупасчĕ ăс пурлăхне,

Пĕлтĕм унăн хаклăшне.

Шанап телей уççине,

Туйрăм чунăм уççине.

Упрăп халь мĕн пуррине,

Тавах, ырă Туррине.

Телей вăл — çемье пурри,

Ним те çук унран ырри.

Телей вăл — сывă чупни,

Савнăçпа ĕçе утни.

Телей вăл — ача-пăчам,

Ытарайми мăнуксем,

Ăрăва тăсакансем

Чи хакли — çумра вĕсем.

 

29.11.2010

Ăссăрлăх ташши


Шăв-шав — тĕркĕшӳ. Пăлхану — тарăху. Уйрăлу-тĕлпулу... Халăх тĕрлĕ еннелле хĕвĕшекен вокзалта кăна курма пулать çакна. Паллах, билет илсессĕн. Тата тапранса кайиччен вăхăчĕ чылай пулсан. Пушă вырăн тупса вырнаçма май килсессĕн вара темĕнле пăтăрмаха та, камитне те сăнама пултаратăн.

Вокзалти халăх конвейер çинчи пекех улшăнать. Пĕрисем тухса каяççĕ, вĕсем вырăнне çав самантрах теприсем йышăнаççĕ. Кунĕпех çапла. Пĕри каять — тепри килет.

Паян та вокзалта халăх нумай. Пĕрисем билет илекенсен вăрăм черетне тăнă, теприсем тухан-кĕрен халăх мĕнле хĕвĕшнине сăнаса лараççĕ. Черетрисем пĕр вĕçĕмсĕр пĕрре хăйсен сехечĕ, тепре умри çынсем çине пăхкалаççĕ. Ларакансем вара тунсăхлăн анасла-анасла илеççĕ е çумра лараканпа пуплеççĕ. Кĕтекенсем валли ятарласа лартнă вăрăм тенкелĕн чи кĕтессине вырнаçнă çамрăк хĕр те ыттисем пекех тунсăхлать. Анчах вăл хăйĕн канăçсăрлăхне пачах та палăртмасть. Лăпкăн, ытлашши, çук, пĕр хусканусăр, темĕнле чулран тунă кĕлетке евĕр ларать вăл. Пуçне уссах тутлăн тĕлĕрет-ши? Е тарăн шухăша кайнă? Хĕр çине пăхсан çакна калама йывăр. Унăн сенкер кăвак, ахаль те пысăк куçĕ татах та пысăкланса чакăрланнă. Илемлĕ çӳхе тути вăхăт-вăхăтпа темĕн пăшăлтатнă пек хускалса илет. Сăн-пичĕ нимĕнле туйăма та палăртмасть.

Малалла

«Каллех кунта эп,..»


Каллех кунта эп, — савăнатăп, —

Çамрăклăхра эп хăнара.

Çук, кирлĕ мар мана никам та,

Астăвăм халĕ ман çумра.

 

Эп сывлăмлă уйра çӳретĕп,

Итлеп ачалăх сассине.

Эс, çамрăклăх, ума килетĕн

Савăнтарса чун-чĕрене.

 

Тăпах ларма эп юратмастăп,

Куçусăр пурнăç — маншăн çук.

Çĕн вырăнта çĕнни куратăп,

Унтан — каллех выртать ман çул.

 

Вăрман сăр тĕслĕ. Систермесĕр

Умри сукмак таçта çĕтет.

Кас-кассăн лăпкă ахрăм евĕр

Ау! Ау!

Сас илтĕнет.

Поэзи пуртан


Пехил пек çыраймăп сăвва,

Аттил та ют мар-ха, ман кĕввĕм

Тăван енĕмех куç хывать,

Çурхи папак пек таса тĕввĕм.

Поэзи пуртан пуль тĕнче чухăн мар,

Поэзи парать хĕлхемпе шĕл-кăвар,

Кĕрет чĕрене йăпшăнса, шаккамасăр,

Пĕр сассăр, сăмах каламасăр.

Сăмах вăйĕпе çут тĕнче чечекленĕ,

Чечек хĕлле çурĕ хитре çеçкине.

Илем турри хăй пуль çапла чеченленĕ

Тивлетлĕ тăван та анне чĕлхине.

■ Страницăсем: 1... 355 356 357 358 359 360 361 362 363 ... 796