Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Йĕрсем çухалмаççĕКăра çилсем. Виççĕмĕш кĕнекеТаркăнСунарçă халлапĕсемСар ачапа сарă хĕрХусанЙышăнман сăмахсем

Манăн çемье


Пĕчĕккĕ пулсан та эпĕ,

Манăн пур пысăк çемье.

Аттерен кунта асли ав

Асаттепе асанне.

 

Вăйли çук ман аттерен,

Ырри çук ман аннерен.

Асанне вара пит ăслă,

Юмах калать кунсерен.

 

Асаттепе сунара

Эпир кайăпăр çулла.

Манăн çемье питĕ лайăх!

Юрататăп эп ăна.

Анне


Анне çепĕç юррине

Ман валли юрлать.

Ирхине те, каçхине,

Маншăн тăрăшать.

 

Вăл телей мана сунать,

Хытă юратать.

Эпĕ «иккĕсем» илсен,

Питĕ хурланать.

 

Унпала мана ялан

Ырă та аван.

Анне, эсĕ ан хурлан,

Эпĕ пысăк сан!

Концерт


Ямаш вăрманне мăйăр пухма кайсан пысăках мар хурама çинче тăмана ларнине асăрхарăм.

— Ваççа, тăмана! — юлташăма, Таниле Ваççине, тăк тĕкрĕм эпĕ.

— Ăçта?

— Ав çав хурама патĕнче. Аялтах ларать.

— Тăхта, ытлашши ан шавла, — терĕ Ваççа шăппăн. — Тытсах пăхар-ха эпир ăна, вăрман кушакне. Эсĕ тăмана çывăхнерех пырса ташланă чухнехи пек хуçкаланса тăр, — ăнлантарчĕ вăл. — Ытла çывăха ан пыр. Юрать-и?

— Ăхă.

Эпĕ тăмана çывăхнерех пырса ташланă пек туса тăтăм. Унччен хускалмасăр ларнă тăмана пуçне унталла-кунталла пăркаларĕ те ман çине пысăк куçĕсемпе шăтарасла пăхма тапратрĕ.

Çав вăхăтра Ваççа тавраран çаврăнса тăмана хыçнех пырса тухрĕ. Эпĕ çаплипех хуçкаланатăп, тăманана концерт кăтартатăп. Ваççа кап ярса тытрĕ ăна.

Унччен те пулмарĕ, тăмана хаяррăн ӳхĕрсе ячĕ. Ун сасси мана: «Мĕн тума капла териех улталатăр-ха?» — тенĕнех туйăнчĕ.

Эпир чармак куçа йĕри-тавра çавăркала-çавăркала пăхрăмăр. Унтан ирĕке ятăмăр. Вăл вара лăпăс-лăпăс туса куçран çухалчĕ.

— Эй, тăмана тус, ан васка! — кăшкăрчĕ шӳтлеме юратакан Ваççа. Концертăн иккĕмĕш пайне те курсах кай ĕнтĕ!

Малалла

«Эсĕ килĕн те кайăн...»


Эсĕ килĕн те кайăн

Асăма йĕрлесе,

Тунсăх витĕр пăхайăн,

Тĕмсĕлсе, тем кĕтсе.

Ĕмĕтленнĕ те çуннă,

Çамрăк пулнă ун чух…

Иртнисем хыçа юлнă,

Ун патне сукмак çук.

Айăпа шырарамастăп:

Турри çырнă çапла.

Шăпана ылханмастăп

Çăмăлрах-çке капла.

Çăлтăрсем йăлтăртатĕç

Çав-çавах куç хĕссе,

Савнисем çăлтăр татĕç

Каçсене кĕскетсе.

Вĕсене телей сунăп, —

Иксĕлми юрату.

Хĕвелпе пултăр кунăр,

Пултăр пурнăç тату!

Çурхи сад илемлĕ


Сарă уйах мал енче,

Шурă шупăр сад çинче.

Нӳрлĕ çĕр, хĕвел ăшши,

Таврара сим-пыл шăрши.

 

Улмуççи — хитре пике,

Çийĕнче — шап-шур кĕпе.

Çавăтса çĕн кĕрĕве

Ма кĕрес мар чиркĕве?

 

Çĕмĕрт куçĕ — хуп-хура,

Уртнă шурă шупăра.

Хатĕр венчете тăма,

Ылтăн çĕрĕ тăхăнма.

 

Чăн чĕрĕлнĕ тĕнчере

Çĕкленсе тапать чĕре.

Чунпа туйса илеме

Лартăм сăвă тĕрлеме.

Мана айван тесе ан калăр


Мана айван тесе ан калăр! —

Чунра хавас чухне кулатăп эп.

Тепĕр чухне хам пек пулма ан чарăр,

Кĕтмен çĕртен йĕме те пултаратăп эп.

 

Мана айван тесе ан калăр! —

Армутипе те киленетĕп эп.

Çӳл тӳпери кайăксемпе пуплетĕп,

Чĕркуçленсе хура çĕре пуççапăп эп.

 

Мана айван тесе ан калăр! —

Хĕвел тухни пăлхантарать чуна.

Кăткă йăви... Тĕрĕс-тĕкел вăл пултăр.

Асамлăн чуп тăватăп хĕрлĕ палана...

 

Мана айван тесе ан калăр! —

Анне пекех савап çĕршывăма.

Кашни самант кĕтмен асамлăх пултăр.

Çумăр тумламĕ те уçать кăмăлăма.

 

Мана айван тесе ан калăр! —

Ахăлтатса кулап аслатирен.

Сывлăм çинче ташлатăп йăлтăр-ялтăр.

Уй-хирпеле пăшăлтататăп темĕнччен.

 

Мана айван тесе ан калăр! —

Йĕретĕп, чунăма ыраттарсан.

Туссем чылай! Чăн-чăн туссем ман — шутсăр.

Куççуль витĕр кулатăп тус тăшмана куçсан.

Кăмăл тулчĕ, чун лăпланчĕ...


Халăхла пулма шут тытрăм, килсе çитрĕм васкаса,

Тус-тăванăм хапăл пулчĕ, кĕтсе илчĕ йăл! кулса.

Кăмăл тулчĕ, чун лăпланчĕ, юр юрлатăп савăнса.

Пурăнар-и юратуллă, пĕр-пĕрне чунта савса?

 

Каччисем маттур та ăслă, хушăран пулать кăра.

Пурнăçа тăвасшăн тулăх, черкке çук вĕсен асра.

Кăмăл тулчĕ, чун лăпланчĕ, юр юрлатăп савăнса.

Пурăнар-и юратуллă, пĕр-пĕрне чунта савса?

 

Пăрчăкан пек чăваш хĕрĕ, ал-ури ĕçчен, вăр-вар.

Калаçать вăл çыпăçуллă, алли асамлать юр-вар.

Кăмăл тулчĕ, чун лăпланчĕ, юр юрлатăп савăнса.

Пурăнар-и юратуллă, пĕр-пĕрне чунта савса?

 

Тăван халăх, пуç таятăп, ыр сунатăп ĕмĕре.

Ят-сум пултăр, йышу ӳстĕр, ял-йыш пытăр килĕре.

Кăмăл тулчĕ, чун лăпланчĕ, юр юрлатăп савăнса.

Пурăнар-и юратуллă, пĕр-пĕрне чунта савса?

Пăши пăрушĕ


— Пичче, пирĕн ĕнепе темле пăру ерсе килчĕ, — терĕ мана Илюш, кĕтӳрен таврăннă выльăхсене киле кĕртме тухнăскер. — Урисем вăрăм та çинçе. Хăй питĕ хитрескер.

Картишне тухрăмăр та ĕне патĕнчех тăракан пăши пăрушне куртăмăр. Хăй питĕ имшер, шăммипе тирĕ кăна.

— Ахăртнех, амăшĕсĕр тăрса юлнă пулмалла, — терĕм эпĕ. — Чĕнмен хăна пулин те хăваласа ярар мар-ха. Пурăнтăр.

Пăши пăрушне килтех хăвартăмăр, кĕтĕве те ямарăмăр. Ăна ĕне сĕчĕпе тăрантартăмăр, симес те сĕтеклĕ курăк тата-тата килсе патăмăр.

Виçĕ-тăватă эрнерен пирĕн Именчĕк (эпир ăна çапла ят патăмăр) маттурланса кайрĕ: кил карти тавра чупкаласа кăна çӳрет, сиккеле-сиккеле вылять.

Каярахпа вăл килти выльăхсемпе пĕрле кĕтĕве çӳреме тытăнчĕ, Паня ĕнерен пĕр утăм та юлмастчĕ.

Сивĕ хĕле те пирĕн патрах ирттерчĕ пăши пăрушĕ, мăкланă витерен нимĕн чухлĕ те ютшăнмарĕ.

Çуркунне выльăхсене тин кăна юр айĕнчен тухнă çерем çине кăларса пысăкланнă Именчĕк, теме сиссе, нумаях та çӳремерĕ, çывăхри вăрманалла чуп-тарчĕ.

Çур сехет пек иртсен вăрмантан икĕ пăши тухрĕ. Вĕсенчен пĕри Именчĕкчĕ. Эпир ăна çийĕнчех палласа илтĕмĕр. Вăл пирĕн пата пычĕ, алăсене ачашшăн çулакаларĕ те хăйĕн тусĕпе вар тăрăх таçталла çул тытрĕ.

Малалла

Камра пулчĕ айăпĕ?


Малтанхи юратăвăм,

Манăçми ыратăвăм,

Кĕлленчĕ те çухалчĕ, —

Камра пулчĕ айăпĕ?

 

Кăвак сирень турачĕ...

Пĕр саншăн çеç татнăччĕ.

Шанчĕ, типрĕ, хуçăлчĕ, —

Камра пулчĕ айăпĕ?

 

Çăлтăр вылять мĕн ирччен,

Кăвак шуçăм киличчен.

Эс пĕччен, эп те пĕччен, —

Камра пулчĕ айăпĕ?

 

Ăнланмасăр пĕр-пĕрне

Çул йӳпленчĕ ик енне.

Вăхăт курчĕ — пачĕ хак, —

Кая юлтăмăр никак!

Çут тĕнче хитре


Шухă çил вĕрет,

Çемĕрт авăнать.

Шап-шурă çеçки

Çĕре тăкăнать.

 

Юр пек шур çеçке

Сая каять-çке.

Шăрçа пек çимĕç

Чăмăртанать-çке.

 

Хура шăрçине

Сĕнет вăл пире.

Çĕмĕрт çуркунне —

Каллех чечекре.

 

Çут тĕнче хитре, —

Пиртен юлать-çке.

Иртен ĕмĕре

Чарма май çук-çке.

 

Çут тĕнче хитре, —

Савăнса пурнар.

Ĕмĕр иккĕ мар —

Пĕр-пĕрне упрар!

■ Страницăсем: 1... 351 352 353 354 355 356 357 358 359 ... 796