Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Пĕчĕк патшалăхХӗвел мулкачӗсемЫтла та хитреччĕ ун чух çуркуннеВатă чĕре — çамрăк чунПурăнас килетСулпикепе Валĕм хунĔмĕр сакки сарлака. 2-мĕш том

«Тунсăх сассиллĕ кĕвĕ...»


Тунсăх сассиллĕ кĕвĕ,

Шурă хурăн кати.

Ман ӳт-пĕве шăппăн кĕрĕ

Çак йăпану çути.

Эп тăванла ыталăп

Кайнă ачалăхăма,

Пĕтĕм чунпа ытарлăп.

Килĕп хисеп тума.

Çитĕп те ăшшăн çеç утăп,

Тăсăп туссен юррине.

Тунсăх сасси пĕр тупăп

Ку катарах юлнине.

Чĕрери çуркунне


Çуркунне, çуркунне, çуркунне…

Ман савнассăм килет ун чухне.

Чĕремре ешерет улма–çимĕçĕн сачĕ

Çаплалла ăс-тăнра çурхи кун сăн-сăпачĕ.

Çырăнман сăввăмсем таврăнаççĕ,

Шухăшсем шуйханса çаврăнаççĕ.

Йĕркемсем, çаврăмсем, тĕрлемсем…

Калăнах пит пылак тĕлĕксем.

Ĕмĕт пек çутă, шухă вĕсем,

Чĕремрен сăрхăнан кĕвĕсем.

Кашни сăвă — чечек, чĕр илем.

— Çыр-ха, çыр-ха, — калать ман чĕрем.

Тăван тĕтĕм тути


Ентешĕме Аитбай Тансыкбаева

 

1

Кăвайтсем нумай-нумай эп курнă.

Чи ăшши — тăван килти вучах.

Ун патне васкатăп хир-хир урлă.

Çав вутра анне ăшши пурах.

 

Вăл мана вăй панă ачаран.

Вăл каллех хĕмне парать паян.

 

Вучахра эп кĕл улми пĕçерĕп.

Сиплĕ çăкăр пиллĕ кăмака.

Тутлă тĕтĕм меллĕм асилтерĕ

Ĕмĕр манăçми каçалăка.

 

Эй, аннем, мĕнпе кăна хутмарăн

Тăван çуртăн кив кăмакине!

Армути те, хăмăш та пăрахрăн —

Тытрăн-тытрăнах çурт ăшшине.

 

Çурчĕ пирĕн пит чаплах та марччĕ,

Çурчĕ йăлт — тăмран та улăмран.

Анчах вăл та тăванран тăванччĕ,

Тĕнчере унран хакли пулман.

 

Çук, сӳнмерĕ тĕтĕм, хĕм чакмарĕ,

Çук, пĕтмерĕ тăван кил ăшши.

Çав килте тăван-пĕтен юрларĕ,

Савăнчĕ унта кӳрши-арши.

 

Эпĕр те, вĕт-шакăр, вĕсемпехчĕ,

Эпĕр те вĕреннĕ вĕсенчен.

Кил ăшши пулсассăн тем пекехчĕ,

Йăлт килетчĕ ун йыхравĕнчен.

Малалла

Çĕр тенкĕ


Алăк патĕнчи шăнкăрав вăрăммăн янăраса кайрĕ: тĕнкĕл-тĕнкĕл, тзи-и-инь! Алăка уçрăм та шăнкăрав янăравĕнчен те вăрăмрах çамрăк çын тăнине куртăм. Пуçне уснă хăй, аллинчи ула карттусне ниçта чикме пĕлмесĕр хуçлаткалать те пĕтĕркелет, çав хушăрах хура та вăрăм çӳçне пӳрнисемпе якатанçи тăвать. Куçĕ, çынран таракан кайăк евĕр, айккинелле сулăнать. Тăрхала та типшĕм питĕнче этем самай пăлханни палăрать.

— Кам кирлĕччĕ? — ыйтрăм эпĕ палламанскере куçран пăхса.

— Эпĕ мĕн... Хулана килсе... Пасарсенче пулса... Эпĕ мĕн... — халиччен курман-пĕлмен çын çамки çинчи тар тумламĕсене карттусĕпе шăлса типĕтрĕ.

— Кам унта? — шалти пӳлĕмрен тухрĕ арăм. Ун сасси, шăнкăрав сассинчен те янăравлăрахскер, ула карттус хуçине самай шиклентерчĕ пулмалла. Хайхискер пĕр утăм каялла чакса пуçне айăплăн сĕлтрĕ:

— Каçарăр, — терĕ урамалла тухма пуçтарăнса, — эпĕ йăнăшрăм. Ман ку хваттере мĕн тумалла пулман...

— Чим, тăхта, — чартăм ăна.

— Эп сире палламастăп, эсир — мана, — тинех уçăмлăн персе ячĕ çакскер,

— Мĕнех, паллашăпăр. Эпĕ — Сантăр. Эсĕ кам?

— Вечча. Ялта çапла чĕнеççĕ мана. Хут çинчилле каласан, Вячеслав. Славик, эппин, — хăйĕнпе хăвăрт паллаштарчĕ Вечча.

Малалла

Хура мĕлкеллĕ шур тĕнче


Хура мĕлкеллĕ шур тĕнче

Çӳрет хĕвел çаврăмĕнче.

Мĕлке пурне те хăратать,

Пуç тӳпинчен пăс кăларать.

 

Хура мĕлке чакмасть — ӳсет,

Хуплать çĕре, чун сӳлетет...

Килет хăратмăш хамăртан —

Хăв мĕлкӳнтен епле хăпан.

 

Сых туйăм ун çулне пӳлет.

Çуйланчăк чунăмçăм сисет:

Хура мĕлке пĕтет иккен

Хĕвел тухсан çын хĕвĕнчен.

 

Хура мĕлкеллĕ шур тĕнче

Çӳрет кун-çул çаврăмĕнче.

Шевли ӳкет юратуран,

Мĕлки тухать хаярлăхран.

 

Шевле сапар-и хамăртан —

Хĕври ăш пиллĕ сутăран?

Мĕн-ма тесен чăн-чăн тĕнче

Пурнать кашни çын чунĕнче.

Планетăпа чĕре


Çавранать пĕр хӳтлĕхсĕр планета

Сеп-сенкер тӳпе уçланкинче,

Сых ятне шур пĕлĕт пĕркенет вăл

Шикленсе тĕнче хурахĕнчен.

 

Мĕншĕн чурăссăн тапать чĕреçĕм

Вырнаçмасăр кăкăр кăшкарне?

Ирĕке тухса йăлт сӳнтересшĕн

Тăнăçлăх утравĕн пушарне.

 

Чурăсскерĕм! Пĕр-пĕччен сиреймĕн

Çут тĕнчен пур пĕтĕм хуйхине —

Çĕр-планета çаврăмне кĕресчĕ

Çавăрма этемлĕх кăмăлне.

 

Çураçулăх кăшăлне тăрсассăн

Çĕр-планетăпа этем чĕри

Чун хăратмăш пуррине пăхмасăр

Танлăн çавăрĕç пĕрне-пĕри.

Пыл пек тутлă лантăшсен шăршийĕ


Шкулта пĕрле вĕреннисене

 

Пыл пек тутлă лантăшсен шăршийĕ

Сăмсана ачашшăн кăтăклать.

Симĕс-симĕс чечексен ăшшийĕ

Пăшăл-пăшăл, сассăр мĕн калать.

Тетрадьсем выртаççĕ арпашуллă,

Кĕнеке те ак, кунтах ручки.

Вĕрентсе кăларчĕ тăван шкулăм,

Йыхăрать пурне те халь çул çи.

Аслă çул вăл, вĕçсĕр пурнăç шкулĕ,

Шкулĕ ку пулать ватăличчен.

Хăшĕ ӳкĕ, хăшĕ кайкăр пулĕ

Çул çинче ан юлччĕ пĕр-пĕччен.

Пĕрисем уçайĕç аслă алăк,

Пысăк çын пулма ĕмĕтленсе.

Тен, теприншĕн лартĕç гранит палăк.

Сисрĕн-ши, эс çитрĕн çитĕнсе.

Çĕрĕм-шывăм çамрăка ал парĕ,

Хăшĕ калĕ: «Ман тымар кунта…»

Ун ятне хĕвел илсе хăпарĕ

Çамрăклăх вутне чĕртсе чунта

Лантăшсем, мĕскершĕн пит салхуллă,

Шур саппунлă хĕр те хавас мар.

Çук, шырамăп эп те шавлă кулă,

Шырамастăп çут илем, юмах.

Сисĕнмерĕ, вăхăт иртсе кайрĕ,

Вунă çул халь вунă кун пекех.

Вĕрентекенĕм темшĕн пуçне тайрĕ,

Çут куççуль ун куçĕ хĕррипе.

Малалла

Чулпа ăман


«Мĕнле шавлать кунта! Мĕнле кăнттам! —

Калать тет Чул ана çинче вырта

Ăш çумăра. — Пурте хавас ăна,

Кĕтеççĕ тейĕн чаплă хăнана.

Мĕн турĕ вăл çапла хавасланма,

Çума çăвать ик-виç сехет кăна?

Мана çапла чысласчĕ çав çынсен!

Эп ĕмĕр çакăнта выртатăп лăп,

Ăçта лартаç — унта ларатăп тăп,

Анчах илтмен тав сăмахне нихçан,

Пĕрех вăрçаççĕ ман сăна курсан,

Эп тĕрĕслĕх çак тĕнчере курман».

«Шăплан! — пӳлет ăна Ăман.

— Ку çумăр пĕр самант çăвать,

Типсе аманнă çак ана,

Ăш çумăр чун парать ăна,

Çĕр ĕçлекен те шанчăкпа пурнать,

Пĕр эс кăна чăрмав туса ларан».

Хăш пуçлăх мухтансан та хĕрĕх çул,

Усси çав чулăнни пекех ним чуль.

 

Иван Крылов

Куçарнă: 2010, раштав, 16.

Вилĕм куçран пăхсан


Витрелетсе çăвакан çумăр чӳречерен пĕр вĕçĕмсĕрех шаккать. Вăхăт-вăхăтпа вăл лăпланнă та пек, анчах та сивĕ урамра çил мар, шуйтгансем çуйхашаççĕ тейĕн. Çакнашкал тулăксăр çанталăкра ырă çын тула йыттине те кăлармасть тесе халăхра ахальтен каламаççĕ ĕнтĕ. Пӳлĕмри кăмака çăварĕ тĕлĕнче выртакан çатма çине шыв шăпăртатать. Мăрьене тăм лайăх шăлман ахăр, хăрăмлă шыв шурă пурă тулăхран кăларса кирпĕчсем тăрăх пĕчĕк юханшыв евĕр чупать.

Пӳртре сивĕ. Кĕрлĕ-çурлă çанталăкра йывăç çурт ăшă тытмасть çав, кăшт çил пулсанах ăна пĕр шелсĕр хăваласа кăларать. Хутран-ситрен малти пӳлĕмри пружинăллă кивĕ вырăн хăй пурри çинчен сас парать, ӳркевлĕн шăтăртатса илет. Хуçи канăçсăр пĕр енчен тепĕр енне куçкалать ĕнтĕ. Вăхăт-вăхăтпа ахлатса илни самантлăха шăпланнă çанталăка çĕнĕрен урмăштарса янăн туйăнать. Çил вăй илсе çумăр пĕрчисемпе йывăç тураттисене кантăк çумне килсе сапать. Çав самантра пӳлĕмре ытла та хăрушă пулса каять.

— Ах, ах, ăçта кайса пĕтнĕ-ши пурте? — сасартăк шалтан такам сас пачĕ. Шалти пӳлĕмри вырăн çинче чирлĕ хĕрарăм выртать иккен. Кĕлеткинче пĕр юн тумламĕ те юлман тейĕн. Шурса-саралса кайнă пичĕ ытла мĕскĕннĕн курăнать, типсе кайнă тути тăр-тăр чĕтрет. Пуçне çĕклесе пăхма хăтланать хăй, вăйсăр та сӳрĕк куçĕсемпе такама шырать. Тăрам тесе кĕлеткине те çĕклеме хăтланчĕ, вăйĕ çитейменрен каялла тĕшĕрĕлчĕ.

Малалла

Ан ӳкĕнĕр!


Ан ӳкĕнĕр пĕччен юлсассăн,

Ан ӳкĕнĕр тăван нумай пулсан.

Ан ӳкĕнĕр туссем çумра тăрсассăн,

Ан ӳкĕнĕр пушшех те тусăр çук пулсан.

 

Ан ӳкĕнĕр сиртен кулсассăн,

Ан ӳкĕнĕр шеллев чуна çурсан.

Ан ӳкĕнĕр килпетсĕр ĕç тусассăн,

Ан ӳкĕнĕр чĕре тарăхупа тулсан.

 

Ан ӳкĕнĕр илем курсассăн,

Ан ӳкĕнĕр вăл сирĕн пулмасан.

Ан ӳкĕнĕр илемсĕр, тен, пулсассăн,

Ан ӳкĕнĕр ĕненнĕ юлташу сутсан.

 

Ан ӳкĕнĕр савни кайсассăн,

Ан ӳкĕнĕр вăл тепринпе юлсан.

Ан ӳкĕнĕр вăлах пуян пулсассăн,

Ан ӳкĕнĕр çӳлтен, тен, сĕмсĕррĕн сурсан.

 

Ан ӳкĕнĕр çӳç шуралсассĕн,

Ан ӳкĕнĕр куçран куççуль юхсан.

Ан ӳкĕнĕр телей çукрах пулсассăн,

Ан ӳкĕнĕр теприн хавас сăнне курсан.

 

Ан ӳкĕнĕр! Кашнийĕн хăйĕн пурнăç.

Ан ӳкĕнĕр! Кашнийĕн пур илем.

Ан ӳкĕнĕр! Кашнийĕн хăйĕн тивĕç.

Ан ӳкĕнĕр! Кашнийĕн пур элем.

■ Страницăсем: 1... 347 348 349 350 351 352 353 354 355 ... 796