Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ĕмĕтсем, ĕмĕтсем...Асамат кӗперӗ сӳничченИлле ТăхтиВӗре ҫӗленЯл калавĕТĕлĕнтермĕш юмахсемЙӳçĕ кулă

Чее банан


Хĕрĕме - Верочкăна

 

Анне, мĕншĕн-ха эс паман,

Кăшт маларах мана банан.

Вăл холодильникра выртнă,

Хуппи ун хуралсах кайнă.

 

Банан, банан

Мана паман,

Эп хам ăна курман.

Банан, банан

Хăранăран,

Пытаннă пуль манран.

Банан, банан

Çук пуласран,

Ç‎итересшĕн пулман.

 

Хăйне çитересшĕн пулман,

Ытла чее-çке ку банан.

Каялла хурас-ха ăна,

Тен, симĕсленĕ ырана.

 

Банан, банан

Мана паман,

Эп хам ăна курман.

Банан, банан

Хăранăран,

Пытаннă пуль манран.

Банан, банан

Çук пуласран,

Ç‎итересшĕн пулман.

Ĕмĕр çав-çавах иртет


Ç‎ĕр ĕçченне кантарса —

Каç пулать.

Ир те çитет,

Хĕвел тухать çутатса,

Каллех çĕнĕ кун иртет.

 

Пĕрне-пĕри ăнланса

Пурăннине мĕн çитет?!

Ларас мар-ха кулянса,

Ĕмĕр çав-çавах иртет.

Çĕнĕ çул çитет


Çĕнĕ çул çитет, кивĕ çул иртет,

Хĕл мучи парне-сарне хатĕрлет.

Васкать инçетрен, ачасем патне,

Çитес, тет, хуласене, ялсене.

Юр кĕрчĕсем урлă ашса çитет,

Çĕр çинчи пур çын та ăна кĕтет.

 

Кивĕ çул иртет, иртет —

Нуша-тертне хӳтерет.

Çĕнĕ çул çитет, çитет —

Телейне пире кӳрет.

 

Шап-шурă юр пĕрчи йăлтăртатать,

Илĕртӳллĕн куçа йăмăхтарать.

Сип-симĕс чăрăшĕ капăрланнă,

Тĕрлĕрен тетте ун çине çакнă.

Чăрăш тăрринче çăлтăр çутатать,

Çĕнĕ çул çине çуттине сапать.

 

Кивĕ çул иртет, иртет —

Нуша-тертне хӳтерет.

Çĕнĕ çул çитет, çитет —

Телейне пире кӳрет.

Юнтарнă пĕлĕт


Тытатăп та манатăп сана,

Анчах мĕнле манмалла-ши сана?

Р. Сарпи

 

1

Шухă каччăсем улахран киле ирхи кӳлĕм таврăнаççĕ. Хĕр ытамĕнче йĕкĕте ыйхă тутлă пулĕ çав. Тута хăпарса тухиччен чуптуса тул çутăлса килнине сисместĕн те ĕнтĕ. Мăнтарăн яшлăхĕ, тем те тӳстерет.

Хĕвел тухăçра хăйĕн лампине йăлтăр-р çутрĕ. Пĕлĕтпе çĕр пĕрлешнĕ аякри тăрăхра вара çур кăшăла вырнаçнă пĕлĕт хĕп-хĕрлĕ хĕрелчĕ.

Атăл хĕрринчи тăкăрлăкра халăх хĕвĕшме тытăнман-ха. Кунта кăнтăрла та çын сахал çӳрет, ара, çĕнĕ урамра мĕн пурĕ те ик-виç çурт çеç.

Тута хĕрри хура мăкпа витĕннĕ Янаш Паланов такамран шикленнĕн унталла-кунталла тинкерӳллĕн пăхкаларĕ. Унччен те пулмасть, таçтан муртан сикрĕ тухрĕ ума пĕр çамрăк йĕкĕт. Ун çине куç айĕн пăхса йăл-л кулнăн туйăнчĕ. Мĕн-ма пит чĕвен тăрас? Юрату çынпа мĕн виличчен пĕрле пурăнать.

Вăрăпа тытăнасран хăранăнах Янаш йĕри-тавралла шикленсе пăхкалать. Хĕвелĕ те мăшкăллать ахăр, унсăрăн пĕлĕт татăкĕсем хушшипе ăна тинкермĕччĕ. Вăл те кулать, те юнать?

Малалла

Аннене


Хĕвел анать. Карри хура сĕм каçăн,

Тӳпе тулли çап-çутă çăлтăрсем.

Хăш çăлтăрĕ сан килӳ-ши, аннеçĕм,

Ăçтан яран мана эс саламсем.

 

Пĕлетĕп: эс савса мана пăхатăн,

Чи йывăр чух паратăн вăй-хăват.

Мана валли ыр сăмахсем тупатăн,

Упрантăр тетĕн таврара ыр ят.

 

Аннеçĕм, эсĕ асăмрах пурнатăн,

Ман юррăмра яту та сан сăну.

Эс пурăнма та ĕçлеме паратăн

Кашни кунах çĕн вăй-хавхалану.

 

Сан çăлтăру, аннеçĕм, ялан çиçĕ

Мана сĕм тĕттĕмре те çутатса.

Çак юррăм ман, инçе пулсан та, çитĕ,

Аннеçĕм, сан патна çунат хушса.

 

24.11.06.

«Пирĕн ялта чи малтан...»


Пирĕн ялта чи малтан,

Паллах, пулнă Малтикас.

Кайран вара — Хăрахкас.

Хăрахкас пулсан пĕр кас

Вара шăтнă Çĕнĕкас.

Унтан ӳснĕ Çӳлтикас.

Ял хĕрринче — Тимĕрçлаç,

Вăл туптанă Тимĕрçкас.

Ăçтан тухнă Тислĕккас

Каламасăрах юлас.

Иртнине ан шелле


Иртнине ан шелле —

Вăл сана хĕрхенмерĕ.

Кĕтнĕ чух эс хĕлле

Кĕркунне час пĕтмерĕ.

 

Эсĕ çутă ыйтсан

Тĕксĕм кун хуçаланчĕ.

Ĕмĕтсем çухалсан

Яш чуну тăвăрланчĕ.

 

Ĕнерхи кун йĕрне

Асăнмалăх упратăн,

Ас илсе иртнине

Пĕрмаях кулянатăн.

 

Ирĕк пар чĕрӳне!

Эс ăна пĕтеретĕн.

Паянхи телейне

Хăв сисмесĕр вĕçертĕн...

Çӳлти ката тӳпемĕнчен


Çеçпĕл тесен...

 

Çӳлти ката1 тӳпемĕнчен

Тем анлăш уçăлать инçет.

Пăхса тăратăн нумайччен

Виç йӳплĕ каврăç айĕнчен.

 

Кăнтăр енче Канаш тăпри

Улăп чукмарĕ пек ларать.

Паян çанталăк тăрă пит,

Вăл çеç шур сĕрĕм кăларать.

 

Унтах Ухман та Шăхасан,

Унтах Атлаш та Энтрияль.

Яш-кĕрĕм чух тахçан-тахçан

Пăрле тухаттăмăр вăййа.

 

Шĕкĕр вăрманĕ хĕрринче

Касаккассин кĕске урамĕ.

Унта Куçма Мишши çуралнă

Пăлхавлă ĕмĕр çитиччен.

 

Ик класлă вулăс шкулĕнче

Çеçпĕл хĕлхемĕ çулăмланнă.

Хресченĕн терт-нуши çинчен

Вăл уççăн çырнă, сăвăланă.

 

Кавал енчен Чикме таран

Чăваш чĕлхи чĕрĕлессе

Поэт ĕненнĕ ачаран,

Пуç хунă уншăн кĕрешсе.

 

Шăхасанта та Çеçпĕлте,

Шупашкарта та Теччĕре.

Çеçпĕл çуралнă эрнере

Культура форумĕ кĕрлет.

 

Çĕн сăвăçсем, çĕн юрăçсем

Поэзи уявне килеççĕ.

Малалла

Памирпа Казбек


Хĕвел тухнă кăна-ха. Çан-çурăма уçăлтарса çӳçентерекен сывлăш пур-çук ыйха тӳрех уçса ярать. Сывлăм пуснă курăк çийĕпе Мишша колхоз ферминчен Памир ăйăра çавăтса килет. Тап-тап-тап-тап, —таплаттарса, вĕсем, улăхран анса кил умне çитрĕç, Мишша Памира ридван турти хушшине тăратрĕ те кӳлме пуçларĕ. Лавçă хăмăтне илсе, урипе тапса чĕнне хытă çыхрĕ, ăйăр мăйĕ урлă пĕкĕ ывăтса, туртисене йăлмакларĕ, унтан чăлпĕр çумне ик енчен тилхепе çекĕлĕсене çаклатрĕ те лаша çурăмĕ урлă ывăтрĕ.

Памир таканлă урисемпе кукалеме пуçларĕ. Ку ĕнтĕ «Ăçта эсир паян пурте?» тенине пĕлтерчĕ. Касри хĕрсем пĕрин хыççăн тепри чупса çитрĕç. Сенĕкĕсене ридван кĕтессине ывăтрĕç те шур тутăрĕсене мăй урлах çавăрса çыхма пикенчĕç, каллĕ-маллĕ чупкаласа, кĕпе аркисене вăркăштарчĕç. Памирĕ те Памир та, Мишши вара,.. картинка çинчи улăп тейĕн. Хĕрсем ун куçĕнчен çеç пăхса тăраççĕ.

— Кайрăмăр! — терĕ Мишша, ридван çине сиксе хăпарчĕ. — Паян Чĕнтĕрек хирĕнче улăм пуçтаратпăр. Улăм урине вара анкарти çывăхне тумалла.

Хĕрсем ридван хĕррине çерçисем пек ларса тухрĕç. Памир янравлăн кĕçенсе ячĕ. Ун сассине илтсе, ытти касра пуçтарăннă лавсем те хускалчĕç. Утсем тулхăрса сас пачĕç.

Малалла

Пуянсем... телейсĕр


Тăвана сума сăватпăр,

Мĕн ыйтсассăн та паратпăр,

Пулăшатпăр пĕр-пĕрне

Чухăн пурăннă чухне.

 

Ăмсанатпăр, хапсăнатпăр,

Харкашатпăр, хăмсаратпăр,

Айăплатпăр пĕр-пĕрне

Пурлăх уйăрнă чухне.

 

Пĕр-пĕрне инкек сунатпăр,

Мулсăр тăк — пуçна усса тăр.

Пуянсем хăйсем телейсĕр,

Пуянсен тĕнче илемсĕр.

 

Кĕл тăваççĕ, ӳкĕнеççĕ,

Çăлăнăç çӳлтен кĕтеççĕ,

Каçараççĕ пĕр-пĕрне...

Çăвана каяс чухне.

■ Страницăсем: 1... 343 344 345 346 347 348 349 350 351 ... 796
 
1 виçĕ район (Канаш, Çĕрпӳ тата Красноармейски районĕсем) чикĕленнĕ вырăнти вăрман.