Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Тĕрлĕ тĕрĕллĕ тĕнчемЮрату йĕтесĕЫлтăн вăчăраАкăшсем таврăнаççĕЧипер АннаСунарçă халлапĕсемТантăшсем

«Тĕнче саккунне кам хăйса хиреçлейĕ?..»


Ваçлей Кервене

 

Тĕнче саккунне кам хăйса хиреçлейĕ? —

Тăп çыхнă кĕлте те юлать пушанса.

Кунсем хутшăнса пынăçемĕн, Ваçлейĕм,

Пирте çухату та пырать хушăнса.

 

Паян эсĕ ак 60 çул илсе хутăн

Пĕр вĕçĕмсĕр Вăхăт хура хĕррине.

Юрать-ха упрать Упамса мезолитăн1.

Мерчен пичетне — сар упа саррине.

 

Хура вăрманти шурă тутăрлă çĕмĕрт

Тата инçерех пек йĕпхӳ çунă май.

Элле сĕврĕлет пирĕн хĕрĕнкĕ ĕмĕт? —

Çут тунсăх хуллен сăрхăнать чунăма.

 

Кам курнă тĕм-тăм ларакан йăрăс шĕшкĕ

Шăпах çур çĕрте чечеке ларнине2?

Телей темелле-ши — кăштах астивмешкĕн

Тӳр килнĕ пире те Пегас парнине.

 

Эп çыртăм çынсем асăнмалăх трагеди,

Эс çыртăн «çынсем» — сăвăлла пĕр роман.

Апла ахаль мар сăвăçсенĕн ĕречĕ

Пире айккине уйăрса хăварман.

 

Айташ, Теветкел, Лукинпа Афанасьев...

Вĕсем маларах кĕнĕ çав туртана.

Пулни-иртнисем майĕпен манăçаççĕ,

Тен, ĕçнĕ те пуль вĕсемпе пĕр танах.

Малалла

Воспитатель


Воспитатель — çĕр професси хушшинче

Уйрăлсах тăмасть ыттисенчен.

Анчах маншăн темшĕн çав-çавах

Пуринчен çак ĕç хаваслăрах.

 

Мана шанса панă ачасем

Чи пĕчĕккисем, сатуррисем.

Выляма-кулма ăста вĕсем,

Юрă-ташăра та малтисем.

 

Чĕрӳнте вут-çулăм алхассан

Ан кăтарт çавна ачасене.

Хуçăлса йĕрес килет пулсан та

Савăккăн кулма сан пĕлмелле.

 

Ăс парса каланă сăмахсем

Маншăн пулчĕç чи хаклийĕсем.

Юратсассăн çеç ачасене

Эсĕ курăн ĕçĕн илемне.

Çурхи ĕмĕт


Юратсассăн пурнăç илемлĕ,

Юратсассăн пурте хитререх.

Юратсассăн эсĕ те килпетлĕ,

Юртсассăн эп телейлĕрех.

 

Çыран хĕр касси çеçке çурсассăн,

Пыл шăрши илем вăйне куçсан

Сан ятна эп асăнăп пĕр сассăр

Тĕлĕкре, самантлăха курсан.

 

Куллуна телей пĕрчи пек илĕп

Чĕрене çутмашкăн хăш чухне.

Сан сассу–ши ку тесе эп итлĕп

Пăла шывĕ пĕр чӳхеннине.

 

Пахчана та шăпчăкĕ иленĕ

Çуркунне çитсессĕн таврана.

Çухатни çунатланса килеймĕ,

Ĕмĕт çеç пултарĕ таврăнма.

 

Эх, мĕн-ма иртетĕн-ши яш вăхăт?

Шухăшăм чипер пикепелех.

Çамрăклăх çĕмрен пек вĕçрĕ хăвăрт.

Çамрăклăх хитреччĕ пурпĕрех.

Симĕс ылтăн


.

Наçтук


Пирĕн Наçтук пит маттур,

Ĕненмесен кил те кур!

Чăхсене хăех пăхать,

Пахчана ирех тухать.

Чупа-чупа шыв йăтать,

Тирпейлет йăрансене.

Юрла-юрла тăрăшать,

Шăварать хăярсене.

Сар çăмха пек чĕпписем

Хĕпĕртеççĕ вăл тухсан.

Хура кушак çурисем

Сĕт кĕтеççĕ Наçтукран.

 

Нăрик-нăрик чух-чухне

Ачашласа ӳстерет.

Амăш килте çук чухне

Çупа çăкăр çитерет.

Уçă варкăш çил пулса


Уçă варкăш çил пулса

Çивĕтне тытам-и?

Ăшă пиллĕн йăл кулса

Хыттăн чуптăвам-и?

 

Сар хĕвел шевли пулса

Пӳлĕмне кĕрем-и?

Санăн илемне курса

Эпĕ киленем-и?

 

Мăшăр кăна хăмăр куç,

Çук унта çӳçенчĕк.

Савни, кантăкна яр уç, —

Мĕншĕн эс кӳренчĕк.

 

Е, эп татнă чечексем

Часах сӳнчĕç, шанчĕç?

Эп те, эс те — çеçкесем

Пĕрре мар юрланĕç.

«Савăнатăп, садсем чĕрĕлсессĕн...»


Савăнатăп, садсем чĕрĕлсессĕн,

Савăнатăп, туссем пĕрле чух.

Кив вăрман кăчăкпа илĕртсессĕн

Ĕмĕтпе эп пулман пĕртте чух(ăн).

Юрататăп шур хĕллĕ хире эп,

Сив кăрлачăн шартан илемне.

Эп, ырра çав-çавах ĕненетĕп,

Ĕненетĕп савни куллине.

…Улмуççи çеçкине ĕнтĕ çурчĕ,

Çамрăк çулçă калаçрĕ çилпе.

Шухă шухăш пуçра пĕртте çукчĕ,

Куç хупмарăм паян çĕрĕпе…

Иртнине хальхи пек ас илсессĕн,

Тем, çуталчĕ куççуль куçăмран…

Ĕмĕтри каяллах-ха килеслĕн,

Ĕмĕтри — тап-таса шуçăмран.

Кӳршĕсем


Кишĕр! Кишĕр! Куçна уç, -

Терĕ ирех çарăк тус. —

Кил-ха кунта çывăхрах,

Илтĕн хыпар туххăмрах!

 

Кала мĕн калассине, —

Кӳрши парать сассине. —

Ача тутлăн çывăрать,

Эп кайсанах вăранать.

 

— Итле, кума, каçхине

Ăшă çумăр çумалла.

Унччен мĕн пур пиçене

Кăкласа ывăтмалла!

 

Ара, хурт-кăпшанкисем

Вĕçĕм кунта килеççĕ,

Йĕплĕ, çӳллĕ пиçенсем

Сĕткенсене ĕмеççĕ.

 

— Ытти-хытти тарам-ха! —

Кишĕр чунтан хĕпĕртет. —

Ай çумăрĕ çутăр-ха,

Пĕтĕм шăм-шак кĕçĕтет!

Ачин ачи


Хапха алăкĕ кăриклетрĕ. Ват карчăк Униççе алăк умне тухса тăчĕ. Вăл тĕксĕм пĕлĕт çинелле пăхса илчĕ, унтан сăхсăхрĕ те ерипен пылчăклă урам тăрăх мăн калушĕсемпе лепĕшлеттерсе малалла кайрĕ.

— Тумаллах, — тет карчăк хăй ăссĕн мăкăртатса, — тутарасах пулать. Ăна вара турă пулăшĕ... турăсар ăçтан...

Собор чиркӳ патĕнче Униççе карчăк тепĕр карчăка тĕл пулчĕ. Лешĕ кунтан темскер ыйтасшăнччĕ те, анчах Униççĕ карчăк унăн çумĕн пит васкавлăн иртсе кайрĕ. Воçтвишенски пупа курнă пулнă вăл.

Карчăк хыçалтан пырса пуп çаннинчен тытсан, пуп çаврăнса тăрса ыйтнă карчăкран:

— Мĕн сана? — тенĕ.

— Пачăшкă, — тенĕ карчăк хĕрелнĕ куçĕсене мăч-мăч хупкаласа, — молепĕн туса пар-ха... турă чури Ваççили шкулта лайăх вĕрентĕр тесе тăвасчĕ... Ывăлăн ачи пур манăн, Ваççили ятлăскер. Халĕ вăл университета кĕнĕ вĕренме, çыру янă. Университетах кĕнĕ... Молепĕн тăвасчĕ.

— А! — мăкăртатса илнĕ Воçтаишенски. — Юрать.

Молепĕн хыççăн Униççе карчăк Воçтвишенские укçа пама кĕсйинчен чечеклĕ тутăр кăларса салтма тытăнать.

— Апла университетра вĕренет эппин? — тенĕ укçа каларасса кĕтсе Воçтвишенски. — Тухтăр пулма вĕренет-и-ха?

Малалла

Икĕ вут хушшинче


Уйăх та пур, хĕвел те пур.

Çӳл тӳпере сут çăлтăр пур —

Ярăмланса çунаканни,

Çĕр тĕнĕлне тытаканни.

 

Ырă та пур, усал та пур.

Ик вут хушшинче этем пур —

Хĕрӳ хĕрсе пиçекенни.

Хăй шăпине туптаканни.

 

Тăван та пур, тăшман та пур.

Вĕсен хушшинче илем пур —

Чун шевлине çутаканни,

Çут тĕнчене çăлаканни.

■ Страницăсем: 1... 344 345 346 347 348 349 350 351 352 ... 796
 
1 Мезолит — вăтам чул тапхăрĕ.
2 Шĕшкĕ шăпах та çурçĕрте чечеке ларать. Ăна кураканĕн кун-çулĕ телейлĕ пулать теççĕ.