Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Çул хыççăн çулСӳнми хĕлхемЙĕрсемСӗве Атӑла юхса кӗрет. Пӗрремӗш кӗнекеИрĕк çилВăрман ачисемПулать-çке пурнăçра

Урăх вăхăт уçлăхĕн этемккине сыватни


(чăн пулни)

 

Çурçĕр иртсен, мана вырăн çинчен çĕклесе,

Илсе кайрĕç тĕлĕнтермĕш этемккесем.

Уçлăхри пĕр планетă çине вĕçсе çитсе,

Ман йĕри-тавра кумрĕç гуманоидсем:

 

Пĕчĕкскерсем, метр çурă çӳллĕш этем евĕр,

Урисем кĕске, сарлака çут çамкаллă,

Куçĕсем вара, куçĕсем пысăк чикĕсĕр,

Ялтăркка симĕс-хурçă комбинизонлă.

 

Вĕçев аппарачĕ асам пушхирте тăрать,

Илĕртмĕш инçе Космос хăни эп паян.

Темĕн юмахлать ак пĕри, темĕн асамлать —

Урăх вăхăт уçлăхĕнче пурăнакан.

 

Телепати урлă вăл, ахăртнех пуплешрĕ,

Хăватлă хум чуппине туятăп унран:

«Чирлĕ çакă, салтака юрăхсăр», — янлатрĕ, —

Чĕремпе туйса илтĕм уçă уçлăхран.

 

Ман умра тăрать-мĕн сывлăхсăр гуманоид,

Пит тĕмсĕлсе пăхать хăй, пулăшу кĕтсе.

Ыттисем сăнаççĕ мана, хушăра — пĕр шит,

Аллăма вăй пухрăм, çӳлелле çĕклесе.

 

Вара ун пуç тăррине, аллăмсене хурса,

Тытăнтăм ăна сыватма,

пур вăй-халтан…

Малалла

«Эрĕм, вĕлтĕрен...»


Эрĕм, вĕлтĕрен,

Пиçен, тилпĕрен…

Ашкăрать кунта.

Асамлă тӳрем,

Ем-ешĕл çерем —

Ачалăх, ăçта?

Полина


Куçусем — тӳпери çăлтăрсем,

Йăл куллу чĕрене илĕртет.

Ах, Полина, Полина — чечек.

Эс каятăн иккен инçете.

 

Пушанса юлать аслă Кӳкеç.

Тунсăхлать эс çуренĕ урам.

Ах, Полина, Полина — чĕкеç,

Кайиччен эп сана мĕн калам?

 

Юрруна асăнмалăх хăвар,

Шăрантарччăр хĕрсем таврана.

Ах, Полина, Полина, каçар,

Ăсатма тухаймастăп сана.

 

Ĕмĕтӳ çитсе пытăр ялан.

Пул телейлĕ — ак манăн пехил!

Ах, Полина, Полина, ан ман:

Хушăран Кӳкеçе аса ил.

Пурнăçра икĕ япала кирлĕ


Тинĕсри вăйпа хумсем çырана пырса çапнă пек манăн пуçăма пысăк шухăшсем хумханса килсе пурăнăçăма канăçлăх памаççĕ. Çак хама канăçсăрлантарса тăракан вăйлă шухăшсене лăплантарасчĕ тесе, вĕсем асаплантарнинчен хăтăласчĕ тесе вĕсене хамăн пуçăмри тăн йĕтемминчен кăларса шурă хут çине тăкас терĕм. Çакă шурă хутах тата «Хыпар» редакцине ярса «Хыпар» çине çаптарас терĕм: мана канăçсăрлантаракан вăйлă шухăшсем «Хыпар» хаçачĕ урлă пĕтĕм тăван чăвашсем хушшине сарăлччĕр, вĕсене те пурне те пысăк шухăша яччăр тетĕп...

Тăван чăваш çыннисем! Эиĕ сире: манри пысăк шухăш «Хыпар» урлă пĕтĕм тăван чăваш хушшине сарăлтăр та вĕсене пурне те пысăк шухăша ятăр тесе каланăшăн ан çилленĕр мана. Эпĕ ку сăмахсене усал сунса мар, чăваш халăхне пурне те тăван вырăнне хурса, ырă сунса калатăп. Çак шухăшсемпе эпĕ çывăраймастăп. Çавăн пекех çак шухăшсем пур вăранмасăрах çывракан чăваш хресченĕсене вăратинччĕ часрах тесе анчах калатăп.

...Тăван чăвашсем, хресчен çыннисем! Эпĕ çакăнта [вăран]масăрах çывăракан чă[ваш х]ресченсене те вăратинччĕ [...] тесе каланăшăн та ан [çилленĕр] мана. Вăранни вăл [...] улать... Ялсенче пурă[накан] тăван хресченсем çине [...] пăхатăп та, вĕсене [...] çывăрмасăр ĕçлекен [сене...] калама ниепле те [...] астăн. Пур те сывă [...]

Малалла

Тăван ялăм, савнă Тутиелĕм


(Тутиел ялĕнче пурăнса çĕре кĕнĕ Матвеева Уля аппана (Ольга Васильевнăна) тĕлĕкре курнă хыççăн çырнă)

 

Çурçĕр иртсен çĕр çине эп килнĕ,

Ман çăлтăрăм тӳпере йăл илнĕ.

Тăван ялăм, савнă Тутиелĕм,

Эс ман пурнăçăм, çутă тивлетĕм.

 

Тутиелĕм — ачалăхăм сăпки,

Пылак кунта тĕтĕмĕн те унки.

Тăван енĕм — Тутарстан çĕршывĕ,

Пăва тăрăхĕ — ман чун сиплевĕ.

 

Тавраллах çырма-çатраллă ялăм,

Вунă çуртлă çеç ман тăван кассăм.

Умран Кĕрлевкĕ шывĕ шăранать,

Аял касран Лащчă шывĕ юхать.

 

Ун çулĕ — Лаш Таяпа ялĕнчен —

Чăваш енрен, Лащчăпуç çумĕнчен,

Тутиел çумĕпе юхса иртет,

Чăваш Шуршуне, Чеçкепе çитет…

 

Тракторсемпе пӳлсе Лащчă шывне,

Пысăк пĕве пĕвеленĕ ятне.

Пĕчĕк утрав та пур ун варринче,

Чарлансем чӳхенеççĕ хум çинче.

 

Кирек те мĕнле çанталăкра та,

Шартлама хĕл сиввинче, çумăрта,

Пулăçсем килеççĕ халь таçтан та,

Чăваш енĕ те, Чĕмпĕрĕ кунта.

Малалла

Анне чунĕ ытла та ырă


Юратнă аннеме — Кожевникова(Яковлева) Евгения Димитриевнăна

 

Çакă çĕр çинче, чи çывăх çын — анне,

Пире парса пырать вăл вăй-халне.

Телейлĕ тăвас тесе ачисене,

Кăларса пама хатĕр чĕрине.

 

Анне чунĕ ытла та ырă,

Иксĕлми хăват тапать унра.

Анне çинчен шăрантăр юрă,

Çаврăнтăр вĕçсе тĕнче тавра.

 

Тăван кил-çуртăн ăшшине туймашкăн,

Анне пуртан кăна пултаратăн.

Çын çине тухсассăн, çын пек пулмашкăн,

Пире пĕчĕкрен панă вăл ăс-тăн.

 

Анне чунĕ ытла та ырă,

Иксĕлми хăват тапать унра.

Анне çинчен шăрантăр юрă,

Çаврăнтăр вĕçсе тĕнче тавра.

 

Ӳссе çитĕнсессĕн, çемьеллĕ пулсан,

Тăван килтен инçетре пурăнсан,

Тĕмсĕлсе кĕтет анне пире ялан,

Хурланса ăсатса ярать кайран.

 

Анне чунĕ ытла та ырă,

Иксĕлми хăват тапать унра.

Анне çинчен шăрантăр юрă,

Çаврăнтăр вĕçсе тĕнче тавра.

Мана аса илсен


Мана аса илсен, —

Тух утма çул çине…

Кăвак, сенкер ирсем

Илсе килейĕç çу çилне.

Иртни-кайни… вăл таврăнмĕ, пĕлсем.

Чунра пурнаççĕ каяйми хĕлсем.

Такам татса хăварнă ĕмĕтсем,

Тĕлĕкĕмри шап-шурă çĕмĕртсем

Юлайрĕç çамрăклăх элемĕн

Тата çын хаклайми илемĕн

Чăн çути пек, ыр сипетле,

Шур çеçке витĕр эсĕ çитесле.

Айхи сăввисенчи юр кусăрки, —

Тунсăхăма сиреслĕн тустăр-и?

Нимех те мар, кун-çул иккен иртет,

Малашлăха кăна кăштах пиртен.

Кивĕ сăнӳкерчĕк


Çĕмĕрт шурă чечекреччĕ,

Эс те, эп те çирĕмреччĕ.

Хыçа юлчĕ çамрăк вăхăт,

Вĕçсе иртрĕ питĕ хăвăрт.

 

Çамрăклăх — чечек çеçкиллĕ

Асăма çаплах-ши килĕ?

Илĕртӳллĕ ун çути,

Илемпийĕн нар тути.

 

Ăшă-ăшă йăлтăр кулă

Асăнмалăх пулса юлтăн.

Эс çаплах куçран пăхатăн,

Чĕреме пĕр пăлхататăн.

 

Аллăмри кив сăнӳкерчĕк,

Çумăр хыççăнхи кӳленчĕк.

Иртнине аса илтерчĕ,

Ман пата илсе çитерчĕ.

 

Илемпи, ăçта эс халĕ?

Кам мана ун пирки калĕ.

Шырăп ĕмĕрех сана,

Чечек евĕр ыр сăнна.

Ху чĕлхӳне ан хурла!


Хура халăх хушшинче тĕнчере мĕн пурĕ те 77 тĕслĕ чĕлхе анчах теççĕ. Тĕрĕссипе каласан, 77 тĕслĕ чĕлхе анчах мар, мĕн пурĕ 3000 чĕлхерен те иртет, тĕн таврашĕ те 1000 яхăн. Çак 3000 тĕслĕ чĕлхеллĕ халăхсенчен питĕ йышлăн çĕр мильюншар йышпа пурăнакансем те пур, тата питĕ сахалăн çĕршер пинĕн йышпа пурăнакансем те пур. Вĕсем пурте харпăр хăй тăрăшса пурăнаççĕ. Пирĕн чăваш чĕлхипе калаçакансем пĕр мильюн çура çывхараççĕ, çавăнпа çак мильюн ытларах йышпа калаçса пурăнакан чăваш халăхĕ çĕр мильюнлă халăхсем çумĕнче нимĕн те мар пек, анчах тата чăваш чĕлхинчен сахаллăн пурăнакансем те пур, вĕсене шутласан, чăваш йышĕ мĕльюн çурă та сахалах мар пек туйăнать, хамăра ăссăн пурăнма та пултармалла пек туйăнать мана. Тĕнчере чи йышлă халăхсем ак çаксем: чи малтан китайсем 480 мильюн çын, акăлчан чĕлхипе калаçакансем 100 мильюн, нимĕç чĕлхипе 100 мильюн, вырăс чĕлхипе те çавнашкалах, тата ыттисем те пур. Ун пек йышлă халăхсем пурте хăйсене уйрăм патшалăхсем туса пирĕн пек (сахал, вĕтĕ) халăхсене хăйсен ăшне çăта-çăта янă. Эпир те чăвашсем авалах вырăссен ăшĕнче пурăнатпăр, вĕсем пире çăтса илни питĕ нумай пулать ĕнтĕ. Тĕнчере пирĕн пек сахаллăн пурăнакан халăхсем эпир анчах мар, питĕ нумай. Çапла пирĕн [...] раççĕ. Мĕншĕн [тесен ...] çынсем пурте пĕр шухăшпа пурăнаççĕ, хăйсен чĕлхине, хăйсен тăван халăхне те пурте питĕ хытă юратса, питĕ хисеплесе ăна ытти ют халăхсене мăшкăллама памаççĕ. Хăйсен халăхĕ ячĕшĕн хытă тăрăшаççĕ вĕсем. Çакăн пек хăй халăхне, хăй чĕлхине хисеплесе хытă тăрăшнине курса ун пек çынсене Турă та пулăшать, вĕсен пурнăçĕсене малалла ярать. Кам хăй чĕлхине юратмасăр унтан йĕрĕнсе тăракансене Турă та юратмĕ, ун пек халăхсем Турă умĕнче те, ытти халăхсем умĕнче те малалла каяймĕç, вĕсем пурăннăçем пĕтсе çĕр çинчен çухалсах пырĕç. Сахал халăхсенчен пĕри чăвашсем терĕмĕр эпир. Вырăс патшалăхĕнче пурăнатпăр. Вырăс патшалăхĕнче, Раççейре, сахалăн халăхсем эпир анчах мар, Раççейре мĕн пурĕ 90 тĕслĕ халăх пурăнать; çак 90 тĕслĕ чĕлхерен чăвашсенчен сахаллăн пурăнакансем те нумай. Вĕсен хушшинчен латышсен, эстонецсен тата финсен йышĕсем пирĕнни пекрехех анчах, çапах вĕсен ячĕсем питĕ паллă, питĕ чаплă, вĕсене Раççейре пурте пĕлеççĕ. Вĕсем пурте вĕреннĕ, вĕсен хăйсен темĕн тĕрлĕ хаçат-журнал, тĕрлĕрен кĕнеке... Çаксене шутласан эпĕ хамăр чăваш халăхĕ çинчен аса илетĕп, мĕншĕн пирĕн чăваш халăхĕ пĕр шухăшлă мар-ши вăл? тетĕп. Ăçта вырăспа хутăш пурăнакан чăвашсем вырăс пуласшăн, тутарпа хутăш пурăнакансем тутара тухасшăн тăрăшаççĕ... Нумайăшĕ вĕреннĕреххисемех тăван чăваш чĕлхипеле çырнă кĕнекесене те, «Хыпар» хаçатне те вулама парсан: «мĕн вăл чăвашла кĕнекене е хаçатне! Эпĕ чăвашла вулама та пĕлместĕп» теççĕ. Çапла каланине эпĕ хамах питĕ нумай илтнĕ. Çак сăмахсем ху чĕлхӳне хурланисемех пулмаççĕ-и вара?! Апла хамăр кĕнеке-хаçатсене «урласан эпир нихçан та хальхи çĕрĕк ятран хăтăлас çук.

Малалла

«Турри те пур, шуйттан та пур...»


Турри те пур, шуйттан та пур —

Йĕрки çапла тĕнчен.

Ырри те пур, хаяр та пур —

Епле паллас пĕччен?

 

Чăн çын та пур, сун та пур —

Ăçтан сиссе картам?

Мухтав та пур, хурлав та пур,

Епле, тăван, чăтам?

■ Страницăсем: 1... 342 343 344 345 346 347 348 349 350 ... 796