Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

УтартаАсамат кӗперӗ сӳничченПепке çуралсан...Пĕчĕк патшалăхКĕмĕл кĕперХĕллехи каçсенчеЫтла та хитреччĕ ун чух çуркунне

Пур-ши манăн телей?


Пур-ши манăн телей?

Ăна эс ан пĕлей!

Кăлармăп куççуле,

Йĕрĕп çеç сĕм çĕрле.

 

Эп çуралнă чухне,

Çур çĕрте, каçхине,

Телей кайăк каннă,

Тарăн ыйха путнă.

 

Кунĕпе вăл вĕçсе,

Телейсем валеçсе,

Кăшт канас-ха тенĕ,

Тутлăн çеç тĕлĕрнĕ.

 

Тĕттĕм каç, кĕркунне,

Эп килнĕ çĕр çине.

Телей кайăк сисмен,

Вăранман ыйхинчен.

 

Çавăнпах та пулĕ,

Эп пулман телейлĕ.

Телейĕмçĕм-телей,

Телей кайăк, вĕçей!

Палăк умĕнче


(Аттепе аннене асăнса)

 

Шăппăн çеç эсир ларатăр,

Ман çине ăшшăн пăхса.

Мĕн çинчен эсир шутлатăр,

Тарăн шухăша кайса?

 

Ним чĕнмесĕр шав пăхатăр

Хĕрĕрсем çине кулса

Халь те эсир савăнатăр —

Ĕмĕтсем пыраç пулса.

 

Калайманшăн ан кулянăр,

Тек ан выртăр хуйхăрса.

Канлĕн кăна эсир канăр,

Тĕлĕкре ыр ăс парса.

 

Ачăрсем сире юратĕç,

Ĕмĕрех асра тытса.

Сăвă-юрă та çуратĕç,

Сирĕн ятпа асăнса.

Çĕнĕ кун


Çĕнĕ кун вăл — çĕнĕ пурнăç,

Çук унта халь ĕнерхи.

Çĕнĕ кун вăл — çĕнĕ курнăç,

Пултăр çеç вăл лайăххи.

Япăххине манса кайăр,

Ан куçтăр вăл çĕн куна.

Çут хĕвеле шав пуç тайăр,

Ăшăтать-çке вăл чуна.

Ыррине çеç эсир шырăр,

Пытăр пурнăç малалла.

Усал хыççăн тек ан кайăр,

Юлас марччĕ каялла.

Çĕнĕ кун вăл — çĕнĕ ĕмĕт,

Пурнăçлантăрччĕ ялан.

Савнă çыннăм, çĕннине кĕт,

Çĕн куна ырла паян.

 

2010, 12, 31

Амаçури анне


Митя ирхине, çил-тăман витĕр шкултан киле таврăннă пек телĕк курса выртаканскер, шăнса чĕтрекен пулнипе вăранса каять.

Ун çӳхе тӳшек çитти витĕр çил вĕрет иккен.

Ун кровачĕ — чӳрече умĕнче. Чӳречин форточкине яри уçса хунă. Тата вучах чĕртне те — лӳшкĕ те уçă. Çавăнпа пӳртре тĕрлеттерсех çил вĕрет. Ашшĕ çук чух амаçури амăшĕ темшĕн яланах çапла тăвать. Митя тепĕр чух чирлесех каять вара. Çывăрнă чух çемçелсе кайнă шăмшак вăйсăр пулас çав. Халĕ те, акă, пуç ыратакан пулса выртнă. Ура çине тăрсан, пуç çаврăнсах кайрĕ, куç хуралсах килчĕ. Çурăмпа мăй пăркаланмалла мар хытса ларнă, кăшт хускалсанах ыратаççĕ.

Митя ним шарламасăрах çăвăнать те, пуçĕ ыратнипе ӳркевлĕн уткаласа, кухньăри сĕтел хушшине кĕрсе ларать.

— Шкула кайиччен кăшт апат çитер-ха, Нисса Никифоровна, — тет вăл илтĕни-илтĕнми хăюсăр сасăпа.

Амаçури амăш апат-çимĕçне буфетлă сĕтелре питĕрсе усрать. Вăхăт çитмесĕр пĕр тĕпренчĕк те памасть. Яшкине те çаплах пуçтарсах лартать. Вăрçă хыççăнхи пурнăçчĕ-ха ун чух. Апат-çимĕç хĕсĕк. Çăкрине те магазинта карточкăпа çеç параççĕ.

Амаçури амăш таплаттарса утса пырать те, Митя çине шурă куçпа мĕкел-л çаврăнса пăхса, сĕтел буфетне уçать, çур çăкăртан пĕр шăрпăк курупки пысăкăш татăк касса илсе, ăна Митя умне пăрахать. Мискăран пĕр çăпала ĕнер пĕçернĕ кĕрпе шӳрпи ярать. Унтан тата темскер шак! туса ӳкет Митя умне.

Малалла

Атте


Атте выльăхсем пăхать,

Аннене пит юратать.

Аннене савăнтарать,

Ăшă сăмахсем калать.

Кам пире укçа парать?

Теттесем илсе парать?

Кам пире савăнтарать?

Юрă–ташă парнелет?

Вăл камне пурте пĕлеççĕ.

Ялта ăна хисеплеççĕ.

Вăл атте, атте, аттеçĕм!

Пире пăхакан теттеçĕм.

Асанне


Андреева Римма Фёдоровнăна халаллатăп

 

Аял каспа иртнĕ майăн —

Я‎вăнать пĕр шухăш манăн:

Пуш-и чӳрече, тен, пуш мар —

Эппин ун хуçи чирлĕ мар‎!

 

Ирхине те, каçхине те

Эп сăнатăп вăл шур пӳрте:

Сирнĕ чӳрече каррине —

Л‎арать шалта пĕр асанне.

 

Сăнĕпе ватă мар сĕре,

Çулĕпе – çитмĕл пиллĕкре.

Урисем утайманнипе,

Вăл туслашнă чӳречепе.

 

Асаннен куçĕ урамра,

Ури ун — иртен-каянра.

Ăçта-ши «шухăш киммипе»,

Ăçта çитет хавалĕпе?

 

Тен, вăл ачалăх сăпкинче —

Ларать пуль амăш аркинче.

Тен, аса килчĕ пуль ăна —

Çара уран чупни кăна.

 

Тен, аса илчĕ мăшăрне,

Унпа ирттернĕ çулсене,

Сак тулли ачи-пăчине,

Йĕс шăнкăрав куллисене…

«Çынсем, юратăр пĕр-пĕрне...»


Çынсем, юратăр пĕр-пĕрне,

Йăл куллăра ан пытарсамăр.

Йĕпрен ан тăвăр пĕрене,

Сăмахпала пĕлсе калаçăр.

Çынсем, юратăр пĕр-пĕрне!

 

Çынсем, хисеплĕр пĕр-пĕрне,

Ыркăмăллăх ан шеллесемĕр.

Чунпа туйсан çын нушине —

Телейлĕ иртĕ пирĕн ĕмĕр.

Çынсем, хисеплĕр пĕр-пĕрне!

 

Çынсем, каçарăр пĕр-пĕрне,

Çиллĕрсене ан кăтартсамăр.

Ӳкĕнмĕр вара малашне,

Сăпай çеç хăвăра тытсамăр.

Çынсем, каçарăр пĕр-пĕрне!

 

Çынсем, шансамăр пĕр-пĕрне,

У‎‎сал сунса ан çӳресемĕр.

Йывăр чуна ун пек чухне,

Асаплă иртĕ кунăр-çĕрĕр.

Çынсем, шансамăр пĕр-пĕрне!

Алина Тайпи сăвăçа


Тухăçа тĕмсĕлсе тинкеретĕп,

Тек курасшăн эп санăн сăнна.

Те утса, те чупса халь çӳретĕн

Сывлăмпа пусарасшăн чунна?

 

Сăвăçсемшĕн вăл — сывлăм та сăвă,

Сăвăçсемшĕн уй-хир те анне.

Килти пӳлĕм сăвăçшăн тăвăр,

Вăл савать укăлча хурăнне.

 

Çамрăк чăрăш та сăвăçшăн çывăх,

Уншăнах вăл каять вăрмана.

Ун çинчен çырмасассăн та çылăх,

Сăвăçсем уншăн чăн-чăн хăна.

 

Ман пекех эс ирех тухнă пулĕ,

Çарана рифмăсем шырама.

Ак, хĕвел хăпарса йăл-йăл кулчĕ,

Пуршăн-çукшăн пăрах кулянма.

 

Тĕнчере пурте вăхăтлăх, теççĕ,

Ĕмĕрсем те кашнин пĕр пек мар.

Сăвăç ĕмĕрĕ вилĕмсĕр теççĕ,

Манар мар: сăвă — чăн шĕл-кăвар.

 

Тухăçа тĕмсĕлсе тинкеретĕп,

Тек курасшăн эп санăн сăнна.

Çутă сывлăм пекех ирĕлетĕп,

Вуласан сăввуна-юрруна.

Чăваш хаçачĕ


Пĕрре, çуллахи хĕвеллĕ кун, Хусанти крепостьри «Дворецра» чăваш салтакĕсен пухăвĕ пулать тенине илтрĕм те эпĕ унта кайса курас терĕм. Вăхăт кăнтăрла тĕлнелле. Кĕретĕп крепăçе. Хĕвел хĕртсе пăхать... Çав вăхăтрах манăн умран икĕ чăваш салтакĕ ерипен пуплесе пынине куратăп. Пĕри сухаллăскер, тепри çамрăкрахскер. Çамрăкки сылтăм аллине «Хыпар» хаçетне тытнă та хуллен варкăштарса пырать тата çав вăхăтрах хаçетне çĕклерĕ те сухалли еннелле пăхса, ак çапла кала пуçларĕ: «Эх, мĕскĕн чăвашĕ! Вуламалăх хаçечĕ çук, çакă пĕр «Хыпар» пур ĕнтĕ, вăл та пулин эрнере иккех тухать, ахаль те вуламалăх та çук кунта, пĕчĕкçĕ», — тет, тата: «Вырăспа тутарсене пăх-ха, мĕнле кашни кун тухакан пысăк хаçетсем пур вĕсен тата хăйсен урăхла çырăвĕсем, пирĕн чăвашсенĕн саспаллисем те вырăслах», — терĕ. Çак сăмахсем малтан мана та хурланмалла пек туйăнчĕç, анчах пирĕн саспаллисем те вырăсла тенĕшĕн мар, хаçет пĕчĕкçĕ, вуламалăх çук тенĕшĕн. Кайран шутларăм та: «Ку çын пĕлмесĕр калаçать», — терĕм. Пирĕн чăвашсен çырăвĕ вырăсла саспаллисем евĕрлĕрен ăна ниепле те хурлама çук. Мĕншĕн тесен ун пек çыру пĕрре анчах мар, Хĕвел анăç енчи патшалăхсенче тĕрлĕ халăх пурте пекех «латинский» çырупа çыраççĕ, эпир, Раççейра пурăнакансем, вырăсла çыру евĕрлĕ çырнăшăн пире никам та хурлаймĕ. Анчах чăваш хаçачĕ пĕчĕкçи, вăл вулама сахаллишĕн никам та мар, пĕтĕм чăваш халăхин пĕлес пулать: пирĕн «Хыпар» хаçечĕ вăйлăланасси те, пĕтсе ларасси те хамăр çинчех. «Чăвашла хаçет сахал, начар», — тесе калакансем урăх та пулĕç тетĕп эпĕ, çавăнпа калатăп: чăвашла хаçет вăйлăлантăр тесен пирĕн хамăрăнах пулăшмалла ăна, никам çине шанма та çук. Ку чухне пур ĕç те, пур япала та хаклă пирки хаçет кăларма та йывăр, ун çинчен «Хыпарăн» 39 № лайăх кăтартнă... Пирĕн чăвашсен хамăрăн типографи çук пирки пĕр нумĕр хаçет çапмах миçе çĕр тенкĕ кирлĕ унта. Типографи хамăрăн илес тесен нумай пин тен-кĕсем кирлĕ пулаççĕ. Çавăнпа пĕтĕм чăваш халăхĕ харпăр хăйшĕн тăрăшасчĕ часрах. Малашне ĕнтĕ вырăнĕпе шав чăвашран вулăс земствисем те, кооперативсем те пулаççĕ. Çавсен пуринĕн те пуринчен ытла манмасăр хăйсен хаçатне пулăшма тăрăшасчĕ. «Хыпар» хаçетне чăваш хушшинче лайăхрах сарасчĕ, ăна пур çĕрте те илччĕрччĕ, вара хаçет çуллен-çул вăйлăлансах пырĕ. Эпир «Хыпара» илмесен вăл начарланса тухми те пулĕ. Халĕ пирĕн нумай ялсенче чăвашла хаçет тухнине те пĕлеççĕ, те пĕлмеççĕ. «Хыпар» татăкне те тупаяс çук. Чăвашсем апла илмесессĕн, пирĕн пĕр-тен-пĕр «Хыпар» та часрах куçран çухалĕ. Епле йăвăç пахчинчи çамрăк çимĕç йăвăç çине пăхмасассăн вăл ӳсеймест те, çав вăхăтрах хăрса ларма та пултарать, ăна пăхсах, шăварсах тăрсан вăл часах çитĕнсе хăватлăланса каять те усăллă çимĕç кӳме пуçлать, пирĕн «Хыпар» та чăвашсем хушшинче ку вăхăтра анчах шăтса тухнă çамрăк йăвăç евĕрлĕ-ха, ăна вăй иличчен пулăшмалла, кайран вăлах, вăйлă-лансан пĕтĕм чăваш халăхне çутăлтарса пысăк усă кӳре пуçлĕ. Çавна ан манăр, чăвашсем, пулăшăр «Хыпара»!

Малалла

Саншăн каç та çутă кун


Савнă арăм пулчĕ сан —

Эрех кĕленчи — лаххан.

Умри эрех черккисем —

Саншăн тăван ачусем.

 

Ир те пулать, каç пулать —

Мухмăр пуçна кăшăллать.

Аллу пымасть ĕç патне,

Маннă эс кунсен шутне.

 

Саншăн каç та çутă кун,

Çĕрĕпе хутлан ун-кун.

Кăшлан арăмун чунне,

Канлĕх çук ачусене.

 

Шуйттан куçна курăнать,

Вăл татах та астарать:

Хута яран аллăна,

Тӳпелетĕн арăмна.

 

Лайăх тумасть çав эрех,

Ĕçмесен çын евĕрех:

Аллу та хăвăн ылтăн,

Ç‎утă сăн, сан пур ăс-тăн.

 

Аншарли, эрех-сăра —

Наркăмăш пухать ăшра.

Çын хăйне хăй тытаймасть,

Черккерен уйрăлаймасть.

 

Ачасене çавăтса,

Арăм каять уйрăлса.

Пурнăç каять ансата —

Кансĕрлемест никам та…

 

…Савнă арăм пулчĕ сан —

Эрех кĕленчи — лаххан.

Умри эрех черккисем —

Саншăн тăван ачусем.

 

2000.12.17

■ Страницăсем: 1... 339 340 341 342 343 344 345 346 347 ... 796