Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Акăшсем таврăнаççĕЯл калавĕКăра çилсем. Виççĕмĕш кĕнекеВăрман ачисемХăмăшлăха путнă кĕмĕл уйăхÇут пайăркаÇил-тăвăл

Йĕп мыскари


(Чăн пулни)

 

Ак шаккарĕç алăкран —

Умра тăрать пĕр чикан:

«Ыр çын пулса, пулăшсам,

Мĕн те пулин эс парсам».

 

Патăм çĕрулми, укçа —

Ярап терĕ юмăçа.

Ыйтрĕ мăшăрăн ятне,

Миçе ача иккенне.

 

Виç хут сăхсăхма хушрĕ:

«Манран эс ан кул, — терĕ, —

Пăхнăшăн ним кирлĕ мар,

Йĕппе çип çеç мана пар».

 

Темшĕн эпĕ итлерĕм,

Хамран-хамах тĕлĕнтĕм:

Йĕп мыскарийĕ çинчен

Илтнĕччĕ тантăшсенчен.

 

«Ĕненетĕн-и мана?

Ан ултала ман чуна».

«Çук, паллах», — тетĕп ăна.

«Эс пытар-ха куллуна.

 

Шан мана, калап чăнне,

Ак, тупăк тухассине.

Çывăх çыннăвах пăснă,

Саншăн чиркĕве кайнă.

 

Виççĕр тенкĕ шеллемен,

Çук, укçа вăл хĕрхенмен.

Эс мана мĕн чуль паран,

Кĕлĕ тумашкăн кайран.

 

Мана укçи кирлĕ мар,

Эс ху сывлăхушăн пар.

Параймасассăн виççĕр,

Çурри те эппин çиттĕр».

Малалла

«Яш кунра çухатнă...»


Яш кунра çухатнă

Тĕкĕре ак тупрăм.

Кăшт тĕсне çухатнă,

Пур пĕр хама куртăм.

Ах хай улталасшăн,

Эп унта хитреччĕ!

«Ма эс кăтартасшăн

урăхла, пĕлесчĕ?»

Аллăм та чĕтрерĕ,

Куçăм тĕтреленчĕ...

Тĕкĕрĕм пĕлтерчĕ:

«Пурте — ĕччĕ, — ĕччĕ...»

«Ялт çиçет те çиçĕм...»


Ялт çиçет те çиçĕм

Чăрмалать чуна.

Унăн ĕçĕ вĕçĕм,

Ма вăрçас ăна?

 

Кашнин хăйĕн ĕçĕ,

Кашнин хăй шăпи.

Вĕçекенĕ — вĕçĕ,

Тепри çĕр шапи...

 

Чуна чун хуçа-им?

Ман пекки те пур:

Çунатне хуçайнă

Хурлă кайăк хур.

Хуйхă


Хĕвеллĕ ăшă çу кунĕ. Скверта çамрăк мăшăр çӳрет. Арçынĕ хура куçлăхпа. Хĕрарăмĕ ăна хулран çаклатнă. Кĕçех эп ларакан хыçлă вăрăм сак çине пырса ларчĕç.

Эпĕ вĕсем калаçнинчен пĕлтĕм: ку хĕрарăм хура куçлăхлă арçын арăмĕ. Нина ятлă.

— Кам та пулин пур-и ку сак çинче? — ыйтрĕ унран упăшки.

— Пур. Санпа юнашарах, сылтăм енче, çамрăк арçын ларать, — пĕлтерчĕ ăна арăмĕ.

Хура куçлăхлă арçын ман енне вăрт çаврăнчĕ:

— Эсир студент мар-и? — тесе ыйтрĕ.

Сăмах май эп ăна хам çыравçă пулни çинчен каларăм. Хура куçлăхлă арçын хăпартланса кайрĕ. Унтан ассăн сывласа илчĕ те:

— Ман çинчен мĕн те пулин çырма пулмасть-ши? — терĕ.

Вăл эпĕ мĕн каласса кĕтмерĕ, калаçăвне малалла тăсрĕ:

— Эпĕ çирĕм пĕррере. Çулталăк каялла шоссе çулĕ çинче авари тӳсрĕм. Сĕм суккăр пулса юлтăм. Юридици факультетĕнче юлашки курсра вĕренеттĕм. Пурнăç çинчен эп нихăçан та çакнашкал шухăшласа курман. Аттепе анне пысăк ĕçре лараççĕ. Нинăпа пĕрлешичченех манăн виçĕ пӳлĕмлĕ хăтлă хваттер, ют çĕршывра туса кăларнă çăмăл автомобиль, сотовăй телефон — тĕрĕссипе, пурте пулнă. Уйăха та çутçанталăкран укçалла илес пек туйăнатчĕ мана...

Малалла

Аннем, илсем ытамна


Пĕчĕк çеç, улттăри ывăлна,

Ас илетĕн-ши эсĕ, анне?

Епле хытартăн-ши кăмăлна,

Парăнса ют арçын туйăмне.

 

Юхать куççулли ман, юхать,

Туймастăн-им, аннем, çавна?

Чĕрӳ-ши мĕнле ыратмасть?

Килсемччĕ, илсем ытамна!

 

Ют çемьере эс пурăнатăн.

Тупрăн-и, аннеçĕм, телейне?

Пĕртен-пĕр тĕпренчĕкне мантăн,

Юрать-ха пур ман ват асанне.

 

Юхать куççулли ман, юхать,

Туймастăн-им, аннем, çавна?

Чĕрӳ-ши мĕнле ыратмасть?

Килсемччĕ, илсем ытамна!

 

Аттем пĕр хыпарсăр çухалнă —

Пуçне хунă хаяр вăрçăра.

Анне — амăш тивĕçне маннă:

Чĕринче питĕрĕнчĕк çăра.

 

Юхать куççулли ман, юхать,

Туймастăн-им, аннем, çавна?

Чĕрӳ-ши мĕнле ыратмасть?

Килсемччĕ, илсем ытамна!

Шурă юр йывăрлăхĕ


Шурă юр йывăрлăхĕпе

Улмуççийĕ туратти

Усăннă çĕре çити.

Пурнăç йывăрлăхĕпе

Хура çӳçĕм шуралчĕ,

Çамрăк пуçăм усăнчĕ.

 

Хĕл иртĕ те кайĕ вăл,

Савăк çуркунне килĕ:

Шурă юрĕ ирĕлĕ.

Улшăнĕ шухăш-кăмăл,

Хуйхă-суйхă манăçĕ,

Вăхăт — маншăн сиплевçĕ.

 

Улмуççийĕ пĕркенĕ

Çуркунне илемĕпе:

Шап-шур чечек çеçкипе.

Ман чун-чĕрем суранĕ

Пирченĕ çуркуннепе,

Йăл-йăл хĕвел куллипе.

«Ăçта каясшăн...»


Ăçта каясшăн, ăçта каясшăн,

Хăçан, ăçта?

Мĕскер каласшăн, мĕскер каласшăн

Çунать çурта?

 

Шух çил вĕресшĕн, шух çил вĕресшĕн...

Йӳçек чунра.

Мĕскер каласшăн, мĕскер каласшăн

Çитес кунра?

 

Хура çăхан пек, хура çăхан пек

Ыйту пуçра.

Чĕкеç чĕппи пек, чĕкеç чĕппи пек

Хурав куçра.

Çĕнĕ çул


Вĕр çĕн çулпа мулкач чупать,

Хăй шав калать: «Çĕн çул, Çĕн çул!..

Çĕнни — ман çул, кивви юлать -

Ăна кашнийĕ алă сул!»

 

Хавас, чăн, пысăк чĕререх

Пĕрне-пĕри телей сунар.

Ку пулĕ, тен, илемлĕрех,

Усаллине тинех манар.

 

Тăван-пĕтен пур хутшăнма,

Çемье те халсăр мар, сывах.

Пулайтăр сывлăх пурăнма,

Эс те эп пур паян, тавах!

 

Ырра кĕтетпĕр çĕннинчен —

Темле тăрсан та самана.

Йĕрки ун хăйĕн — çут тĕнчен,

Тем кирлĕ мар сана-мана.

 

Чунран-вартан çакна калам:

Туссем, ялан пĕрле пулар.

Çĕн çул! Çĕн çул! Пурне — салам!

Эппин юрлар, ташлар, кулар!

Пĕр вырăнта тапăртатни


Ярук пичче кашни хĕлех колхоза кĕресси çинчен шухăшласа хурать.

— Хăямата кун пек пурнăçа! Кăçал колхоза кĕретĕпех! — тет, сĕтел хушшинче ача кĕписем сапласа ларакан арăмĕ çинелле пăхса.

— Эпĕ хирĕçместĕп. Анчах ĕненесех килмест-çке-ха эсĕ колхоза кĕрес тенине, — тет Краçук, вунçичĕ çул мăшăрлă пурăнса, упăшкин ăсĕ-йăлисене тĕппипех вĕренсе çитнĕскер.

Çапла пуçланса кайнă калаçăва арăмĕ саплăксем çĕлесе пĕтеричченех тăсать вара пирĕн Ярук. Унтан çил кĕрекен кĕрĕкне тăхăнать те, чĕлĕмне чĕртсе ярса, ял тăрăх çынсем мĕн калаçнине итлеме тухса каять.

Туртăмĕ унăн колхозниксем патнеллех туртать.

Ярука хирĕç колхоз ферминчен икĕ хĕрарăм ĕнесем суса тухаççĕ. Ярук, сухалне уç тупанĕ варрипе шăлса, хăрах куçне хĕссе илет те сăмах хушать çав хĕрарăмсене:

— Ку сĕтне мĕнле валеçетĕр-ха, черет тăрса валеçес тетĕр-и-ха?

— Санăн ĕнӳне черет тăрса сусан та, сĕчĕ çур çулхи ачана пурăнмалăх тухас çук, — тет Ярука хĕрăрăмсенчен пĕри, вăрăмрах кĕлеткеллĕ колхозница, сăмаха çăтăр-патăр татса калама юратаканскер.

Ярукăн колхозниксем çуртри вăрлăхне тасатнине курма каяс кăмăл пулчĕ. Триер патĕнче кускалакан колхозниксем патне пырса тăчĕ.

Малалла

Килсем, килсем, пĕчĕкçĕ пепкем


Пĕчĕк пепкем, савса

Кĕтетĕп эп сана.

Кун çутине курса

Эс парăн сассуна.

 

Эс килсем, килсем,

Килсем çут тĕнчене.

Вăхăтлă килсем,

Ман пĕчĕкçĕ пепкем.

 

Пĕчĕк кӳлепӳпе,

Тяппусемпе тапса,

Вылятăн аннӳпе

Варта эс хускалса.

 

Эс килсем, килсем,

Килсем çут тĕнчене.

Вăхăтлă килсем,

Ман пĕчĕкçĕ пепкем.

 

Эп кулсан — эс йăл кул,

Йĕрсен çеç — ан хурлан.

Тĕреклĕ, сывă пул,

Пепкем, час аталан.

 

Эс килсем, килсем,

Килсем çут тĕнчене.

Вăхăтлă килсем,

Ман пĕчĕкçĕ пепкем.

 

Пулăн-и эс ывăл

Е хĕрпĕрчи-и, тен.

Саншăн хавас кăмăл,

Манра-çке ӳтленен.

 

Эс килсем, килсем,

Килсем çут тĕнчене.

Вăхăтлă килсем,

Ман пĕчĕкçĕ пепкем.

■ Страницăсем: 1... 335 336 337 338 339 340 341 342 343 ... 796