Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Чипер АннаПолк ывӑлӗĔмĕтсем, ĕмĕтсем...Шевле çутиКуçа-куçăнКушкă ачиҪул юлташӗ

Пурнăç илемĕ


Пурнăçăн илемĕ —

Кайăк юрринче.

Кам ăна итлемĕ? —

Савăк çут тĕнче!

 

Пурнăçăн илемĕ —

Сарлака уй-хир.

Кам унта çӳремĕ

Савăнса ир-ир.

 

Пурнăçăн илемĕ

Çирĕп туслăхра.

«Туслăха çĕнеймĕн», —

Теççĕ халăхра.

 

Чăннипех илемлĕ

Пурнăç таврара:

Çыннисем телейлĕ

Пирĕн çĕршывра.

Çунатлă йăх


Легенда

 

Калаççĕ: пурăннă тет ĕлĕк

Вĕри те харсăр çын — Чăваш.

Çӳл тĕпере шыранă имĕш

Çула тухма хăйне юлташ.

 

Шыранă шанчăк çухатмасăр.

Хур кайăксем виç кĕтесне

Вăрах пăхса вăрах сăнанă,

Вăрах тинкернĕ тӳпене.

 

Сенкер тӳпе — таса та ирĕк,

Сенкер тӳпе — сенкер инçет —

Пăлхавлă кăмăла йыхравлăн

Янравлă вĕçеве чĕнет.

 

Пулинччĕ ун тĕреклĕ, çирĕп

Çил касмăш çивĕч ик çунат —

Хур кайăк-тусĕпе хăюллăн

Вăл тухĕччĕ инçе çула.

 

Пулминччĕ ĕмĕчĕ ун кăлăх,

Хăв çăлтăрна тупни — телей...

Илет те чăрсăр йĕкĕт ухă

Хур кайăк картине тĕллет.

 

«Вĕç, вĕç, çĕмренĕм, вĕç, çĕмренĕм,

Хур кайăк ушкăнне вĕç, хăвала:

Хыпарçă пул, пул ырă евчĕ,

Туп савнине. Салам кала».

 

Хӳхлет, хӳхлет те салху ушкăн —

Кашни пĕрер тĕк пăрахать:

Вĕсен çунатлă тантăш-тусĕ

Этем ывăлĕпе юлать.

 

...Калаççĕ: пурăннă тет мăшăр

Малалла

«Юлташăм сăвăç чунлă...»


Юлташăм сăвăç чунлă:

Çут уйăха курса,

Ăна вăл услам çу тет,

Япшаррăн кукартса.

Эп урăххи куратăп

Çав уйăх сăнĕнче:

Тин çеç пĕçернĕ çăкăр

Тӳпе ытамĕнче.

Кĕрхи ĕçсем пĕтсессĕн,

Ял-йыш çĕн тырăран

Пĕçернĕ тейĕн çăкăр.

Чăнах çапла — куран.

Çапла каланă халăх

Мĕн ĕлĕк-авалтан,

Ан пул нихçан та аслă,

Тăванăм, çăкăртан.

Çак чăнлăх ĕмĕр аслă,

Вăл пирĕн чĕрере.

Çут уйăх та каç-каçăн

Çакна ас илтерет.

Ачалăх


Çулла. Ĕççи вăхăтĕнчи янкăрлă уяр тӳпе. Хĕвел çур кăнтăрлана сулăннă. Вăл тӳпере тăхлан пек ирĕлнĕ, вут пек çунтарать.

Вăл тин ыйхăран тăрса пӳртрен тула тухнă. Ăна ашшĕ-амăшĕ ĕçе кайнă чух пĕчченех пăрахса хăварнă иккен... Вăл ыйхăран вăранса каять те хăй килте тăр пĕччен иккенне курать. Пӳртре хĕвел пăхмасть ĕнтĕ, ун пайăркисем вăл ыйхăран тăриччен çеç пӳртрен тухса кайнă... Пӳртри сывлăша типĕтсе, тăкăскăлантарса, пăчăхлантарса хăварнă... Пӳрт ăшчикне хĕвел ури пек çутă ярăм çеç... пускилĕн хирĕçле сарай çивитти çӳти, хĕвел пайăрки каялла ӳкнĕ çути, сайралнăскер, чăн çутăн мĕлки пек шупкаскер, анчах пӳртри çутăран икĕ хут вăйлăрахскер, хăрах кантăкран кĕрет.

Пӳртре никам та çук... Ашшĕ-амăшĕ тахçанах çук пек унăн... Чăнах та весем кашни кун çапла вăл тăричченех ĕçе тухса каяççĕ... Кашни кунах вăл çак вăхăтра вăранать, кашни кунах çак хĕвел пăхать, кашни кунах çак сарай çути пӳрте çутă ӳкерет...

Ашшĕ-амăшĕ унан çĕр çинче пачах çук пек... Ахăртнех, вăл вĕсене сайра курнипе-ши çапла... Чăнах та, вĕсене вăл темиçе çул, темиçе ĕмĕр курман пек... Вăл вĕсенчен çывăрса юлать те хăш чухне вĕсем ĕçрен тăврăничченех çывăрса каять, тепĕр кун ирхине вара ыйхăран тăнă çĕре вĕсем каллех ĕçе тухса кайнă... Çапла вăл ашшĕ-амăшне темиçе çул курман пек, темиçе çул ĕнтĕ вăл çак пӳртре пĕчченех пурăнать пек...

Малалла

«Çуралнă çĕр, эс пархатарлă...»


Çуралнă çĕр, эс пархатарлă,

Эс мăнтăр, пулăхлă, пуян.

Санра пур вăй, вăл пит хăватлă,

Чĕнет, туртать мана ялан.

 

Сан пайăрку эп, пĕр тĕпренчĕк,

Эп — сан пĕр çитĕннĕ калчу.

Чĕре тымарĕ — çĕр тĕпренчĕк,

Пĕлетĕп: эпĕ — сан ачу.

 

Санра Пуçламăшĕ те Вĕçĕ,

Эп сансăр кам? Никам та мар...

Çумра эс çук — чунра пит йӳçĕ,

Ютри çĕрсем-и? Кирлĕ мар.

«Тăван çĕршыв, чăваш чĕлхи...»


Тăван çĕршыв, чăваш чĕлхи,

Алран кайми аки-сухи,

Пурте кунта — чи малтанхи,

Чĕрен тĕп мулĕ, чи пахи.

 

Кунта тӳпе те çутăрах,

Хĕртет хĕвелĕ хытăрах.

Хура тăприйĕ кăпăшка,

Çăл куçăн шывĕ йăлтăркка.

 

Кунта юратнă çыннăмсем,

Атте-анне, ман тăвансем,

Кӳршĕсемпе юлташăмсем,

Ял-йышăм манăн — Элшелсем.

 

Ытарайми чăвашăмсем,

Сăпайлă, ырă ĕçченсем.

Çĕр пин юрри, çĕр пин тĕрри,

Сим пыл пекех чăваш сăри.

 

Чăваш сăмахĕ — чун ăшши,

Йăли-йĕрки, чăваш ташши,

Кашни çăка, кашни йăмра —

Ĕмĕрлĕхех ман халăхра.

Çусам, çумăр


Ăшă çумăр, çу,

Пуян пулĕ çу.

Çулла харсăр пул,

Çитĕнĕ тырпул

Пахчана шăвар,

Тулăх çимĕç пар.

Тăрăшсам вăр-вар,

Выçă пулмĕ вар.

Вăрмана та çит,

Кăмпа кирлĕ пит.

Çырла халь паха,

Кирлĕ халăха.

Улăха та ут,

Шывна сап çĕр хут.

Утă кирлĕ шут,

Ăна çиет ут.

Çусам çумăр, çу,

Тумламна ан су.

Шывна эс юхтар,

Пире савăнтар.

Эс ӳркенмесен,

Хам шав ĕçлесен.

Пурте пулĕ ман,

Çакна эс ан ман.

Çусам, çумăр, çу,

Ман пите те çу.

Хуришĕн ан кул,

Ман пек ĕçчен пул.

Галина Кĕмĕл


Сăвăç — пике, Галина Кĕмĕл,

Ентешсемшĕн эс — таса кĕмĕл,

Элшел ялĕн хитре шăпчăкĕ,

Çурхи кĕмĕл ландыш чечекĕ.

 

Кĕмĕл шывĕпелен çыратăн,

Чуна тивекен сăввусене.

Капитан-мĕн эс шутланатăн,

Пуçаратăн милици ĕçне.

 

Пурăнатăн эс Шупашкарта,

Тăхăрьял тăрăхĕнчи чечек.

Çут кĕмĕлĕн ялан ялтăртат,

Ирхи кĕмĕл сывлăм пĕрчи пек.

 

Пĕр систермесĕр, ватлăх çитсен,

Çӳçӳсем санăн кĕмĕлленсен,

Çырăнччĕрех кĕмĕл сăвăсем,

Мăнаçланччĕр тус-тăванусем.

Синкерлĕ шăпа


«Хусан-Нăрлат» пуйăсăн пĕр вакунĕнче çын лăк-туллиех. Пурте хăйсен вырăнĕсене вырнаçса ларса пĕтнĕ ĕнтĕ. Халь хăшĕ ĕç çинчен, хăшĕ пурнăç çинчен калаçса пыраççĕ. Çамрăксем картла выляççĕ. Тĕк ларма пĕлмен ачасем вакун тăрăх тем шыранă евĕр унталла-кунталла чупкалаççĕ. Ватă çынсем, кунĕпе çӳресе ывăннăран-ши, шăпăрт ларса пыраççĕ. Хутран-ситрен çеç сăмахсемпе перкелешсе илеççĕ.

Мана, хам çамрăк пулин те, пурнăçра нумай çул çӳреме лекнĕ. Вĕçĕмсĕр ăçталла-тăр васкакан çынсене сăнама юрататăп. Кашнинчех мĕн тĕрлĕ çынпа паллашмастăн-ши? Мĕн чухлĕ интереслĕ тĕлпулу.

Хальхинче, çав тери ывăннă пулин те, эпĕ алла çăмăллăн вуланакан кĕнеке тытса лартăм. Грузи халăх писателĕ Нодар Думбадзе çырнă роман мана чăннипех те тыткăнларĕ. Айккинче мĕн пулса иртнине сăнама мар, пуçа çĕклеме те памасть çак тĕлĕнмелле философилле хайлав. Пурнăçăн пур кукăр-макăрĕсем патне те илсе çитерет вăл вулакана. Чĕлхи те çыравçăн яка та çыпăçуллă, пуян...

Вакунра çын нумай пулнăран сывлăш ытла та пăчă, тăвăр. Хутран-ситрен вырăс хĕрарăмĕсем кунта лару-тăру пирки калаçкаласа илеççĕ. «Вĕçĕмсĕр ăçта çӳрет-ши халăх? Ирĕклĕн сывлама та çук», — теççĕ вĕсем кăмăлсăрланса. Çак калаçусем ăнсăртран пуçа пыра-пыра кĕрсен ирексĕрех çак каларăш аса килет: «Эпĕ киле каятăп ĕнтĕ, ыттисем ăçта каяççĕ-ши?»

Малалла

Кĕрхи эллеги


Кунсем кĕскелчĕç. Сывлăш янкăр уçă.

Хирти ыраш улăм ури яла

Çывхарчĕ, шăтса тухрĕ ешĕл уçăм.

Мулкач ун çийĕн вăрттăн чупкалать.

 

Тӳпе уяр. Шыв кӳлĕре тасалнă

Тăп-тăрă, вĕтĕ хумсемпе чĕтрет.

Ял çийĕн сасă илтĕнет асамлăн,

Ир еннелле карса илет тĕтре.

 

Канать уй. Кăкăрĕ пушаннă унăн,

Шур çăкăр шăрши юлнă ун çине.

Ват хурăнлăх хура çĕре тав тунă,

Хир тăрăх сапнă ылтăн укçине.

 

Тăрна карти çап-çутă кӳлĕ урлă

Хуллен вĕçсе иртет кикаклатса.

Çунат çинчен ӳксе юлчĕ салхулăх,

Хĕстерчĕ чĕрене ярса тытса.

 

Çӳлте мăнаçлă çунатсен оркестрĕ

Кĕрхи хурланчăк кĕввине калать:

«Паян уйрăлмалли самант ак çитрĕ,

Тăван çĕршывăмăр, пит шел, юлать.

 

Малта пире мĕскер кĕтет — пĕлместпĕр,

Пурте таврăнăпăр-ши каялла?

Шăпа мĕнле пулсан та — иртейместпĕр.

Ки-как!..»

Эп султăм нумайччен алла...

■ Страницăсем: 1... 333 334 335 336 337 338 339 340 341 ... 796