Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑХĕллехи каçсенчеПурăнас килетТутимĕрКулăш кустăрмиКĕперАтăл шывĕ юха тăрать

Сар кĕпе


Сар кĕпе анне çĕлерĕ:

Аркăллă, пиçиххипе.

«Сан çинче ятуллă», — терĕ,

Саврĕ ăшă куллипе.

 

«Сарă кайăк эсĕ, — терĕ, —

Вĕçен тейĕн уй-хирпе».

Чĕрçи çинче чĕвĕлтетрĕ

Хĕрĕм пуканийĕпе.

 

«Сарă лĕпĕш эсĕ, — терĕ, —

Чечен, йăрăс — пӳ-сипе».

Аннесемшĕн хăйсен хĕрĕ —

Ялан хитре сăнĕпе.

Эп пĕлменччĕ


Эп пĕлменччĕ,

Шутламанччĕ —

Сансăр йывăр пуласса,

Канлĕхе çухатасса.

 

Сывпуллашрăн,

Эс каларăн:

«Ан ман эпĕ пуррине,

Пĕр сана юратнине».

 

Манаймастăп,

Юрататăп

Эп те пĕр сана кăна.

Кĕтĕп тĕл пулас куна.

Пурнас ялтах


Килен-каян та пур ялтах,

Тăван-пĕтенĕ çак ялтах.

Масарĕ те çумрах, ялтах.

Шутлам та тĕплĕнрех йăлтах —

Пурнас ялтах.

 

Шурă пӳртре шур кăмака,

Кушак çури пур пĕр «çăмха».

Уçса-хупмашкăн —

пур хапха,

Выртса-тăмашкăн пур лапка,

Ĕçме-çиме илме — лавкка.

Шутлам та тĕплĕнрех йăлтах —

Пурнас ялтах.

 

Ăçта халь тин васкамалла,

Тур пӳрнине кунтах пуль курмалла.

Таçта пит кĕтекенĕ пур-и?

Ытла хыт чĕнекенĕ пур-и?

Чун ыратсан — çурта çутсан,

Ваттисене чăн асăнсан,

Турри кăшт сывлăхне парсан...

Шутлам та тĕплĕнрех йăлтах —

Пурнас ялтах.

Дина


Нумаях пулмасть, Çĕнĕ çул уявĕ кĕрлесе иртсен, кĕтмен çĕртен Тилĕ Йăванне тĕл пултăм. Мана асăрхасан вăл пылак ĕмкĕч хыптарнă сăпка ачи пекех хĕпĕртесе ӳкрĕ.

— О, Кенашка! Сана курманни — çур ĕмĕр! Ăçта çухалса çӳрет-ши ку? Таçта укçа çапма тухса сулланман-ши? — тесе шухăшлатăп. Вăт ку — тĕлпулу! Ăна «çăвасах» пулать, тăванăм, — тулта самаях ăшă çанталăк пулин те тăр-тăр чĕтрерĕ Йăван. Унтан çăра шăртпа витĕннĕ янахне сăтăркаласа çапла ыйтрĕ:

— Санăн паян ĕçсем пур-и?

— Нимех те çук, — тетĕп пуш хутаçа силлесе. — Акă, арăм ĕçмелли-çимелли туянма кăларса ячĕ.

— Юрĕ-ха, вăл ниçта та тармасть. Эпĕ урăххи пирки... Динăна «майлас» кăмăл çук-и?

— Эп... Мĕн... — мăклатрăм Дина камне аса илме тăрăшса. — Ют пахчари улма-çырлапа киленме хăнăхман та... Халь тин, хăрах урапа ватлăхалла ярса пуснă хыççăн, иртĕхсе çылăха кĕме кирлех-ши?

— Мĕн çылăхĕ унта! — хĕрсе кайрĕ Тилĕ ывăлĕ. — Куç пĕк тăрă та тап-таса вăл!

— Çук пуль, — çаплах иккĕлентĕм эпĕ, — тем тумалла ĕнтĕ... Ку тарана çитсе арăма улталаса курман та...

— «Арăм, арăм!» — йӳççĕн кулчĕ Иăван. — Вара мĕн? Унашкал «тупра-мул» манăн çук тетĕн-им? Арăм кăна мар, сĕтел хушшинче апат ыйтса кашăк шаккакан шĕвĕрккесем те виççĕн тан!

Малалла

Улăхра


Улăха тухса эс кур:

Тĕрлĕ чечек кунта пур:

Хĕп-хĕрли, кăвак, сарри,

Эмел курăкĕ — варри.

 

Чупса пычĕ ачапча,

Ярса тытнă ав, хачча.

Чечеке касать ача,

Ку пулать чечен «мачча»

 

Ытарма çук улăха,

Пит илемлĕ вĕт, пăх-ха,

Хăвала кунтан чăхха,

Юратмастăп эп сăхха.

 

Ан таптатăр хитрене,

Кирлĕ вăл ялан пире.

Шыв ярам-ха витрене,

Чечексем, чĕртеп сире.

 

Илемлĕ-çке улăхра,

Лĕпĕш вĕçет савăнса.

Вĕлле хуртран ан хăра,

Пыл тăвать вăл тăрăшса.

 

Мĕн чул ырлăх халь кунта:

Паха эмел çумăнта.

Хитрелĕхĕ — чун уççи,

Улăхăн та пур усси.

Хăрах куçлă пукане


Пукане, ай, пукане,

Ăçта-ши хăрах куçу?

Ан юхтар-ха куççульне,

Кала кам айăплине.

Ай, мăнтарăн пукани!

Ыратать пуль сурану.

Ачасем, сиплер куçне

Пĕчĕкçеç пикемпинне.

Пукане, ай, пукане,

Кам-ши сан хаяр хуçу?

Каламасть темшĕн камне,

Хурлăхлăн усать пуçне.

Ай, мăнтарăн пукани!

Ытла ырă-мĕн чуну.

Шеллетĕн ачасене,

Сутмастăн айăплине.

Ман патах кил


Тулхăрса вĕрсессĕн сивĕ çил,

Ман пата, савниçĕм, эсĕ кил.

Эп кăмакаран та вĕрирех,

Эп сар хĕвелтен те хĕрӳрех,

Ăшăтăп сана эп çĕрĕпех.

 

Вичкĕн ток пек чупĕ сан юну,

Киленсе йăпанĕ сан чуну.

Шурăмпуç килсессĕн çуталса

Тутлăн-тутлăн кайăн çывăрса,

Ыйхуна эп выртăп сыхласа.

 

Ир енне лăпланĕ сивĕ çил,

Юлĕ пушанса ман хăтлă кил.

Шăппăн-шăппăн кайăн эс тухса,

Ăшшăн-ăшшăн, кăмăллăн кулса,

Шурă тутăрна хуллен сулса.

 

Тулхăрса вĕрсен каллех сив çил,

Ман патах, савниçĕм, эсĕ кил.

Куçсем


Йăлкăшаççĕ куçсем,

Тем ыйтаççĕ вĕсем...

Мĕн ыйтатăр эсир,

Мĕн кĕтетĕр, куçсем?

 

Кăн-кăвак хĕлхемне

Çĕмрен пек сапнăçем

Хускатса чĕрене

Тыткăнлаççĕ вĕсем.

 

Е çиллессĕн пăхса

Пăлхатаççĕ мана,

Е хĕвел пек пулса

Ăшăтаççĕ чуна.

 

Ах, куçсем, ах, куçсем,

Илĕртӳллĕскерсем,

Ытарми çăлтăрсем,

Ăш çунтармăшĕсем.

Ярмăрккăра


Анне Трак ярмăрккинче сутма сăра турĕ.

— Шăрăхра каякан, — терĕ вăл, нӳхрепри сивĕ сăрана тăватă витре кĕрекен пичкене ярса.

Эпĕ ун çумĕнче вĕтеленсе çӳрерĕм. Ача-пăчана мĕн! Килтен хăвăртрах тапранса тухса, çул çинче тилхепе тытса пырас килчĕ манăн. Пахчаран пĕр валем симĕс курăк çулса кĕрсе урапа тĕпне сартăмăр. Ун çине сăра пички вырнаçтарса лартрăмăр.

Тилхепене хытă та туртмарăм, анне çӳрекен улма чăпар лаша килкарти хапхинчен кăмăллăн уйрăлчĕ. Яка çул çинче урапа тăкăртатса кăна пырать.

Шетмĕ çумĕнчи ланкашкара хĕвĕшекен ярмăрккă сăртран ал тупанĕ çинчи пек курăнать. Шăна кăмпи тĕслĕ икĕ кăруççел ярмăрккă варринче ăмăртса çаврăнать.

Ярмăрккăна чылайăшĕ лашапа килнĕ. Эпир те урхалăхпа чĕлпĕре пушатса, лашана симĕс курăк патăмăр.

Анне умне шурă саппун çакрĕ, сăра пички çумне чечеклĕ ал шăлли сарса, ун çине пушă стакансем кăларса лартрĕ.

Кĕçех икĕ арçын, пĕчĕк хуранăн пăтти тутлă, пĕчĕк пичкен сăри лайăх пулаканччĕ тесе, аннерен икшер стакан сăра илсе ĕçрĕç.

— Вăт сăра! — мухтарĕç вĕсем анне сăрине.

Тепĕртакран сăран картус тăхăннă тачка арçын аллисемпе хăлаçланса анне патне пычĕ.

Малалла

Кам-ши вăл?


Пĕчĕкскер те ачашскер,

Питĕ хăй йăпăлтискер,

Кам-ши юратать хăйне

Пĕр майлă шав шăлнине?

Туссем, ĕнтĕ пĕлтĕр-и?

Тĕрĕс: вăл — кушак çури.

 

Мăйăхĕсем ун хитре,

Сĕт юратать вăл сĕре,

Çăмха кустарма хастар,

Йытăпа-мĕн туслă мар.

Туссем, ĕнтĕ пĕлтĕр-и?

Тĕрĕс: вăл — кушак çури.

■ Страницăсем: 1... 337 338 339 340 341 342 343 344 345 ... 796