Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Юрату ҫӑлкуҫӗАндрей ПеттокиСунарçă халлапĕсемЙышăнман сăмахсемХӗвел мулкачӗсемКулăшла калавсемКуçа-куçăн

Пушă çурт


Ял хĕрринче кичеммĕн

Ларать пĕр пушă çурт.

Мĕн шухăшлать-ши? Темĕн.

Хуçи ун халĕ çук.

 

Кăшт тайăлнă. Хуратнă

Юр-çумăр сăн-питне.

Чӳречине те ватнă,

Шалт хупнă хуппине.

 

Йĕри-тавра çум курăк,

Мăян — пуç таранах.

Хапхи те тайлăк, çурăк,

Салхуллăн курăнать.

 

Çурт кăвапи-тымарĕ

Йăлт татăлнă тĕпрен.

Пушаннă унăн варĕ

Вучахĕ сӳннĕрен.

 

Шавланă те кĕрленĕ

Ку çуртăн ăшĕнче,

Ача-пăча сĕрленĕ...

Халь акă — пĕр-пĕччен.

 

Инçех вĕçсе-çке кайнă,

Çунат сарса, чĕпсем.

Çара йăви пуç тайнăн

Ларать халь те кĕтсе.

«Тăван Енĕм, Тăхăрьялăм...»


Тăван Енĕм, Тăхăрьялăм,

Чĕрери суран...

Эп ăçта кăна пулмарăм —

Эс чунрах ялан.

 

Ав Элшелĕ, Раккассийĕ.

Çут Шемек кунтах.

Ĕскӳлпелен Кив Мертлийĕ

Çума-çумăнах.

 

Элшелпелен юнашарах

Шурă Раккасси.

Янăратчĕ кашни каçах

Купăсăн сасси.

 

Çак ялта çуралнă, ӳснĕ

Валентин Урташ,

Юлнă халăхра ун чунĕ,

Вăл — ман хурăнташ.

 

Савнă каччă Киштекренччĕ,

Юман йăхĕнчен.

Ĕмĕрĕ кĕске ун пулчĕ,

Уйрăлчĕ пиртен...

 

Киштекрен инçе те мар-ха

Пĕчĕк Таккавар.

Эп унта чылай пулман-ха,

Çыннисем — вăр-вар!

 

Аслă çулпалан кайсассăн —

Пӳркел йăмрисем.

Унти тутарпа чăвашăн

Туслăх саккисем.

 

Кушкăри шкулта ĕçленĕ

Çамрăк чух атте.

Вулама, çырма вĕрентнĕ

Хĕре-йĕкĕте.

 

Элшел ялĕ — вăйăм-халăм,

Манăн тĕп кĕтес.

Асран кайми тăхăрьялăм,

Эсĕ — ман хĕрес.

Кукаçи


Кукаçие — Симулин Василий Васильевича асăнса

 

Эп пулнă пиллĕкре, кăшт астăватăп,

Ман кукаçи выртатчĕ вырăнпа.

Вăл çитмĕлтеччĕ — ку ачашăн ватă,

Пĕрмай асапланатчĕ суранпа.

 

Тăрса ларса вăраххăн ӳсĕретчĕ,

Хаш-хаш сывлатчĕ пĕтĕм кăкăрпа.

Хул пуççине кăлт-калт вăл сиктеретчĕ

Хăйне пит сывламашкăн йывăрпа.

 

«Хăшсен ав нуши пĕтнĕ, вилсе юлнă,

Шел пулнă-ши-ха маншăн пĕр пульли?

Пĕри çеç ăнсăртран лекмелле пулнă —

Пулмастчĕ халĕ асапланмалли».

 

Çакна вăл çăмăлтан пуль каламастчĕ,

Юхатчĕ пĕр ури ун пӳрленсе.

Суран çинче ялан сип-симĕс маçчĕ,

Анчах нихçан çитместчĕ тӳпенсе.

 

Вăл тухнă виçĕ вăрçă вучĕ урлă,

Мĕн чул выртман пуль сивĕ юр çинче.

Сахал каçман-и юханшыв та шурлăх,

Миçе пăхман пуль вилĕм куçĕнчен.

 

Вăл тăхăр çул хывман хыт кирзă атă,

Канса, тăраниччен пуль çиеймен.

Нихçан манаймăн: Ленинград... Блокада...

Аманнă, Берлина кăшт çитеймен.

Малалла

Çуралнăранпа 125 çул тултарнă хыççăн кунта килнĕ Гоголь


Фантазиллĕ калав

 

— Мĕн ĕçлесе пурăнатăн?

Тĕксĕм сюртук тăхăннă, çӳçĕсене икĕ еннелле тирпейлĕн тураса антарнă шĕвĕр сăмсаллă çын хăйĕнчен ыйтакан çине кăмăллă çутăлакан куçĕсемпе пăхсă илчĕ те, тенор майлăрах сасăпа:

— Писатель эпĕ, — терĕ.

Ыйтаканни хăй курнине хăй ĕненмен пек пулчĕ: сасартăк тĕлĕннине палăртакан куçĕсемпе хыпашларĕ вăл хăй умĕнче тăракан сюртуклă çынна:

— Çĕнĕ устав тăрăх та писательсен Союзне кĕме пултаратăн пулсан аван.

«Писатель» текенни питне-куçне çӳлелле хăпартрĕ, куç шăтăкĕсем ăшне таçтан пырса çапăннă ĕмĕлкесем кĕрсе тулчĕç, ăвăсран тунă пĕкĕ евĕр курăнакан шĕвĕр сăмси çӳлелле хăпарчĕ.

— Устав? Союз?! Писателе уставпа илеççĕ-и-ха?

— Ăна та пĕлместĕн пулсан, писатель... хм... а... ăçта çапăннă сан произведенисем?

— «Москвитянин», «Северная пчела», «Библиотека для чтения». Уйрăм изданисемпе те сахал мар тухкаланă.

— Мĕн халпа килтĕн пирĕн хулана?

— Пĕлес килет. Курас килет. Ĕлĕкрех пĕчĕк хуласем çинчен çырнăччĕ. Хамăн вĕт... Реализм...

Малалла

Çеçпĕл


Чăвашра çĕнĕрен сăвăç

Çуралмассерен, —

Ман тăпра çине саркайăк

Пытăр ир çинчен.

 

Йăмрасем çине ларайтăр

Хĕвел ăшшине,

Янра юрăпа мухтатăр

Чăваш чĕлхине.

«Эп вилсен». Çеçпĕл Мишши

 

1

Çеçпĕл Мишши —

«Кăвар чĕре» —

Чăваш сăвăçи,

Ирĕке йыхăран тӳре,

Хăват чĕнӳçи!

«Чăваш ачи, сассуна пар!

...Сана кĕтеççĕ».

Чунупа пулнă хăв патвар,

Эс — Кĕрешӳçĕ!

Ху çинченех çырнă пулĕ

«Чăваш ачине».

Эс хăвах кăвар чĕлхеллĕ

Килнĕ тĕнчене!

Хăвна-çке эс танлаштарнă

Çеçпĕл чечекпе.

Чи пĕрремĕш хастар утнă

Ирĕк çулĕпе.

Чи пирвайхи çурхи чечек —

Черченкĕ çеçпĕл.

Чăвашшăн пултăн эс тĕрек —

Сăвăçă — Çеçпĕл.

 

Малалла

Çурла


Колхозăн хирĕнче ыраш выратчĕ халăх.

Кĕретĕп çын шутне — эп тытнă çĕн çурла.

Анне вĕçлерĕ ĕнтĕ виççĕмĕш каçалăк.

Ĕçлетĕп эпĕ те унпа ăмăртмалла.

 

Юнашарти ана çинче те пĕр канмасăр

Хул-çурăмне авса Ануш аппа вырать.

Пĕччен пулин те, пирĕнтен хăлаç юлмасăр

Çурлипеле пĕр тикĕссĕн çаварттарать.

 

Кĕлте çыххи пĕтĕрнĕ чух пуçне çĕклет те

Ануш сăмах хушать:

— Хăпмасть нуша çумран.

Çурла якалчĕ-çке, шăллаттарма тивет пуль.

Çынран юлатăп ĕнтĕ тимĕрçе кайсан.

 

Хăш вăхăтра кĕлти тулать ун — чухлаймастăн.

Каллех вылянтарать ӳпкевсĕр сăмаха:

— Эй, ĕнерхи хул-çурăм халĕ ыратасшăн...

— Куля, сан пилĕк-çурăму сурмасть-и-ха?

 

Сăмах чĕнместĕп. Пилĕке сăтăркалатăп —

Хуллен выляткалатăп хытнă шăм-шака.

Ануш аппа каплех тем шахвăртса калать ав:

— Терт-нушари юлташ хурăнташран паха.

 

Те вăйă, те вăлту сăмах астарнăран-ши —

Ача ăсĕпеле сĕнетĕп эп:

— Анне,

Ануш аппан кив çурлине шăллаттарам-и?

Малалла

«Çĕр çаврака...»


Çĕр çаврака. Тĕнче тăват кĕтеслĕ.

Тăванлăх танлăн утрĕ варрипе.

Ахăрмаран сехре хăппи килсессĕн,

Хăяматра çухаласса пĕлмесĕр

Сукмак пĕрлешрĕ кашкăр йĕррипе.

 

Инçетлĕхри сенкер çĕрсен кĕтесĕ

Чĕмсĕрленсе чĕнсен хаяр çиле,

Ентешĕмсем хирте шăнса кӳтеççĕ,

Нуша пăтти пуçтарăнса çиеççĕ

Пур чух пылпа, çук чух шывпа — пĕрле.

 

Çĕр хĕсĕр мар. Тĕнче тăват кĕтеслĕ.

Чĕм кĕртрĕ чĕрĕлĕх кашни кĕтессине.

Чĕлхен чĕтревлĕ йыхравне илтсессĕн,

Чун ăшшине йышпа хĕрӳлетесшĕн

Тăванлăх сарчĕ аслă ытамне.

Çын ăраскалĕ çакнашкал


Алран алла парсан пăшал,

Мĕскер кусать çынран çынна?

Урать усал, ĕрчет шакал.

... Ăса кĕрейрĕм тин кăна.

 

Чунран чуна пырсан хавал

Мĕскер куçать çынран çынна?

Тухать халал, хĕрет вăй-хал.

... Ăша илейрĕм тин кăна.

 

Çынран çынна куçсан ăс-хал

Телейсĕр хăвармасть çынна.

Çын ăраскалĕ çакнашкал.

... Туйса илейрĕм тин кăна.

Пур-ши каçарăвăн сăвапĕ?


Аран-аран палăракан çул хыттипе, çил-тамана пăхмасăрах, пĕр лав чуптарать. Çуна çинче хĕрпе каччă. Вĕсем йĕри-тавра мĕн пулса иртнине асăрхамаççĕ те тейĕн, брезентпа пĕркеннĕ те шăкалтатса калаçса пыраççĕ.

Юлашкинчен каччи ассăн сывласа илет, салху куçĕсене мăчлаттаркаласа хĕрĕ çине пăхать.

— Тăватă çул пĕччен пурăнмалла, — пăшăлтатать вăл хурлăхлăн. — Ытла та нумай вĕренмелле-çке санăн, Оля!

— Юратсассăн, ытларах та кĕтме пултаран, Павлуш, — йăпатать хĕр хăй савнине. — Эпир пĕр-пĕрин патне çыру çӳретсех тăратпăр-çке, уявсене те, ав, пĕрлех ирттеретпĕр.

Уйрăлу пĕрре те хурлантармасть тейĕн, унăн сăн-пичĕ савăнаçлă, капăшка тутисем йăл та йăл кула-кула илеççĕ.

— Ялан çавнашкал вĕсем, пирĕн туйăмсем, — тет Павлуш, савнииĕ çине хурлăхлă куçĕсемпе пăхса.

— Мĕнле?

— Каччине салху чухне хĕрне савăнăçлă.

— Мĕн пирки çапла вăл, Павлуш?

— Ăçтан пĕлем эпĕ, Оля...

— Эпĕ пĕлетĕп.

— Кала.

— Эсĕ кӳренместĕн-и?

— Паллах, кӳренместĕп.

— Мĕншĕн тесен...

— Мĕншĕн тесен эсĕ каятăн, эпĕ юлатăп. Çĕнĕ çынсем, çĕнĕ вырăнсем... Санăн ман çинчен шухашламашкăн вăхăт та пулмĕ.

Малалла

Тавах, тулăх çу


Ăшă çу иртет,

Сисмесĕр ан юл.

Часах кĕр çитет,

Эс халь савăн, кул.

 

Хĕвел ав хĕртет

Пите пĕçертет.

Çумăр та килет,

Йăпатса илет.

 

Чечек ешерет,

Пире илĕртет.

Тырă-пул кĕрет —

Хресчен хĕпĕртет.

 

Кайăк–хур ишет

Аслă кӳлĕре.

Йышĕ ӳсĕ, шет,

Кашни килĕре.

 

Тавах, тулăх çу,

Кунна эс ан су.

Пырсам ĕмĕре,

Савăнтар пире.

■ Страницăсем: 1... 334 335 336 337 338 339 340 341 342 ... 796