Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Тĕлĕнтермĕш юмахсемСăвăсемпе поэмăсемТом Сойер темтепĕр курса çӳрениТанатаПĕчĕк патшалăхЧакăл-туХăмăшлăха путнă кĕмĕл уйăх

Чуччу


Чуччу ларкăчĕ пушах,

Такама кĕтет.

Маншăн тунсăхлать пулас,

— Ярăнма кил! — тет.

 

Пукане йĕре-йĕре

Тăчĕ ир-ирех.

Кушакки манпа пĕрле

Утрĕ чиперех.

 

Хăрамаççĕ куçăмсем,

Ярнăпăр пĕрле.

— Лайăх ларăр, тусăмсем! —

Кăшкăртăм пĕррех.

 

Кушак çури шикленет,

Мăч хупать куçне.

Пукани те тĕлĕнет,

Ялт çĕклет пуçне.

Кушак тарчĕ ман çумран,

Эх, хавшак чĕре!

 

Пукане юлмасть унран,

Ӳкрĕ ав çĕре.

Ыткăнтăм çӳлтен çӳле,

Çăлтăрсем патне!

 

Таврăнтăм ӳле-ӳле

Кăн-кăвак питпе.

Пĕрремĕш юр


Ытарлă шăплăх... Систермесĕр

Çĕрле именчĕк юр çусан

Кукша пуçсем тăман вĕçтернĕн

Туйса чупас килет çарран.

Çакна сисет кушак çури те...

Анчах малтан, хăй еккипе,

Юра асăрхануллăн питĕ

Тĕксе пăхать вăл тяппипе.

«Юрату пурăнать-и пирте?..»


Юрату пурăнать-и пирте?

Чун кăварĕ парать-и вăй-хал.

Юрату та килет те иртет,

Юрату пултăрин алла-ал.

Умри çутă малаш — пурăну.

Пĕр-пĕрне тăванла ăнлансассăн

Çутçанталăк, санри курăну

Çут тĕнче лабиринчĕ пек аслă.

Шăл çемми


Каç пулттипе тăрантас кӳлсе арăмпа иксĕмĕр пуçана патне хăнана кайрăмăр. Хаваслă хамăр, хире-хирĕç пăхса, кулкаласа çеç ларатпăр. Пуçанапа арăмĕ — Палляпа Катя — эпир килнĕшĕн питĕ савăннă. Пире тӳрех кĕреке хушшине туртса лартрĕç те черкке тыттарчĕç. Ăна тута патне илсе пытăм кăна, çав вăхăтра айăкран такам чĕпĕтрĕ. Пăхатăп: арăм иккен.

— Йăлтах ан ĕç, — çурма сасăпа калаçать вăл, — аван мар.

Черккене каялла лартрăм. Çынсем сĕтел çинчи тутлă апата тĕшĕрме тытăнчĕç. Чăнах та, ăна сĕтел çине курма лартман вĕт, эпĕ те çиме пуçăнтăм. Купăста турамне илнĕ чух пĕри шĕвĕр пушмак кĕлипе ура çине ай-вай хытă пусрĕ. Çиллĕм капланса килчĕ, юрать-ха арăм пуснă ăна, унсăрăн, тен, вĕçерĕнсех каяттăм.

— Нумай ан çи, çынсем тем калĕç, — куçран чăрр пăхать вăл.

Арăм чарнине никама палăртмасăрах хăнасемпе калаçма пикентĕм. Хăвăрах пĕлетĕр — хăна-вĕрле кулкалама юратать — эпĕ те çавах.

— Сантăр, ытлашши ан калаç, чĕлхи чараксăр теме пултараççĕ, — тет арăм.

Итлерĕм ăна. Ним тума аптăраса сĕтел çиттин яраписене пĕтĕркелеме тытăнтăм. Каплех арăм сăмаххи:

— Аллуна унтан ил, хышкаланса ларать тейĕç.

Малалла

Ăмсанатăп пиччене


Шурă пĕлĕт çумĕнчен

Самолёт вĕçсе иртет.

Эп тăратăп темĕнччен —

Пиччене курас килет!

 

Эп ăна курас тесе

Ир тăратăп яланах.

Шурă тутăр вĕçтерсе

Ак ăсатрăм паян та.

 

Самолёт çӳлте вĕçет,

Сар хĕвел епле çиçет!

Тинкеретĕп тӳпене,

Ăмсанатăп пиччене!

Юрататăп шăллăма


Эп пырса кĕрсессĕнех

Шăллăм мăйран уртăнать.

Такăнса ӳксессĕнех

Çухăрмашкăн тытăнать.

 

Вулас тетĕп кĕнеке —

Ман ума килсе тăрать.

Тăпăлтарать мечĕке,

Темшĕн хăй манран тарать.

 

Чей куркине çĕмĕрет —

Пур пĕр таçта кармашать.

Анне ăна илĕртет,

Мана каллех айăплать.

 

Малти шăлĕ шăтнă чух

Çыртать манăн аллăма.

Çапах эпĕ тепĕр чух

Юрататăп шăллăма.

Чĕрĕп инке


Чĕрĕп инке, шăши юс

Темшĕн питĕ шавлаççĕ...

Чее тилĕ, упа тус

Апат кĕтсе лараççĕ.

 

Упа пичче — мăкăрти,

Пыл пек пылак çиесшĕн.

Чее тилĕ — йăпăлти,

Çу пек çуллă çиесшĕн.

 

Ах, çав чĕрĕп пит наян! —

Тилĕ лăпкăн лараймасть.

Хырăм выçрĕ-çке паян, —

Утаман унран юлмасть.

 

Каяр киле, упа тус, —

Вĕткеленет шăши юс. —

Чĕрĕп инке — хыт кукар,

Выçса вилсен тем курар! —

 

Чĕрĕп инке пит вăр-вар

Апат çакса пĕçерет.

— Кăмпа яшки тутлă мар! —

Тилĕ кутăна перет.

 

Чĕрĕп инке йĕкĕлтет,

Вĕлтрен яшки вĕретет.

Вăрттăн кулать: «Тăхтăр!» — тет,

Йĕплĕ хулă хатĕрлет.

Ӳсĕр куян


Çуралнă кун-ши пулнă е уяв —

Çитет тет Чĕрĕп тус патне Куян.

Туссем нумай, шавлаççĕ пит,

Эрех — юхать, пĕлмеççĕ чик.

Каять Куян ӳсĕрĕлсе,

Ларать çакскер мĕкĕлтетсе.

Унтан ура çине тăрса:

«Киле каяп!», — тет çухăрса.

«Ларсам, тупаймăн вĕт килна, —

Тет Чĕрĕп ӳсĕр Куяна.

— Пăхсам, епле тайкаланан,

Кăштах выртсам-ха, урăлсам.

Хăрушă халĕ вăрманта —

Çӳрет тееççĕ Арăслан».

Куян кĕмерĕ ӳкĕте:

«Кам?! Арăслан?! Çав мĕкĕте?!

Эп хам ăна тытса çиеп,

Тирне çич хут сӳсе илеп,

Çап-çарамас, Африкăна,

Хуса яратăп эп ăна!..»

Пырать хайхи вăрманпала,

Улать, кĕрлет ват кашкăрла.

«Мĕн Арăслан! Тĕк вĕçтерсе

Эпир унтан вăйлисенне!»

Çак ӳсĕркке шавне илтсе

Вăранчĕ Арăслан сиксе.

Вăл ячĕ-илчĕ куяна:

«Мĕскер шавлатăн, тунката,

Памастăн çывăрма мана?!

Ай-уй, эс ӳсĕр-çке ача!

Хыпса тултарнă мăй таран!»

Куян веç урăлч самантра!

Сăлтав шырать вăл çăлăнма:

«Эп мĕн... Эп леш... Сире ăнлантарма...

Малалла

Кăмпасем


Ку ĕç хăçан пулса иртнине никам та астумасть. Ун чухне карта кăмписем çĕр айĕнчех пурăннă пулать. «Çиеле, çĕр çине, никамăн та тухмалла мар, мĕншĕн тесен çиеле тухакансене çынсем пуçтарса каяççĕ», — тесе асăрхаттарнă имĕш çамрăк кăмпасене ваттисем.

Çул хыççăн çул иртнĕ. Кăмпасем çаплипех çĕр айĕнчен тухмасăр хăйсене çынсем пуçтарса каясран хăраса пурăннă.

Пĕррехинче, çуллахи ăшă çумăрсем çуса иртнĕ хыççăн, карта кăмписенчен чи пĕчĕкки, Пăньтăк ятли, тутлă ыйхăран вăранса каять, карăнкалама тытăнать. Карăннă май вăл ӳссех пырать. Юлашкинчен хайхи карăнса та, анасласа та ывăнать. «Çиеле тухса пăхсан мĕнле-ши? — шут тытать вăл. — Унта та кунти пекех тĕттĕм те тăвăр-ши? Мĕн пулать те мĕн килет — тухса пăхас...»

Çалла Пăньтăк майĕпен çӳлелле тапкаланса пуçне тула кăларать. Пăхать те тавралăха — тĕлĕннипе хытсах каять: таçта аякра, тачка та хăмăр пĕлĕт çинче, çичĕ-сакăр тĕспе асамат кĕперĕ ялкăшать, курăксем пурте тумлам шăрçасем çакнă, кайăксем каçса кайсах чĕвĕлтетеççĕ, ытармалла мар юрă-кĕвĕ янратаççĕ...

— Эх, кунта мĕн пек хитре иккен! — савăннипе кăшкăрсах ярать Пăньтăк.

Малалла

«Юрату чечекĕ — çичĕ çăлтăр...»


Юрату чечекĕ — çичĕ çăлтăр,

Çурхи тĕттĕм сад та пĕччен сак.

Куçусем, ăçта-ши йăлтăр-йăлтăр

Хĕмленсе çунаççĕ, хĕрĕм, сан.

Юрату килсессĕн те, иртсессĕн,

Ырату юлать-çке чĕрере.

Ав, каллех çурхи тĕнче пин саслă,

Çăлтăрсем выляççĕ тӳпере.

■ Страницăсем: 1... 345 346 347 348 349 350 351 352 353 ... 796