Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ĕмĕр сакки сарлака. 2-мĕш томÇул хыççăн çулЧипер АннаЛаохАвăн уйăхĕКĕмĕл кĕперСӳнми хĕлхем

Çĕршывăм


Çĕршывăм, еплерех мухтас сана?

Каллех тăратăп сан ытамунта, —

Чунпа туятăп ырă ăшшуна,

Нихçанхинчен телейлĕ эп кунта.

 

Куç умĕнче — тăван уйсем-хирсем...

Кур, чупса тухрĕ тейĕн сиккипе.

Ачалăхăм, çулсен шутне сирсе,

Çунатлă алхасуллă тиха пек.

 

Тăван çĕршыв пилленĕ ик çунат

Мана ялан çĕклерĕ çӳлелле.

Чунра ун вучĕ ялкăшса çунать,

Асилтерсе тăрать тăван киле.

 

Эс — ман сăпкам, сиктер мана, ӳстер,

Сана курсан ман çепĕçрех чĕлхем,

Сана савса нихçанхинчен чипер

Каллех эп çырăп çĕнĕ сăвăсем.

 

Ирек Киньябулатов

Ветеран


Кукаçее Ф.И.Чекушкина, асаттене А.И.Свеклова, тетене А.А.Свеклова халаллатăп

 

Эп сана курсан савнатăп,

Эс сывах-ха, тав Турра!

Эс пурришĕн мухтанатăп,

Çĕнтерӳçĕ Эс — урра!

 

Патакпа Эс халь утатăн,

Ыратать пуль çав уру.

Ерипен, ассăн сывлатăн,

Шухăшу — çапăçура.

 

Сахал мар хална çухатрăн

Çамрăк чух Эс вăрçăра.

Уруна та кунтах татрăн —

Пулман Эс хăравçăра.

 

Çут пуласлăхшăн юн тăкрăн,

Эс тĕп турăн хураха.

Манми паттăрлăх кăтартрăн

Чапу пырĕ вăраха.

 

Тăнăç пурнăç Эсĕ турăн,

Вута кĕтĕн ют çĕрте.

Ĕмĕр Эсĕ сывă пурăн,

Яту юлтăр çĕр çĕрте

 

Тав сăмахĕ халь калатпăр

Çĕнтерӳшĕн чĕререн.

Ырлăх-сывлăх шав сунатпăр,

Чĕрӳ таптăр ирсерен.

 

Яланах асра тытатпăр

Паттăрсене килĕрен.

Ырăпа çеç асăнатпăр

Вилнисене кĕлĕре.

 

Яту санăн асра юлĕ

Ĕмĕр пирĕн чĕрере.

Мирлĕ пурнăç шавах пулĕ

Ялан çутă тĕнчере.

Пĕчĕкçĕ паттăрсем


Пĕр питех те каппайчăк Çырма Хăвалăх ялĕ еннелле çул тытса, хура çĕре ишсе-ватса пынă. «Капла яла та часах çитĕп», — хĕпĕртенĕ вăл. Анчах та ун патне аллисене кĕреçесем тытнă ачасем пырса тухнă.

— Халиччен çĕр ишĕлнине курмарăр-им?! Пăрăнăр çул çинчен! — хаяррăн кăшкăрса пăрахнă каппайчăк Çырма.

— Ытлашши ан çухăраш-ха эс, — тенĕ шкул ачисем. — Сана кĕçех çăварлăхлăпăр.

— Ха-ха-ха! — хура çĕре лĕштĕр-р ишсе ахăлтатса кулса янă Çырма. — Ха-ха! Ытла каплах ан култарăр-ха... Çăварлăхлаттарăп ап сире! Ялăра кĕçех ик-виç пая пайласа тухăп ак!

— Эй, тусăмăрсем, — тенĕ кĕпе çаннисене пит васкавар тавăрса пĕри, ыттисем çине ăшшăн пăхса. — Капла пакăлтатса тăрсан ку Çырма чăннипех те пирĕн яла темиçе пая пайлама пултарать. Атьăр ĕçе пикенер!

Ача-пăча ушкăнĕ ял çумĕнчи вăрманалла çул тытнă.

— Ха-ха! — каллех ахăлтатса кулса янă Çырма. — Мана çăварлăхларăр та курăнать?! Е хăранипе чĕркуççисем чĕтреççĕ-и? Ха-ха, тупăннă паттăрсем!

Часах ачасем каялла таврăннă. Хăйсемпе пĕрле вĕсем тирекпе йăмра тураттисем тата тымарĕпех тирпейлĕн кăларнă çамрăк йывăçсем йăтса пынă. Тымарлă йывăçсене те, тирекпе йăмра тураттисене те ачасем пĕтĕмпех Çырма тавралла лартса тухнă.

Малалла

Йӳçĕ! Пĕрре, иккĕ, виççĕ...


Пит васкавлă мĕн пурнăç утти, —

Тăрăшсах тем шыран иртнинче.

Çук ачалăх, хыçра халь ытти,

Шав çӳрен асилӳ тĕнчинче.

 

Йăлтăр-ялтăр фата, шур кĕпе,

Йăлтăр кулă çиçет питсенче.

Сар хĕвел ыталать шевлипе,

Ют ан тăтăр ик чун хушшинче.

 

Тав тăватпăр атте-аннене,

Пирĕн пурнăç тĕшши вĕсенче.

Икĕ чун пĕрлешет çемьене,

Çавăрать пĕр йăва хальхинче.

 

Йышăнсамăр тăван саламне:

Тулли пурнăç вăл — ачасенче.

Шута илĕр ваттин пехилне:

Çилĕ ан тытăр чунăрсенче.

 

«Йӳçĕ! Йӳçĕ!» — тархаслать кĕреке.

Шӳт те савнăç тăван ыйтнинче.

«Йӳçĕ! Йӳçĕ!» — янратать кĕреке,

Ах, ытла та хавас чунсенче.

Йӳçĕ-ĕ-ĕ! Пĕрре, иккĕ, виççĕ,

Именсе чуп тăваç çĕн çынсем.

Йӳçĕ-ĕ-ĕ! Вуннă, вунпĕр, вуниккĕ,

«Пылакланчĕ тинех», — теç туссем.

Ăнлан


Каплех кая юлса эп çитрĕм сан патна...

Каçар, анчах сăлтавĕ те пит пысăк.

Ĕнен, туман ятарласа нихçан çакна,

Шăпа тени ытла та пирĕн кăсăк.

 

Пуçра тĕллев пулсан, ĕç-пуç çинчен манса,

Тĕлпулăва çунат пур пек васкатăп.

Анчах мĕн тăвăн — çул çинче мана тытса

Чаракантан епле-ха иртсе кайăп?

 

Çула тухсан, хăйса чĕнсе илекене,

Е метрора кĕтмен çынна курсассăн,

Васкан пулсассăн та, ун чун ыратăвне

Хăвăнни пек куран, этем пулсассăн.

 

Кала, епле кая юлмасăр эпĕ çитĕп,

Çын нушинчен тарма пĕлмесп пулсан?

Çитсен те сан пата, асапланса эп çунăп, —

Епле-ха савăнăп чуна асап пуссан.

 

Теприн ыратăвĕ. Çапла, ман мар.

Анчах

сисмесĕрех вăл ман пулса тăрать.

Унтан май çук пулсассăн пулăшма пачах

Чуна айăпсăрах айăпласа кăшлать...

Çӳлте хӳхлет кĕрхи хур кайăк


Вĕçсе каян карти-карти хур кайăк

Çӳлте хӳхлет тĕнче тĕлĕнмелле!

Шăпланăр! Тен, каллех вăранĕ-кайĕ

Унччен илтни çак кĕвĕпе пĕрле.

 

Е тĕрĕç-хĕрĕн хӳхĕм ĕнĕрлевĕ,

Е яш салтакăн тунсăхлă çемми,

Е тăлăх арăмсен йӳç ĕсĕклевĕ

Янрать унра вĕçне те пĕлейми.

 

Е иртнĕ вăрçă паттăрĕ хăюллăн

Çĕнтерĕве яш пӳллĕн çĕкленни.

Е çамрăк мăшăр вутлăн, юратуллăн

Пĕр-пĕринпе телейлĕн пĕрлешни.

 

Çурхи шывсен шур кăпăклă шарлавĕ

Чупать çырансене сĕве-сĕве.

Вăрман кашлавĕ, аслати янравĕ —

Кашни сас кĕтĕ çак кĕрхи кĕвве.

 

Вĕçет çӳлте «кăрли-кăрли!» хур кайăк,

Ун ахрăмĕ асра çӳрет вăрах, —

Е тунсăхлă пире, е шутсăр савăк,

Е юрату, е ырату чунра.

 

Çак çутçанталăк пин ыйту паллиллĕ.

Каллех аптăратăп тупсăм çуккипе:

Пуçламăш... Çĕкленӳллĕ Пурнăç...

Вилĕм...

Вут-хĕм те Шыв. Çĕрпе сенкер Тӳпе.

 

Ирек Киньябулатов

«Манччĕ иртнине манмаллипе...»


Манччĕ иртнине манмаллипе —

Таврăнсам калла.

Эп кĕтеп сана ĕлĕкхиллех,

Манайман сана.

Юр çăвать, ан тив, ним курăнми —

Маншăн ним те мар:

Пăр хӳме — сив çыннăн сăмаххи,

Ма пĕтерчĕ, ма!?

 

Сансăр пурăнни хĕл сивви пек

Шăнтрĕ пурнăçа,

Сар хĕвел пулса сар шевлӳпе

Ăшăтсам мана.

Юр çăвать, ан тив, ним курăнми —

Маншăн ним те мар:

Чĕн кăна — сив юрăн алăкки

Уçăлĕ умра.

 

Эп санччен пĕлмен телей мĕнне,

Пурăннă айван.

Уçчĕ хăв чунна уçмаллипе —

Пĕрле çеç аван.

Юр çăвать, ан тив, ним курăнми —

Маншăн ним те мар:

Пĕр сăмах — чал çиçĕм, аслати —

Тăрăп сан ума.

 

2010, раштав

Кĕтмен тĕлпулу


Автобус Çирĕклĕхе çитнĕ çĕре тĕттĕм пулса та ларчĕ. Кĕрхи каç. Йĕп чиксен те куç курмасть. Кунтан пирĕн яла çитме тата сакăр-тăхăр çухрăм-ха. Виçĕ çул ялта пулманскер, чун кил еннех туртăнать. Чăматана йăтса эпĕ ялăм еннелле васкаса утрăм.

Часах авалхи вăрмана пырса кĕтĕм. Пирĕн ял патне çитиех тăсăлса выртать вăл. Кунта пушшех ним те курăнмасть. Акă çывăхрах тăмана чуна çӳçентермелле сасăпа вăрăммăн: «У-у-ух! У-у-ух!» — тесе ӳхĕрсе ячĕ.

Нумаях та вăхăт иртмерĕ, мана хыçалтан такам яп ыталаса илчĕ, нăйкăшса ячĕ. Хăранипе алăри чăматан шап! кăна тухса ӳкрĕ. Çав вăхăтра темле çăмламасскер ачашшăн нăйкăшса умран та хыçран сиккелеме тапратрĕ. Пĕр-ик хутчен алла та çуласа илчĕ.

«Йытă мар-ши ку? — шухăш вĕлтлетрĕ пуçра. — Кам йытти çак териех йăпăлтатать манпа? Лесникăн мар-ши? Чăматанри кăлпасси шăршине сисрĕ пулĕ ĕнтĕ...»

Эпĕ кĕсьерен хунар кăларса çутатса пăхрăм.

— Кампур, эсех-и ку?! — кăшкăрса ятăм эпĕ хамăр йытта палласа илсе.

Йытă, эпех тенĕ пек, вăрăммăн йынăшса ячĕ, ман çине хăйĕн ăслă куçĕсемпе ачашшăн пăхрĕ.

— Кунта мĕнле килме пĕлтĕн вара эсĕ? — çав тери хĕпĕртенĕскер, çаплах калаçатăп унпа.

Малалла

Чул ту, çалтăрсем тата этем


Чул ту мăнаçлăн ялтăрать

Шур Атăл леш енче.

Куратăп ушкăн çăлтăра

Ун хул пуççи çинче.

 

Пăхсан, çӳçентерет чуна, —

Чăн Улăп пек тăрать, —

Тен, вăл çак айлăмшăн кăна

Пит çӳллĕн туйăнать.

 

Ун çийĕн пулнă тахçанах

Хĕвел — çавна асту, —

Сăлтавсăрах мăнаçланать

Хăй пĕвĕпе чул ту.

 

Хĕвел те çутă çăлтăрсем

Чул ту çине çӳлтен

Хăйсем чи çӳлтине пĕлсе

Тинкернĕ ĕмĕртен.

 

Хĕвелшĕн, çăлтăршăн хальччен

Тухса тăман ыйту:

Мĕскер вăл пĕчĕк Çĕр çинче

«Эп кам!» текен чул ту...

 

Унтан та пĕчĕкрех — этем.

Анчах — чăн Улăпах! —

Чи чăнкă, çӳллĕ сăрт-тусем

Танлашас çук унпа.

 

Пур çут тĕнчемĕр тытăмне

Вăл пĕлнĕ тĕпчесе,

Çĕрпе тӳпе вăрттăнлăхне

Ăнланнă тĕрĕсех.

 

Ак çак — çут уйăх, ку — хĕвел,

Ав — çăлтăрсем теме

Тур панă ăспала мехел

Хăюллă этеме...

 

Ирек Киньябулатов

Ку — пурнăç


Юн тымарне касать пери —

Кула-кула.

Парне уçать тепри —

Йĕре-йĕре.

 

Тăрса юлать çука пĕри —

Выля-выля.

Пуйса пырать тепри —

Суя-суя.

 

Хуçа пулать пĕри —

Сутса-пуйса.

Лава туртать тепри —

Савса-кулса.

 

Юн тымарне касать пĕри —

Кула-кула.

Парне уçать тепри —

Йĕре-йĕре...

■ Страницăсем: 1... 348 349 350 351 352 353 354 355 356 ... 796