Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

ҪавраҫилХĕрлĕ тюльпанКунсем-çулсем... Çулсем-йĕрсем...Йышăнман сăмахсемХум пӑшӑлтатӑвӗПограничниксемТаната

Чул çунă чух тухайрăм тĕнчене


Эй, ахăр самана!

Хаярлăхна

Мĕн-ма шеллевсĕр ывăтрăн мана?

Е тăвăл алхаçни, е пăр çапни

Е тепĕр чух ман тĕллĕн чул çуни —

Пур пăтăрмах чуна тăвăрлатать.

Нуша тĕшши сар мăйăр пек тулать.

 

Тĕнче пĕтмен-ха, эп хуллен çӳретĕп.

Туятăп: вутланса хĕрӳленетĕп.

Чун варринчен темле хăват илетĕп!

Мĕн пулчĕ-ши мана?

Ай шеремет!

Чул çапнăран ман чунăм тĕлкĕшет.

Тивмессерен вут чулĕ пек хĕмлет.

 

Асаплану парать-им тухăçне —

Чул çунă чух тухайрăм тĕнчене!

Кĕтни


Пĕррехинче, шур шуçăмлă ирпе,

Хĕрӳллĕн чуп туса çапла каларăн:

«Тĕл пулăпăр. Шансам чун-чĕрӳпе...»

Çулсем юпленессе ун чух туймарăм.

 

Çав уйрăлу амантрĕ ман чуна.

Сана кĕтсех шуралчĕ ĕнтĕ

пуçăм.

Каларăн та — тытмарăн сăмахна,

Кашни ирех пĕччен килет, ав, шуçăм.

 

Эппин, сана кĕтни те кăлăхах.

Вун çул çĕтсе мĕнле савни çӳретĕр?

Качча та тухрăн пулĕ юратсах,

Хальччен ачу-пăчу та сак тулли-тĕр?

 

Апла юрат, асрах тыт савнине.

Мĕн тăвăн, вун çулра нумай

шыв юхнă.

Текех асаилтермĕп иртнине,

Тен, пуласси те пит сахал-тăр юлнă?

Аптăранă кăвакал


«Аптăранă кăвакал кутăн чăмнă», — тесе ватăсем ахальтен каламаннине эсир аван пĕлетĕр. Кăвакал тенĕрен, кунта калаçу кăвакал çинчен мар, куян çинчен пырать.

Ăнланмалларах пултăр тесе йĕркипе каласа парам. Пĕринче, кăнтăрла иртсен, кил картине вутă çурма тухрăм. Нумаях та ĕçлеймерĕм, ача-пăча çуйхашни, такама хăваласа кăшкăрашни хăлхана кĕрсе кайрĕ:

— Эй, курăр-ха, курăр! Ялах кĕрсе тарчĕ вĕт!

— Эй, пӳлĕр!

— Вĕс, Хураçка, вĕс!

Вăн-вăн, Витали пиччесем енне пăрăнчĕ!

Унччен те пулмарĕ — çурри уçă хапхаран куян вĕçтерсе кĕчĕ, эпĕ тăнине те пăхса тăмарĕ, çывăхах пырса ларчĕ. Ак тамаша — аптăранă кăвакал… Чĕрĕ мулкача кун пек çывăхран нихăçан та курманччĕ. Мĕн тери хитре иккен вăл! Кĕрĕкĕ шап-шурă та кăпăшка, хăлхисем унталла-кунталла вылянаççĕ, куçĕсем кăвар пек çунаççĕ. Хăй сиксех чĕтрет, пашкать.

Эпĕ мулкач çумĕнчен иртсе хапха хупма кайрăм. Кĕçех ял ачисемпе çамрăксем те пырса çитрĕç. Эпĕ урама тухрăм, алăка хупрăм.

— Витали пичче, — теççĕ çамрăксем, — сирĕн пата куян кĕрсе тарчĕ. Эс курмарăн-и?

— Çук, — мулкача çав тери хĕрхеннипе суяс килмен çĕртенех суйрăм эпĕ. — Чипер кăна вут çураттăм. Кăшкăрашнине илтрĕм те мĕн пулнăши тесе тухса пăхас терĕм.

Малалла

«Сасă та мĕлкеллĕ ку енче...»


Сасă та мĕлкеллĕ ку енче

 

хăйĕн ах!-рăмне шеллет ту-

пан-

улми кассан та юн тухать

туйăнса тăрать-ши чĕр-ене;

Эп — кунта тек тӳсеймен енне —

 

(сак самант — чи юрăхлă самант:

асаил-ха уйăх пек сăна!) —

уйрăлатăп: хуйăхăм чĕнет

хĕллерен — хĕвел çине.

«Вĕçсе пыни пек — лайăх...»


Вĕçсе пыни пек — лайăх

пăлханчăк сас-и: пăр айĕн-

(че —

тĕнче)

 

тӳссе курас пур айăп —

малашне!

çанă ăшне

кайăк

килсе ларин —

ан ил

ална

 

пăхам

куç айĕн-

(че

тĕнче!..)

Матакра паян та илемлĕ


Фиса мăшăрăма

 

Пăрнашра калама çук илемлĕ, —

Янкăрах сенкерленнĕ маччи...

Çилçунатăм, сана халь кӳлем-и?

Яшлăха вĕçтерер, çил ачи!

 

Кăмăлтан савăнса çупăрлатчĕ,

Чуп тăватчĕ питрен ăшă май...

Çирĕмре пулнă эп, шухă каччă,

Унтанпа вăхăт иртрĕ самай.

 

Вăхăт иртрĕ, çапах манăçмарĕ

Çуллахи шăплăхри тĕлпулу.

Лăпкă каç, шăпчăксем... Тĕлĕк мар-и?

Тыткăнларĕ сан çăлтăр-куллу.

 

Тыткăнларĕç те саврĕç ачашшăн

Атăл хумĕ пекех куçусем...

Чĕререн тав туса пуç таясшăн —

Çул çути пулчĕç маншăн вĕсем.

 

Санпала ĕмĕре ĕмĕрлерĕм,

Алла-аллăн ялан юнашар.

Хĕрпе ывăл, тавах, парнелерĕн,

Урăх ним те мана кирлĕ мар...

 

Пăрнашра калама çук илемлĕ,

Пăрнашра ырă кăмăл уççи.

Çĕнĕрен эп сире ас илем-и,

Çеçкери çĕмĕртпе улмуççи?..

«Çиçсе илнĕ çиçĕм туйнине...»


Çиçсе илнĕ çиçĕм туйнине

çĕрелле пăхса усрап

ХĔЛ çитсессĕн уйрăмах тăсмак

мĕлкеленнĕ чĕрĕ-пĕрене —

ЛĔХ...

 

(пуласси — йăлт темĕн вăрринче):

 

пуласси — йăлт темĕн варринче:

хĕл варрин те пур-тăр тем!

эп — таçта пуçтарăннă этем —

Çын курма çӳретĕп çын çинче...

Курак чĕппи


Анчахрах сип-симĕс ешерсе ларатчĕç йывăçсем. Çурçĕр енчен çил вĕрме тытăнчĕ, тăруках шăнтса пăрахрĕ, вара çулçă кăштăртатса тăкăнма пуçларĕ. Вун-вун икĕ кун иртрĕ-ши — çаралнă йывăç тураттисем лапка-лапка юр ӳкнине тӳсеймесĕр усăнчĕç анчĕç. Ир килсе çитрĕ хĕл, килчĕ те хăй пĕлнĕ пек хуçаланма тапратрĕ: е питрен сивĕ аллипе лăп-лăп хыпалать, е, кăмăлĕ çаврăннă пек пулсан, кăштах çемçелсе те кăтартать, е каллех выçă кашкăрла улама тытăнать...

Пĕр лăпкă ир эпĕ картишне тухрăм. Хĕвел çаврашки аякри тĕксĕм вăрман хыçĕнчен тин кăна курăнма пуçланăччĕ-ха. Пасарнă туратсем кĕмĕл тусан тăкаççĕ. Вăрмантан килнĕ кăсăя: «Чи чейи, чи чейи», — текелесе уçă хăварнă алăкран çенĕке чутах пăрлатса кĕрсе каймарĕ. «Чи чее» кăсăя каштаран сысна ашĕ çакăнса тăнине чухлать пулас. Тен, меллĕ самантпа усă курса тутанса та пăхнă. Ахальтен чи чейи тесе мухтас çук-ха вăл хăйне хăй. Çапах та темрен шикленчĕ курăнать, çăл пури çине кайса ларчĕ, сăмсипе урине тасатанçи турĕ, вара кӳршĕсем еннелле вĕçсе çухалчĕ.

Лупас айне кĕтĕм кăна, сурăхсем хирĕç тĕпĕртетсе тухрĕç. «Пар! Пар-р!» — теççĕ пурте. Мĕн памаллине кăна каламаççĕ хăйсем, Ахалех паллă — çемçе утă теççĕ ĕнтĕ.

Малалла

«Кил эс, çил...»


Кил эс, çил

 

тĕтĕме иленнĕ куç ман,

тĕттĕме иленнĕ куç

уçи-уçми вĕçмен —

куçнă!

 

уç!

йӳçĕ!

 

ĕç-ĕмĕр те —

куçăмăра

уçса

илесси

 

кил эс, çил!

Тăву


Ай ăнтăлу! — вут-çулăмла — çӳле,

чул муклашкин — çĕре

 

мĕн ачаран

анне чĕрçи çинчен! —

 

ӳссе-ӳссе пыран

Сăлтав — Кĕтрет

 

çине тăнин чăн çимĕçне курни —

 

кашни Ĕç — Савăнăç!.. —

 

унта — эп хам

 

тата хама хамах сӳтсе явни!.. —

кашни-пĕр чĕр чунран ĕç сĕмĕ

сăрăхать

 

чи пирвайхи ку хускануллă вăй —

 

Чи Аслă Турă ирĕкĕ

пĕлсе

ĕмĕрĕпех тытса пыран хăват

 

пĕл унсăрăн — Йĕркесĕрлĕхĕ çеç

пĕтĕмĕшпе — йăлт! — хуçаланчĕ

 

пĕл унсăрăн — Тĕнчи те

пулмĕччĕ!..

■ Страницăсем: 1... 359 360 361 362 363 364 365 366 367 ... 796