Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Вĕлле хурчĕ — ылтăн хуртХусанИрĕк çилКăвак çĕмренПăва çулĕ çинчеТантăшсемÇич çунатлă курак

Чĕлхе уявĕн кĕрекинче


М.Р. Федотов профессора, 70 çул тултарнă ятпа чĕререн сума суса

 

Пин çăл пек — пин сăмах!

Чĕлхемĕр — Атăл евĕр.

Пиртех — хальччен — пурах

Ун ĕмĕрхи кĕрлевĕ.

 

Поэт, епле ӳсен

Çав кĕрлеве лексессĕн,

Хăш чух туятăн, тен,

Турра та çĕнтерессĕн!

 

Çаплах — кашни çынрах

Эп чĕр Сăмах кураттăм,

Иоанла Сăмах

Тесе сума сăваттăм.

 

Анчах ав самани

Çынпа та — çынсăрланчĕ,

Тен, Пăсăклăх тени

Чун вырăнне пуçланчĕ.

 

Чирленĕ Улăп пек

Халь Атăл та, туссемĕр!

Сăмах, чун пек, типет...

Ай, вил сăмахлă Ĕмĕр!

 

Çук, калам мар çаплах, —

Пурнатпăр-ха, пурнатпăр.

Çаплах, тăванлăхрах

Сăмах халне упратпăр.

 

Ăна ав Çеçпĕлле

Шăллăмăрсем чĕртеççĕ.

Поэзипе пĕрле

Ăна упрать — Чĕлхеçĕ;

 

Таçтан çитсе çумрах

Карлать пек Тинĕс шавĕ:

Вăл — Çак килти Сăмах,

Чĕлхеçĕмĕр Уявĕ;

Малалла

Тӳррĕн


Эл çакна каласшăн

Асăм çирĕп чух:

Кашни халăх — аслă,

«Пĕчĕк халăх» — çук.

«Ахаль çын» тени те

Çук, ман шутăмпа:

Çын — тĕнче пек пысăк

Чăн-чăн «масштабпа».

«Шăвать» çеç-и пурнăç,

Пултăр — кăшт — вĕçев!..

Халь таçта та кирлĕ

Çакăн пек виçе.

Канăçсăр çынсем


Çыран хĕрринче капăр чинар йывăççи мăнаçлăн çĕкленсе ларать. Чул сăрт çинче платан, кипарис, лавр... Ешĕлрех сенкер хумсем çыран хĕррине пыра-пыра çапăнаççĕ те, шутсăр нумай яп-яка вĕтĕ чулсене пĕр чарăнми калаçтарса, каялла чакса каяççĕ. Унтан татах, татах... Инçетре, горизонтра, пĕччен парăс сулкаланать. Тӳпере пĕр пĕлĕт татки те çук. Кунта хăвăн кулленхи ĕçӳсем çинчен пачах манса каятăн, çăмăллăн сывлатăн, юн тымарĕсем тăрăх юн ирĕклĕн çӳрет. Сăвăсем аса килеççĕ. Çакăнта, çак тĕлти тинĕс хĕрринче, Пушкин тăнă. Тинĕс хавхалантарнă ăна. Кунтах Айвазовский хăйĕн чаплă картинисене ӳкернĕ. Çак хумсем çинче силленсе, Дердменд Стамбула кайнă. Тен, хăйĕн «Карап» сăввине вăл шăпах çав вăхăтра, çул çинче, çырнă пуль. Тен, Пушкин çак вĕтĕ чулсем тăрăх утса иртнĕ пуль. Эхер те чулсем калаçма пĕлнĕ пулсан, вĕсем пире темĕн çинчен те каласа панă пулĕччĕç...

Çавсем çинчен шухăшлатăн та, хăвăн тĕп ĕçӳ çинчен манса кайса, поэт, художник, музыкант пулса тăратăн.

— Сирĕн кăçал ящур пулчĕ-и? — кĕтмен çĕртен çакăн пек ыйту илтсен, самантрах тăна кĕретĕн. Мĕнле ящур? Пушкинпа Айвазовские мĕн пирки ящурпа çыхăнтармалла-ха?

Малалла

Ем-ешĕл тополь мамăкне тăкатчĕ...


Ем-ешĕл тополь мамăкне тăкатчĕ,

Çил хускатса вылятчĕ çӳçĕмпе.

Ман чĕрере калас сăмах нумайччĕ,

Эп калаймарăм хам именнипе.

 

Уйрăлнă каç! Куçран пăхма именнĕ,

Калассине, тен, уççăн калайман,

Анчах чĕре ман урăхла иленмĕ,

Вăй-хал та çитмĕ сивĕнме санран.

 

Эп катаран сана чĕнсе йăпатăп

Çунса тухас пек тунсăх чунăма.

Яту та санăн тунсăхран хăватлă,

Телей пулса çутатĕ кунăма.

 

Енчен кун-çул инçе çĕртен яланлăх

Сана илсе килес тĕк каялла,

Мĕн калайман — пурне те уççăн калăп,

Чуна та эп парнелĕп шанчăклах.

Хĕр чĕри вăл лĕп çил евĕр теççĕ...


«Хĕр чĕри вăл лĕп çил евĕр теççĕ, —

Ан ĕненччĕ ăна, ан ĕнен:

Пĕр вылять хускатса, пĕр лăскать вăл

Çулçă пек, çамрăк каччă чунне...»

 

Ăшĕнче тарăхсах, тен, ятларĕç,

Курчĕç пулĕ манра такама.

Пĕрисем кăмăла-çке каймарĕç,

Теприсем — ăнланмарĕç хама.

 

Юратасчĕ, савасчĕ пурне те

Пĕр пекех çулăм чунлă хĕрсен.

Мĕн тăвас-ха, пĕрин валли çеç тĕк

Чĕрери чи хĕрӳ туйăмсем.

Пахчипехчĕ мăкăнь


Пахчипехчĕ мăкăнь, пахчипех...

Çĕрулми йăранĕ хушшипе.

Тантăшпа тухаттăмăр унтан —

Ут çулма васкаттăмăр чунтан.

 

Тантăшсен пахчийĕ витĕрех

Каçхине килеттĕмĕр ĕçрен,

Вăл татса сĕнетчĕ каччине

Йĕпкĕн хĕрлĕ мăкăнь çеçкине.

 

Каччă кайрĕ кĕркунне çара,

Мăкăньсем çунмаç халь пахчара:

Пахчара çунаççĕ тĕлкĕшсе

Тунсăхланă хĕрĕн тутисем.

Ай хĕвел анать!..


Ай хĕвел анать!..

Хĕрлĕ тĕспеле

Хĕрелсе-тулса,

Сăн-пичĕпеле

Чĕррĕн туйăнса

Ай хĕвел анать!

 

Темшĕн ман аннен

Хресченле сăнне

Кăшт систернĕ пек,

Ун вăтанăвне

Асилтернĕ пек,

Вăл ялтрать çемçен!

 

Ай хĕвел анать

Лăпкă ăшшипе

Асăма чĕртсе!..

...Пĕтĕм чунĕпе

Ачине чĕнсе

Ай аннем кулать!..

Пĕрремĕш симфони


Эсир: «Мĕнле пĕрремĕш симфони?» тесе ыйтатăр. Ан васкăр, кăштах тӳсĕр. Унăн — çак симфонин — хăйĕн историйĕ çеç мар, çав истори умĕн каламалли те пур. Çавăнпа та малтан манăн çав «истори умĕ» çинчен каласа парас пулать.

Ун чухне, нумай-нумай çулсем каярах, эпир «симфони» сăмаха та илтменччĕ-ха. Пĕчĕк шăнкăравсемлĕ саратовски хуткупăссăр тата шăвăçран тунă тутапа вĕрсе каламалли «çăвар купăсĕcĕр» пуçне, урăх пĕр путлĕрех музыка инструментне те курманччĕ ун чухне эпир. Тĕп-тĕрĕс çапла. Мĕншĕн тесе ыйтăр-ха эсир татах. Пĕчĕккĕччĕ-ха. Çамрăкчĕ. Акă мĕн пирки. Тепĕр тесен, кунта ĕç, тен, çамрăк пулнинче кăна та мар пуль. Халĕ, авă, пирĕн ачасем хăйсем тĕрлĕ оркестрсем — симфони тата эстрада оркестрĕсем — тăваççĕ, пĕтĕм тĕнчери лауреатсем пулса тăраççĕ. Тĕрĕс, тĕп-тĕрĕс çапла. Ман шутпа, кунта пĕтĕм ĕç вăхăтран килет. Пирĕн ача чухнехи вăхăта паянхи вăхăтпа танлаштарас пулсан... Охо-хо, мĕн каламалли пур ĕнтĕ унта! Пĕлĕт те — çĕр! Чăнах, тĕп-тĕрĕс çапла.

Çапла, ара. Пирĕн шкулта ĕлĕк-авал (ун чухне ăна арабла «медресе дарультахсиль» тетчĕç) симфони евĕрлĕ сăмахсене илтме май килмен. Хамăрăн тăван чĕлхене те, урăхла каласан, тутар чĕлхине, коран1 чĕлхи туса хуратчĕç. Çапла, сăмахран, паян эпир «учитель» тетпĕр, ун чухне ăна «хальфэ» е «мугалим» тетчĕç. Пирĕн ачасене, тĕслĕхрен, паян «вĕренекенсем» теççĕ, вăл вăхăтра пире «шакирд» тесе чĕнетчĕç.

Малалла

Ирпе тăтăм, пăхрăм кантăкран...


Ирпе тăтăм, пăхрăм кантăкран:

Çĕнĕ юр пĕр чарăнми çăвать,

Кăпăк евĕр кăпăш пулнăран

Те манпа вăл, те санпа вылять.

 

Кăшт салху пек, кăшт тата хавас пек,

Тĕрлĕ шухăш çавăрать пуçа.

Юратсассăн, шанчăк çук пулсан та —

Шухăш вăл хăех пулать хуçа.

 

Çак самант эп юр пĕрчи пулас тăк,

Эс çулта тăк — анăттăм умна,

Ларăттăм, вĕл-вĕл вĕçсе, сасартăк

Сĕртĕнсе кăвар пек тутуна.

Хăвармăн пĕччене


Шăпăртататчĕ ăшă çумăр,

Пилеш пиçетчĕ хĕмленсе.

Ун айĕнче эпир тĕл пулнă

Сăмах хушма та именсе.

 

Çыр хĕррипе утма аванччĕ,

Тăкатчĕ çирĕк çулçине.

Çыр хĕрринче ура шăватчĕ —

Кăштах тĕрентĕм сан çине.

 

Сан аллусем ӳкме памарĕç.

«Каçарăр, — терĕм, — юри мар...»

Сасартăк çиçĕм ялтăрарĕ,

Чуна та хыпрĕ шĕл кăвар.

 

Ăнлантăм эпĕ: пурнăçра та

Инкек е йывăрлăх пулсан,

Ал парăн шанчăклăн. Нихçан та

Хăвармăн пĕччене тусна.

■ Страницăсем: 1... 557 558 559 560 561 562 563 564 565 ... 796
 
1 магомет тĕнĕ çинчен вĕрентекен кĕнеке