Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Пĕчĕк патшалăхСăвăсемпе поэмăсемАтăл шывĕ юха тăратьУтартаПулать-çке пурнăçраÇамрăк ĕмĕтАвăн уйăхĕ

Çĕнĕ ялта


Савăнмалăх сарă хĕр,

Ял ӳстернĕ ятлă хĕр.

И, яшсемĕр,

Сарришĕн мар тĕлĕнтĕмĕр:

Савăнса та юрласа,

Çитмĕл ĕне хăй сăвать,

Сĕт витрине лартайсан —

Сумасăрах сĕт юхать.

 

Çур ял тăршшĕ çĕн вите,

Çитмĕл ĕнелĕх вите.

И, туссемĕр,

Пысăкшăн мар тĕлĕнтĕмĕр:

Ĕçме пуçне пĕкейсен

Ĕне умне çăл тухать,

Çиме пуçне пĕкейсен

Утă-улăм хăй пырать.

 

Маттур кăна чипер яш,

Халăх ăс-хал панă яш.

И, хĕрсемĕр,

Маттуршăн мар тĕлĕнтĕмĕр:

Хăрах алпа çавăрсан —

Çутă каять ялсене,

Тепĕр алпа пусайсан —

Юрă каять килсене.

Лайăх çынччĕ


Сăнĕнчен хитрех мар пулнăран

Чун-чĕри те çавах пулĕ терĕн.

Ытарми кăмăлне ӳкеймерĕн,

Ырă чун-чĕрине пĕлеймерĕн.

 

Юррисем салхурах пулнăран

Питĕ тунсăх этем пулĕ терĕн.

Мĕншĕн тунсăхлине сисеймерĕн,

Ăш сăмах калама пĕлеймерĕн.

 

Сан çине именсе пăхнăран

Пур çĕрте те хăюсăр пуль терĕн.

Саншăн çеç çуннине тĕшмĕртмерĕн,

Тен, хăвна пӳрнинех-тĕр тиркерĕн.

Кашкăра улталарăм


Парне шырама вăрмана кайрăм. Çул çинче кашкăра тĕл пултăм.

— Ăçта çул тытатăн?

— Анне валли парне шырама.

— Эпĕ те аннӳ валли парне шырама пулăшатăп, — тет кашкăр. — Эпĕ ку çулпа каятăп, эсĕ тепĕр çулпа ут, — тет мана вăл.

Эпĕ кашкăра улталарăм, вăл çуран кайрĕ, эпĕ вĕçекен кавир-самолетпа вĕçтертĕм. Анчах та çухалса кайрăм, пĕр кермене кĕтĕм, унта вилĕмсĕр Кащей аллине лекрĕм. Вăл мана тĕп сакайне питĕрсе илчĕ. Шутларăм-шутларăм та шутласа тупрăм. Кермене 200 çул каяллах çĕклесе лартнă-çке, унăн кирпĕчĕсем хавшанă, кирпĕчсене катса тухма пулать-çке! Çапла турăм та. Тухасса тухрăм-ха, анчах та каллех çав кашкăрах тĕл пултăм. Эпĕ ăна улталама шутларăм.

— Çак керменте питĕ лайăх пăхаççĕ, эпĕ сана хам кĕпене тăхăнтаратăп, ман вырăна кĕрсе лар, ӳкĕнмĕн.

Кашкăр «тутлă апат» тенине илтсен тӳрех килĕшрĕ, ман вырăна чăмрĕ. Кайма пуçтарăнтăм та, аса илсех кайрăм: эпĕ вĕçекен кавир-самолета çухатрăм-çке! Йĕме пуçларăм. Такам мана калать: «Ан йĕр! Эпĕ сана пулăшатăп!» Шăши иккен. Вăл мана шелленĕ, пулăшма шутланă. Хам та сисмерĕм, ман ума кавир-самолет тухса та выртрĕ.

Малалла

Тахçанхи сăн


Мана, шкул ачине, пĕр ват сунарçă

илсе каятчĕ вăрмана пĕрле.

Ун чух эп унăн аллинчи хунарччĕ —

Чупаттăм мулкача йĕрле-йĕрле.

 

Вырсарникун çапла иртсе каятчĕ —

лăс чăрăшсен капмар кӳлеписем,

çил вĕрнипе ӳркевлĕн тайăлатчĕç,

пите чикетчĕç симĕс йĕпписем.

 

Каçпа вара мулкач какайĕ тутлăн

вĕретчĕ хуранта. Йăл-йăл хĕмсем

хуран тавра çиçетчĕç те — пĕр шутлăн

калаттăмăр тăман тухать тесе.

 

Çак сăмаха илтсех-и, — çутçанталăк

каçпа каятчĕ хытă ӳхĕрсе.

Пӳртумĕнче чĕриклететчĕ алăк,

çын тăнăн туйăнатчĕ пек кĕрсе.

 

«Тухса çаклат-ха», — кăмăллăн хушатчĕ

анне, çемçе чăлха çыхса ларса.

Çунатчĕ йăлкăшса яшка кăвайчĕ,

пӳрте пит тутлă шăршă кăларса.

Хурçă шăратакан патĕнче


Ниçта кайма пĕлмесĕр, вут ӳлерĕ,

ташларĕ кăмака çăварĕнче.

Хĕрĕвĕпе юнра та вăл çӳрерĕ,

шăранчĕ хурçă ун ытамĕнче.

 

Вута пăхать çын тимлĕн куçлăх витĕр:

леш карнă çăварне арăсланла.

Сиксе ӳкме те хатĕр — урмăш питĕ,

ялан хăйие хăй тулашать çапла.

 

Çак ĕçĕн аталанăвĕ, процесĕ

Равелĕн кĕввине асилтерет.

Ăна хăв чунупа тăнлатăн эсĕ:

малтан хуллен вăл чĕтренсе кĕрет

 

сан хăлхуна. Каярахпа çывхарĕ

сан паталла ӳссе те вăй пухса.

Пĕр харăссăн тап-тап! пусса ĕç çарĕ

утать пек çĕкленӳллĕ марш тупса.

 

Ку — «Болеро». Ун кĕввинче ĕç ритмĕ

е пурнăç пусăмĕ хуçа тесен,

пĕрре те иккĕленмĕп. Тутăх витмĕ

чĕре хурçа куçсассăн, тусăмсем!

 

Ĕçе çитсен алхапăл тăхăнатăр

вут тивесрен кĕççе пек хулăн тум.

Чăн улăпсем пек танлăн уткалатăр,

сахал пуплетĕр. Сăмахра та — сум.

 

Кăварлă сурчăкпа суратъ вут тăтăш,

пĕрех пăхмастăр чăркăш кăмăлне.

Вут аллинчен туртса илетĕр йăпăшт

Малалла

Пĕлмест тăшман...


Пĕлмест тăшман: чунра ман тĕлĕрет

Ыр кăмăл çуркунни те хĕл сивви.

Манра ялан вăл çĕн суран çĕвви

Курасшăн: çавăнпа чулпа перет.

 

Тивлетĕм — ырă ĕмĕтсен сăвви,

мана хур сунакан ăна пĕлет.

Тарăхтарать ăна ăстăн сывви,

çавăнпала вăл тăвăнса çӳрет.

 

Вăл тăрăшать тĕк пурнăçа пăсма.

Ыйтас килет: хура чунпа эс ма,

юнав хурса, пĕр вĕçĕм тилĕрен?

Сана курсан, тытас килет туя:

пĕлесчĕ ман — ку чăн-и е суя?

Çынсем эс çинĕ теççĕ тилпĕрен.

Ватăлма та вăхăт çук


Кам хăять-ха ватăлатпăр-çке теме,

Кам васкать-ха кун-çул вĕçĕ патнелле.

Пурнас марччĕ ватлăха кĕтсе ларса,

Пурăнасчĕ кашни куншăн савăнса.

Ватлăх ман пата пымашкăн шут тытсан

Асăрхатăр эпĕ ватă маррине,

Тĕрĕслетĕр вăйăм-халăм мĕнлине,

Шута илтĕр чунăм çамрăк пулнине.

Ман çумра халь ĕçпе юрă пĕрле чух,

Ватлăха аса илме те вăхăт çук.

Ман çумра халь пикесем йăл кулнă чух,

Кулянма та, ватăлма та вăхăт çук.

Те качака, те карчăк


Пĕррехинче пĕр кинемей çул çинче тепĕр карчăка тĕл пулнă. Сывлăх суннă, хирĕç качака евĕр меклетни çеç илтĕннĕ. Кинеми тĕлĕнет, çапах та тĕлĕннине палăртмасăр хăй çулĕпе уттарать. Кăштахран каялла пăхать: нимĕнле карчăк та çук, качака çеç тăрать. Куçне шăлать — качака çухалать, карчăк çеç тăрать. Кинеми тĕлĕнсе кайнипе çĕр çине кайса ӳкет. Карчăкки пырать те кукамай питне çулама пуçлать. Кукамай тăна кĕрет, лешĕ ун тавра явăнать. Выртсан-выртсан качакаран: «Сире мĕнле чĕнмелле — качака-и е кинемей?».

— Манăн ятăм çук, — тесе калать хайхи чĕр чун такăнкаласа.

Кукамай тăрать те малалла утать. Каялла пăхать те качака каллех ун хыççăн утнине курать.

— Кай кунтан, качча, кай кунтан! — тесе кăшкăрать. Качаки каймасть. Утаççĕ-утаççĕ, качакаран карчăк пулса тăчĕ. Калаçса тăнă чух кинеми карчăка пӳрте кĕртет, ăна хăналаса ярать. Карчăк тухса кайсан: «Ку тĕлĕк пулчĕ пулĕ», — тесе аллисене шарт çапать. Халĕ те тĕлĕнме пăрахмасть.

Аякри туссене


Çуралнă кун çитсессĕн, телеграмма

ярать Вадим — Кубань енчи казак.

Лăпкать мана хĕрӳ поэт саламĕ:

«Чăн туслăхăн кĕперĕ, — терĕм, — çак!»

 

Çырать çыру Литва поэчĕ Стасис:

«Сăвву сан куçрĕ пирĕн чĕлхене!»

Ун кăмăлне ăспа виç е чунпа сис:

пăхса илме манмасть чăваш енне.

 

Ĕнер анчах-ха хăнана чĕнсеччĕ

вĕри çын — Батрудтин Дагестана.

Шевлеленсе ак тухрĕ çул инçечĕ

кĕçех тата пуян Казахстана.

 

— Куçна ӳксен Алма-Ата хĕвелĕ,

çуралĕ ăмăрткайăк, — тет казах.

Вăл — Иранбек. Ун чунĕ çӳл тӳпеллĕ,

тату сăмахĕ ман валли пурах.

 

Вĕрет саламлăн анлă Днепр çилĕ —

хумсем çинче чăмпăлтатать çĕн ир.

Чĕнет пырса курма Шевченко килĕ —

асамлă, хĕвелçаврăнăшлă хир.

 

Туссем! Пĕрне-пĕри час-час чĕнсемĕр:

пĕр-пĕринпе çывăхлатать чĕлхемĕр.

Кирек ăçтан пулсан та, поэтсем —

тăван пек ентешсем, пĕр енчисем!

Аптрамансем


Шавла-шавла шкула паян чупаççĕ

ман пĕчĕк шăллăмсем хастар.

Аслашшĕ çеç килкартинче кун каçĕ:

лешсем таврăнасси час мар.

Мăнукĕсем хăш чух пулин те шавлă,

кĕтет вăл вĕсене шанса.

Килти пĕчченлĕх шăплăхĕ ултавлă:

çурт юлчĕ мар-и пушанса?

Çĕр çыннине çĕр чĕнчĕ те — вăл тухрĕ

кăштăртатса тăван уя.

Хир анлăшнех виçме иккен шут турĕ

ун аллинчи юман туя.

Ват чĕререн халь çамрăклăх куç хыврĕ

тĕнчен сăпайлă илемне.

Ута-ута хайскерĕн ăшă хыпрĕ:

«Тухасчĕ ман çăлкуç тĕлне»,

 

Çăлкуç та тупăнать. Тĕнче пит анлă,

Пурри ялан сан аллунта.

Чĕнет халь мучие умри юманлăх

пăртак канса ларма кунта.

Çап-çамрăк юмансем хунанă йăвă

саркаланса йĕри-тавра.

Малалла

■ Страницăсем: 1... 553 554 555 556 557 558 559 560 561 ... 796