Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Хурапа шурăСӗве Атӑла юхса кӗрет. Пӗрремӗш кӗнекеСар ачапа сарă хĕрАсаттесемВăрман ачисемПулать-çке пурнăçраХĕрлĕ тюльпан

Хăнара


Килех, хăнам, килсемччĕ,

Тĕпелелле иртсемччĕ.

— Иртĕп те-ха иртессе —

Тап-таса кĕтесĕсем.

Хăш кĕтесĕ тĕпелне

Чухлаймăн та сирĕнне.

 

Ларсам, хăнам, ларсамччĕ,

Пире кăмăл тусамччĕ.

— Ларăп-ха та, ыр тăван,

Пур çĕрте — пукан, диван:

Ăçтарах ларассине

Чухлаймăн та сирĕнне.

 

Çисем, хăнам, çисемччĕ,

Сим пыл сăри ĕçсемччĕ,

— Çийĕп те-ха, çиессе —

Куçăм тулли — çимĕçсем;

Мĕнренех пуçлассине

Чухлаймăн та сирĕнне.

Хĕвелçаврăнăш


Шăтса тухрĕ вăл

Ытарма та çук:

Çеçке çурчĕ вăл

Тырă пиçнĕ чух.

 

Сар хĕвел пекех

Аякран пăхма.

Сар пуçне пĕкет

Çилĕ вĕрнĕ май.

 

Сывлăмпа çăвать

Çеçкине ирпе:

Юсанса ларать

Çураçас хĕр пек.

 

Вутлăн ялкăшан

Тухăçа пăхать,

Вутлă тухăçран

Çут хĕвел тухать.

 

Хĕвел çаврăнăш,

Ӳс эс кашласа;

Çаврăн, çаврăн эс

Хĕвеле пăхса.

 

Эпĕ те çапла

Хĕвеле савап,

Пурнăçра ялан

Тухăçа пăхап.

Карчăка шур старик пулăшрĕ


Пĕр ялта чухăн карчăк пурăннă. Унăн ачи-пăчи пулман. Вăл çынсене пулăшнипе тăранса пурăннă.

Пĕррехинче ун патне вăрман урлă ялтан пĕр çын пулăшу ыйтма килнĕ. Унăн хĕрачи вилмеллех чирлет-мĕн. Карчăк ăна пулăшма килĕшнĕ. Вăл кĕçех вăрман урлă каçса хĕрача патне çитнĕ.

Карчăк виç кун хушшинче хĕрачана сыватнă. Тăваттăмĕш кунне килне кайма шутланă. Вăрман тăрăх пынă-пынă та çĕтсе кайнă: киле таврăнмалли çула тупайман. Тунката çине ларнă та çывăрса кайнă. Тĕлĕкре шурă старике курнă. Вăл аллипе киле каймалли çула тĕллесе кăтартнă.

Карчăк куçне уçнă та старик тĕллесе кăтартнă еннелле утнă, вара килне чиперех çитнĕ.

Килте çиме çăкăр та пулман.

Темиçе кун çимен хыççăн çак карчăк ял тăрăх ыйткалама тухса кайнă. Анчах никам та çăкăр паракан пулман. Вара вăл вăйсăрланнипе аран-аран киле çитсе ӳкнĕ. Пӳрте кĕнĕ те шурă старике курах кайнă.

— Эпĕ сана çынсене пулăшнăшăн, чир-чĕртен сыватнăшăн çăкăр парăп, эсĕ малашне тутă пулăн, — тенĕ те çавскер çухалнă.

Пăхать те карчăк: сĕтел çинче темĕн тĕрлĕ апат- çимĕç тата пуçламан çăкăр тăрать. Çав кунран вара карчăк сĕтелĕ çинчен çăкăр-тăвар татăлман тет. Ырă карчăк хăй патне пыракан çынсене хăналаса ăсатса ярать, йывăр самантра ялан пулăшать тет.

Авăр


Кĕрхи çĕр авăрне эп путрăм та çухалтăм:

ах, йывăр сас пама сас-чӳсĕр авăрта!

Сасартăк чĕрери ĕненӳпе çуталтăм:

— Пĕрех ир пулмалла! — пăшăлтатать тута.

 

Хура тӳпе епле пĕлĕтпеле хупланнă...

Пĕр суккăр сĕмлĕх çеç мана мĕнпур енчен

ĕнмесĕр хыпашлать: тен, эп камне вăл маннă?

— Эп — çын! Эп — çын! Эп — çын! — калатăп темĕнччен.

 

Тен, кĕçĕр ман чуна тăвасшăн лачакаллă

эс тăрăшан пĕрмай? Пĕл: пирĕн хушăрах

ун пеккисем нумай — пит ан тăссамччĕ алă,

килпетсĕр шухăшна, тархасшăн, эс пăрах.

 

Эс, суккăрскер, нихçан курма тĕлленес çук-тăр

ман таврара сиксе çӳрен тăрлавсăрсен

çулланчăк сăн-питне. Сан айăп çук — эс суккăр:

пӳрмен сана курма нимле тĕссем, сăрсем.

 

Пăтравлă ăс анчах санпа юлташлă, сĕмлĕх, —

лартать вăл тапăсем каварлă алăпа.

Сăмахĕ ун — хура ĕçпе çуралнă сĕлĕх:

çав сăмахпа час-час юнать ăнман шăпа.

 

Эй, сĕмлĕх тамаши — пăтравлă ăс вылявĕ!

Чараймăн пурпĕрех ху курайман çутта.

Малалла

Çăлкуç


Шăнкăртатса хуллен юхать çăлкуçĕ,

шутлать пек шăппăн кĕмĕл укçине.

Ун патĕнче мана ялан пит уçă —

Юратрăм эпĕ сиплĕ сулхăнне.

Ахальтен мар вырта-вырта ĕçетпĕр

çĕр тĕпĕнчен тапса тухнăскере.

Çанçурăм тарĕ типессе кĕтетпĕр,

выртса канатпăр ешĕл ĕшнере.

Çемçе иккен ытла та çĕр тӳшекĕ,

ĕçре тĕрек тупсассăн, шăмшакка.

Сӳрĕкленни кунта халь килĕшет-и?

Ун пеккине ятла шакка-шакка.

Кунта хăй тĕллĕн çуралать ыр туйăм —

вăл сăвă-юрă йыхăрать час-час.

Кунта хитре шухăшсемпе эп пуйрăм,

мана сас пачĕ лирика ачаш.

Вулать ăна тӳлек тавралăх сассăр...

Тата пĕр сăн вăрттăнлăхне эс уç:

пур илеме илесшĕн пуль, канмасăр

шутлать халь кĕмĕл укçине çăлкуç.

Кĕрхи экспромт


Сулăнчĕ çу кунĕ ылтăн кĕр енне —

сӳрĕк хĕвеле те йĕркесем чĕнмеççĕ.

Пиçĕ пӳллĕ-силлĕ çамрăк вĕренен

Çулçисем кăвар пек çуттăн чĕтренеççĕ.

Ылтăн кĕркуннемĕр ирттĕр тĕпелех,

çиттĕрех-и ватлăх — кĕмĕл çӳçлĕ ĕмĕр,

куçоенче çеç, тусăм, пурпĕр çиçмелле

çамрăклăх хĕвелĕн илĕртӳллĕ хĕмĕ.

Сана пĕрмай асилтĕм...


Сана пĕрмай асилтĕм

эп шухăшра: килех!

Лăпкать хĕвел те, сил те пире

унчченхиллех.

 

Уссех пырать, тăванăм,

хушшăмăрта инçет.

Эп санăн вĕт! Эс — манăн!..

Çил çеç хушша кĕрет.

Ĕçлĕ калаçу


Интервью-пароди

 

«Тулли уй-хир» хаçат корреспонденчĕ Вахитов районта малта пыракан «Алга» колхоз председателĕпе Сабитовпа сĕтел хушшинче ĕçлĕ калаçу тапратса янă.

КОРРЕСПОНДЕНТ: Рашит Рахимович, сирĕн хуçалăх иртнĕ çул калама çук пысăк ӳсĕмсем турĕ, районта мала тухрĕ. Хăвăрах пĕлетĕр ĕнтĕ, хисеплĕ Рашит Рахимович, эсир кашни гектартан хĕрĕх центнер ытла тĕш-тырă, икçĕр утмăл центнер çĕрулми, виççĕр центнер сахăр кăшманĕ пухса кĕртрĕр. Тĕлĕнмелле çитĕнӳ ку! Тыр-пул çеç-и! Аш-пăшпа сĕт-çу илесси те сирĕн хуçалăхра çулсеренех ӳссе пырать. Иртнĕ çул, тĕслĕхрен, «Алга» колхоз кашни ĕнерен виçĕ пин те çичçĕр килограмм сĕт, кашни çĕр сурăхран çĕр утмăл путек илни те шутсăр пархатарлă, мухтава тивĕçлĕ ĕç пулса тăрать. Умра — Çĕнĕ çул. Çĕнĕ çул ячĕпе, хаклă Рашит Рахимович, сире эпир «Тулли уй-хир» хаçата вулакансем ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр, ырлăх-сывлăх, телей, ăнăçу хыççан ăнăçу тума çирĕп сывлăх сунатпар.

ПРЕДСЕДАТЕЛЬ: Тавтапуç...

КОРРЕСПОНДЕНТ: Хисеплĕ Рашит Рахимович! Эсир хăвăр такăрлатса хытарнă çулпа çирĕппĕн утни «тавтапуç» сăмаха пĕр иккĕленмесĕр, пĕр такăнмасăр каланинченех аван сисĕнет. Эппин, хаклă Рашит Рахимович, сирĕн хуçалăхăр малалла тата та анлăраххăн ярса пусĕ. Çĕнĕ çул, каламасăрах паллă, кашнин умнех çĕнĕ ĕмĕт-тĕллевсем кăларса тăратать. Çавăнпа та эпир, хисеплĕ Рашит Рахимович, сирĕнтен хăвăр ĕмĕт-тĕллевсем çинчен кăштах та пулин ыйтса пĕлесшĕн, сирĕнтен пысăках мар интервью илесшĕн. Пĕр çур сехет каялла кăна эпир сирĕн колхозри мастерскойне кĕрсе куртăмăр. Механизаторсем карах сырса илчĕç пире. «Техникăна лайăхрах хатĕрлессипе ăмăрту пуçарса ятăмăр», — теççĕ вĕсем.

Малалла

Палан


Вăрманта, пĕр вĕтлĕхре,

лапсăркка çĕмĕртлĕхре

ӳсрĕ пĕр палан.

Ир-ирех вăл юсанать,

сывлăмран шăрçа çакать —

тем кĕтет ялан.

 

Симĕс тутăр çыхнăскер,

пĕчĕкскер те хӳхĕмскер,

питĕ вăтанса:

— Ма иртетĕн эс кичем?

Кур-ха, эпĕ те пĕччен, —

тет мана вăлтса.

Пилеш


Кăтра пилеш сапакисем кăваррăн

йăлкăшнăран куçа ӳкет хĕлхем.

Хитри—хитре! Анчах çынсем вăр-варрăн

ăна татасшăн хыпăнмаççĕ тем.

 

Ытла та йӳçĕ сан çырлу, пилешĕм!

Мăнаçлăху сăлтавсăр — ӳкĕнсем.

Çапла хитре çынна та куç илешĕ,

чун сивĕнĕ, йӳç кăмăлне пĕлсен.

■ Страницăсем: 1... 555 556 557 558 559 560 561 562 563 ... 796