Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Катӑлнӑ уйӑхКăра çилсем. Иккĕмĕш кĕнекеСулпикепе Валĕм хунКулăш кустăрмиХĕçпе çурлаЧакăл-туШевле çути

Тантăша тĕл пулсан


Манăçми тантăшпа тĕл пулсан,

Калаçса сăмах пĕтмĕ тесеттĕм.

Пĕр-пĕрне виç сăмах та хушман —

Çыхланайрĕ чĕлхем — чĕмсĕрлентĕм.

Мĕншĕнех-ши çапла вăл ялан,

Каласси темĕн чухлĕ пулсан?

 

Пĕччен чух эп ăна тĕл пулсан

Ыталам, чуп тăвам-ка тесеттĕм.

Хăйĕнпе куçа-куçăн тăрсан —

Ыр сунса ал тытма та иментĕм.

Мĕншĕнех-ши çапла вăл ялан,

Пĕр-пĕрне час-часах курмасан?

 

Асăмри тантăшпа тĕл пулсан,

Чун-чĕрем канăç тупĕ тесеттĕм.

Çук, чĕре лăпланмарĕ-çке ман,

Ыйхăма — пĕр инкексĕр — çĕтертĕм.

Мĕншĕнех-ши çапла вăл ялан,

Чĕререн те чунтан юратсан?

Çамрăк çын çумĕнче яшланатъ çын чĕри...


Çамрăк çын çумĕнче яшланатъ çын чĕри,

Вут чĕре çумĕнче çыннăн чунĕ вĕри.

Таса çын çумĕнче тасалать çыннăн чунĕ —

Сивĕ пăр та ун чух ирĕлсе вутпа çунĕ.

 

Вăйпă çын ятласан сан чунна вăй кĕрет:

Çутă ĕмĕтлĕ çын çутă ĕмĕт чĕртет.

Лайăх çынсемпеле пулăн ху та илемлĕ,

Пулăн ырă, хаваслă, телейлĕ.

Усăллă кĕвеçӳ


Ман шутпа, йĕкĕтсем, хăть те мĕнле пулсан та вĕренме ĕлкĕрнĕ, е техникум, е институт-университет пĕтернĕ хĕрсене кăна качча илмелле. Вунă çул кăна вĕреннисемпе чисти нуша вĕт, чисти тамăк: ĕнсене те хыпалаттарать, лĕпкене те кăтăрт-кăтăрт хыçтарать... Акă, сăмахран, пурнăçра хампа мĕн пулса иртнине каласа парам-ха сире.

Авлантăм эп. Альфия ятлă пикене юратсах, килĕштерсех качча илтĕм темелле. Шăкăл-шăкăл пурăнаттăмăр. Авланнă-авланманах хваттер пачĕç. Вĕр-çĕнĕ хваттере часах ача сасси те янăратма тапратрĕ. Малтанхи пепкемĕр хĕрача пулнăран, пурăна киле ман Альфияна каллех «купăста хушшине» кайса килме, унтан ывăл ачă тупса кĕме сĕнӳ парас килсе кайрĕ.

— Пĕлетĕн-т, Альфия тăванăм, — терĕм ăна пĕррехинче, — кӳршĕсем мĕн хăтланаççĕ?

— Хăш кӳршĕсем?

— Вăтăр иккĕмĕш хваттерте пурăнаканнисем. Вĕсем те пирĕнпе пĕрлерехех мăшăрланнăччĕ. Иртнĕ эрнере хайхисем, пĕлетне, имкĕмĕш ача тупса килнĕ.

— Иккĕмĕш ача? Ăçтан тупнă вара ăна вĕсем? — нимĕн те ăнланмасть Альфия.

— Купăста хушшинчен. Тен, тăванăм, эсĕ те тухса кĕретĕн пахчана, а? Унта мана валли улăп-пăхаттир тупас пулсан, Альфия, тем пекех тав тумалла эп сана. Ăнланмалла-и халь?

Малалла

Анне


Мария Назаровăна

 

Анне сăмах чунпа çеç тĕвĕленнĕ,

ăна салтма тăрсан, вăл пурăнать.

Масар халăхпала, ав, пĕвеленнĕ —

умра анне тăпри купаланать.

 

Чунра çеç çырăнса юлать халь маншăн

ун пурнăçĕ — чи хаклă кĕнеке.

Пултараймасть ялйыш ăна манмашкăн:

«Эх, кайрĕ çĕр çинчен Марье инке...»

 

Ма янрĕ гимн мăнаçлăн та хăватлăн?

Ана çарпуçĕн чысĕ кирлĕ мар.

Ял çыннисем пуçа чиксе, сăваплăн

итлеççĕ шăплăха — чĕнмест масар.

 

Ун тумĕ капăр мар çын ăмсанмалăх:

пушмак, ялти кĕпе, кăвак саппун.

Вырса пĕтернĕ сарлака каçалăк

танлашĕ ун ĕмĕрĕпе çак кун.

 

Çухалнă вăрçă çулĕсен асапĕ

утланнă ун ĕнси çине тахçан.

Çак сăнарпа, аннем, ялан аса кĕр —

чăнах та пурнăçу сăваплă сан!

 

Çурла тытса хирте эс тырă вырнă —

çил типĕтсе ĕлкĕреймен тарна.

Çĕр ĕçĕнче ялан ĕшеннĕ, ырнă —

пултарайман эс сулхăнра ларма.

 

Малалла

Поэзи


Ирĕклĕ строфасем

 

«Мĕн вăл поэзи?» — ыйтатпăр час-час.

Кам хуравлать? Тен, ăс-хакăл вĕçевĕ

кăйкăр пулса ярăнни вăл?

Анчах

ма илĕртет улăхри кĕвĕ-çемĕ?

 

Авă, пĕри, мăн пăта çапнă пек,

пат! çеç татса евитлет:

Пурнăç ларкăчĕ!

Çук! — тет тепри. — Ман поэзи тӳлек

кăмăл пусаркăчĕ,

шухăш кустаркăчĕ.

 

—Сансăр çу кунĕ те темĕншĕн сивĕччĕ, —

каччă хĕре пăшăлтатрĕ хуллен, —

ăшăтрĕ сарă çӳçӳн ылтăн çивĕчĕ —

вăл сар хĕвел пайăрки пулчĕ, тен?

Килчĕç кунсем юрăсем юрласа,

манăн поэзи — сан ăшă куллу.

Кĕçĕр чечеклĕ садра, юратса,

сан аллупа ыталать тĕлпулу.

 

— Манăн поэзи — çанталăк типсен

çĕр сăн-питне ешертен шалкăм çумăр, —

терĕ сухаçă, — хаваслă питсен

чăн тупсăмне пĕлессишĕн ан çунăр.

Çӳл тӳпери аслати кăлтăртатăвĕ

калĕ сире ун пирки — ăшшăн тав тăвăр!

«Мĕн вăл поэзи?»

Шухăш чĕнмест.

Малалла

Блок


Сăмах тĕрĕслĕхне вăл ăшă туйăм панă,

çĕкленнĕ ик тĕнче хăлăпĕнчен тытса.

Шап-шурă юр çинче сар астра çăлтăрланнăн,

вăл пăхнă урама асамçă пек хытса.

 

Çухалнă ерипен умри кив Петербургăн

шăв-шавлă балĕсем çĕн «Марсельезăпа». —

Кив ĕмĕр аркинчен йĕре-йĕре ан уртăн, —

каланă пат татса çĕн çул хыван шăпа.

 

Каçхи сив пӳлĕмре сĕнксе ларман вăл шиклĕн!

Пăлхатнă урăххи: çĕн ĕмĕр сăпкинче

тапаланан тĕнчен епле-ши чăн ăшчикĕ?

 

Пас тытнă перипе сĕтелĕ хушшинче

Вуниккĕ» çырнă май, хăй тивĕçне тупса,

тумлам йывăрăшне те тăнă Блок туйса.

Шурă Шупашкарăм


(Мухтав юрри)

 

Несĕлсем савса ят панă,

Шупашкарăмăр, сана.

Пурнăçра ялан упранă

Сан ятна та сан чысна.

Шурă, шурă Шупашкарăм,

Шурă шупăр тăхăнсан,

Эх, илемлĕ эс, хуламăр,

Хамăр ырă пулнăран.

 

Акăш евĕр курăнатăн

Анлă Атăл хĕрринче,

Çирĕп шанчăк çурататăн

Ĕçлĕ халăх чĕринче.

Шурă, шурă Шупашкарăм,

Шурă шупăр тăхăнсан,

Эх, сăпайлă эс, хуламăр,

Хамăр сапăр пулнăран.

 

Тăвалла пулсан та харсăр

Утмалла сан малалла.

Ут, хуламăр, ывăнмасăр —

Улăп йăхĕ санпала.

Шурă, шурă Шупашкарăм,

Шурă шупăр тăхăнсан,

Эх, мăнаçлă эс, хуламăр,

Хамăр сумлă пулнăран.

Шупашкар! Шупашкар!

Çăлтăр сăнаса лартăмăр


Пĕррехинче эпир урамра çăлтăрсене сăнаса лараттăмăр. Сасартăк пĕр пысăк çăлтăрĕ пирĕн ума вĕçсе анчĕ. Çав çăлтăр пире пĕлĕт çине илсе хăпартрĕ те кучченеçемпе хăналарĕ. Эпир çăлтăр пирĕнпе калаçнинчен тĕлĕнтĕмĕр. Çăлтăр эпир ташласа е юрласа парсан пирĕн ĕмĕте пурнăçлама пулчĕ. Хамăр ĕмĕте каларăмăр та, вăл ăна пурнăçларĕ. «Сирĕн ют патшалăх çыннисене курас килет-и?», — тесе ыйтрĕ. Эпир: «Курас килет», — терĕмĕр. Çăлтăр пире ют патшалăхри çынсемпе паллаштарчĕ. Вĕсен чĕлхи пачах урăхла, ăнланма та май çук. Эпир тĕлĕнсе итлесе лартăмăр. Пире вĕсен чĕлхи питĕ интереслентерчĕ.

Эпир çăлтăра тăван ял-йышсăр тунсăхласа çитни çинчен пĕлтертĕмĕр. Вăл пире темле тарăн шăтăк патне илсе пычĕ те тĕксе ячĕ. Эпир пĕр кун вĕçрĕмĕр те тăван яла çитсе кил умне ӳкрĕмĕр.

Тантăшсене мĕн пулса иртнине каласа патăмăр. Вĕсем пире пурте ĕненчĕç, интересленсе тимлĕ итлесе ларчĕç. Вĕсен те пĕлĕт çине хăпарас ĕмĕт çуралчĕ.

 

Елизавета Кашкирова, Надежда Корнилова

Тăхăрьял мухтавĕ


(Легенда)

 

Тăхлан шывлă Сĕве кукринче

«Шуйттан тĕмĕ» текен вырăн пур.

Хĕл çитсен ун тăрри — кĕленче,

Ял енне вĕçтермест шурă юр.

 

Çак синкерлĕ, усал вырăна

Пĕр енчен хӳтĕлет сĕм вăрман.

Кăнтăрпа хĕвел тухăç енне

Çул туман, çӳллĕ сăрт пулнăран.

 

Çурçĕре ултçĕр утăм тусан,

Сарăлса ларать ватă Элшел.

Ку ялтан çичĕ çухрăм утсан

Куç умне тухать сарă Пӳркел.

 

Çак ялсем тахçанах, ĕлĕкех

Пулнă тет хальхинчен те ĕлккен.

Çак ялсен варринче пур масар,

Нихăçан та ăна манар мар.

 

Ылтăн-тимĕр нихçан тутăхмасть,

Чĕрене витнĕ шар манăçмасть.

Кам илтмен ун çинчен — илттĕрех,

Масарта кураймастăн хĕрес.

 

Ак пĕрре Элшелсем ĕç пĕтсен

Пуçтараççĕ хăна килĕрен.

Хăнасем пулнă тăхăр ялтан:

Тăхăр хĕр, тăхăр каччă пĕр тан.

 

Сакăр кун ĕçсе çинĕ пĕрле,

Анчах тăххăрмĕш каç сĕм çĕрле

Кăнтăртан килсе тухнă тăшман,

Малалла

Куккук


Итлесемччĕ эс, куккук кайăкăм,

Каласам мана, чăпар кайăкăм:

Авăтса куллен ывăнмастăн-ши?

Тек «ку-ку» тесе мĕн шутлатăн-ши?

Ай, куккук пăхать яш вăрман çине,

Тыр-пулпа пуян уй-хирсем çине,

— Ак ку пирĕн, — тет, —

Ай, ку пирĕн, — тет, —

Ку вăл — халăхăн,

Ирĕк халăхăн.

 

Итлесемччĕ эс, куккук кайăкăм,

Каласам мана, чăпар кайăкăм:

Шутласа капла эс тухайăн-ши?

Хир-вăрман шутне эс тупайăн-ши?

Ай, куккук пăхать çĕн ялсем çине,

Ытарми хитре хуласем çине.

— Ак ку пирĕн, — тет, —

Ай, ку пирĕн, — тет, —

Ку вăл — халăхăн,

Паттăр халăхăн.

 

Авăтсам ĕнтĕ, куккук кайăкăм,

Шутласам ĕнтĕ, чăпар кайăкăм:

Ял-хула шутне, тен, тупайăн эс,

Ман çĕршыв вĕçне, тен, тухайăн эс.

Ай, куккук вĕçет — инçете вĕçет,

Пуянах çĕршыв анлăшне виçет.

— Ак ку пирĕн, — тет, —

Ай, ку пирĕн, — тет, —

Ку вăл — халăхăн,

Аслă халăхăн.

■ Страницăсем: 1... 554 555 556 557 558 559 560 561 562 ... 796