Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

ИлемЛаохПăва çулĕ çинчеСăвăсемпе поэмăсемÇамрăк ĕмĕтЙытă тĕлĕкĕПурнӑҫ утравӗсем

Кунта кунсем те вăрăмрах...


Кунта кунсем те вăрăмрах,

Кунта çĕрсем те кĕскерех,

Кунта вăхăтпала йăлтах

Ир пуçласа мĕн каçченех.

 

Кунта пуплеççĕ такансем,

Тревога ыйхуна сирет,

Тусанлă сан умри çулсем,

Тăварлă маршсенчи инçет.

 

Кунта эс хурçăн туптанан,

Салтак кун-çулĕ — кун йĕрки,

Тăван килне чунра тытан,

Вăл асăнтан тухман пирки.

Кукамай юрри


Улатимĕр хапхинчен тухман-ха вăл...

Калаçуран

 

Улатимĕр хапхи, ай, хапха,

Ытла йывăр иккен хăлăпĕ.

Хальччен пухнă вăя пĕтерет,

Йăлтăр çиçнĕ куçа сӳнтерет.

 

Улатимĕр хапхи, ай, хапха,

Тĕттĕм каç сарать сар кунра.

Чĕрĕ пурнăç сăнне пĕтерет,

Çулçӳревçĕ çулне çĕтерет.

 

Улатимĕр хапхи, ай, хапха,

Мĕн пулсан та — хапхаран тухам.

Хăрнă тымар йăл илсе янă пек,

Чул çĕмĕрсе сар чечек шăтнă пек.

Чӳк çырми


Пирĕн ял Вăрманкас ятлă. Вăл Штанаш ялĕпе юнашарах, вăрман енче вырнаçнă. Пĕчĕк çеç кĕпер урлă каçатăн, Штанаш ялне пырса кĕретĕн. Ялтан инçех те мар пысăк вăрман кашласа ларать. Вăл Çĕмĕрлене çитиех тăсăлать... Вăрманта тем тĕрлĕ йывăç-курăк, кайăк-кĕшĕк. Ватă юмансем, тутлă шăршă саракан çăкасем, хĕл кунĕнче те сип-симĕс ларакан хыр-чăрăш, тавралăха илем кӳрекен чечексем пирĕн тăрăха илем кӳреççĕ, пурăнма хавхалантараççĕ. Эпĕ аннепе пĕрле вăрмана кăмпа пуçтарма, мăйăр тата йĕкел, çырла пухма çӳреме юрататăп.

Вăрман кирек хăш вăхăтра та питĕ илемлĕ. Сывлăш уçă, сывланăçемĕн сывлас килет, темле асамлă вăй хутшăннă пек туйăнать. Кайăксен илемлĕ сассине итленĕçемĕн хăвăн та юрлас килет. Юрлама тытăнтăм, манпа пĕрле вăрăм туна тупăшса юрлама пуçларĕ. Юрласси юрлатăр-ха, анчах та кĕвве ан пăстăр. Вăрăм тунана кăштах ятланçи турăм. Вăл ман çине кӳренчĕ, мана чĕпетсе илчĕ. Пулмарĕ манран юрласси!

Юрататăп эпĕ атте-анне çĕрне, тăван киле, тăван яла. Йĕри-тавра вырнаçнă варсенче çырла пуçтарма юрататăп.

Пĕррехинче аппапа пĕрле çырлана кайма пуçтарăнтăмăр.

— Асăрханарах çӳрĕр! Чӳк çырминче уйрăмах асăрхануллă пулăр, — тет анне.

Малалла

Çук, ан чарăр мана...


Çук, ан чарăр мана,

ан чарăр!

Çĕрле пулать-и,

кăнтăрла,

Е ирхине,

тен, каçпала

Каятăп эп.

Каятăп эп...

Уйăх çинчи чечексене

Сана валли

пухса килме.

Уйăх çинчи

сарпикене

Хăнана килме

чĕнме.

Çук, ан чарăр мана,

ан чарăр!

Асатте сăмахĕ


Аса килет ĕлĕкхи

Хĕл кунĕнче савăнни,

Укçине мăн тăвайкки

Пулнă яка катаччи.

 

Кам çунапа, йĕлтĕрпе

Аннă çӳлтен ярăнса,

Тĕрлĕрен чĕр чунсемпе

Кӳлсе чупнă саванса.

 

Икĕ турта хушшине

Тратнă йытă çурине.

Кӳлтĕм эпĕ сурăха,

Çăварни чупнă лашапа.

 

Пурнăç çирĕп ыйтнипе

Ăçта кăна çитмерĕм:

Кирпĕч çапрăм Кутнешре,

Кĕтӳ пăхса килентĕм.

 

Тăрна шур уй анинче

Вăкăр кӳлсе ĕçлерĕм,

Колхозри мăн хирсенче

Тар тĕкса кĕрешрĕм.

 

Ахаль мар пуль тăрăшни

Халь те сая каймарĕ,

Çамрăк чух хыт ĕçлени

Çурт лартма мул пачĕ.

 

Çапла вара ӳсрĕмĕр

Çуна-урапа çинче,

Икĕ турта — килĕмĕр

Кашни чăваш чĕринче.

 

Çăлкуçĕ

Сăвва Степанова Анастасия Васильевна 2009 çулта 90 çулхи аслашшĕ Степанов Фёдор Никифорович каласа пани тăрăх çырнă.

Манăн тăван ял


Тăван кĕтес — Çĕмĕрле районĕ.

Кунта çуралнă, ӳснĕ пĕчĕкрен;

Çырма-çатри, улăхĕ, вăрманĕ

Маншăн чи çывăх, хаклă темĕнрен.

 

Куç илейми таврана сăнатăп:

Ялсем лараççĕ ретрен-ретрен.

Çак тăрăха, çынсене саватăп:

Тухмаççĕ нихăçан та чĕререн!

 

Паллă этемсем кунтан нумайăн тухнă,

Кашнин кун-çулĕ хăйне май расна.

Мĕнпур çĕртех хамăр ене мухтаççĕ,

Манмаççĕ авă ӳснĕ вырăна.

 

Спортпа та туслă пирĕн ентешсем,

Ӳсĕм тăваççĕ пирĕн спортсменсем

Эскетенсем, пĕренешсем те хутарсем —

Ырă ят ямаç çĕмĕрлесем!

 

Тăван район — Çĕмĕрле районĕ,

Сана манмастпăр эпĕр нихăçан

Сан утăму асрах–ха çĕрĕн–кунĕн,

Мĕншĕн тесен вăй-хал паран ялан.

Чăваш Менчи ялĕ Менчушка çинче


Хальхи вăхăтри Нурлат районĕнчи Çарăмсан шывĕн юпин Менчушка ятлă çырма пур.

Темиçе çĕр çул каялла аслă та сарлака вăрманлă, çырма–çатраллă, сăртлă-тулă вырăна «Менчушка» ятлă ял вырнаçнă, пурĕ сакăр кил пулнă.

Вăрман пуянлăхĕ мĕнпур чĕрчуна пурне те илĕртнĕ. Тĕрлĕрен тискер кайăксем çынсене, выльăх-чĕрлĕхе сиен тунă. Упасенчен хăраса пӳрт чӳречисене пĕчĕккĕ туса лартнă, вĕсем пӳрте ан кĕрейччĕр тесе, упасенчен хăраса ял çыннисем кунтан куçса каяççĕ 15-20 çухрăма кăнтăралла уй-хире (Вăрманĕ çурçĕрелле çырма тăрăх вырнаçнă пулнă, вăл вырăна халь Тункаталăх теççĕ).

Çĕнĕ вырăнта илемлĕ уй-хирте пысăк мар вăрманлăх пулнă. Йĕри- тавра илемлĕ улăх, çаран, çырма–çатра, тулли шывлă Аксумлинка çырма юхса выртнă, çутă кĕленче пек. Çак вырăна вырнаçнă тĕне кĕмен чăвашсем. Кив вырăнти çырма ятĕнчен «Менчушка» ял ятне Менчĕ тесе ят панă.

Пурнăç малалла улшăнса пынă. Çĕр пайне пайласа, уйăрса кашни яла панă, ялсенчен пуринчен те представитель пулнă. Çĕр уйăрма Хусан губернинчен Землемер килнĕ. Вăл хватерне Менчĕ ялне суйласа илнĕ. Хватер хуçи лайăх пар лашапа сикктермелле тарантаска илсе çӳренĕ ĕçне вĕçличчен. Ял халăхĕ Землемера лайăх çĕр панăшăн кăвак лаша парнеленĕ. Ĕçне те ĕçленĕ, шӳт шӳтленĕ, кула-кула калаçнă. Пĕррехинче Çарăмсанăн шывĕ хĕрринче апат вăхăтĕнче Землемер кашни ялăн шанчăклă çыннисенчен çырмари шапасем мĕн калаçаççĕ тесе ыйтнă.

Малалла

Йăмрасем


Пурнаймаççĕ йăмрасемсĕр

Çуйăн-шыв çыранĕсем.

Тăпăл-тăпăл йăмрасемсĕр

Илĕртӳсĕр-çке вĕсем!..

 

Йăрăс пӳллĕ йăмрасем —

Йăрăс пӳллĕ сар хĕрсем.

Тантăш хĕрĕсем хавăссăн

Чӳхенсе шывран тухаççĕ...

 

Ватăлмаççĕ йăмрасем,

Ватăлма вĕсем пĕлмеççĕ.

Вилнĕ чух та йăмрасем

Ватлăх пуснипе вилмеççĕ.

 

Эпĕ хам та йăмра мар-и?

Хам та эп çав çыранран.

Вĕсемпе халь юнашаррăн

Тепĕр хут ӳсесчĕ ман.

 

Эп сывлатăп ассăн-ассăн,

Ăмсанса йăмрасене.

Сывласан та ассăн-ассăн, —

Таврăп-и яш кунсене?

 

Ан тив, çамрăклăхăм пултăр

Вĕсене халал манран.

Вĕсемпе ман кăмăл тултăр,

Çамрăк ларччăрччĕç ялан.

 

Роберт Минуллин

Пилĕк чĕре


Пилĕк салтак ман умра,

Пилĕк чĕре çывăрать.

Пилĕк мухтавлă кунçул...

Пуç айĕнче — шурă чул.

 

Пирĕн ялсем пĕр каччи,

Кăркăс тет тепĕр ачи,

Иккĕш — Кавказ çĕрĕнчен,

Пиллĕкмĕш — Çĕпĕр енчен.

 

Пиллĕкĕн татнă сăмах

Чун тухиччен çапăçма.

Пилĕк юлташ парăнман,

Парăннă, чакнă тăшман.

 

Пилĕк салтак ман умра,

Пилĕк чĕре çывăрать.

 

Кави Латыпов

Пирĕн ялта


Таса çăлкуç тăрать тапса

Ялан пĕр пек хастар,

Çăлкуçăн тăр шывне ăсать

Чăвашпала тутар.

 

Тăнлатăн эс: агай, пичче,

Иптешпеле юлташ...

Ыр туйăма чун тĕпĕнче

Усрать тутар, чăваш.

 

Пуян уй-хир, кашла каш-каш,

Хум хыççăн хум юхтар.

Халь председательте — чăваш,

Агрономра — тутар.

 

Тăраççĕ вăйă картине

Ваçлейпеле Зитар,

Калаççĕ тунсăх кĕввине

Чăвашпала тутар.

 

Мидхат агай пухать хăна,

Сумра ларать чăваш.

Уяв юрри янрать кăна, —

Кашнийĕн чунĕ яш.

 

... Пĕрле тăраççĕ ĕç умне

Арăсланса, патвар,

Хываççĕ коммунизм çулне

Чăвашпала тутар.

 

Кави Латыпов

■ Страницăсем: 1... 586 587 588 589 590 591 592 593 594 ... 796