Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Пурнӑҫ утравӗсемÇут пайăркаТăм ӳкнĕ ирЙĕрсем çухалмаççĕЙăмраллă ялХурапа шурăĔмĕтсем, ĕмĕтсем...

Çине тăрсах пăшăлтататтăн...


Çине тăрсах пăшăлтататтăн:

«Çын умĕнчех ан ытала,

Кайран, кайран, çынсем кайсан

Хамах ыталăп, ил ална».

 

Кайран татах, çынсем кайсан,

Эс йăлăнаттăн: «Ан чĕн-ха мана...»

ĕнех вара, пĕр каласан,

Такам та вăй тупать манма.

. . . . . . . . . . . . . . . . . . . . .

Вăл кайрĕ. Паян вара пăшăлтататăн:

«Пĕчченлĕх, çын умĕнчех ан ытала».

Ял пуçланса кайни


Пирĕн ял тахçанах пуçланса кайнă пулмалла. Ĕлĕкрех ялта вăтăр çичĕ кил кăна пулнă, халĕ вара ял самаях пысăкланнă, çĕнĕ урамсенче капмар çуртсем çулсеренех çĕкленеççĕ.

Ваттисем каланă тăрăх, 1929 çулта ялта вăйлă пушар алхаснă. Ку ĕç-пуç çапла пулнă: пĕр ача аслăк çине хăпарса кайнă та çăмарта пĕçерсе çиме шутланă. Вăл кун вăйлă çил ашкăннă, аслăк çинче тухнă çулăм çил çавăрттарнипе часах ытти хуралтăсене те çавăрса илнĕ. Пĕр самантрах вунçичĕ кил çунса кĕлленнĕ. Нимсĕр тăрса юлнă çынсем çав вырăнсенех çурт лартас темен, вăрмана шаларах кĕрсе вырнаçнă, тепĕр ял йĕркеленĕ. Пушартан сыхланса юлнисем хăйсен вырăнĕнчех юлнă.

Мĕнле пуçланса кайнă-ха пирĕн ял. Çак хурава тупас тесе эпĕ кӳршĕре пурăнакан ватă Марук кинемей патне каçрăм. Савăнсах кĕтсе илчĕ мана пĕччен ватă. Шăкăл-шăкăл калаçса ларнă май хама канăç паман ыйтăвăн хуравне хăвăртрах пĕлес килчĕ манăн. Вара Марук кинемей хăйĕн асламăшĕнчен илтсе юлнă халапа тепĕр хут аса илсе мана каласа пачĕ.

Ĕлĕк-авал ку вырăнта питĕ пысăк, çын ури пырса кĕмен вăрман кашласа ларнă. Пуян улпутсенчен тарса чăвашсен пĕр ушкăнĕ çак вăрман варрине пырса кĕнĕ. Кунти вырăн вĕсене килĕшсе кайнă, кил-çурт çавăрса тĕпленме шутланă хайхисем. Вăрман касса пĕрне кура тепри çурт лартнă, ака-суха валли çĕр хатĕрленĕ. Вăхăт иртнĕçемĕн ял сарăлсах пынă. Вăрман варринче ларнăран ялне те Вăрманкасси теме пуçланă. Хăйĕн ачалăхне те аса илчĕ кинемей, эпир тулăх пурнăçпа пурăннишĕн савăнни сисĕнчĕ ун сăмахĕнче.

Малалла

Ах, пĕлесчĕ


Ах, пĕлесчĕ, мĕн çитмест-ши

Анаткасăн каччине?

Мĕншĕн тунсăхлăн çӳрет-ши

Купăспа вăл каçхине?

 

Ах, пĕлесчĕ, ма пăхать-ши

Вăрттăн пирĕн кантăкран?

Мĕншĕн купăс

макăрать-ши

Эп кĕрсессĕн вăйăран?

 

Ах, пĕлесчĕ, ма сикет-ши

Ман чĕрем çав кĕвĕрен?

Вăл пурне те

илĕртет-ши

Е мана çеç каçсерен?

Ман тăван кĕтес инçе...


Ман тăван кĕтес инçе —

Анлă Атăл хĕрринче.

Анлă Атăл хумханать пуль,

Хум çине хум кăларать пуль;

Атăл, Атăл, ан хумхан —

Ывăлу сана манман.

 

Çăмăл, уçă хум çинче,

Сар хĕвел ытамĕнче

Ачаран ӳссе çын пултăм:

Çавăнпа ман кăмăл-туртăм

Атăл хумĕ пек хастар,

Сар хĕвел пекех уяр.

 

Вăштăр-вăштăр çил вĕрет,

Хурăна силлентерет.

Лĕпĕш пек вĕçет сар çулçă,

Çав-çавах ман кăмăл уçă:

 

Шурă хурăн,

Ан хурлан —

Сан сăну асран кайман.

Юханшыв


Ак вăл, çырма

Чĕн пиçиххи пек ансăр.

Аран çеç сăрхăнать тĕм хушшинчен.

Имшерккескер,

Ун ят та çук,

Вăй-халсăр —

Хăях та кукленмест ун юххинче.

Ун умĕнче çĕршер чăрмав,

Пин хурлăх:

Хĕсет чул ту,

Картлать çулне вăрман.

Чула ватма,

Сиксе каçма ту урлă

Ун пур ик тус —

Ик шанчăклă çыран.

Шырлансенче шарлать вăл шăнкăр саслăн,

Кашни вартах ун вăйĕ хутшăнать.

Кашни çăлкуç, ăна курсан, хаваслăн

Ун мăйĕнчен ача пек уртăнать.

Асапланса чăрмавсене сирсессĕн,

Хăйне валли хăй çул уçсан кăна,

Ун хăватне,

Ун сассине сиссессĕн,

Ят парĕç ЮХАНШЫВ тесе ăна.

Шăрçа тăрриллĕ тӳпеттей


Пур ман, туссемĕр, мухтанмалăх —

Шăрçа тĕрриллĕ тӳпеттей.

Керим агайăм1 асăнмалăх

Парсаччĕ: — Çитĕн, кĕрнеккей! —

 

Ун чух эп, шĕвĕр, пиллĕкреччĕ,

Пĕлмен пулас лара-тăра.

Ара, парнем çунат хушатчĕ,

Мăнаç çӳреттĕмччĕ касра.

 

Керим агай, Пăва тутарĕ,

Пĕрле ĕçлетчĕ аттепе.

Халь те умра ун çут сăнарĕ

Тăрать ăш пиллĕ тĕсĕпе.

 

Керим килсен чупса тухаттăм

Хаваслăн эп хапха умне.

— Хуш кил, пиччей2, — тесе калаттăм,

Тĕк пек ереттĕм ун çумне.

 

Аннем кĕçех апат майлатчĕ —

Шăрттан та техĕмлĕ юр-вар.

Сĕтел çинче часах чашлатчĕ

Купса майри пек сăмавар.

 

Юрра Керим ай-вай ăстаччĕ,

Юхатчĕ шеп «Кара урман»

Аттем унпа пĕрле юрлатчĕ,

Хитре дуэт асрах-ха ман.

 

Тутар туссем паян килсессĕн

Вĕсем ман йышлă ачаран.)

Чечен парнем, куçа шертеслĕн,

Тухать эрешлĕ арчаран.

 

Çапла чипер, куç пек упратăп

Керим агайăн парнине.

Чуна ĕлккен уçса юрлатăп

Малалла

Ялти нимере


Трахвин Яккăльч вăтам пурăнакан хресчен. Килĕнче икĕ лаша, тихасем, сурăхсем усрать. Хуралтăсене те юсавлă тытса тăрать, анчах ашшĕнчен юлнă пӳрчĕ кивелсе кайнă. Вăл çĕнĕ пӳрт лартма тахçантанпах пĕчĕккĕн укçа пухса пырать. Юрăхлă йывăçĕ кунта сахаллансах юлчĕ. Ăвăс çеç. Касаккассисен вара ăвăсран пӳрт лартас йăла çук-ха. Чăрăшпа хыр вăрманĕсем Касаккассирен аякра, вĕсене тупса илме те йывăр.

Акă Шĕкĕр ял çынни Çтенкки Афанасьевич вăрман улпутĕнчен йывăç касма делянка илни çинчен сăмах сарăлчĕ. Унта чăрăш тата çăка хăма çурмалăх та, вутăлăх та пур иккен. Çтенкки вăрман улпутĕнчен йывăçа делянкипех курттăммăн йӳнĕрех хакпа илет те ял çыннисене хаклăрах хакпа ваккăн сутать. Çак сăмаха илтсен Трахвин Яккăльч пая кĕртме тархаслас тесе ун патне тухса утрĕ. Трахвин хăй патне мĕн шутпа килнине пĕлтерсен Çтенкки ăна:

— Эпĕ хам та сан патна пырса каясшăнччĕ. Эсĕ пӳрт лартма тахçанах хатĕрленетĕн вĕт, — тесе хучĕ.

Çтенкки Трахвин Яккăльча пая кĕртме хаваспах килĕшрĕ. Вăрман каснă çĕрте пулăшма тăванĕсем те, кӳршисем те кайрĕç. Вăрмана хăв кил-йышупах касаймăн, Çтенкки те хăй илнĕ делянкăна хăвăртра тирпейлесшĕн. Тепĕр эрнерен касакансем вăрмантан таврăнчĕç. Халĕ вара хатĕр йывăçа турттарасси юлчĕ. Эх, йывăр та-çке хресчене пӳрт лартма! Йывăç турттарса килме каллех ниме тăвас пулать. Çул пăсăличчен илсе килмеллех.

Малалла

Куçарнă юрăсем


Чĕлхемçĕм, чун уçма вĕрен,

Куçар эс юрă хыççăн юрă.

Эп çитнĕ вырăн тĕрлĕрен,

Çитмен çĕрсем те йышлă юлнă.

 

Якут çĕршывĕ те Кавказ,

Кăвак Дунай... Çулсем чĕнеççĕ.

Куçармасассăн — юрамасть.

Çапла тума хушать чĕреçĕм.

 

Вĕçтерĕп кăркăссем патне,

Туркменсене те çитсе курăп.

Вырнаçчăр-и сăввăмсене,

Тăванланса, Хусан та Куба.

 

Сӳнме памасăр туслăха,

Куçарăп юрă хыççăн юрă.

Эп куçарман поэт сахал,

Хăшпĕрисем çапах та юлнă.

 

Пĕлсессĕн вырăс чĕлхине

Кирек кама та ăнланатăн.

Тем тĕрлĕ халăх юррине

Тăван чĕлхепеле юрлатăн.

 

Таван чĕлхе, Тукай чĕлхи,

Кĕрлетĕн Атăл пек хăватлă.

Кала, мĕн пур санран пахи:

Тус мар çыннах эс тус тăватăн.

 

Заки Нури

Кавказра, чул ту çинче...


Кавказра, чул ту çинче,

Пĕр-пĕччен паян ларатăп,

Хура тинĕс хĕрринче

Тĕрлĕ шухăш шухăшлатăп.

 

Хăть мĕнле эс ачашла,

Куç тулли хитре Кавказăм,

Юрлас килчĕ чăвашла:

«Çилĕ вĕрĕ кассăн-кассăн...»

 

Пит илемлĕ-çке Кавказ,

Мĕнешкел хитре çанталăк!

Хуйхă-суйхăсăр, хавас

Пурнăттăм кунта çулталăк...

 

Анчах пур-çке тĕнчере

Чун суйланă Шупашкарăм:

Тăвансемĕр, ман чĕре

Канăçа пĕлмест, мăнтарăн.

 

Чăвашлах юрлас килет,

Калаçас килет, мĕн калăн!

Таврăнсан тăван киле

Юратса мана ыталăн...

 

Сивĕ çилĕ вĕртĕр-и!

Эс мана ялан савсассăн —

Пулĕ хĕл те пит вĕри,

Туйăнĕ ялан Кавказăн.

Вăрçă вучĕ витĕр эсĕ...


Вăрçă вучĕ витĕр эсĕ

Курăнаттăн куçăма,

Çут сăну, сӳнме пĕлмесĕр,

Ашăтатчĕ чунăма.

 

Шухăшлаттăм каçăн-ирĕн

Юнлă-вутлă вăрçăра:

Мĕнлерех-ши кĕтсе илĕн

Эсĕ çамрăк паттăра?

 

Эп нихçан асран ямарăм

Хам çуралнă çĕршыва,

Яланах таса упрарăм

Чĕремри юратăва.

 

Темле сивĕ кун пулсан та,

Пăрланмарĕç чĕресем:

Туйăмсем хĕрӳллĕ сан та,

Ман та çулăмлă вĕсем.

■ Страницăсем: 1... 589 590 591 592 593 594 595 596 597 ... 796
 
1 Агайăм (тутарла) — пичче.
2 Хуш кил, пиччей — ырă сунса кĕтетпĕр, пиччей