Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Хура çăкăрТом Сойер темтепĕр курса çӳрениШевле çутиКăвак çĕмренШăплăхри аслатиСӳнми хĕлхемТутимĕр

Пулмарĕ чăваш туйне курасси


Асламăшĕпе мăнукĕ калаçаççĕ.

— Миçе мăнука качча патăм ĕнтĕ, пурте вырăсла туй тăваççĕ, пурте вырăсла тум тăхăнаççĕ. Туй кĕрекинче те чăвашла сахал калаçаççĕ, чăвашла сахал юрлаççĕ. Чăваш вырăса тухать тесе тахçанах калаçаççĕ, чăнах, çав вăхăт çитсе пырать пулмалла. Анюк, эсĕ кĕçĕнни, эсĕ те пулин чăвашла туй туса, чăвашла тумланса, пĕркенчĕк айĕнче куççульпе йĕрсе палăрт-ха ху чăваш хĕрĕ пулнине. Каччу та чăваш, чăвашла пĕрлешмелле, чăвашла туй тумалла.

— Култаратăн эс, асанне. Чăвашла тумланма пулĕ-ха, юрĕ тейĕпĕр. Пĕркенчĕк айĕнче хĕр йĕрри юрласа мĕн каласа йĕмелле вара ман? Çилампа качча памаççĕ, çилампа илмеççĕ, юратса, хам ирĕкпе хам каятăп Толика.

— Мĕн авалтан йăли-йĕрки çапла, Анюк.

— Авалхи вăл авалхи, пулни-иртни... Йĕрсе ларсан мана Толик, ун ашшĕпе амăшĕ, тăванĕсем мĕн теççĕ? Юлташсем, çамрăксем кулса вилеççĕ, ан хисте, эпир хамăр туя хальхиллех тăватпăр, çынсем пекех.

— Итле-ха, пĕлместĕр эсир, çамрăксем. Çураçнă хĕр туй пĕркенчĕкĕ айĕнче мĕн чухлĕ нумайрах йĕрсе куççуль тумлатать, çавăн чухлĕ телейлĕ пулать тенĕ ваттисем. Пĕркенчĕк айĕнче йĕмесен упăшки килĕнче нумай йĕмелле пулать тенĕ.

Малалла

Пĕр хырлăх шăпи


1

Кашлатчĕ хырлăх — кивелмен аваллăх —

манми Çăкалăх ялĕнчен тухсан.

Нихçан та халь тухмасть вăл ман асран,

çак вырăнта тĕнче уçатчĕ алăк.

 

Выртатчĕ çул авкаланса — тусан

йăсăрланатчĕ: шăрăхчĕ çанталăк.

Çак вырăн юлчĕ ĕмĕр асăнмалăх —

вăл чи юратнă, уçă кĕввĕм ман.

 

Мăнаçлă хырлăх шухăша яратчĕ,

юмах-халап каланăн туйăнатчĕ

хавхаланса кунçулăм тӳпинчен.

 

Ăна куратăп эп тăван пек çывăх:

ӳсетчĕ хырлăх паттăр çын пек сывă,

юрлатчĕ вăл хĕвеллĕ кун çинчен.

 

2

Юрлатчĕ вăл хĕвеллĕ кун çинчен:

кунта çуралчĕ ман пĕрремĕш сăвă.

Пĕлетĕп: вăхăт чарăнмасăр шăвĕ,

пулни-иртни юлмасть çул айккинче.

 

Чулпа чула çапсан, тивмест-и ăвă?

Хĕвел тухмасть-и Улăп хĕвĕнчен?

Çав Улăп — халăх. Сарлакан та сыввăн

утса вăл тухрĕ вăрçă хирĕнчен.

 

Эпир, çап-çамрăк хунавсем, ӳссеччĕ

малашлăх маршĕпе пуçа усмасăр.

Ем-ешĕл хыр кати ял пуçĕнче

Малалла

Тăмран шăхлич тăватчĕ асанне...


Тăмран шăхлич тăватчĕ асанне,

Чĕтретчĕç ватă аллисем хуллен.

Упратăп халь те ун манми сăнне —

Манран вăл аякка тарать çуллен.

Чупаттăмăр шăхлич кала-кала

хавассăн, шавлăн сăрт çамки çинче.

Тататтăмăр кашлич ушкăнпала

çурхи янра вăрман уçланкинче.

Туятпăр хулпуççи çинче паян

çулсен ĕçчен те йывăр аллине.

Манми ӳкерчĕк курăнать аран —

шăлса кам илĕ вăхăт тусанне?

Чиперскере


Н.Н.

 

Ăшра — пĕр ĕмĕт ман текех,

Пĕр ĕмĕт хуть хăçан:

Сан пек чипер пĕр сăвă çех

Çырса курасчĕ ман.

«Сăпса пилĕкӳнтен» иртен

Парка çивĕтӳсем,

Венерăнни пекех черчен

Тăп-тăп кăкăрусем;

Ик питӳнте йăл-йăл вылян

Хаваслă ик путу,

Вут-хĕм тăкса çунса тăран

Виктори пек туту;

Куçри вут-çиçĕмĕн ташши,

Çавра кăна янах,

Ачаш куллу —

Хĕвел ăшши...

Яраççĕ ăнтанах!

Сăпай кăна тумланнипех —

Каять куç-пуç шарса...

Сан пек чипер пĕр сăвă çех

Курасчĕ ман çырса!

Санпа тĕл пулнă яш çынсем

Шарт сикнĕ майлăнах,

Çав сăввăма вулакансем

Калаччăр ăшшăн; «Ах!»

Калаччăр ăшшăн:

«Ак ăçта

Чăн-чăн асамлă вăй!»

Пĕр хушă ларччăр тыткăнта,

Шăна çеç вĕçтĕр — нă-й-й...

...Ăшра пĕр ĕмĕт ман текех,

Пĕр ĕмĕт хуть хăçан:

Сан пек чипер пĕр сăвă çех

Çырса курасчĕ ман...

 

1960-1968

Хĕллехи хевте


Г.Х.

Пĕр-ик эрне иртет аран-аран,

Вăй-хал илме кăна тытăнкалатăп, —

Ангина-грипп çапать каллех пуçран,

Каллех пашка-пашка кăна выртатăп.

Сĕтел çинчи тетрадь-кăранташа

Каллех эрне ытла эп тытаймастăп:

Чĕре кăкне лăскан чĕр шухăша

Çунат парса çула ăсатаймастăп!

Çуратнă халăхпа Тăван çĕршыв

Ӳпкев тăваççĕ пек, куçран пăхуçăн —

Çавна туйма асап-çке çамрăк пуçăн...

Тус-тантăшсем! Ман сирĕн пек ыр-сыв

Пуласчĕ те... ĕçлесчĕ ывăнмасăр,

Ура лартакансем çине пăхмасăр!

 

1956-1965

Тăрна çырми мыскарисем


Авалтанпах, пирĕн асаттесен аслашшĕсем пурăннă чухнех, Сиккассипе Яманкасси ялĕсен хушшинче çурçĕртен кăнтăралла юханшыв юхса выртнă. Çав юханшыв çырмине вара пирĕн асаттесен аслашшĕсемех темшĕн Тăрна çырми ят панă. Тăрнисене никам та курман тет унта. Шывĕ нумаях пулмасан та çыранĕсем çав тери сарлака, вĕсем сип-симĕс курăкпа витĕннĕ. Çавăнпа та кунта кашни çулах, çăва тухсан, икĕ ялăн выльăх кĕтĕвĕсем çӳреççĕ. Çырман сылтăм енчи çыранĕнче — Сиккасси кĕтĕвĕ, сулахай çыранĕнче вара — Яманкасси ял кĕтĕвĕ.

Çапла пĕррехинче пирĕн кĕтĕве кайма черет çитсен кӳршĕри Анна аппапа ĕнесене Тăрна çырмине илсе кайрăмăр. Ĕнесем кунта çӳреме хăнăхнă ĕнтĕ, çавăнпа та вырăна çитсенех пуçĕсене чиксе çемçе симĕс курăка татса çиме тытăнчĕç. Часах Сиккасси кĕтĕвĕсем те çырман сылтăм енне çитсе чарăнчĕç. Кунĕ шăрăх тăрать, çавăнпа та ĕнесем кăнтăрла енне сулăнсанах çырма варринче ӳссе ларнă йывăçсен сулхăнне кĕрсе тăрса кавлеме тытăнчĕç. Эпир вара савăнсах кăнтăрлахи апата лартăмăр. Çисе тăрансан Анна аппа сулхăна кайса выртрĕ, эпĕ вара хĕвел ăшшинех вырнаçрăм.

Çапла канса выртнă чухне сасă илтех кайрăм. Пĕри питĕ çемçе сасăпа мана: «Кил кунта, кил кунта!» — тесе чĕнет. Сасă енне çаврăнса пăхрăм та тĕлĕнсех кайрăм. Çыранăн çӳл енче тĕмеске çинче пĕр чĕрчун тăра парать. Хăй çăмлă, сухаллă, кушак евĕрлех темелле, анчах кушак мар. Ик ури çинче тăрать, малти урисене кăкăрĕ çумне хутлатса хунă. Мана пĕр вĕçĕм: «Кил кунта, кил кунта», — тет. Эпĕ тĕлĕннипе: «Эсĕ кам, эпĕ сана халиччен курман-çке», — тетĕп. «Эпĕ сăвăр, эп хурал», — тет хайхи чĕрчун. Сăвăр ятлă чĕрчун пуррине илтнĕ-ха эпĕ, анчах та хăйне куçпа курман. «Мĕн тума чĕнетĕн эсĕ мана?» — тетĕп сăвăра. «Ара, кĕрсе кур пирĕн яла. Эпир мĕнле пурăннине пĕлес килмест-и вара санăн? Эпир çынсем пекех, çынсен йăли-йĕркипех пурăнатпăр», — тет. «Манăн пĕлес килет-ха — эсир мĕнле пурăннине, анчах та эпĕ пысăк-çке, сирĕн шăтăка епле кĕрĕп-ха?» — тетĕп. «Пирĕн яла кĕресси ним те мар. Кил кунта, хăвăн патак тавра виçĕ хутчен хĕвеле хирĕç çаврăн та, пирĕн ял алăкĕ саншăн пысăкланса кайĕ», — тет сăвăр. Эпĕ вара савăнсах сăвăр шăтăкĕ çывăхне пытăм та хам патак йĕри-тавра хĕвеле хирĕç çаврăнма тытăнтăм, çаврăннă май ман алăри патак пысăкланса пычĕ, малтан кашта пек, унтан пĕрене пек пулса çĕре лап! турĕ. Эпĕ вара тĕлĕннипе хытсах кайрăм. Ман умра тем пысăкăш çăмламас чĕрчун тăра парать.

Малалла

Ĕмĕрхи тупсăм


Чылай синкерлĕхе тӳссе ирттереет чĕре.

Анчах та пур чи сĕмсĕр вăй çут тĕнчере!

Кĕтместĕн те,

Кăшла пуçлать вăл чĕрене,

Ăна масар та илеймест хăй аллине.

 

Ун чунĕ çук.

Куçа та курăнмасть, çил пек.

Çапах çынна тĕпрен тăпăлтарать, мур пек.

Мĕскер ку тетĕр-и?

Мĕн пултăр! Вăл — элек!

Çĕр чăмăрĕ çинче пурнан инкек.

Эп каçаратăп...


Эп каçаратăп...

Турă каçартăр...

Хамăн нушашăн хамах эпĕ айăплă.

Пурнăç кăна вырăна ĕнтĕ лартăр.

Çавăн чухне çĕн çулпа пĕрле кайăпăр...

Иртнĕ кун çеç каялла çаврăнса

Ан хутăр ура пире иксĕмĕре.

Хĕрӳ туйăмсем хирлӳ пек карăнсан,

Ялан сыхă тăтăр чĕре.

 

Эп каçаратăп...

Турă каçартăр...

Хул пуççийĕм çинче ларакан пирĕшти —

Килес кунăн çути

Сĕм çĕрле те сыхлатăр.

Иксĕлми пултару инкеке сирсе ятăр.

Вăй пурах-ха, вăй пур!..

Эп — кун-çуллă! Туятăп...

Утарçă патĕнче


Караслă пыл çиме чĕнет утарçă.

Йытти те ман çумах ун пырса ларчĕ:

«Ку мĕнле çын?» тесе шутлать пулас,

Çав вăхăтрах çĕн тусĕшĕн хавас.

 

Вăрман чечекĕсен мĕнпур шăрши

Утар пӳртне сисмесĕрех тулать:

Кунта вăрăмланать кун-çул тăршши,

Кунта пăхаттирле вăй пухăнать.

 

Утарçă халĕ сакăр вуннăра,

Утти çăп-çăмăл, юман пек ларать.

Кире пуканĕпе,

Ик пăтлипе,

Вăл çăмăллăн çеç вылĕ, мечĕк пек.

 

«Хĕре те куç хыватăп хăш-пĕр чух...

Шӳтлетĕп эп...

Ята ярассăм çук.

Халь арăм та ман ирттерет хĕртен.

Алри ĕç выляса тăрать куллен», —

Шур сухалне шăлать вăл йăл кулса,

Хăй сыпнă май мана курка парса.

 

Караслă пылăн техĕмĕ аван,

Аван çав юратса

Хăналасан...

Пырса курăр манăн ялăма


Ман тăван ялăм — Кĕçĕн Ăстакасси. Вăл чăннипех илемлĕ вырăнта вырнаçнă: йĕри-тавра вăрман, улăх-çаран, уй-хир, çăлкуçсем, юханшыв…

Тахçан-тахçан авал вара ку тăрăхра сĕм вăрман çеç кашласа ларнă. Тискер чĕрчунсем, ӳхĕсем шăплăха татнă... Кашкăрсем нумай пулнă, упасем хуçаланнă.

Малтан кунта çынсем пурăнман. Вăрман чăтлăхне чухăнсем пуянсенчен тара-тара килсе вырнаçнă. Çак çынсем çĕр ĕçĕпе пурăннă, сунара çӳренĕ, çывăхри юханшывра пулă тытнă. Таса та тăрă Тенкĕрлĕк шывĕ çынсемшĕн çăлăнăç пулнă, ара пулла карçинккапах тытма май пулнă иккен. Тенкĕрлĕк халĕ Сĕнтĕр юханшывне юхса тухса Атăлпа пĕрлешет.

1556 çулта тĕне кĕмен чăвашсем вăрманлă вырăна çемйисемпе куçса килнĕ: Емшек, Томаккай, Эртек, Ярох. Çынсем вăрман кăкланă, урпа акса ӳстернĕ. Эртек кӳлĕ тунă, унта пушăт шӳтернĕ, мунчала тума вара Яроха панă.

Кайран Турхан ятлă çын ертсе килнипе тата çичĕ çемье куçса килнĕ. Вĕсем хальхи Кив çурт çырми тăрăхне вырнаçнă. Ваттисем каланă тăрăх, Турхана кунта килĕшмен. Вăл вара темиçе вăрман, çырма урлă куçса каять, халĕ унта Турханкасси ялĕ.

Каярахпа тата пирĕн тăрăха тутарсенчен тарса Атмула, Шункка, Çерплюй килсе вырнаçнă. Вĕсем те вăрман кăкласа акмалли çĕр тунă, урпа ӳстернĕ, çурт-йĕр çавăрнă.

Малалла

■ Страницăсем: 1... 593 594 595 596 597 598 599 600 601 ... 796