Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ватă чĕре — çамрăк чунПирĕн çулталăкТом Сойер темтепĕр курса çӳрениАсаттесемĔмĕр сакки сарлака. 1-мĕш томАтте пилĕСана ҫырма сӑмах ҫитет

Çул юппинчи куккук


Шур хумсем чуптарать шур чечеклĕ уçланкă,

авăтать пĕр куккук, çул шутне шутласа-тăр.

Кур: вылять кӳлĕре йăпăр-япăр уланкă,

пытанать те — каллех çут тĕнче лăпкă, сапăр.

 

Янăрарĕ куккукăн сасси çеç пит тăлăх —

тăрăшать пуль çулсен хиоепне вăл тупасшăн?

Ман бухгалтер пулма шухăшланă вăл кăлăх:

хам çулсен хисепне хам саспа эп шутласшăн.

 

Эп пĕлместĕп: ман ĕмĕр кĕске-и е вăрăм?

Халлĕхе сиккипех-ха чупать çилçунатăм.

Кам унта йăпшăнса, вăрăлла пăхрĕ хăррăн?!

Кирлех мар-тăр пĕлме — кăмăлна çеç хуçатăн.

 

Çул çине чул хурса хăварсан та — чĕнӳллĕн

ялкăшса сарăлать манăн ĕмĕр çуначĕ.

Эй, усал ĕç, усал ĕçӳпех эсĕ пӳлĕн:

касса татĕ пĕрех чĕлхӳне чăнлăх-хачă.

 

Çилçунатăн çилхи вĕлкĕшет çиле майăн,

ку ӳкерчĕк куçа курăнать шухăш витĕр.

Тен, ваклантăм та пуль тепĕр чух пайăн-пайăн?

Хапхуна çеç халех, килес кун, эс ан питĕр!

 

Тепĕр хут йыхăрса илес çук ниепле те

хам хыçри кунсене. Ав, хĕвеллĕн, тĕтреллĕн

Малалла

Салтак ывăлне


«Кунçул, тăванăм, пирĕн питсенче

тĕренпелех-ши касăсем хăварнă?» —

тесе супсан та тĕкĕр умĕнче,

пĕтĕмлетӳ туни пĕрре те чармĕ.

 

Çĕр халиччен курман ĕç-хĕлĕпе

Ӳсет-и çын? Ку пархатарлă тăсăм

Ан чарăнтăр тесе, çĕн ĕмĕтпе

çĕклет пире кунçулăн çирĕп ăсĕ.

 

Анчах салтак вăл юлнă салтаках:

ӳксен те санăн чĕрӳнте вăл тăрĕ.

Вăранĕ вилĕм ыйхинчен татах:

çĕршыв тăшманĕ сехĕрленĕ, хăрĕ.

 

Сан умăн утĕ улăп ĕмĕлке,

вăрман та, хир те тăвăл евĕр кĕрлĕ.

Вăл — пуля витĕр тухнă кĕлетке —

хура вăя пĕр шит юлмасăр йĕрлĕ.

 

Ас-хакăлпа чун витĕр вăл утать,

ăс-хакăлпа чун витĕр — унăн çулĕ.

Çапла, тăванăм, пурнăç тăсăлать,

çапла, тăванăм, вилĕмсĕрлĕх юлĕ.

 

Салтак утать!

Вăл хăйĕн тивĕçне

пурнăçласа утать килес кунсемшĕн.

Историшĕн утать вăл.

Ывăлне

хавхалану кӳрен çурхи хĕвелшĕн.

Ку тивĕç — йывăр.

Хăв çине ăна

илсе, тупасшăн эсĕ чăн хăюлăх.

Малалла

Пирĕн ял


Эп çуралнă Татмăшра,

Хамăр ял ялан асра.

Манăн ялăм – паллă ял.

Вăл ман чунăмри хавал.

 

Аттепе анне кунта

Пурăнаççĕ савăнса.

Ешерет кунта вăрман,

Кăмпа –çырлапа пуян.

 

Уй-хирте ӳсет тыр-пулă,

Хумханать ав сарă тулă.

Куçпа виçейми çаран,

Унăн илемне курсам.

 

Аякранах пирĕн ял

Вăрман евĕр курăнать.

Çак ялта çуралнăран

Манăн чунăм савăнать.

 

Ман юратнă асанне

Çакă ялта пурăнать.

Ялти тĕрлĕ халапа

Мана каласа парать.

 

Асанне каланине

Итлеме те кăмăллă.

Унăн кашни сăмахĕ

Пултăр ялан усăллă.

 

Тахçан пирĕн тăрăхра

Сĕм вăрмансем кашланă.

Унта тискер чĕрчунсем

Хуçаланса пурăннă.

 

Ку тăрăха та çынсем

Куçса киле пуçланă.

Татмăш ятлă пĕр чăваш

Килнĕ хăйĕн йăхĕпе.

 

Татмăш вăл тĕне кĕмен

Чăваш пулнă тееççĕ.

Ял ячĕ те çавăнпа

Татмăш пулнă тееççĕ.

 

Малалла

Эйпеç çĕрĕ


Ĕлĕк-авал пĕр патша пурăннă. Унăн питĕ пысăк çар пулнă. Çак çар пуçлăхне вара Эйпеç тесе чĕннĕ. Вăл паттăр, хăюллă тата кăшт çеç чее çын пулни паллă.

Пĕррехинче вĕсем çине хăйсенчен пĕр вунă хут вăйлăрах çар тапăнать. Патша салтакĕсем хăраса ӳкеççĕ. Эйпеç кăна хăйĕн яланхи çирĕплĕхĕпе ыттисене хуçăлса ӳкме памасть.

— Эйпеç, пăх-ха, вĕсен çарĕ хура пĕлĕт пек, вĕçĕ-хĕрри те çук. Кун пек эшкере çапăçса çĕнтерме пулĕ-ши?

Эйпеç вара çапла хуравлать:

— Эпир — вырăс салтакĕсем. Тĕрĕслĕхшĕн çапăçакана Турă та хăйĕн аллине парĕ.

— Пăлханса ӳкме кирлĕ мар, айтăр эпир çакăн пек туса пăхăпăр. Турă пирĕн енче-и е çуккине пĕлмешкĕн эпĕ укçа ывăтăп. Ăмăрт кайăк енне ӳкрĕ-тĕк — çĕнтеретпĕрех, Турă пире пулăшса пырĕ. Тепĕр енне ӳкрĕ-тĕк — çĕнтерейместпĕр, Турă вĕсен енче пулĕ.

Çар çыннисем Эйпеçпе пурте килĕшеççĕ. Вара Эйпеç укçине ывăтса ярать. Укçине пăхаççĕ, чăнах та ăмăрт кайăк енĕпе ӳкет.

Эйпеç салтакĕсем çапăçăва хавхаланса кĕрсе каяççĕ. Вĕсен ĕненĕвĕ çирĕп. «Халĕ Турă та пире пулăшать, çĕнтеретпĕрех», — тесе шутлаççĕ. Питĕ паттăррăн çапăçаççĕ вĕсем. Çавна пулах çĕнтерет те ĕнтĕ патша çарĕ.

Малалла

Авăтать куккук, авăтать куккук...


Авăтать куккук, авăтать куккук.

Хăмăшлăхра хăмăш авăнать.

Саккăрла çапма кил-ха, ташша тух,

Кам пултараймасть — тĕлĕнсе тăрать.

 

Сивĕ хĕл çитет, çутă çу çитет,

Шухăш-ĕмĕт шав вĕт малалла.

Пар-ха аллуна, ман ташлас килет,

Мĕн пуласси пур — пурпĕр пулмалла.

 

Пĕр çул çеç пулсан — йывăр пулĕччĕ,

Тăватă çул выртать, тăват енне.

Нăйкăшап пулсан — йыт та кулĕччĕ.

Тăватă çул чĕнет тăват енне.

 

Авăтать куккук, авăтать куккук,

Хăмăшлăхра хăмăш авăнать.

Ав, таçта, лере, вăрттăн, пĕччен чух,

Çĕр çурăласла кам-ши макăрать?

Усал сăмах пек...


Усал сăмах пек,

Суя сăмах пек,

Хура çăхан явăнать,

Çӳл тӳпене варалать.

 

Ултав çăхав пек,

Суя çăхав пек,

Хура çĕлен шăвăнать,

Çавра çĕре варалать.

 

Хура çăхан, хура çăхан,

Çӳл тӳпере эс пăнчă пек.

Хура çĕлен, хура çĕлен,

Çак çĕр çинче эс хăмпă пек.

 

Хура çăхан, хура çăхан,

Хуракăшпа ан тавлаш.

Хура çĕлен, хура çĕлен,

Ыр пăланпа эс ан тавлаш.

 

Хуракăшсем вĕçнĕ чух

Кам-ха сана асăрхать.

Ыр пăлансем чупнă чух

Кам-ха сана пуç таять.

Сарă çулçăн вĕçеп...


Сарă çулçăн вĕçеп.

Пултаратăн пулсан —

Эсĕ тыт та — ӳкер.

Шурă хут çине лăпкăн вырнаçăп.

Пулса юлăп — пĕр ят,

Пĕр ӳкерчĕк,

Çут тĕнчен хăйне май

Пĕр юрри,

Ма пăратăн пуçна,

Ма тытмастăн,

Палласа-и тартатăн куçна,

Ма хыçа пытаратăн

Ачашланă,

Эп пĕлнĕ ална?!

Ӳкĕнсе йăлăнас

йăла çук.

Сарă çулçăн вĕçеп,

Вĕçсе иртĕп,

Палламан пек пулса —

Пăхса юл.

Лайăххи чăнах та-ха вăл лайăх...


Лайăххи чăнах та-ха вăл лайăх,

Усалли те пур-çке çĕр çинче.

Килсе ларнă ятсăр пĕчĕк кайăк

Мĕн курать çак ясмăк пĕрчинче?..

 

Айван кайăкшăн пĕр пĕрчĕ — пĕр тĕнче,

Выç хăлатшăн пĕчĕк кайăк та — тĕнче.

Ял историйĕ


Кăмаша вăрманĕ çинчен вуламан, илтмен çын та çук пулĕ чăвашра. Çулсерен кунта юнашар районсенчен вăрман кăларма çӳренĕ, вутă-шанкă туянма килекенсем те пулнă. Кунта патвар юмансемпе шурă хурăнсем, яштака çăкасемпе çӳллĕ хырсем ӳснĕ. Çакăн пек илемлĕ вырăнта Анат Кăмашапа чукун çул хушшинче «Волга» ятлă пĕчĕк поселок çуралнă.

— Ак, çитрĕмĕр те, — терĕ Иван Андреевич урапа çинчен сиксе анса. Тилхепене лаша çурăмĕ çине хурса ачисене анма пулăшрĕ. Унăн мăшăрĕ Маруç йĕри-тавра пăхса çаврăнчĕ. Пур енче те шурă хурăнсем. Урăх нимĕн те курăнмасть.

— Ăçта вара çĕр каçăпăр? — хумханарах ыйтрĕ вăл упăшкинчен.

— Çак хурăнсем айĕнче, — кăмăллăн хуравларĕ Иван Анедреевич, куçне йывăçсем çинчен илмесĕр.

Ачасене кунти вырăн килĕшрĕ пулас. Вĕсем часах выляма та пуçларĕç. Кăшт вăхăт иртсен Андреевсем патне çӳллĕ, хурарах арçын пырса тăчĕ.

— Эпĕ артель председателĕ. Федор Арбеков пулатăп, — паллаштарчĕ вăл хăйĕнпе.

— Сирĕн артелĕ ăçтарах вырнаçнă вара? — ыйтрĕ хирĕç Иван Андреевич.

— Çакăнта, — вăрман çине сĕлтрĕ Хветĕр.

1923 çулта Совет правительстви куçса килес текенсене Кăмаша тăрăхĕнчи вăрманпа усă курма ирĕк парать. Ăна касса уй тумалла пулнă. 1925 çулхи çу вăхăтĕнче тăван вырăнсене пăрахса куçса килекенсен шучĕ 30 çемьене çитнĕ. Вĕсем — Элĕк, Чутай, Етĕрне районĕсенчи чăвашсем. Ку халăха кăмашасем торайсем тенĕ.

Малалла

Канăçсăр шухăш


Пĕр вĕçĕмсĕр йăсăрланать тĕтре,

Шур каркăç карнăн, курăнмасть пĕр ним те.

Хĕвел шевлиллĕ, уçăмлă ире

Курма хăçан-ши ĕнтĕ вăхăт çитĕ?

 

Килес тĕк вăл уяррăн çуталса,

Ыталăп эп ăна савса хавассăн.

Пулас кун-çул пирки шухăшласа

Сывламăттăм ун чух хальхи пек ассăн...

■ Страницăсем: 1... 594 595 596 597 598 599 600 601 602 ... 796