Пурнăç çулĕ такăр мар
— Татах килĕр, — теççĕ.
— Сана кун пек вылянăшăн орден памалла, — терĕ пĕри.
— Халăх çакăн пек хаклани, тав туни те теме тăрать, — терĕм эпĕ.
Çамрăксем ташлама пуçларĕç. Унтан пире, артистсене, ташлама чĕнчĕç. Кунти çамрăксем начар ташлаççĕ иккен. Вĕттĕн-вĕттĕн пускаласа, акăш пек ярăнса Оля тухрĕ малалла. Эпĕ ун хыççăн чĕвенсе, сиккелесе пыратăп, тăпăртатса илетĕп. Пăлтăр-пăлтăр çаврăнап, пуçхĕрлĕ те тăрап. Чупса-чупса пыратăп та яш сиксе илетĕп. Лапчăнатăп, çаврăнатăп. Урасене вылятса хĕр тавра çаврăнатăп. Оля йăл-йăл кулать-çке, мана татах та хавхалантарать.
— Çитет, — терĕ Оля. — Пуç çаврăнать, ӳкетĕп. Тыт мана.
Эпир çаврăнса клубран тухрăмăр, лачкам тарланă. Уйăх çути таврана ӳкнĕ. Эпĕ Оля çине пăхатăп.
— Вăйлă ташлатăн, — тет мана Оля.
— Ан ман: эпĕ спортсмен, чемпион та пулнă, — тетĕп.
— Спиртсмен мар-и? — тет йăл кулса.
— Оля, пул ман арăм, — тетĕп эпĕ.
— Кăна Подколесин калать-и?
— Çук, кăна эпĕ, Ефим калать. Арапуç ачи.
— ...Ватă каччă.
— Ну, — тетĕп алăран тытса.
— Лаша мар эпĕ нулатма.
— Оля, ан çунтарсам чĕрене.
— Çунать пулсан кĕрт ăшне чăм.
Эпе Ольăна тытрăм та, иккĕн кĕрт ăшне ӳкрĕмĕр. Хыттăн чуптурăм.
— Эсĕ вĕреннĕ хулара майрасене чуптума, — тесе Оля тутине сăмса тутрипе шăлса илчĕ.
— Сана та вĕрентĕп, ан хăра.
Иккĕмĕш каç чуптăватăп — каллех шăлать, виççĕмĕшĕнче чуптума çех кармашрăм, вăл та хирĕç чуптурĕ.
— Ыранччен, — терĕ те пӳрте кĕчĕ.
— Кĕрем-и сан пата?
— Юрамасть.
— Эппин, атя ман пата.
— Ыранччен...
Тепер кунне ирхине Оля патне кайрăм. Унăн япалисене чемодана хутăмăр, пĕчĕк çунапа туртса ман пата пурăнма куçрăмăр. Йăмăксене вăйлă туйпа качча патăм пулсан манăн туй пекки те пулмарĕ. Çав тери çамрăкла качча кайнăшăн Ольăн ашшĕпе амăшĕ питĕ кӳреннĕччĕ. Çитменнине тата — артиста, таçти çăвари Арапуç-çăвапуç каччине, унран вунпĕр çул аслине. Манăн та атте кăмăллă мар, ĕçке-çике çӳреме питĕ инçе тет. Анне çех:
— Юратса пĕрлешрĕр пулсан пурĕпĕрех мар-и, — тет. Хамăр артистсемпе çех туй пехки туса ирттертĕмĕр.
Чуп-чуп уйăхĕ пуçланчĕ хайхи. Кĕтмен çĕртен пăтăрмах сиксе тухрĕ. Тепĕр кунне спектакль пĕтсенех эпĕ арăмран маларах хывăнса сцена çинчен зала антăм. Дамский вальс ташлама пуçларĕç. Эпĕ арăма кĕтсе тăраттăм. Нина пычĕ те мана ташлама чĕнчĕ. Пысăк та чакăр куçлă Нинăпа вальс ташлама тытăннăччĕ кăна, унччен те пулмарĕ, мана хыçран кăçатлă урипе лач тутарчĕ. Çаврăнса пăхатăп, ман арăм алăк патнелле ута парать.
— Ку пирĕн репетици, çĕнĕ комеди. «Туй хыççăн» хатĕрлетпĕр, — тесе арăм хыççăн утрăм. Клубри халăх ахăлтатса юлчĕ.
Пĕр чĕнмесĕр пыратпăр. Унтан тӳсеймерĕм:
— Мĕн теççĕ кăна, чуп-чуп уйăхĕ? Мĕнле намăс кăтартрăн мана?
— Мана намăс мар-и? Уйăх иртмен пĕрлешни, теприн çине пăхатăн.
— Дамский вальсра мана ташлама чĕннĕ, эпĕ мар. Ташланăшăн мĕн пулать, ара?
Ман арăм каçса кайса макăрма пуçларĕ. Тем чухлĕ йăпатсан та ӳкĕте кĕмерĕ. Хваттере те макăрсах кĕчĕ. Хваттер хуçи те йăпатма пикенчĕ, анчах Оля чарăнма пĕлмерĕ. Юнашар та пырса выртмарĕ. Ирхине япалисене пуçтарчĕ те кивĕ хваттере куçрĕ. Эпĕ каланине те, вырăс хваттер майри ӳкĕтленине те хăлхана чикмерĕ.
— Ничего, вернется, — терĕ мана хваттер майри. Чăнах та, ман арăм тепĕр икĕ кунтан таврăнчĕ. Паллах, хам кайса илтĕм. Хăйĕн хозяйки те ăс панă пулмалла. Çав вăхăтра тата Нина та ман пата Соловьев арăмне хăтана янă пулнă:
— Уйрăл эсĕ унпа. Авă сана вырăс хĕрĕ Нина питĕ юратса пăрахнă. Качча ил те ĕçĕ пĕтнĕ, — тет мана Соловьев арăмĕ Марье.
— Çук, эпĕ улшуç мар кашни кун арăм улăштарма. Эпĕ Ольăна юрататăп. Ăна никампа та улăштармастăп.
Çапла эпир Ольăпа юратсах пурăнма пуçланăччĕ. Хамăр яла «Авлану» комедипе кайсан Арапуç халăхĕ те ман арăма питĕ кăмăлланăччĕ. Уйрăмах тăвансем, Белов таврашĕсем, питĕ кăмăлласа пăрахнăччĕ. Анне те питĕ килĕштернĕччĕ. Каллех темĕскер сикрĕ тухрĕ.
Гастрольсем вĕçленсен пĕтĕм составпа «Нарспи» лартма тытăнтăмăр. Нарспие Бикулова Марийăна парас. Анчах Сетнере кама парас? (Нарспие выляма Ольăн вăйĕ çитеймест.) Сетнере Соловьева парас — лайăх юрлать пулсан та çулĕпе аслăрах. Ăна Тăхтамана парас терĕмĕр. Михетере — Смирнова, карчăкне — Митюковăна. Сĕтел хушшинче артистсемпе калаçса килĕштернĕ хыççăн сцена çине куçрăмăр, Нарспие Сетнер юратăвĕ ĕненмеллерех пултăр тесе сăмахсăр этюдсем тума пуçларăмр. Анчах ман Оля кĕвĕçме тытăнчĕ:
— Эсĕ Нарспие курсан сан куçусем çунма тытăнаççĕ, эсĕ ăна чăнах юратан. Манпа мĕн тăван?..
— Мĕн эсĕ, Оля!
— Эсĕ мана...
— Эп сана чăн-чăнах юратап.
— Сан юрату çук. Эсĕ вĕсене вакласа пĕтернĕ. Авă халĕ Нарспие юратан эсĕ.
— Ман сцена çинче юратса халăха ĕнентермелле вĕт.
— Нарспи те саншăн вилсех каять.
Чăнах, Мария Бикулова сцена çинче пĕтĕм чунтан, чĕререн пурăнать. Арăм шӳт тумасăр кĕвĕçме пуçларĕ. Мĕн тăвас? Сетнере хамăн выляс мар, кама парас? Икшер-виçшер роль выляма тивет, халăх ахаль те çитмест. Сетнере мар, Тăхтамана выляс — Нарспи ман çине курайман куçсемпе пăхтăр, ун чух, тен, Оля лăпланĕ. Тăхтаман сăнарĕ мана питех кăмăла каймастчĕ. Тăхтаман Нарспие юратать, анчах ăна Нарспи кураймасть. Вăл вара Сетнере кĕвĕçме пуçлать, парăнтарма шутлать. Нарспи парăнманнине кура урма пуçлать, саламатпа çунтарать. Эпĕ Тăхтаман рольне юратсах пăрахрăм. «Нарспи» драмăна Чăваш академи драма театрĕ те лартнă пулнă. Каччисемпе хĕрĕсем тата туй халăхĕ музыкăпа театр техникумĕн студенчĕсем пулнăччĕ. Кайран, вăрçă тухсан, ташăпа юрă ансамблĕ тата оркестр хутшăннă. Вăрçă тапрансан виçĕ колхоз театренчен пĕрне кăна хăварчĕç. Чи лайăх артистсем: Василий Михайлов, Ильина Мария, Анна Смирнова тата ыттисем пирĕн театра куçрĕç. Хăшĕсем вăрçа кайрĕç. Театр начальникĕ Василий Ржанов та вăрçа кайнă. Ун вырăнĕнче — Александр Кăлкан. Репертуара вăрçăпа çыхăнтармалла терĕç. Çамрăксен театрне хупнă. Театрăн аслă режиссерне Владимир Сергеевич Петрова, Ильин Абрама, Геннадий Иванова, Тарасов Димитрие тата ытти артистсене повестка панă. Алексеевпа Дубов музыкантсене те вăрçа ăсатрĕç. «Нарспи» валли халăх çитми пулчĕ. Мĕн тумалла, мĕн лартмал-ла? Кĕркунне çитрĕ, çулсем пăсăлчĕç. Ялсене тухса-кĕме çук. Стационарта пурăнатпăр. Пысăках мар, пĕр пайлă «Тăван çĕршывăм» драма çырса пĕтеретĕп. Анчах нимĕç офицерне никам та вылясшăн мар, никам та фашист пуласшăн мар. Хамăн выляма тиврĕ. Комсомолка-патриотка рольне Мария Бикулова питĕ ĕнентермелле выляса пачĕ. Иккĕмĕш отделенинче юрăпа ташăсене лартрăмăр. Юрлама пултараканнисем: Николай Комиссаров, Трофим Соловьев, Ильина Мария, Никитина Ольга тата ыттисем хутшăнчĕç. Унсăр пуçне Георгий Александров актер партизансем çинчен пĕр пайлă «Комсомол» драма хатĕрлерĕ. Пирĕн театра Мускавран эвакуаципе килнĕ пĕр баянист ĕçлеме кипчĕ. Вăл çирĕм пилĕк çулсене çитнĕ, яштака та ăслăскер, пирĕн артистсемпе хавхалансах ĕçлерĕ. Концерта йышăнма Шупашкартан килсе кайрĕç. Вара эпир виçĕ уйăхлăха хĕллехи гастроле тухса кайрăмăр. Ялтан яла, районтан района çӳретпĕр. Çапла хамăр яла та çитрĕмĕр. Атте килте çук, колхоза ĕçлеме тухнă. Ксени йăмăк кăна, анне чирлĕ выртать. Ăна пăхакан та çук. Анне хĕллехи вăхăтра тырă çапма тухса тата окоп чавма кайса шăнса чирленĕ иккен. Пирĕн ял халăхĕ питĕ тăрăшса ĕçленĕ, тырра юр айне туман. Ытти ялсенче кун пек тĕслĕхсем чылай пулнă.
Манăн юлташсем: Мишша та, Митя та фронтра. Михаил Кудряшов тата Никитин Тимофей сусăрланса таврăннă. Госпитальтен виçĕ уйăхлăха сипленме янă. Вăл арăмпа иксĕмĕре хăнана чĕнчĕ. Пахча-çимĕç шкулне аса илтĕмĕр.
— Виçĕ уйăх кансан каллех фронта каятăп, — тет юлташ. Халĕ вăл лейтенант.
— Паян спектакль курма пырăр.
— Пырăпăр. Вылясах артиста тухса кайрăн.
— Атте-анне пиллемерĕ пулин те, чунăм çавăншăнах çунать.
— Пирĕн госпитале те артистсем пырса концерт паратчĕç.
Каçхине шкул картине халăх концерт курма чылаях пухăннăччĕ. Атте те пулчĕ унта.
— Ну, мĕнле, — тетĕп аттене спектакль курнă хыççăн.
— Хĕстерсе вĕлеретчĕç. Курни тулкки пулмарĕ.
— Мана палларăн-и?
— Хăшĕ вара эçĕ унта?
— Нимĕç офицерĕ.
— Леш, путсĕрри-и? Мĕн тума çавна вылямалла пулнă сан?
— Мĕншĕн вара вылямалла мар?
— Вăл путсĕре пĕтĕм халăх ылханать. Çын ылханĕ сана çиттĕр тетĕн-им?
— Е шуйттана, е Тăхтамана, е нимĕçе вылятăн эсĕ. Тата мĕн юлнă-ши путсĕрри, эсĕ выляманни?—тет Ксени йăмăк та.
— Тьфу?! Çав ĕç пулать-и? — тет атте.
— Анра паттăрне эсех вылярăн-и? — ыйтать Ксени.
— Эпех.
— Питĕ кулăшла, кулса вилеттĕмĕр.
— Ухмахран мĕн кулмалли пур? — тет атте.
— Е кулăшлине, е усалскерне вылятăн эсĕ.
— Ухмаха выляма шăпах нумай ăс, вăй кирлĕ.
— Ухмаха выляма мĕн ăсĕ кирлĕ пултăр, тьфу! — тет атте.
— Ах, курайрасчĕ эсир вылянине, — тет анне.
— Акă сывалатăн та куратăн, — тетĕп эпе. — Сана эпĕ Шупашкара илсе кайăп. Пысăк театрта чăн-чăн артистсем вылянине кăтартăп.
— Сана ял халăхĕ питĕ юратать. Кине те юратать. Эсир мăшăр пулса вылянă тет-и?
— Çапла, анне, спектакль вылясах чăн-чăн юратса пăрахрăмăр.
— Турă пулăштăр сире пĕрле килĕштерсе пурăнма, — тет анне.
— Пурнăçпа вылятăр, вăйăран вăкăр кăларатăр, — тет атте.
— Çылăха кĕтĕн ĕнтĕ эс, ачам, çылăха кĕтĕн. Колхозра ĕç сахал-им? Авă Кĕпитун Хĕветĕрĕ сан чухлĕ те вĕренмен, бригадирта çӳрет.
— Эсĕ пахча-çимĕç шкулне пĕтернĕ. Пахчаçă пулса еçле, парниксенче помидорсем ӳстер. Ачасене физкультура вĕрент. Атте çитмĕл çула çитет, — тет йăмăк.
— Лупас ишĕлет, хамăн вăй çитмест. Памар тымарĕ пĕтет, йăх та çухалать. Аслă ывăлăма Миккана шаннăччĕ, вăл таçта мурта, Амурта, çухалчĕ. Арăмех, Чупай чупкăн арăмех, пĕтерчĕ пурнăçне... Эсĕ мана пăхас çук. Хресчен ĕçне те пăрахрăн ĕнтĕ.
— Эсĕ, Ефим, тырă вырма, утă çулма питĕ юрататтăнччĕ, — тет каллех йăмăк.
— Ĕмĕр тăршшĕпе телей шырарăм. Çĕпĕре, çĕнĕ çĕре кайрăм, пуян кулак патĕнче виçĕ çул ĕçлерĕм. Хреçтук хĕрĕмпе Алюш ывăлăма пăрахса хăвартăм. Колхоза кĕтĕм. Телей тупнă пулĕ тенĕччĕ. Тăлăха юлтăм.
— Эпĕ сана, атте, укçа ярса тăрăп.
— Мĕн тума кирлĕ мана сан укçу? — терĕ те атте макăрса ярасран урама тухса кайрĕ.
Тепĕр кунне эпир урăх яла куçрăмăр. Ун чухне хамăрăн машина пулман та колхозсенчен лашапа куçаттăмăр. Хăш чухне лаша кĕтсе чун тухатчĕ. Концерчĕсем пĕр вăхăтра пуçланмаççĕ, халăх килти ĕçсене пĕтермесĕр килтен тухмасть. Е хамăр тепĕр яла вăхăтра çитейместпĕр те халăхĕ эпир çитнĕ çĕре клуб тулли кĕтсе ларать. Яла вăрçă юррипе пырса кĕреттĕмĕр, вăрçă юрриле тухса каяттăмăр.
Çуллахи вăхăтра тĕрлĕ çĕрте пулма тур килчĕ. Урамра та, вăрманта та, анкартинче, сарайĕнче. Уçă вырăнта, улăхра выляма тытăнсан çумăр çума тытăнатчĕ. Клубсенче лăк тулли халăх пулнипе шав тăратчĕ. Хăш чухне спектакле чарсах шăпланма ыйтма тиветчĕ. Ачи-пăчисене кăларса яма та тиветчĕ. Артисчĕсем тата тарласа вылянă хыççăн уçăлма тухса тăратчĕç те шăнса пăсăлатчĕç.
Хамăрăн та гастрольсенче тĕрлĕ мыскарасем илтме-курма тивет.
Ялсем тăрăх виçĕ уйăх çуресен çурхи шыв тапранчĕ. Нимĕçсене Мускав çывăхĕнчен хăваласа ячĕç. Вăрçи çаплах пырать-ха. Александров Георгие, Комиссаров Николая, Кирюхин Ивана тата мана: «Çитет сире сцена çинче йывăç пăшалсемле хăлаçланма, чăн-чăн винтовка-автомат тытас пулать», — тесе Канаша ăсатрĕç. Унтан — Çĕрпĕве. Вйçĕ уйăх вĕреннĕ хыççăн шинельсем пачĕç, алла телефон аппарачĕсем тыттарчĕç. Связистсем пулса тăтăмăр. Халиччен сăран пальтопа çӳреттĕм, халĕ — шинельпе. Урама тухнă-тухман мана дежурный-дневальнăйсем ярса илчĕç.
— Ăçта увольнительнăй? — теççĕ.
Сăран пальтопа çӳренĕ чухне мана комиссар тесе шутланă пулас, çавăнпа чарман.
Мана тытса хупрĕç. Пăхатăп: Гришка Овчинников летчик, пулеметчик, артист, радист тесе честь парать.
— Мĕнле майпа?
— Эсĕ тата?
— Командирпа вăрçнăшăн. Мĕншĕн вĕсем мана артбатра тытаççĕ? Эпĕ — летчик. Вунпилĕк хутчен боевой вылетра пулнă.
— Мĕншĕн-ха сана куçарнă? — тетĕп.
— Шуйттанла пулса тухрĕ. Хамăр самолета персе антарнă эпĕ.
Часах эпир Çĕрпӳрен тухса Мускава çул тытрăмăр. Кунта пирĕннисĕр пуçне тепĕр эшелон килсе ларнă. Эпĕ шыв илме тесе вакун çинчен аннăччĕ кăна, Федор Семенч Васильев композитор шыв ăсса киле парать.
— Салам! Ăçталла? — тетĕп.
— Хĕвеланăç еннелле, кам пĕлет ăна? — тет. Малоярославска çитрĕмĕр. Вăрмансене çавапа çулса кайнă пекех. Ялĕсем çунса кайнă. Кăмакисемпе трубисем кăна курăнаççĕ. Çӳлте самолет сасси илтĕнсе кайрĕ. Поезд чарăнчĕ. Вакунсем çинчен сиксе анса вăрманалла чупрăмăр. Çĕрĕпе утнă хыççăн темле хулана пырса кĕтĕмĕр. Калуга текен хула пулнă иккен. Нимĕç самолечĕсем кĕрлеме пуçларĕç. бомбăсем ухлатса çурăлаççĕ. Сехре хăпса тухать пулĕ тенĕччĕ. Хуларан тухса вăрманалла кĕрсе кайрăмăр. Утсан-утсан привал тăватпăр. Çĕр çине выртнă-выртманах çывăрса каятпăр. Тепĕр кунне çĕр пӳртсене вырнаçрăмăр. Пурăннăçем пыйтланса кайрăмăр. Володьăпа Ванька поварсем салтак апатне вăрласа Мускава кайса сутнă. Вĕсене штрафнойне ячĕç. Кичем ан пултăр тесе телефонпа ытти связистсене кайăк, сысна, йытă тата ытти чĕр чунсен сассисене параттăм, концерт тăваттăм. Эпир артистсем пулнине пĕлсен пире концерт хатĕрлеме хушрĕç. Эпĕ Симоновăн сăввисене вулаттăм, Комиссаров юрлатчĕ. «Малиновкăри туй» спектаклĕн пĕр сыпăкне патăмăр авиагоспитальре. Кĕçех килтен çыру илтĕм.
«Юратнă пиччем, Ефим. Анне хĕлле сивĕрех авăн çапма çӳресе, окоп чавнă çĕре те хутшăнса хытах чирленĕччĕ, вилсе кайрĕ. Атте ватăлсах çитрĕ. Ваççа кĕрӳ урине татса килчĕ те пĕрмаях ĕçет. Павăл кĕрӳ сылтăм аллисĕр таврăннă. Сан юлташу Тимофей сусăрланса килчĕ. Кăтра Михали каллех вăрçа тухса кайрĕ. Памар Ваççин вилнĕ хучĕ килчĕ. Хăвна сыхла». Кăштах пурăнсан арăмран та çыру илтĕм. «Юратнă Фимка! Ача çуратрăм. Ывăл! Урра! Вова ятлă хутăм. Театра хупрĕç. Ан хуйхăр. Сывă таврăнсан, вăрçă чарăнсан театрне татах уçăпăр-ха».
Кĕпер çине каллех бомбăсем пăрахма пуçларĕç. Пирĕн çĕр пӳрте те кăшт лекрĕ. Çумăр çума пуçларĕ. Эпĕ шуса кайса пĕрене айне пултăм. Мекĕрленсе пĕренене хам çинчен илсе ывăтма шутларăм. Мĕн амакĕ! Ман кутана тухса кайнă! Госпитальте выртнă хыççăн ултă уйăхлăха киле ячĕç.
Çырмари лăпсăркка йăмрасене касса пĕтернĕ. Кураксем ăçта ларĕç ĕнтĕ? Кантур пĕви те типсе лармах пуçланă. Кунта текех Куку Ваçук шыва кĕнĕ чух концерт парас çук. Витри-витрипе пулă сĕрсе илетчĕç. Эпĕ ача чух сăмсаха пĕтĕм ял пухăнса вăйă ирттеретчĕ. Çав вырăна клуб тума пуç-ланăччĕ. Клуб тăвас пĕренисене те вăрласа пĕтернĕ. Малахеев та, Соснов Ваççи те клуб тăваймарĕç.
Ялта тăвансем хăнана чĕнме пуçларĕç. Каплах ĕçсен ухмаха тухса кайма та пулать. Атте çаплах колхоз лашисене пăхать.
Ача-пăча театрĕ те çук, колхоз театрĕсене те хупнă. Ăçта чăн-чăн артистсем? Академи театрĕнче вылякан артистсене те нумайăшне фронта илсе кайнă. Пулас Ырзем, Ильина Мария, колхоз театрĕ хупăнсан тăван ялĕнче лавккара ĕçлеме пуçларĕ те ĕçке ерчĕ. Хамăр ялта драмкружок членĕсемпе спектакль лартсан? Мишша, Миття, Михаля — фронтра. Кузнецов Михаил паровозпа ĕçлет. Ялти интеллигенцие, учительсемпе больницăра ĕçлекенсене, шкул ачисене явăçтарма, ĕçлеме шут тытрăм. Чи малтан Ильина Мария патне кайрăм. Вăл аялти урамра, Варкка аппăшĕ патĕнче, пурăнать терĕç. Эпĕ вĕсем патне пырса кĕнĕ-кĕменех Маруся ман пата ыткăнчĕ. Макăрса ячĕ: «Пурнăçа пĕтерчĕç, театра пĕтерчĕç, упăшкана та...»
Геннадий (2020-04-05 19:08:59):
Питĕ кăсăкланса вуласа тухрăм . Пуçламăшне "Т.А. " журналта вуласа вĕçне шыраса кунти страница çитрĕм . Пур !