Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Никама Пӑхӑнман Патшалӑхсен ӗҫӗ енӗпе тӑрӑшакан федераци агентствин ертӳҫипе Константин Косачевпа тӗлпулнӑ. Михаил Васильевич Косачев Чӑваш Енӗн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикине аталантарма пысӑк тӳпе хывнине палӑртнӑ. Ҫавна май вӑл ӑна Федераци Канашӗнче Чӑваш Енӗн элчи пулма сӗннӗ.
Константин Косачев вара Михаил Игнатьева тав тунӑ имӗш, Чӑваш Ен Элтепер сӗннине йышӑнма хирӗҫ маррине пӗлтернӗ. «Урӑх регион пирки сӑмах пынӑ тӑк, тен, шухӑшласа пӑхнӑ пулӑттӑм. Чӑваш Ен вара маншӑн иккӗмӗш тӑван ҫӗршыв пулса тӑчӗ. Шаннишӗн тав тӑватӑп, шанӑҫа тӳрре кӑларма тӑрӑшӑп», — тенӗ иккен Константин Косачев.
Тӗлпулу хыҫҫӑн Михаил Игнатьев Элтепер Косачева сенатор тивӗҫне шанасси пирки хушӑва алӑ пуснӑ.
Федераци Канашӗн Чӑваш Республикин элчине Галина Николаевана ҫак яваплӑхран хӑтарни пирки маларах /news/7803.html.
Сӑнсем (4)
ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Ирина Калентьева («Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» фракци) вӑхӑт ҫитмесӗрех парламентран кайнӑ. Паян, раштавӑн 19-мӗшӗнче, парламент сессинче «халӑх тарҫисем» вӑл ыйтса ҫырнине тивӗҫтернӗ.
Пӗр ҫын ҫеҫ хирӗҫ сасӑланӑ. Ыттисем, 40 депутат, ӗҫтешӗн утӑмне хирӗҫ кайман. Ирина Калентьева — Пекинри Олимпиада призерӗ, маунтинбайкер. Вӑл сессисене сахал хутшӑннӑ. Раштавӑн 12-мӗшӗнче вӑл парламентран каясси пирки ыйтса ҫырнӑ. Комитет ырланӑ.
Патшалӑх Канашӗн комитечӗн пуҫлӑхӗ Николай Малов кун пирки нимех те каламан. Ирина Калентьевӑн заявленийӗ саккунпа килӗшӳллӗн пулнине ҫеҫ пӗлтернӗ.
Аса илтерер: Ирина Калентьевӑна депутата 2011 ҫулхи раштавӑн 4-мӗшӗнче суйланӑ. Унӑн тренировкисем ытларах чухне ют ҫӗршывра иртеҫҫӗ, ҫавна май вӑл саккун йышӑннӑ чухне кашнинчех пулайман.
Паян 12 сехетре Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин тӗрлӗ МИХ-семпе калаҫу ирттерчӗ. Хаш-пӗр ыйтусене хуравламасӑр хӑварчӗ пулин те тӗп шухӑшӗсем ҫакскерсем:
- экономика йывӑр лару-тӑрӑва пирӗн патшалӑхран килмен сӑлтавсене пула лекнӗ;
- экономика ура ҫине тӑратех, кун валли пире 2 ҫулталӑк кирлӗ пулӗ. Малашлӑхра вара эпир ҫак лару-тӑруран ӳсӗмпе кӑна тухӑпӑр.
- эпир хамӑр наци наци интересӗсене хӳтӗлетпӗрех, нимӗнле патшалӑх та пире ура хураймӗ;
- хамӑрӑн ҫара вӑйлӑлатӑпӑр, пенсисене те инфляци шайӗнче пысӑклатсах тӑрӑпӑр;
- хресчен — Раҫҫей халӑхӗн элити;
- саккун тӗп вырӑнта пулмалла, вӗсене пурте пурнӑҫламалла;
- Турципе Китай хальхи вӑхӑтра чи вӑйлӑ аталанакан тӑрӑхсем, ҫавӑнпа та эпир вӗсемпе ҫыхӑнӑва аталантаратпӑр;
- хальхи лару-тӑрушӑн пурте яваплӑ, ҫав шутра эпӗ те (Путин В.В.), правительство членӗсем те, регионсем шайӗни пур тӳре-шара та;
- влаҫ органӗсем халӑх хушшинче хирӗҫӳлӗхе пуҫармаҫҫӗ, влаҫрисен ӗҫӗ-хӗлӗпе килӗшменнисене ура хумаҫҫӗ.
Прессӑпа калаҫнӑ вахӑтра эпир хамӑр твиттерта чӑвашла онлайн ертсе пытӑмӑр.
ЧР Правительство ҫуртӗнче сауна пулнине пӗлсен обществӑра кун пирки чылай калаҫрӗҫ. Халӗ те калаҫаҫҫӗ.
Ку ӗҫ пирки тӗнче тетелӗнче чылай информаци тухрӗ, кун ҫинчен федераци телеканалӗ те кӑтартрӗ. Шӑв-шав шӑпланман-ха.
Халӗ кунпа федерацин монополипе кӗрешекен служба кӑсӑкланма тытӑннӑ. Ведомствӑна подрядчике палӑртнӑ чухне саккуна епле пӑхӑнни интереслентерет.
Монополипе кӗрешекен службӑн ҫивӗч куҫӗ тӗлне ЧР Министрсен Кабинечӗ, «Капиталлӑ строительствӑн республикӑри управленийӗ», тата виҫӗ министерство — Пурлӑх, Финанс, Строительство министерствисем — лекнӗ.
Тӗнче тетелӗнчи ҫӑлкуҫсем сауна тумашкӑн илнӗ кредита саплаштармашкӑн кӑна республикӑри хыснаран 100 миллион ытла тенкӗ уйӑрнине пӗлтереҫҫӗ.
Федераци Канашӗ Чӑваш Республикин патшалӑх влаҫӗн ӗҫ тӑвакан органӗн элчине Галина Николаевана ҫак яваплӑхран хӑтарнӑ. Вӑхӑт ҫитичченех мӗншӗн пӑрахӑҫлани пирки кӗске информацире каламан. Федераци Канашӗн ертӳҫи Валентино Матвиенко Галина Николаевана ӗҫшӗн тав тунӑ иккен тата Хисеп грамоти тыттарнӑ.
Вӑхӑт ҫитичченех элчӗ правине тепӗр ҫын тӗлӗшпе те пӑрахӑҫланӑ. Вӑл — Белгород облаҫӗн саккун кӑларакан органӗн элчи Вадим Мошкович.
Аса илтеретпӗр, Галина Николаевана Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев хушӑвӗпе 2012 ҫулхи утӑн 5-мӗшӗнче Федераци Канашӗн пайташне лартнӑ. Унччен ҫак явапа Чӑваш Енӗн пӗрремӗш Элтеперӗ Николай Федоров пурнӑҫланӑ.
Чӑваш наци конгрессӗн ертӳҫи Николай Угаслов республикӑри шкулсенче чӑваш чӗлхине вӗрентмесен те тем мар тесе шухӑшлать иккен. Ҫапла шухӑшланине вӑл Интернет-хаҫатсенчен пӗрне, «Правда ПФО» текеннине, панӑ интервьюра палӑртнӑ.
«Чӑваш чӗлхине кирек епле пулсан та вӗрентмеллех тени ытлашши тесе шухӑшлатӑп, — тесе хуравланӑ Николай Угаслов Александр Белов ыйтӑвне хуравласа. — Мӗн тесен те ку ыйтӑва ҫын ирӗкӗпе татса памалла. Енчен ҫынна чӑваш чӗлхи кирлӗ мар-тӑк ӑна пусахлама кирлӗ мар. Вӑйпа юраймӑн».
Ҫав вӑхӑтрах Угаслов конгресс «чӑваш чӗлхине аталантарас тата сарас программӑпа ӗҫлет» тесе ӗнентернӗ.
ЧНК ертӳҫинчен журналист вырӑс тата чӑваш чӗлхисене шкулта епле шайлашура вӗрентмелли пирки те ыйтнӑ. Анчах Угаслов хӑй педагог маррипе сӑлтавласа ку енпе шухӑша пӗлтерме килӗшмен.
Угаслов шухӑшӗ чӑваш блогосферинче кӑмӑлсӑрлану ҫуратнине «Ирӗклӗ сӑмах» интернет-хаҫат та асӑрханӑ. «Сылтӑм Хӑват» блог авторӗ, сӑмахран, ЧНК ертӳҫи хуравне юрама тӑрӑшни евӗр йышӑннӑ. Блогер шучӗпе ун пек юхӑм патшалӑх органӗсене кӑна мар, управленин ытти институтне те кӗрсе пырать.
Раштавӑн 13-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти ГЭСстрой ҫурчӗ умӗнче ача пахчисенче ӗҫлекенсем, ачасен ашшӗ-амӑшӗ тата КПРФӑн Чӑвашри уйрӑмӗн элчисем митинга пухӑннӑ.
100 ытла ҫын митинга чиновниксене хулари ача пахчисемпе ҫыхӑннӑ ыйтусене уҫӑмлатмаллине калас тесе тухнӑ. Анчах тӳре-шара вӗсем чӗнсе каланине хӑлхана чикмен, мероприятие чӗннӗ пулсан та килмен. Мероприятие килнисенчен пӗри митинг мар (тӳре-шара унта ҫавах килмест-мӗн), забастовка тума сӗннӗ.
Ача пахчинче ӗҫлекенсем ӗҫ укҫине пысӑклатма ыйтнӑ, митинг йӗркелӳҫисенчен пӗри Александр Филиппов тухса калаҫнине халӑх хапӑлласа йышӑннӑ.
Пухӑннӑ халӑх каланӑ тӑрӑх, ача пахчисенче вӑй хуракансем икӗ сменӑпа ӗҫлеҫҫӗ, темиҫе ушкӑна сӑнаҫҫӗ, уйӑхне 5 пине яхӑн тенкӗ укҫа илеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех вӗсем валли апата тӳлевсӗр тума ыйтнӑ.
Ашшӗ-амӑшӗ вара ача пахчишӗн тӳлекен укҫана ҫӗнӗрен пӑхса тухма ыйтнӑ. Халӑх умне КПРФ элчисем тухса калаҫнӑ. «25 ҫулта хулара 2 ача пахчи хута янӑ, республикӑра — 7. Эпир тунӑ тесе калаҫҫӗ тата. Намӑс!» — тенӗ Анатолий Никонов.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Юрий Васильева республика Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн ертӳҫине лартасси пирки хушӑва алӑ пуснӑ. Унччен юлашки вӑхӑтра Юрий Егорович ку ӗҫе вӑхӑтлӑх пурнаҫласа пурӑннӑччӗ.
Михаил Игнатьев Юрий Васильева ку тытӑмра ҫӗнӗ структура йӗркелеме хушнӑ. Ҫапла тума вӑл, Элтеперӗн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, аппарат тухӑҫлӑрах ӗҫлетӗр, Патшалӑх Канашӗпе, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсемпе ҫыхӑну тыттӑр тесе хушнӑ-мӗн.
Юрий Васильев 1968 ҫулта Тӑвай районӗнчи Кивӗ Элпуҫ ялӗнче ҫуралнӑ. Ленинградри ракета училищинче, Шупашкарти И.Я. Яковлев ячӗллӗ педучилищинче вӗреннӗ. Ҫар служби хыҫҫӑн педагогра ӗҫленӗ, кайран муниципалитет службине куҫнӑ. ЧР Элтеперӗн Администрацине ҫитиччен Тӑвай район администрацийӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ.
Сӑнсем (5)
Раштавӑн 7-мӗшӗнче Шупашкарти Текстильщиксен урамӗнчи Ленин палӑкӗн постаменчӗ ҫине Украина ялавне ӳкерсе хунӑ. Ӑна кам туни паллӑ мар.
Халӑха ку ӗҫ тӗлӗнтернӗ те, пӑшӑрхантарнӑ та. ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев пырать.
Раҫҫей коммунисчӗсен партийӗн республикӑри уйрӑмӗ тӗрӗслеве хӑйсем сӑнаса тӑрӗҫ. Дмитрий Евсеев пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл ку ӗҫ тӗлӗшпе ЧР ШӖМӗн ертӳлӗхӗпе калаҫса вандалсене явап тыттарма ыйтнӑ. Депутат палӑртнӑ тӑрӑх, кунашкалли пӗрре кӑна пулман. Палӑксене тӗрлӗрен илемсӗрлетеҫҫӗ, анчах полицейскисем айӑплисене тупса палӑртаймаҫҫӗ-мӗн.
2012 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче палӑк харпӑр ҫын аллине куҫнӑ. Палӑк хула балансӗ ҫинче пулман тӑк та хула служби тӑрӑшнипе тепӗр кун валли постамент ҫинчи ӳкерчӗке хуратнӑ.
Аса илтерер: кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнче Республика тӳремӗнчи Ленин палӑкӗ ҫине доллар ӳкерсе хунӑччӗ.
Чӑваш Енре республика историйӗн кӗнекине хатӗрлемешкӗн ЧР грантне тума йышӑннӑ. Ку Хушӑва Михаил Игнатьев паян алӑ пуснӑ.
Гранта йышӑнасси ӳсекен ӑрӑва патриотлӑх воспитанийӗ парас, ҫамрӑксене истори тата культура еткерӗпе кӑсӑклантарас тӗллевпе ҫыхӑннӑ.
Михаил Игнатьев документа йышӑннӑ чухне РФ Президенчӗ Владимир Путин Федераци Канашне яна Ҫырӑва тата Шупашкар 550 ҫул тултарнине, Чӑваш автономи облаҫне туса хунӑранпа 100 ҫул ҫитнине уявлассине шута илнӗ.
Грант конкурсӗ 2015 ҫулта пулӗ. ЧР Министрсен Кабинетне грант калӑпӑшне тата унӑн положенине ҫирӗплетме хушнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |