Алексей Журавлев («Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей») тата Сергей Жигарев (ЛДПР) РФ Патшалӑх Думине 18 ҫул тултарман ачасене илемлӗх конкурсӗсене хутшӑнма чаракан саккун проектне кӗртнӗ.
Унпа килӗшӳллӗн 18 ҫул тултарманнисене сывлӑха сиен кӳме, ача аталанӑвне япӑх витӗм кӳме пултаракан мероприятисене хутшӑнтаракан граждансене штраф тӳлеттермелле: 4 пинрен пуҫласа 5 пин тенкӗ таранах. Должноҫри сӑпатсене — 40–50 пин тенкӗ, юридици сапачӗсене — 800 пин тенкӗрен пуҫласа 1 миллион тенкӗ таран е вӗсен ӗҫ-хӗлне 90 талӑк таран чарса лартӗҫ.
Тунтикун республикӑн финанс министрне Михаил Ноздрякова ӗҫрен хӑтарнине «Чӑваш халӑх сайчӗ» хыпарланӑччӗ. Ун чух эпир «ун вырӑнне кам йышӑнассине те, министр ӗҫне вӑхӑтлӑха кам туса пырассине те хальлӗхе пӗлтермен-ха», — тесе пӗлтернӗччӗ. Министр лавне вӑхӑтлӑха кам туртасси паллӑ. Ҫак тивӗҫе Фарида Муратова пурнӑҫлӗ. Ятарлӑ указа Чӑваш ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер кӑларнӑ.
Муратова министерствӑра ҫӗнӗ ҫын мар. Ҫак ведомствӑра вӑл 1976 ҫулта ӗҫлеме тытӑннӑ. Пӗр вӑхӑтра республикӑн налук инспекцийӗнче те тӑрӑшнӑ. 2005 ҫулта ӑна финанс министрӗн ҫумӗ пулма шаннӑ.
Ноздряков ӗҫрен мӗн сӑлтавпа кайни пирки официаллӑ майпа хыпарлани ҫук, должноҫрен вӑл хӑй ирӗке кайнӑ текенсем те пур.
Хулана ертсе пыракана халӑхпа суйлав пирки референдум ирттерме сӗнекен пуҫару ушкӑнне Шупашкар хулин суйлав комиссийӗ регистрациленме килӗшмен тесе пӗлтерет «Ирӗклӗ сӑмах» интернет-хаҫат. Хыпара вӑл пуҫару ушкӑнне кӗрекен Геннадий Мандрейкин сӑмахӗ ҫине таянса хатӗрленӗ.
Регистрацилеме ыйтнӑ хутсене пӗлтерӗшлех мар сӑлтава пула йышӑнман-мӗн. Сӑмахран, ушкӑн членӗсен паспорт даннӑйӗсене ходатайствӑра кӑтартманни (ӑна приложенире ҫырнӑ) вырӑнлӑ пулса тухман. Кунсӑр пуҫне «Пуҫару тӑратмалла тесе шухӑшлатпӑр» текен сӑмах ҫаврӑнӑшӗ вырӑнне кӗскен «Пуҫару тӑратасшӑн» тесе кӑна-мӗн.
Пуҫарӑва йышӑнманнипе килӗшмен енне пуҫаруҫӑсем суйлав комиссийӗн йышӑнӑвӗ пирки ҫӑхав шӑрҫаласшӑннине пӗлтернӗ.
Шупашкар хула мэрне халӑха суйлаттарас ыйтӑва тавӑрас темӑпа хастарсем иртнӗ ҫулхи раштавӑн 14-мӗшӗнче пухӑннӑ. Унта РФ Патшалӑх Думин оппозицилле депутачӗ Дмитрий Гудков та хутшӑннӑ. Хула пуҫлӑхӗсене халӑхпа суйлассине тавӑрас ыйтӑва Гудков ытти регионта та ҫӗкленӗ. Сӑмах май каласан, кӳршӗллӗ Чулхулари суйлав комиссийӗ те пуҫарӑва регистрацилеме килӗшмен.
Ӗнер, нарӑсӑн 3-мӗшӗнче, Михаил Игнатьев Элтепер ятарлӑ хушу кӑларса Чӑваш Республикин финанс министрне йышӑннӑ вырӑнтан хӑтарнӑ. Хушу алӑ пуснӑ кунтан, е тепӗр май каласан, ӗнерех вӑя кӗнӗ. Ун вырӑнне кам йышӑнассине те, министр ӗҫне вӑхӑтлӑха кам туса пырассине те хальлӗхе пӗлтермен-ха. Министра мӗн сӑлтава пула ӗҫрен хӑтарни те паллӑ мар.
Ноздряков Михаил Геннадьевич 1970 ҫулхи юпан 26-мӗшӗнче Шупашкарта ҫуралнӑ. 1992 ҫулта Питӗрти патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ, «Политика экономийӗ» специальноҫпе пӗтерсе тухнӑ. Республикӑри перекет банкӗнче ӗҫленӗ тата Шупашкарти ВТБ уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ. 2011 ҫулта ӑна финанс министрӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлаканне лартнӑ, вӑл ҫулах юпа уйӑхӗнче министр пулса тӑнӑ. «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин пайташӗ.
Нумай пулмасть Николай Фёдоров Президент пуканне йышӑннӑранпа 20 ҫул ҫитнӗ. Аса илме: пӗрремӗш хут ӑна 1993 ҫулхи раштавӑн 26-мӗшӗнче иртнӗ суйлавра суйланӑ. Хайхи экс-Президент ҫак куна Шупашкарта анлӑ палӑртнӑ тет. Республикӑн тӗп хулине вӑл кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче вӗҫсе килнӗ.
«ПроГород» хаҫат ыйтса пӗлнӗ тӑрӑх Мускавран Шупашкара вӗҫсе килмех пӗр ҫур миллион патнелле тӑкакланӑ. Хальхи вӑхӑтра ял хуҫалӑх министрӗн вырӑнӗнче ӗҫлекен Николай Фёдорова «Dexter» самолёт Шупашкар аэропортӗнче 3 кун кӗтнӗ тет. Ку ӑна 460–624 пин тенке кайса ларнӑ пулать.
Ҫавӑн пекех тӗп хулари чукун ҫул вокзалӗ ҫумӗнчи ресторанта ӗҫкӗ-ҫикӗ иртнӗ тет — унта Фёдоров ушкӑнӗ пухӑннӑ пулать. Пӗр 30 ҫына яхӑн пулнӑ, кашни ҫын пуҫне апат вӑтамран 6–10 пинлӗх ларнӑ теҫҫӗ. Сӗтел ҫинче чи хаклӑ йышши эрехсем, йӳнӗ мар апат-ҫимӗҫ ларнӑ. Хӑнасен шутӗнче малтан ҫурт тӑвӑм министрӗ пулнӑ Владимир Филатов, социаллӑ хӳтӗлевӗн экс-министрӗ Владимир Мидуков, ҫавӑн пекех ун вӑхӑтӗнче спорт министрӗ пулнӑ Вячеслав Краснов, пӗр хушӑ культура министрӗ пулса ӗҫленӗ Наталья Володина тата ыттисем пулнӑ.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев «Тӳрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫей» партин Чӑваш Енри ертӳҫипе Анатолий Аксаковпа тӗл пулнӑ.
Республикӑн влаҫ органӗсен порталӗнчи кӗске информацире пӗлтернӗ тӑрӑх, курнӑҫура «Чӑваш Енри экономика проекчӗсене пурнӑҫа кӗртессине, инфраструктура проекчӗсене аталантарассине Раҫҫейӗн регионти банкӗсен ассоциацийне явӑҫтарассине. Патшалӑхпа уйрӑм ҫын килӗштерсе ӗҫлессин механизмӗсене аталантарссине сӳтсе явнӑ».
Regnum информаци агентстви Аксаков политик вара «тӗрлӗ ыйтӑва сӳтсе явнине» пӗлтернине хыпарлать. Сӑмахран, Шупашкар 550 ҫул тата Чӑваш Ен 100 ҫул тултарнине уявлама Мускавран укҫа уйӑрас ыйтусене сӳтсе явнӑ имӗш. Республика кунне уявласси тата ҫав вӑхӑтра тӗп хуламӑрта экономика форумӗ ирттересси пирки калаҫнӑ-мӗн. Уявсем пирки кӑна калаҫаҫҫӗ текенсене лӑплантарар: ҫук, ытти ҫинчен те сӑмахланӑ — пӗчӗк бизнеса тӗкӗ кӳрессин, монохуласене пулӑшассин, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх ыйтӑвӗсене.
Ҫапла пӗтӗмлетнӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ҫынсен тӗрлӗ категорине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен республикӑри уполномоченнӑйсемпе тӗл пулнӑ хыҫҫӑн.
Аса илтеретпӗр, паян Чӑваш Енре ачасен хӑйсен хӳтӗлевҫи, ҫын правине хӳтӗлессипе тепӗр ҫын тар тӑкать, виҫҫӗмӗшӗ вара усламҫӑсене хута кӗрет. Вӗсене кашнинех хысна шучӗпе тытса тӑраҫҫӗ. «Юрӗ, ачасемпе ҫынсене хӳтӗлеччӗр-ха. Усламҫисене тата мӗн уполномоченнӑйӗ? Тен, уполномоченнӑйсен уполномоченнӑйне туса хумалла мар-и тата?» — йӗплерӗҫ юлашкин кирлӗлӗхӗ пирки иккӗленнӗ май хӑшӗсем.
Уполномоченнӑйсемпе паян тӗл пулнӑ хыҫҫӑн Михаил Игнатьев ҫак институт тухӑҫлӑхне ҫирӗплетнӗ. Пулӑшма мӗнпур инстанцире хирӗҫленӗ хыҫҫӑн ҫынсем хайхисем патне кайнине палӑртнӑ.
Этем правине хӳтӗлессипе ӗҫлекен Юрий Кручинин пӗлтӗр ун патне пынисенчен 80 проценчӗ федераци органӗсен территори пайӗсенче пулнӑ хыҫҫӑн ҫитнӗ. Правӑна хӳтӗлекенсем пирки евитлекенсем нумай-мӗн. Социаллӑ сферӑна илсен, ҫынсем ҫурт-йӗр илес ыйтупа канӑҫсӑрланаҫҫӗ.
Ачасен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑй Вячеслав Рафинов вара пурнӑҫ лайӑх енне улшӑннине палӑртнӑ.
Раҫҫейӗн ял хуҫалӑх министрӗ Николай Федоров Германине мӗнле самолётпа тата кам шучӗпе тухса кайнине журналистсем пӗлесшӗн текен хыпара эпир маларах пӗлтернӗччӗ-ха.
Асӑннӑ тема пирки Regnum информаци агентстви те нумаях пулмасть статья пичетленӗ. Чӑваш Енре епле хаклани пирки чарӑнса тӑнӑ май агентство кунти политиксен шухӑшне илсе кӑтартнӑ. Вӗсен шучӗпе шӑв-шав ҫӗкленнинче ӑна курайман ҫынсен алли сисӗнет. Тепӗр тесен, ҫакна Федоров пирки аса илтермелли хӑйне евӗр утӑм тесе те ӑнланма пулать тесе шухӑшлакансем пур-мӗн.
Ҫапах та ҫав шӑв-шав Федоров ят-сумне варалаймассине шанаҫҫӗ. Ведомствӑн сайтӗнче унчченхи самолета лартса массӑллӑ информаци хатӗрӗсене калаҫма сӑлтав туса панишӗн министерствӑра ӗҫлекенсене вара «вӗҫтерме» пултарӗҫ тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен.
Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем Раҫҫейӗн премьер-министрӗ Дмитрий Медведев тата РФ Патшалӑх Думин спикерӗ Сергей Нарышкин патне ҫыру шӑрҫаланӑ. Халӑх «тарҫисене» ял хуҫалӑхӗнчи лару-тӑру пӑшӑрхантарать.
Депутатсене шухӑшлаттаракан тӗп самантсен шутӗнче федераци хыснинчен килекен укҫа-тенкӗ, республикӑн хӑмла отрасльне тӗкӗ кӳресси, ял хуҫалӑх продукцине туса илекен Чӑваш Енри пердприятисене федераци сечӗн лавккисем патне ҫул уҫса парасси, яла кадрсемпе тивӗҫтересси.
Тухтӑрсемпе вӗрентекенсене унта илӗртес тесе патшалӑх енчен маларах йышӑну турӗҫ-ха. Ялта тухтӑрта ӗҫлеме кӑмӑл тунӑ ҫамрӑк специалистсене 1 миллионшар тенкӗ ним мар кӑларса тыттараҫҫӗ. Вӗрентекенсене вара ҫурт-йӗр тума е туянма тесе илекен кредитӑн тата ҫав укҫа проценчӗн пӗр пайне саплаштарма йышӑннӑ.
Ҫав вӑхӑтрах ял хуҫалӑх предприятийӗсем те ӗҫлекенсем ҫуккипе халтан каяҫҫӗ. Механизатор-дояркӑсем кӑна-и, инженерсемпе агрономсем, ветеринарсемпе зоотехниксем каясшӑн мар. Ял хуҫалӑх специальноҫне илекен яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ нумай-ха, анчах вӗсем яла талпӑнни сисӗнсех каймасть. Ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлекен специалистсене те яла ҫапла майпа илӗртсен аван тесе шухӑшлаҫҫӗ Патшалӑх Канашне депутата суйланнисем.
Камӑн мӗн шухӑш пулӗ те, «Новая газета» текен хаҫат Раҫҫейӗн ял хуҫалӑх министрӗ Николай Федоров Германине кам шучӗпе вӗҫсе кайнине пӗлесшӗн иккен. Кун пирки «Ирӗклӗ сӑмах» интернет-хаҫат хыпарлать.
Асӑннӑ ведомство сайтӗнче министр Германие йӑлана кӗнӗ «аграри Давосне» хутшӑнма тухса кайни пирки хыпарланӑ-мӗн. Кунта сӑмах «Симӗс эрне» текен курав пирки пырать Анчах вӑл кӑрлачӑн 17-мӗшӗнче кӑна уҫӑлать. РФ Ял хуҫалӑх министерствин сайтӗнче сӑнӳкерчӗке Федоров хыҫӗнчи самолета сӑрласа хурса вырнаҫтарнӑ иккен. «Новая газета» вара федераци министрӗ бизнес-класлӑ самолет умӗнче тӑракан сӑнӳкерчӗке пичетленӗ. Асӑннӑ кӑларӑм Чӑваш Енӗн экс-президенчӗ, Раҫҫейӗн хальхи ял хуҫалӑх министрӗ Германие кам шучӗпе кайни тата самолета мӗншӗн пытарни пирки асӑннӑ ведомствӑна ыйтса ҫыру ярассине пӗлтернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |