Анчах ку вӑл татса каланиех мар-ха. Хӗллехи вӑхӑта тавӑрас ыйту патне ҫӗршывӑн Патшалӑх Думи ҫуркунне таврӑнасса «Тӳрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫей» парти ертӳҫи Сергей Миронов шанать иккен. Ку шухӑша Миронов ӗнерхи брифингра каланӑ. Сочири Олимпиада иртсе кайсан «вӑхӑт ыйтӑвне» депутатсем сӳтсе явасса вӑл шанать-мӗн. Хӑй енчен Миронов сехете ҫулталӑкра икӗ хутчен куҫарассине унччен те хирӗҫ пулнине палӑртнӑ.
Сӑмах май каласан, вӑхӑта унталла та кунталла куҫарни сывлӑхшӑн та сиенлине палӑртаҫҫӗ. Ҫитменнине хальхи вӑхӑтра эпир хӑй вӑхӑтӗнче ҫуллахи вӑхӑт ҫине куҫарнипех хӗл каҫатпӑр…
Чӑваш Енӗн гражданла пуҫарусен комитечӗ республккӑн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем вӑл е ку йышӑнушӑн епле сасӑланине ятран пӗлесшӗн иккен. Асӑннӑ комитет ҫакна Чӑваш Енӗн парламентне халӑхӑн сахал пайӗ шаннипе сӑлтавланӑ-мӗн. Социологи тӗпчевӗ ҫынсен 29,3 проценчӗ кӑна асӑннӑ органа шанать иккен, шанманнисем вара — 40,1% имӗш. Саккун кӑларакан органа ҫавӑн чухлӗн шанманни Чӑваш Енӗн ҫӗнӗ историйӗнче пуҫласа палӑрнӑ имӗш.
Мӗншӗн ҫапла пулса тухнине Гражданла пуҫарусен комитечӗ ҫынсем депутатсен ӗҫӗ-хӗлӗ пирки пӗлменнипе ҫыхӑнтарнӑ. Кашни депутат вӑл е ку йышӑнушӑн епле сасӑланине тӗнче тетелӗнче ятран кӑтартма пуҫлани ку лару-тӑрура аван пулмалла-мӗн.
Асӑннӑ комитет сӗнекен мелпе Раҫҫейӗн Патшалӑх Думинче усӑ кураҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне Мускав хула думин тата хӑш-пӗр регион парламенчӗсенче те ӑна пурнӑҫа кӗртнӗ. Тен, Чӑваш Енри «халӑх тарҫисем» те ку информацие хӑйсен суйлавҫисене пӗлтерме хаваспах килӗшӗҫ-и?..
Регион пуҫлӑхне отставкӑна ярасси вӑл е ку субъектра патшалӑх парӑмӗ ӳссе кайнинчен ытлах килмест тесе шухӑшлать иккен Глобализаци институчӗн центрӗн ертӳҫи Михаил Нейжмаков. Сӑмахне ӗнентерсе пама вӑл Сарӑту облаҫӗн кӗпӗрнатторне Павел Ипатова отставкӑна янине илсе парать.
Влаҫа Ипатов ертсе пынӑ вӑхӑтра патшалӑх парӑмӗ ӳссе кайнӑ пулнӑ иккен-ха, ҫапах та пуҫлӑх пуканне пушатма тивнин тӗп сӑлтавӗ «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин вырӑнти пайташӗсемпе пӗр чӗлхе тупайманнипе тата федерацин витӗм кӳрекен тӳре-шарипе пӗр чӗлхе тупайманнипе ҫыхӑннӑ иккен.
Чӑваш Енӗн Президенчӗ пулнӑ Николай Федоровӑн сайтӗнче «В ответе навсегда» (чӑв. Яваплӑхра яланлӑха /ЧХС куҫарӑвӗ/) ятлӑ мемуарне вырнаҫтарнӑ. Ӑна pdf тата doc форматсемпе вулама пулать-мӗн.
Кӗнекере Федоров 1993–2010-мӗш ҫулсенчи тапхӑра аса илсе ҫырнӑ иккен. Тепӗр майлӑ каласан, хӑй президент пулнӑ вӑхӑта. Президент суйлавне хутшӑнма ӑна Чӑваш Енрен ыйтакансем пулнӑ имӗш. Вӗсем ыйтни малтанласа айваннӑн та туйӑннӑ-мӗн. Ӑна, ҫӗршывӗпех пӗлекен-паллакан ҫынна, регион ертӳҫин пуканӗ астармӑш пулман иккен.
Чӑваш Енӗн экс-пуҫлӑхӗ хӑйӗнпе пӗрле ӗҫленисене тата хирӗҫ шухӑш-кӑмӑллӑ пулнисене хак парса тухнӑ. 1990-мӗш ҫулсенчи чӑваш наци юхӑмне хутшӑннисене вӑл ырламасть-мӗн.
Юрӗ, пӗтӗмпех уҫса парар мар. Паллашас тесен сайта кӗрсе те вулама пулать.
«Щит тата меч» (чӑв. Хулкканпа хӗҫ) правӑна сыхлакан организаци ертӳҫи Алексей Глухов тата правӑна сыхлас енӗпе ӗҫлекен Раҫҫейри тепӗр 13 ҫын пӗрле пухӑнса ҫӗршывӑн Общество палатипе судлашасшӑн. Ҫакӑн пек шухӑш патне вӗсем тӗрмесемпе колонисенчи лару-тӑрӑва пӑхса тӑракан обществӑлла сӑнав комиссийӗсен ҫӗнӗ йышне ҫирӗплетнӗ хыҫҫӑн ҫитсе тухнӑ. Ун йышши комиссисене Раҫҫейӗн 43 регионӗнче, ҫав шутра Чӑваш Енре те, нумаях пулмасть йӗркеленӗ. Унта кӗмелли кандидатсене общество организацийӗсем ҫирӗплетеҫҫӗ те тӗп йышӑнӑва Общество палати тӑвать.
Правӑна сыхлакансем Общество палати асӑннӑ комиссие кӗрес шухӑш палӑртнисене заявкисене пӑхса тухманшӑн кӑмӑлсӑрланнӑ-мӗн. Правӑна сыхлакансем ӗнентернӗ тӑрӑх, асӑннӑ палата вӑл е ку кандидата мӗншӗн сирсе хӑварнине ӑнлантарса тӑман пулать. Унтан та ытларах — кашни кандидата уйрӑммӑн пӑхса тухман, списокпа ҫирӗплетнӗ имӗш.
«Питӗрти политика» фонд ирттерекен рейтингра Чӑваш Ен социаллӑ пурнӑҫпа политика тӑнӑҫлӑхӗпе ҫӳлерех хӑпарнӑ. Кунта сӑмах иртнӗ уйӑх пирки пырать. Вӑтам тӑнӑҫлӑ республикӑсен хушшичне вӑл 6,5 балл пухнӑ. Авӑн уйӑхӗнче вара ку хаклав 0,1 балл пӗчӗкрех пулнӑ.
Сӑнавҫӑсен шучӗпе ҫакна тара илнӑ пурлӑха усламҫӑсем туянас йӗркене ҫӑмӑллатни тата Чӑваш Енре пурнӑҫа кӗртме палӑртакан калӑпӑшлӑ инвестици проекчӗсем пирки пӗлтерни витӗм кӳме пултарнӑ. Ҫав шутра, сӑмахран, йӑлӑм енне газификацилессине, водород перекиҫӗ кӑларакан савут тӑвассине кӗртме пулать.
Ҫак шӑматкунпа вырсарникун Мускавра «Тӳрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫей» партин ҫиччӗмӗш сьезчӗ иртнӗ. Унта партин ертӳҫисене суйланӑ. Ҫапла вара партие каллех Сергей Миронов ертсе пырӗ. Сьездчен ҫак тивӗҫе пурнӑҫланӑ Николай Левичев вара депутатсен палатин канашӗн председателӗ пулӗ.
Сьездра парти уставне те ҫӗнӗлӗхсем кӗртнӗ. Ҫапла вара канашӑн президиумӗ (унчченхи пек бюро мар) партие ертсе пыракан тӗп орган пулӗ. Президиум членӗсене икӗ ҫул ҫурӑлӑха суйлаҫҫӗ.
Шӑматкун, юпан 26-мӗшӗнче, «Политика тӗлӗшӗпе тӗрмене хупнисене ирӗке!» текен лейтмотивпа Шупашкарта пикет иртрӗ. Унта пурӗ 15 ҫын хутшӑннӑ. Пикета хутшӑнакансем листовкӑсем салатрӗҫ, айӑпланакансене терев пама иртсе-ҫӳренсене алӑ пустарчӗҫ. Мероприятие Солидарность, РПР-Парнас, РСД, Тепӗр Раҫҫей партисене кӗрекенсем хутшӑнчӗҫ.
Пӗлме: шӑп та 10 ҫул каялла, юпан 26-мӗшенче, Михаил Ходорковскийне арестленӗ. Юпан 30-мӗшӗ вара политикӑлла шар курнисен асӑну кунӗ шутланать.
Политика тӗлӗшпе айӑпланнисен йышӗнче Илле Иванов журналист та кӗртеҫҫӗ, «Союз солидарности с политзаключенными» порталта унӑн ячӗ 80-мӗш номерпе тӑрать.
Виталий Кличко Украинӑра 2015 ҫулта иртекен Президент суйлавне хутшӑнассине пӗлтернӗ. Ҫак шухӑша вӑл Аслӑ Радӑра каланӑ. Хӑйӗн шухӑшне вӑл налук тӳлекенсене регистрацилесси пирки калакан саккуна ылмашу кӗртесси ҫинчен йышӑнӑва ырланӑ хыҫҫӑн пӗлтернӗ.
Асӑннӑ хутра урӑх ҫӗршывра пурӑнма ирӗк пур ҫын Украинӑра пурӑнакан шутланмасть тени пур-мӗн. Ҫапла йышӑннине Виталий Кличко хӑйне ҫӗршыв пуҫлӑхӗн пуканӗшӗн кӗрешӗве тухма чарнӑ евӗр йышӑннӑ. «Суйлава эпӗ Виктор Януковича хирӗҫ тухатӑпах», — тенӗ.
Ҫук-ха. Аплах мар. Анчах кӑмӑлсӑрлануран. Европӗрлӗх саммичӗн кӗркуннехи саммичӗ Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсем «хӑйсен шанчӑклӑ партнёрӗсене» телефонпа вӑрттӑн итленишӗн кӑмӑлсӑрлланинчен пуҫланнӑ. Асӑннӑ ҫӗршывӑн спецслужбисем Германин канцлерӗн Ангела Маркельӗн тата Франци Президенчӗн Франсуа Олландан карас телефонӗн калаҫӑвӗсене итленӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ-мӗн.
Еврокомиссин пуҫлӑхӗ Жозе Мануэл Баррозу Евросоюзӑн уйрӑм даннӑйсене хӳтӗлеси пирки хӑвӑртрах ҫӗнӗ директива йышӑнмалли пирки саммит кун йӗркине ыйту кӗртессине пӗлтернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |