Чӑваш Енӗн Элтеперӗн паянхи хушӑвӗпе килӗшӳллӗн республикӑн финанс министрӗн тивӗҫне пурнӑҫланӑ Светлана Енилинӑна регионти финанс ведомствин пуҫлӑхне ҫирӗплетнӗ. Кунсӑр пуҫне вӑл Министрсен Кабинечӗн ертӳҫин ҫумӗ евӗр те тӑрӑшӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Енилинӑна министра лартмалли хутсене ҫӗршывӑн Правительстви тата Финанс министерстви пӑхса тухса ырланине пӗлтернӗ.
Аса илтеретпӗр, финанс министрӗн тивӗҫӗсене Енилина кӑҫалхи анрӑс уйӑхӗн 23-мӗшӗнчен пурнӑҫлама тытӑнчӗ. Ҫав кунтанах ӑна вице-премьер пулма шаннӑччӗ. Республикӑн тӗп финансистне ҫирӗплетиччен вӑл Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен министерствине ертсе пычӗ. Унччен маларах ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗнче вӑй хучӗ.
Раҫҫейӗн Президенчӗ Владимир Путин «Ҫурҫӗр Кавказ енӗпе ӗҫлекен министерство йӗркелесси ҫинчен» Хушӑва алӑ пуснӑ. Ҫӗнӗ ведомство асӑннӑ региона социаллӑ пурнӑҫпа экономика енчен аталантарас яваплӑ пулӗ.
Ҫӗнӗ министерствӑна Лев Кузнецов текен ҫынна шаннӑ. Унччен хайхи Красноярск енӗн кӗпӗрнатторӗнче тӑрӑшнӑ. Кузнецов кӗпӗрнаттӑр ӗҫ опычӗ ҫӗнӗ вырӑнта пулӑшасса шаннине пӗлтернӗ. Раҫҫей министрне ҫитнӗ кӗпӗрнаттӑр Красноярск енне 2010 ҫулхи нарӑсранпа ертсе пынӑ.
Республикӑра — кадр улшӑнӑвӗ. Чӑваш Енӗн правительствин пуҫлӑхӗн Иван Моторинӑн паянхи йышӑнӑвӗпе сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумне Александр Медюкова ӗҫрен хӑтарнӑ.
Александр Медюкова ку должноҫа правительство пуҫлӑхӗ пӗлтӗрхи кӑрлачӑн 30-мӗшӗнчи йышӑнӑвӗпе ҫирӗплетнӗ. Унччен вӑл «Ростелеком» акционерсен обществин республикӑри филиалӗнче тӗрлӗ ӗҫре тӑрӑшнӑ. 2007–2011 ҫулсенче, сӑмахран, Медюков асӑннӑ предприятин (тӗрлӗ ҫулта вӑл тӗрлӗ ятлӑ пулнӑ) Шупашкарти филиалӗнче ертӳҫӗре тӑрӑшнӑ. Кайран ӑна «Ростелекомӑн» республикӑри филиалӗн коммерци директорӗ пулма шаннӑ, каярах вӑл ертӳҫӗ пуканне йышӑннӑ.
Медюков 1969 ҫулта Канашра ҫуралнӑ. Ҫемьеллӗ. Виҫӗ ача ашшӗ.
Ҫапла ҫав вӑл пуҫлӑх пуканӗ — ытла та шанчӑксӑр. Паян сана лартаҫҫӗ, ыран шанчӑкран тухатӑн. «Чӑвашавтотранс» патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗн пуҫлӑхне Олег Князькина лартни ҫулталӑк та ҫитменччӗ, халӗ ӑна ӗҫрен хӑтарнӑ та.
Ку предприяти республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр министерствине пӑхӑнать. Князькина директор тивӗҫӗнчен хӑтарасси ҫинчен калакан хушӑва Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Пуҫлӑхӗ Иван Моторин ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Мӗншӗн хӑтарни пирки документра пӗр сӑмах та каламан.
Аса илтеретпӗр, Олег Князькин — Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ.
Тӳре-шара иртнӗ ҫулхи тупӑш пирки деклараци тӑратасси малалла пырать. «ПроГород Шупашкар» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, Владимир Путинӑн пӗлтӗрхи тупӑшӗ 3 672 208 тенкӗпе танлашнӑ, Медведев унран ҫур миллион тенкӗ ытларах ӗҫлесе илнӗ. Унтан Путинӑн харпӑрлӑхӗнче мӗн-мӗн пуррине ҫырса кайнӑ: 1 500 тӑваткал метр ҫӗр, 77 тӑваткал метрлӑ хваттер, 18 тӑваткал метрлӑ гараж пур-мӗн.
Раҫҫей Президенчӗ ӗҫлесе илнӗ чухлех тенӗ пек ҫӗршывӑн ял хуҫалӑх министрӗ, Чӑваш Енӗн экс-Президенчӗ Николай Федоров тупӑш курни пирки пӗлтереҫҫӗ. Вӑл хӑйӗн тупӑшне 3 593 827,09 тенкӗ тесе кӑтартнӑ. Унӑн харпӑрлӑхӗнче 123 тата 262,9 тӑваткал метр калӑпӑшлӑ хваттерсем, 94,10 тӑваткал метрлӑ пурӑнмалла мар ҫурт пур иккен. Унӑн харпӑрлӑхӗнче машина тавраш ҫук-мӗн.
Раҫҫейӗн Культура министерстви «Раҫҫей» тата «вырӑс» сӑмахсем пӗр пек тесе шухӑшлать иккен. Ҫакна вӑл «Патшалӑхӑн культура политикин никӗсӗ» программа проектӗнче палӑртса хӑварнӑ. Документа ҫӗршыв Президенчӗн Администрацине ярса панӑ та ӗнтӗ.
Проектра «Вырӑс (Раҫҫей) культурин цивилизациллӗ тӗшши» Раҫҫей империйӗ, СССР тата Раҫҫей Федерацийӗ аталаннӑ тапхӑрта ылмашманнине палӑртнӑ. «Раҫҫей патшалӑхӗн йышӗнчи халӑхсем ҫӗршыв аталаннӑ май пӗрлехи культурӑна йышӑннӑ, ҫав вӑхӑтрах вӗсем Раҫҫей культуринче тӗл пулман наципе культура уйрӑмлӑхӗсенчен пӑрӑннӑ», — тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен автор проекчӗсем.
«Факт енчен пӗр пеккине кура «вырӑс» тата «Раҫҫей» ӑнланусене уйрӑма май ҫук», — тенӗ-мӗн документра. Ҫав вӑхӑтрах унта «Пӗрлехи Раҫҫей культури Раҫҫейӗн тымар халӑхсен ҫитӗнӗвӗсене ӗмсе илнӗ» шухӑш та пур иккен.
Культура министерстви «мультикультурализм идеологине ним тусан та йышӑнмалла мар» шухӑшлӑ иккен. Раҫҫейӗн йӑлана кӗнӗ хаклӑхӗсемпе килӗшсе тӑмалла мар тыткаланине «пултарулӑх ирӗклӗхӗ» тата «наци хӑй тӗллӗнлӗхӗ» текен нимле ӑнлав та тӳрре кӑлараймассине палӑртать имӗш.
Ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче республикӑн хӑш-пӗр вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене суйламалли кун пулчӗ. Сасӑлав 11 районта иртрӗ. Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, суйлав 44 кандидат хутшӑннӑ. Ку вӑл пӗр вырӑншӑн вӑтамран 3 кандидат кӗрешнӗ пек пулса тухать. Кашни округрах «Пӗрлехи Раҫҫей» парти кандидачӗсем ҫӗнтернӗ.
Элӗк районӗнчи Шӗмшевӗш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ пулас тесе кӗрешӗве тӑватӑ ҫын тухнӑ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ хӑйсем тӗллӗн кандидатурӑсене тӑратнӑскерсем, тӑваттӑмӗшӗн Анатолий Семеновӑн, ятне маларах асӑннӑ парти сӗннӗ. Юлашкинчен асӑнни ҫӗнтернӗ те. Канаш районӗнчи Атнаш ял тӑрӑхне ӳлӗмрен Сергей Михайлов, Комсомольски районӗнчи Шурута Елена Козлова, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑла Владимир Алексеев, Вӑрмар районӗнчи Кавала Василий Адюков ертсе пырӗҫ.
Элӗк районӗнчи Ехремкасси ял тӑрӑхӗнче вара вырӑнти депутата суйланӑ.
Ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ҫӗршывӑн Президенчӗ Владимир Путин ҫынсене ыйтӑвӗсене хуравламалла. Унчченхи ҫулсенче, уйрӑмах пӗлтӗр, халӑхпа ирттернӗ тӳрӗ эфира ҫынсем ырласах йышӑнманччӗ. Крымпа Раҫҫей пӗрлешнӗ хыҫҫӑн Путин рейтингӗ халӑхра ӳсрӗ. Ҫавӑнпа та тӳрӗ эфирта вӑл мӗн пирки чарӑнса тӑрассипе кӑсӑкланса кӗтнине чылай ҫын палӑртать.
Чӑваш Ен ҫыннисем мӗн пирки кӑсӑкланма пултарасси «Правда ПФО» сайт пуҫ ватать. 2013 ҫулта Раҫҫейӗн Президенчӗн йышӑну пӳлӗмне 2218 ҫыру кайнӑ, 2012 ҫулта — 1088. 2201 ыйту пирки ӑнлантарса панӑ, 344-шне татса панӑ. Кӑҫалхи пӗрремӗш кварталта 473 ҫыру ӑсатнӑ, вӗсенчен 87-шне татса панӑ.
Путин патне яракан ҫырусем пирки каласан, пӗлтӗр Пӑрачкав ҫыннисем Путин патне ялта фельдшер кирлӗ тесе пӗлтерме хӑтланнӑ иккен. Кӑҫал вара уйрӑм усламҫӑсем суту-илӳ сечӗсем ытла нумай тесе ҫӑхавласшӑн. Пирӗн Пӑрачкавра пӗчӗк услам никама та кирлӗ мар-шим тесе теҫҫӗ иккен унта пурӑнакансем.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Андрей Семенов пенсионер Раҫҫей правительстви ют ҫӗршыв банкӗсене хывнӑ укҫа-тенкӗпе мӗн пуласси пирки пӑшӑрханать иккен.
Ҫапларах йышӑнӑва «Петербургская политика» (чӑв. Питӗр политики) фонд регионсен черетлӗ социаллӑ тата политикӑллӑ тӗреклӗхӗн танлашӑмне (рейтингне) хатӗрленӗ чухне тунӑ иккен. Иртнӗ уйӑхпа танлаштарсан пирӗн тӑрӑхӑн виҫи улшӑнман пулин те ку пулӑм япӑххисен йышне лекнӗ.
Ҫавӑн пекех Ҫӗнӗ Шупашкарта ача пахчисем тӗлӗшӗпе пухӑннӑ митинг, Канаш администрацийӗн пуҫлӑхне 3 ҫул ҫурӑна хупни, тӗрлӗ танлашӑмсенче Михаил Игнатьев аялти вырӑсене йышӑнни рейтингра ҫӳлӗрех вырӑн йышӑнма паман. Лайӑх хыпарсем шутне «Промтракторта» пӗрремӗш комбайн кӑларнине, пирӗн тӑрӑх экологи тата инноваци аталанӑвӗн танлашӑмӗсенче ҫӳллӗ вырӑнсене лекни, Канн хулинче иртнӗ MIPIM 2014 курава хутшӑннине кӗртнӗ. Регионсен социаллӑ тата политикӑллӑ тӗреклӗхӗн танлашӑмӗнче Чӑваш Ен пӗтӗмешле вӑтаммисен йышӗнче пырать.
Асаилтерепӗр, халӑхшӑн тӑрӑшас ӗмӗтлисен «Ирӗклӗх» пӗрлӗхне регистрацилеме килӗшменни пирки хыпар пуш уйӑхӗнче тухсаччӗ. Вӑл пӗрлӗхе йӗркелесе чӑваш халӑхӗнче наци туйӑмне аталантарас тата ҫирӗплетес; чӑваш чӗлхине, культурине, историне тата политикине ҫутатас; чӑваш халӑхӗн прависене хӳтӗлес; тӗрӗк тата финн-угр халӑхӗсемпе туслӑха ҫирӗплетес; чӑваш халӑхне пулӑшма пултаракан Раҫҫейри тата чикӗ леш енчи ытти халӑх пӗрлӗхӗсемпе ҫыхӑну йӗркелес тӗллевсем лартнӑ пулнӑччӗ.
Виҫӗмкун Шупашкарта паллӑ общество тата патшалӑх ӗҫченӗн Леонид Прокопьев ячӗпе асӑну хӑми уҫнӑ. Ӑна Дзержинский урамӗнчи 31-мӗш ҫурт ҫине вырнаҫтарнӑ.
Савӑнӑҫлӑ мероприятие ӑна пӗлекен ҫынсем, унпа пӗрле ӗҫленисем пуҫтарӑннӑ. Тӗрлӗ шайри пуҫлӑхсем те пулнӑ. Сӑмахран, Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн ертӳҫи Иван Моторин, РФ Президенчӗн Атӑлҫи федераци округӗнчи элчи Энвер Аблякимов, Шупашкар хула пуҫлӑхӗн ҫумӗ Ирина Клементьева.
Асӑну хӑмине Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Энвер Аблякимов ӑсталанӑ.
Леонид Прокопьев 1934 ҫулхи ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Четвертти ялӗнче ҫуралнӑ. 1961–1975 ҫулсенче КПСС Шупашкар хула комитечӗн инструкторӗнчен пуҫласа пӗрремӗш секретаре ҫитнӗ. Каярах республикӑн Министрсен Кабинетне ертсе пынӑ, РСФСР Патшалӑх комитечӗн наци ӗҫӗсемпе ӗҫлекен ертӳҫи, РФ Федераци Канашӗн ертӳҫин ҫумӗн секретариатне ертсе пынӑ. 2006 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗнче вилнӗ. Ӑна Шупашкарта пытарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |