Чӑваш Енре Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене чавнӑ ҫынсен паттарлӑхне халалланӑ ҫулталӑкӑн логотипне, брендбукне суйланӑ. Ку пирки ЧР Культура министерстви пӗлтерет.
Конкурса 40 ӗҫ килнӗ. Малтан комисси чи вӑйлӑ 3 ӗҫе суйланӑ, унтан вӗсене Шупашкарти икӗ шкулта вӗренекенсем хакланӑ. Вӗсен шухӑшне шута илсе ҫӗнтерӳҫе суйланӑ.
Шупашкарта пурӑнакан Игорь Леонтьевич Андреевӑн ӗҫӗ чи лайӑххи пулса тухнӑ. Вӑл – ӳнерҫӗ, мадельер, Раҫҫей ӳнерҫисен пӗрлӗхӗн пайташӗ. Автора 400 пин тенкӗ парӗҫ. Тата логотипӑн правине пӗтерме тепӗр 100 пин тенкӗ хушӗҫ.
Нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шупашкарти Чӑваш тӗррин музейӗнче «Авалхи йӑхсен еткерӗ» курав уҫӑлӗ. Ӑна Чӑваш наци музейне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Фондри ӗҫсенчен йӗркеленӗ курав чӑвашсен пуян культурипе паллаштарӗ. Унта сайра тӗл пулакан этнографи экспоначӗсем те пулӗҫ. Вӗсене музей ӗҫченӗсемпе культура ӗҫченӗсем тӗрлӗ ҫулта пухса хатӗрленӗ. Пурнӑҫне музей ӗҫне халалланӑ маттурсемпе те паллаштарӗ курав.
Музей коллекцийӗ пирки каласан, вӑл тӗрлӗ экспедици вӑхӑтӗнче пуянланнӑ. 1926-1928 ҫулсенче Питӗрти (ун чухне Ленинградри) Историпе пурлӑх культурин патшалӑх академийӗн экспедицийӗ иртнӗ, 1949-1952 ҫулсенче — СССР Наукӑсан академийӗн Хусанти филиалӗн профессорӗ Н.И. Воробьев ертсе пынипе йӗркеленӗ экспедицийӗ.
Шупашкарти 52-мӗш ача пахчинчи воспитательсем «Сар хӳтӗлев чикки» темӑпа ачасем валли вылямалли лапам хатӗрленӗ. Ӑна «Юр лабиринчӗсем» ят панӑ.
Унта ачасем лабиринт урлӑ сикме, мечӗксем пеме, чупма, выляма пултараҫҫӗ. Ҫапла майпа воспитательсем ачасене историпе те паллаштарма пултараҫҫӗ.
Палӑртмалла: Чӑваш Енре 2021 ҫула Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене чавнӑ паттӑрсене халалланӑ.
Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Светлана Краснова паян юбилейне паллӑ тӑвать.
Светлана Николаевна — культурӑпа ӳнер институтӗнче актер ӑсталӑхӗпе режиссура кафедрин доценчӗ. Вӑл 1985 ҫулта Куйбышеври культура институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Ҫамрӑкскере направленипе Шупашкарти Агрегат савучӗн клубне ӗҫлеме янӑ. Светлана Краснова «Танц-клуб Модерн» хореографи коллективӗ йӗркеленӗ. Кайран вӑл ушкӑн халӑх коллективӗ ята тивӗҫнӗ. Тӗрлӗ ҫулта коллектив Мускава, Хусана, Магнитогорска, Нурлата тата ытти хулана конкурссемпе концертсене ҫӳренӗ.
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнчи хӑш-пӗр спектакль валли ташӑ лартнӑ.
2012 ҫултанпа Светлана Краснова хореографсене вӗрентет.
Чӑваш Ен вице-премьерӗ — экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Дмитрий Краснов Монголи посолӗпе тӗл пулнӑ. Енсем малашне те килӗштерсе ӗҫлес ыйтусене сӳтсе явнӑ.
«Республика Европӑпа Азие ҫыхӑнтаракан ҫул ҫинче вырнаҫнӑ. вырнаҫнӑ. Кунтан машинӑсем хӑвӑрт ҫуремелли «Мускав – Хусан» магистраль иртӗ, вӑл «Ҫӗнӗ Пурҫӑн ҫулӗн» пӗр пйаӗ пулнӑ май Чӑваш Ене ҫывӑх тата инҫет чикӗ леш енчи ҫӗршывсемпе хастаррӑн килӗштерсе ӗҫлеме май парӗ», — тенӗ Дмитрий Краснов.
Монголи электротехника оборудованийӗ, машина тата механизмсем, апат-ҫимӗҫ, пир-авӑр, стройматериалсем туянма пултарать. Асӑннӑ ҫӗршыв предприятийӗсен хӑйсен усламне пирӗн патра аталантарма май пур.
Шупашкартан Мускава 6-7 сехетре ҫитейӗн. «Мускав – Чулхула – Хусан» М-12 ҫула хута ярсан ҫапла пулӗ. Проекта ӗнер Ҫӗмӗрле районӗнче сӳтсе явнӑ чухне Чӑваш Ен транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхн министрӗ Владимир Осипов йӗркелӳ ӗҫӗнче хӑш-пӗр ыйту пуррине палӑртнӑ. Тӗслӗхрен, хӑйӑра ӑҫтан турттарасси паллӑ мар.
Машинӑсем хӑвӑрт ҫӳремели ҫул «Европа – Хӗвеланӑҫ Китай» пӗтӗм тӗнчери транспорт маршручӗн пӗр пайӗ пулӗ. Пирӗн республикӑра ку ҫул 94 километр тӑршшӗ пулӗ, Вӑрнар, Ҫӗмӗрле, Йӗпреҫ, Комсомольски, Канаш, Тӑвай районӗсемпе иртӗ.
Ҫулла машинӑсене ҫав ҫул ҫинче пӗр сехетре 130 километр таран хӑвалама май килӗ, хӗлле — 110 километр.
Строительство ӗҫне кӑҫал пуҫӑнмалла, 2021 ҫулхи ҫулла валли туса пӗтермелле.
Паян СССР Писательсен союзӗн пайташӗ Михаил Сениэль (Егоров) ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитрӗ.
Михаил Сениэль 1940 ҫулхи раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Тутар Республикинчи Аксу районӗнчи Ҫаврӑшпуҫ ялӗнче ҫуралнӑ. Чистай хулинчи медицина училищинчен вӗренсе тухсан икӗ ҫул фельдшерта ӗҫленӗ. Кайран Хусан университечӗн историпе филологи факультетне вӗренме кӗнӗ, унтан тата Мускаври Литература институчӗ ҫумӗнчи Аслӑ курссенче ӑсталӑхне ӳстернӗ.
1967–1979 ҫулсенче Чӑваш кӗнеке издательствинче ӗҫленӗ, кайран литература ӗҫӗпе пурӑннӑ. Унӑн сӑвӑ, калав, повесть пуххисем 20 яхӑн тухнӑ. Вӑл 2014 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 27-мӗшӗнче вилнӗ.
Ӗнер, раштав уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Куславкка районӗнче фура ҫул хӗррине тухса кайса тӳнсе кайнӑ. Инкекре водитель аманнӑ. Кун пирки патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗ пӗлтернӗ.
Пысӑк тиевлӗ машина рулӗ умӗнче 28 ҫулти арҫын пулнӑ. Хут тиенӗ машинӑпа вӑл Хусан енне кайма тухнӑ. Куславкка районӗнче машина ҫул айккине чӑмнӑ, йывӑр тиевлӗскер тӳнсе кайнӑ.
Инкекре ытти машина шар курман. Фурӑн аманнӑ водительне пульницӑна ӑсатнӑ.
Ултавҫӑсем темле май тупса та улталаҫҫӗ. Банкра сирӗн ятпа такамсем кредит илесшӗн, эпир ҫавӑнтан сире сыхлӑпӑр тесе калаҫҫӗ, тавар сутакансемпе туянакансене те шӑнман пӑр ҫине лартса яраҫҫӗ. Халӗ тата ҫула тухас тесе улталаннӑ тӗслӗхсем те пур.
Шупашкар хулинче 20 ҫулти хӗр Хусана кайма ҫула май машина тупас тенӗ. Кӑштахран пикепе палламан арҫын ҫыхӑннӑ, вӑл хӑйӗнпе машина водителӗ тесе палаштарнӑ. Хӗрӗ ҫул укҫине куҫарса памалла каҫӑ ярса панӑ. Унта банк карттин номерне те, ыттине те кӑтартма тивнӗ. Хӗр банк картти ҫинчи 17 пин ытла тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.
Ҫавӑн пек меслетпе Шупашкарти 22 тата 43 ҫулсенчи хӗрарӑмсем улталаннӑ. Ултавҫӑсене пӗри 3 пин тенкӗ куҫарса панӑ, тепри — 7 200 тенкӗ.
Патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗнче ӗҫлекенсем инкеке лекнӗ ҫынсене пулӑшни пирки хӑйсен Инстаграмри страницинче час-часах пӗлтереҫҫӗ. Паян та вӗсем ҫынна ырӑ тунӑ.
«Ҫул ҫинче фура ҫапса хӑварнипе вилесси хӑрушӑ», — тесе ҫырнӑ @gibdd21 пабликра. Ҫухату ҫыннӑн ҫемйине пысӑк хуйхӑ илсе ҫитерет. Хамӑр пирки шухӑшламасан та тӑвансемшӗн пӑшӑрханар.
Ҫуран ҫӳрекен пӗр ҫын федераци ҫулӗн хӗррипе утнӑ. Вӑл ҫула май транспорт ҫӳрекен енпе пынӑ. Ун ҫумӗнче машинӑсем аякран курӑнмалли нимле паллӑ та пулман. Ҫавӑншӑн ун тӗлӗшпе административлӑ протокол шӑрҫаланӑ. Ара, водительсене тӗттӗмре ҫынна асӑрхама йывӑр-ҫке.
Ҫуран ҫӳрекене пакунлисем Хусан енне каякан ҫула май машинӑпа лартса янӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |