Красноармейски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Кузнецов асӑннӑ муниципалитет Республика кунне хатӗррине пӗлтернӗ. Аса илтерер, кӑҫал уявӑн тӗп мероприятийӗ Красноармейски районӗнче иртӗ. Уяв мероприятийӗсене йӗркелеме, объектсене ҫӗнетме муниципалитет Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн грантне — 10 миллион тенке — тивӗҫнӗ.
Республика кунӗ тӗлӗнче Красноармейски районӗнче ҫӗнӗ объектсем хута кайӗҫ: фельдешрпа акушер пункчӗ, «Юмах» ачасен кану вырӑнӗ тата ытти те. Республика кунне хатӗрленсе ирттерес ыйтусене Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян ирттернӗ ларура тишкернӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарпа Сӗнтӗрвӑрри районӗн пуҫлӑхӗсем уяв мероприятийӗсене епле хатӗрленни пирки отчет тунӑ. Яваплӑ министрсем те сӑмах илнӗ.
«Пӗр килограмм ҫӑнӑхран миҫе ҫӑкӑр пӗҫерме пулать?» Ҫапла ыйтнӑ Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер Атӑл леш енче уҫӑлнӑ «Ҫамрӑксен хули» форума пухӑннӑ ҫамрӑксенчен.
Ҫак мероприяти кӑҫалхипе вуннӑмӗш хут иртет. Палаткӑллӑ уйлӑха кӑҫал пине яхӑн ҫамрӑк пуҫтарӑннӑ.
Михаил Васильевич форумри ҫамрӑксемпе калаҫнӑ май Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн студенчӗсемпе те сӑмахланӑ. Тӗрлӗ предприятире практика тухакан ҫак аслӑ шкул студенчӗсенчен вӑл пӗр килограмм ҫӑнӑхран миҫе ҫӑкӑр тухнине ҫеҫ мар, продукци мӗнле сутӑнни таранах ыйтса пӗлнӗ.
Форума студентсем ҫеҫ мар, шкул ачисем те, тӗрлӗ ҫӗрте ӗҫлекенсем хутшӑнаҫҫӗ.
Атӑл леш енчи «Ҫамрӑксен хули» форум ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче хупӑнӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Улатӑр районӗнче вӑйлӑ ҫил ҫурт тӑррисене сӳни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ ҫав кунах пӗлтернӗччӗ. Ӗнер ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев хушнипе Улатӑра оперативлӑ ушкӑн ҫитнӗ.
Ятарлӑ комисси вӑйлӑ ҫил кӳнӗ тӑкака шутланӑ. Уйрӑмах нумай хваттерлӗ икӗ ҫурт шар курнӑ. Малтанах комисси «Стрелка» микрорайонти 37-мӗш ҫурт умӗнче чарӑннӑ. Унта тӑкак 370 пин тенкӗпе танлашнӑ. Ҫил ҫурт тӑррин 300 тӑваткал метрне сиенлетнӗ. Халӗ специалистсем ӑна юсаҫҫӗ, ҫӗнӗ материал витеҫҫӗ.
Совет урамӗнчи 14-мӗш ҫурт та самай сиенленнӗ. Ӑна 10 ҫул каялла кӑна хӑпартнӑ. Тӑрӑран нимӗн те юлманпа пӗрех. Хальлӗхе хваттерсене ҫумӑр анасран витнӗ-ха, тӗп ӗҫе специалистсем ыран пуҫӑнӗҫ.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Шупашкарти икӗ стадиона пӑхса ҫаврӑннӑ. Вӑл объектсене 2018 ҫулта футбол енӗпе иртекен пӗтӗм тӗнчери чемпионата хатӗрленмелли тренировка базисен малтанхи списокне кӗртнӗ.
Элтеперпе пӗрле стадионсене республикӑн физкультурӑпа спорт министрӗ Сергей Шелтуков ҫӳренӗ.
Министрпа республика ертӳҫи А.В. Игнатьев ячӗллӗ спорт хатӗрленӗвӗн центрӗн «Олимпийский» (чӑв. Олимп) тата Шупашкар хула администрацийӗн «Спартак» стадионӗсенче пулнӑ.
Паянхи куна стадионсене юсаса пӗтернӗ. Халӗ вӗсем тавралли территорие хӑтлӑх кӳреҫҫӗ.
Аса илтерер, чемпионат пирӗн ҫӗршывра ҫӗртме уйӑхӗн 14-мӗшӗнче пуҫланса утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Унта тӗнчери 32 команда хутшӑнӗ. Вӗсен ӑмӑртӑвӗсем Раҫҫейри 11 хулара иртӗҫ.
Ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьев Ставрополь хулинче иртнӗ «Раҫҫейри студентсен ҫуркунни» фестивале хутшӑннӑ Чӑваш Ен ҫамрӑкӗсемпе тӗл пулнӑ. Унта пирӗн тӑрӑхри 75 яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ кайнӑ.
Фестиваль ҫӗнтерӳҫисемпе Чӑваш Ен ертӳҫисӗр пуҫне тата ЧР вӗрентӳ министрӗ Александр Иванов тӗл пулнӑ.
Ҫамрӑксем Михаил Васильевича тӗрлӗ ыйту панӑ. «Сирӗн ӑнӑҫӑвӑн вӑрттӑнлӑхӗ мӗнре?» – ыйтнӑ вӗсенчен пӗри. «Ӗҫченлӗх», – хуравланӑ Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев. Ҫамрӑксен хушшинче тӗрлӗ сӗнупе тухакан та пулнӑ. Сӑмахран, акӑ, тӗл пулура 2020 ҫулта Пӗтӗм Раҫҫейри «Студентсен ҫуркуннине» пирӗн республикӑра ирттересси пирки те сӑмах пуҫарнӑ. Чӑваш Ен ертӳҫи Михаил Игнатьев ку сӗнӗве йышӑннӑ.
Ҫанталӑк пӑсӑлнӑ май Чӑваш Енре ӗнертенпе инкеклӗ лару-тӑру режимӗ пулнине палӑртнӑ. Ку хушӑва ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев алӑ пуснӑ.
Документра палӑртнӑ тӑрӑх, ЧР Министрсен Кабинечӗн район тата хула администрацийӗсемпе пӗрле асар-писер ҫанталӑк шар кӑтартнӑ пулӑма сирмелли ӗҫ хатӗрлемелле, инкеклӗ лару-тӑрӑва пӗтермешкӗн республикӑн резерв хыснинчен укҫа уйӑрмалла. Муниципалитетсене вара вӑйлӑ ҫил сиен кӳнӗ ҫуртсене юсама, ӳкнӗ йывӑҫсене тирпейлеме хушнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру режимӗ ятарлӑ хушу пуличчен тӑсӑлӗ.
Аса илтерер: Красноармейски районӗнчи Еншик Чулла ялӗнче шкул спортзалӗн, ФАП тӑрри сиенленнӗ. Вӑрмар районӗнчи Пысӑк Енккассинче шкул тӑррине сӳнӗ, Тавай районӗнчи Турикас Тушкил ялӗнчи шкул ҫивиттине те ҫил илсе пенӗ.
Вӑрмар тата Пӑрачкав районӗнче инкеклӗ лару-тӑру режимӗ пулнине ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнчех палӑртнӑ. Юпасем, йывӑҫсем ӳкнӗрен 17 районти 3702 ҫурт электричествӑсӑр юлнӑ. Ӗнер ирхине электролинисене йӗркене кӗртсе пӗтернӗ.
Ӗ укҫине вӑхӑтра парас, «сӑрӑ» схемӑсемпе ӗҫлекенсене чарас ыйтусемпе ӗҫлекен ведомствӑсем хушшинчи комисси паян черетлӗ ларӑва пуҫтарӑннӑ. Ӑна Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ирттернӗ. Кун йӗркинчи тӗп ыйтупа ЧР Патшалӑх ӗҫлев инспекцийӗн ертӳҫи Алексей Метелкин тухса калаҫнӑ.
Шупашкарти 1-мӗш типографин ӗҫ укҫи парӑмӗ 16,3 миллион тенке ҫитнӗ, «Элма» автокомпонентсен савучӗн – 18,1 млн, Улатӑрти «АЗНХ» обществӑн – 13,4 млн, «Чӑваш бройлерӗн» – 10,6 млн, «Старко» фирмӑн – 3,9 млн.
Кӑҫал инспекци ӗҫченӗсем 103 тӗрӗслев ирттернӗ, предприятисем саккунсене пӑхӑнса пыманнине тупса палӑртнӑ.
Кӑҫал «Чӑвашавтодор» АУО 802 ҫынна ӗҫ укҫине 30 млн ытла парса саплаштарнӑ, «Чӑвашавтотранс» та ӗҫ укҫипе парӑма татнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 30-31-мӗшӗсенче пирӗн республикӑра Раҫҫейри халӑхсен «Атӑл асамачӗ» поэзи фестивалӗ иртессине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Унта хутшӑнакансемпе паян Правительство ҫуртӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев тӗл пулнӑ. Аса илтерер, мероприятине И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 170 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Икӗ кунлӑх фестивале Тутарстанран, Пушкӑртстанран, Удмурт Республикинчен, Дагестанран, Мари Элтан, Коми Республикинчен, Мордва Республикинчен, Чӗмпӗр тата Аҫтӑрхан облаҫӗсенчен килнӗ.
Элтеперпе тӗл пулнисем хальхи вӑхӑтри поэтсемпе писательсен хайлавӗсене шкул программине кӗртме сӗннӗ. Вулавӑшсенче тӗрлӗ мероприяти ирттернӗ чух та вӗсене анлӑрах сарсан аваннине палӑртнӑ.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ЧР Информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министерствин ятне улӑштарнӑ. Хушӑва паян алӑ пуснӑ.
Малашне ведомство Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви пулӗ. Ку цифра экономикине тата массӑллӑ коммуникацие аталанма май парать тесе палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех ҫынсен пурнӑҫ пахалӑхне, патшалӑх пулӑшӑвӗ илес ӗҫе лайӑхлать-мӗн.
Ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Владимир Путин Ҫыхӑну тата массӑллӑ коммуникацисен министерствин ятне улӑштарнӑ: вӑл Цифра аталанӑвӗн, ҫыхӑну тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви пулӗ. Чӑваш Енри ведомство ятне улӑштарни ҫакӑнпа та ҫыхӑннӑ. Хальлӗхе унӑн ертӳҫи ҫук. Аса илтерер: унчченхи министр Александр Иванов ЧР Вӗренӳ министерствине ертсе пырать.
Ҫу уйӑхӗн 24–26-мӗш кунӗсенче Питӗр хулинче халӑхсем хушшинчи экономика форумӗ иртнине, унта Чӑваш Енӗн делегацийӗ те хутшӑнассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев ертсе пыракан ӗҫлӗ йышра, аса илтерер, — Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ – экономика министрӗ Владимир Аврелькин, усламҫӑсемпе «Эсӗ – предприниматель» федераци программине кӗнӗ ҫамрӑк предпрнимательсем.
Питӗрти экономика форумне хутшӑнма пӗр ҫынна 380 пин тенке ларать иккен. Унсӑр пуҫне самолетпа вӗҫнишӗн, хӑна ҫуртӗнче пурӑннишӗн, ресторанта апатланнишӗн тӳлемелле-мӗн. Ҫакна форума хутшӑнакан тӗнче тетелӗнчи «Правда ПФО» хаҫат журналисчӗ Андрей Иванов ҫырса пӗлтернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |