Чӑвашстат кам мӗн чухлӗ ӗҫлесе илнине шутланӑ. Официаллӑ даннӑйсене ӗненес тӗк, хысна организацийӗсенче вӑй хуракансен шалӑвӗ 10 процент ӳснӗ.
Ӑслӑлӑх ӗҫченӗсем ыттисенчен ытларах ӗҫлесе илеҫҫӗ – вӑтамран 49,8 пин тенкӗ. Аслӑ шкулсенче вӗрентекенсем вӑтамран 48,7 пин тенкӗ илеҫҫӗ. Тухтӑрсен шалӑвӗ те ҫавӑн чухлех. Ытти категорири ӗҫченсем 25 пин тенкӗрен сахалрах ӗҫлесе илеҫҫӗ.
Сӑмах май, иртнӗ ҫул вӑтам ӗҫ укҫи 7,2 процент ӳснӗ, ку кӑтарту 24 пин те 531 тенкӗ те 3 пуспа танлашнӑ. Палӑртмалла: 2017 ҫулта ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев пресс-конференцире вӑтам ӗҫ укҫи кашни ҫулах ӳссе пырассине каланӑччӗ.
Шупашкарти кӳлмек ҫулран ҫул хитреленсе пырать. Анчах ун ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ «Одис-Отель» питӗ хитре мар курӑнса ларать. Нумай хутлӑ ҫурта туса пӗтермен.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков «Одис-Отеля» 2010 ҫул тӗлне туса пӗтерессе шантарнӑ. ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ку ыйтӑва Шупашкар 550 ҫул тултарнӑ тӗле татса пама сӗннӗ. Анчах Алексей Ладыков ку вӑхӑта ӗлкӗрейменнине, ҫурта Чӑваш автономине йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ тӗле ҫеҫ туса пӗтерессине пӗлтернӗ.
Отель харпӑрҫисемпе суд вӗҫленнӗ. «Бинбанк» парӑма, 8 миллион тенке, татнӑ, отель валли ҫӗнӗ инвестор шырама пуҫланӑ. «Бинбанкпа» тунӑ ҫӗнӗ килӗшӳ виҫӗ ҫул вӑйра пулӗ. Ҫав тапхӑрта проекта пурнӑҫламасан муниципалитет ҫурта туртса илсе сутма пултарать.
Паян Чӑаш Енӗн Правительство ҫуртӗнче республикӑри инвестици климатне лайӑхлатас енӗпе ӗҫлекен канашӑн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Ӑна Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ертсе пынӑ. Унта хутшӑннӑ «Хыпар» хаҫат журналисчӗ Николай Коновалов «Хыпар» издательство ҫурчӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, канашлури усламҫӑсенчен пӗри Михаил Васильевич сехетне куҫ хывни сисӗнет. Ҫук-ҫук, усал шухӑшпа мар.
Усламҫӑ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл чӑваш элемне питӗ кӑмӑллать. Ҫавӑнпах пулӗ ӗнтӗ вӑл Михаил Игнатьевӑн аллинчи Чӑваш Ен символикиллӗ сехете асӑрхаса унашкаллине ӑҫта туянма май пуррипе кӑсӑкланнӑ.
Хыпар вуласан ҫакӑ сисӗнет: ун пек сехет сутлӑхра ҫук. «Республика Пуҫлӑхӗ ҫамрӑк ҫынна тӑрӑшса ӗҫлеме сунчӗ — вара Чӑваш Ен символикиллӗ сехет те кӗттермӗ. Тӗрӗс, наградӑна ахаль памаҫҫӗ — ҫӗнсе илмелле», — тесе ҫырнӑ хаҫатҫӑ.
Хӑш-пӗр хӗрарӑм мӗншӗн хӗсӗр? ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Викторов ҫакӑн сӑлтавне пӗлтернӗ. Кун пирки вӑл ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев тата Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Ольга Чапрасова умӗнчех каланӑ.
Владимир Викторов хӑйӗн докладӗнче акӑ мӗн пӗлтернӗ: ача ҫуратиччен хӗрарӑмӑн ҫичӗ арҫын пулнӑ тӑк вӑл хӗсӗр, 100 проценчӗпех. Ку доклада вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарӑн 2017 ҫулти аталанӑвне пӗтӗмлетнӗ мероприятире вуланӑ. Вӑл нарӑс уйӑхӗн 19-мӗшӗнче иртнӗ. Хӗсӗрлӗх пирки калаҫма тытӑнсан залра ларакансем тӑрук «чӗрӗлсе» кайнӑ. «Интереслӗ тема-им? Пурте тӳрех вӑрантӑр. Эппин, шухӑшлӑр кӑштах», - тенӗ министр.
Кунашкал хыпара «Правда ПФО» пӗлтернӗ. Сайтра министр каланӑ сӑмахсен аудиоҫыравӗ пуррине те каланӑ.
Шупашкарти урамсенчен пӗрне ҫывӑх вӑхӑтра Илья Прокоьпев ятне парӗҫ. Унсӑр пуҫне вӑл пурӑннӑ ҫурт ҫине ӑна асӑнса хӑма вырнаҫтарӗҫ.
Республикӑн социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑ ҫак ҫынна асра тытас тӗллевпе паян, Илья Прокопьев вилнӗ кун (общество деятелӗ иртнӗ ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче леш тӗнчене уйрӑлса кайрӗ), Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хушу кӑларнӑ. «Об увековечении памяти Прокопьева И.П.» (чӑв. Прокопьев И.П. ятне вилӗмсӗрлетесси ҫинчен) ят панӑскере влаҫ органӗҫен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Илья Прокопьев Вӑрнар районӗнчи Мачамӑш ялӗнче 1926 ҫулхи утӑ уйхӗн 29-мӗшӗнче ҫуралнӑ. КПСС Чӑваш обкомне пӗрремӗш секретарь пулса 14 ҫул ертсе пынӑ. Унччен вӑл тӗрлӗ должноҫре ӗҫленӗ, карьера картлашкипе пӗчӗкшерӗн улӑхса пынӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Етӗрнере нумай функциллӗ центр уҫӑлнӑ. «Манӑн документсем» центра уҫнӑ ҫӗре ЧР экономика аталанӑвӗн министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Инна Антонова, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Валерий Павлов, Чӑваш Енри усламҫӑсен прависене хӳтӗлекен Александр Рыбаков, Етӗрне район пуҫлӑхӗ Олег Паликин, Етӗрне район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Софронов хутшӑннӑ.
Нумай функциллӗ центр директорӗ Ирина Шоронова ҫӗнӗ ҫурт уҫӑлнӑшӑн савӑннӑ, куншӑн тӳре-шарана тав тунӑ. Етӗрне ҫыннисем ҫак куна тахҫантанпах кӗтнӗ. Ара, нумай функциллӗ центрта халӗ кирек мӗнле документа та тутарма меллӗ.
Сӑмах май, Етӗрнери центра грант укҫипе ҫӗнетнӗ. Ӑна ЧР Элтеперӗн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн районти экономикӑна аталантарма тата инвестици илӗртмелли майсем тума уйӑрса панӑ.
Ӗнерпе паян Сочи хулинче Раҫҫейӗн инвестици форумӗ иртет. Унта Бахрейн патшалӑхӗн пирӗн ҫӗршыври чрезвычайлӑ тата тулли праваллӑ элчи Ахмед Аль-Саати Чӑваш Енпе килӗштерсе ӗҫлес шухӑшлине пӗлтернӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби паян хыпарланӑ.
«Чӑваш Ен ӳсӗмӗ тата инвестици тӑрӑмӗ пирки нумай илтнӗ. Сирӗнпе килӗштерсе ӗҫлесшӗн», – тенӗ иккен араб ҫынни Михаил Игнатьев Элтеперпе тата ЧР экономика аталанӑвӗн министрӗпе Владимир Аврелькинпа Сочири форумра тӗл пулсан.
Ахмед Аль-Саати Чӑваш Ене килсе курас ӗмӗтлине те пӗлтернӗ.
Бахрейн патшалӑхне Ҫывӑх Хӗвелтухӑҫӑн ахахӗ тесе калаҫҫӗ. Утрав ҫӗршывӗ шутланаканскере 33 утрав кӗрет. Бахрейн патшалӑхӗ — араб ҫӗршывӗсенчен чи пӗчӗкки.
Ӗнер Шупашкарта Раҫҫейӗн Общество палатин пайташӗ Вероника Крашенинникова пулнӑ. Асӑннӑ политолог Тулаш политика тата пуҫарусен институчӗн гендиректорӗ шутланать, «Звезда» (чӑв. Ҫӑлтӑр) телеканалпа «Прогнозы» кӑларӑма ертсе пырать.
Вероника Крашенинникова ӗнер, нарӑсӑн 13-мӗшӗнче, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн культура керменӗнче ҫамрӑксемпе ҫӗршывӑмӑрӑн тулаш политикине сӳтсе явнӑ.
Политологпа ӗнерех Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ЧР Правительство ҫуртӗнче тӗл пулнӑ. Хӑнана Михаил Васильевич ҫамрӑксемпе курнӑҫнӑшӑн тав тунӑ.
Вероника Крашенинникова Элтепере истори тата общество пӗлӗвӗн вӗрентекенӗсем валли уҫӑ лекци ирттернине, вӗсем ӑна кӑсӑкланса итленине пӗлтернӗ.
Юлашки вӑхӑтра «Чӑваш бройлерӗ» пирки калаҫаҫҫӗ. Ку ыйтӑва Правительство ҫуртӗнче те сӳтсе явнӑ.
Ҫитес вӑхӑтра предприятире ӗҫлекенсен йышне чакарма палӑртнӑ. Ӗҫсӗр тӑрса юлнисен мӗн тумалла вара? Республикӑра ятарласа комисси йӗркеленӗ. Вӑл предприятирен кӑларса янӑ ҫынсене ӗҫпе тивӗҫтерес енӗпе тӑрӑшӗ.
«Халӗ «Чӑваш бройлерӗнче» оператор тытӑмӗнче, тасатмалли сооруженисенче тӑрӑшакансене хӑварма тӑрӑшатпӑр», — тенӗ ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов.
Халӗ правительство «Чӑваш бройлерне» ура ҫине тӑма пулӑшакан инвестор шырать. Ку ыйту ЧР Элтеперне Михаил Игнатьева питӗ шухӑшлаттарать. Вӑл ку эрне вӗҫӗнче Сочире иртекен инвестици канашлӑвне кайӗ. Унта РФ ял хуҫалӑх министрӗпе ӗҫлӗ апатланӑва хутшӑнӗ, шӑпах ҫавӑнта «Чӑваш бройлерӗн» ҫивӗч ыйтӑвне ҫӗклеме палӑртнӑ.
Ҫак кунсенче республикӑри район-хулара пӗлтӗрхи ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетекен пухусем иртнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Маларах, эпир пӗлнӗ тӑрӑх, шӑмӑршӑсемпе патӑрьелсем, муркашсем пуҫтарӑннӑ. Ӗнер ун пек пухусем Сӗнтӗрвӑрри тата Шупашкар районӗсенче иртнӗ.
Кӳкеҫринче Шупашкар район пульницин тӗп тухтӑрӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Елена Петрова унти тухтӑрсен пулӑшӑвӗпе халӑхӑн 90 ытла проценчӗ кӑмӑллӑ тесе ӗнентернӗ. Пухӑва хутшӑннӑ Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ку цифрӑна шанмасӑртарах йышӑннӑ. «Ыйтӑма хӑвӑр ирттеретӗр-им?» — тӗлӗннине пытарман республика ертӳҫи. «Медицина страхованийӗн фончӗ», — хуравланӑ шурӑ халатлисен ертӳҫи.
Михаил Васильевич Шупашкар районӗнче халӑхӑн 40 проценчӗ тухтӑрсемпе кӑмӑлсӑр тесе шухӑшланине пӗлтернӗ. Чӑн та, хӑш-пӗр ҫӗрте фельдшерпа акушер пункчӗсене хупнӑ, хӑш-пӗр вырӑнта черет вӑрӑм...
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |