Паян Чӑваш Ен вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсенче ӗҫлекенсен кунне халалласа уяв ирттернӗ. Ӑна К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче йӗркеленӗ.
Пухӑннисене Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев, РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Леонид Черкесов, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ертӳҫин тивӗҫне пурнӑҫлакан Альбина Егорова, Чӑваш Республикин прокурорӗ Василий Пословский, Чӑваш Республикин муниципалитетсен пӗрлешӗвӗн канашӗн правленийӗн ертӳҫи Александр Куликов хутшӑннӑ.
Михаил Игыатьев вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен ертӳҫисемпе ӗҫченӗсене, депутатсене, республикӑра пурӑнакан мӗнпур пуҫаруллӑ ҫынна пурнӑҫра хастар пулнӑшӑн тата тарӑшуллӑ ӗҫшӗн тав тунӑ. Тӗрлӗ шайри Хисеп грамотисемпе тата ытти хаклӑ парнепе чысланӑ.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Красноармейски районӗн администрацийӗн ертӳҫипе Александр Кузнецовпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ.
Кӑҫал Республика кунне муниципалитетра ирттерӗҫ. Район республика ирттернӗ конкурсра ҫӗнтернӗ. Ҫавна май Красноармейски районӗн инфратытӑмне аталантарама муниципалитет 10 млн гранта тивӗҫнӗ.
«Республика уйӑрнӑ укҫасене тӑкаклассипе мӗнпур конкурссене йӗркелесе ирттернӗ. Бюджет тухӑҫлӑхӗ 1,7 млн танлашрӗ. Вӑл укҫапа тротуарсем сарма, ачасем валли ятарлӑ вырӑнсем хута яма плана кӗртсе хӑварнӑ», – ӑнлантарнӑ Александр Кузнецов.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Александр Кузнецовпа калаҫнӑ май Республика кунне ирттерме районти ӑнӑҫлӑ усламҫӑсене те явӑҫтарма чӗнсе каланӑ.
РФ Президенчӗн Чӑваш Енри йышӑну пӳлӗмӗнче республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян ҫынсене йышӑннӑ. Унта Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хурапхара пурӑнакан Николай Васильев пенсионер та ҫитнӗ.
Вӑл хӑйсен ялӗнче ҫуккишӗн пӑшӑрханнӑ. Ку ыйту хурапхасене ялӗпех кулянтарать иккен.
Тивӗҫлӗ канури ҫынна Михаил Васильевич ырӑ хыпар пӗлтернӗ: ялта кӑҫал шыв пулӗ. Шыв пӑрӑхне 2,9 километр тӑршшӗ сарма, шыв башни вырнаҫтарма, пушар резервуарӗсене йӗркелеме палӑртса хунӑ.
Хурапхасене питех те кирлӗ ӗҫе пурнӑҫлама хыснаран 8,3 миллион тенкӗ уйӑрма пӑхса хӑварнӑ.
«Пӗлтерӗшлӗ ҫак ыйтӑва кӑҫал татса парӑпӑр», — шаӗтарса каланӑ Михаил Игнатьев Элтепер йышӑнури ҫынна.
Калӑпӑшлӑ ӗҫе кӑҫалхи чӳк уйӑхӗнче вӗҫлемелле.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн харӑсах икӗ артисчӗ пысӑк чыслава тивӗҫнӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер кӑларнӑ указпа тӗрлӗ отрасльте ӗҫлекенсене тӗрлӗ майпа наградӑлама йышӑннӑ. Эпир асӑннӑ театр ӗҫченӗсенчен пӗрне, Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артистне, Чӑваш Республикин халӑх артистне Василий Павлова «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ.
Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистне Александр Степанова (Пӑрттана) вара «Чӑваш халӑх артисчӗ» ят пама йышӑннӑ. Аса илтерер, ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче вӑл 55 ҫул тултарчӗ. Красноармейски районне кӗрекен Алманч ялӗнче ҫуралнӑ, Ярославльти театр училищинче вӗреннӗ Александр Пӑртта «Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ» ята 2003 ҫулта тивӗҫнӗ.
Ӗнер, ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Вӑрнарти аш-какай комбиначӗн Кӑмаша ялӗнчи сысна комплексӗнче пушар алхаснӑ. Шел те, пушарта выльӑх нумай вилнӗ.
Ҫулӑмра 131 сысна ами, 1993 ҫура ҫунса вилнӗ. Ку пӑтӑрмах пирки паян ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ирттернӗ планеркӑра та калаҫнӑ. Ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов пушар мӗнрен тухма пултарнине пӗлтернӗ: электропралук чӑхӑмланӑ.
«Пушарта сысна нумай вилнӗ: 131 сысна ами тата 1993 ҫура», - тенӗ министр планеркӑра. Вӑл аш-какай комбиначӗн пурлӑх комплексне, выльӑха пӗтӗмпех страхламаннине палӑртнӑ.
Шупашкар районӗнчи Лапсар ҫывӑхӗнче пурӑнакансем, ҫав шутра кӳкеҫсем те, урамра тепӗр чух тӑракан ырӑ мар шӑрша пӗрре ҫеҫ мар туйнӑ. Хӑнӑхса та ҫитрӗҫ пуль тенӗччӗ те, ҫук иккен. Александр Анисимов ятлӑ ҫын «Юрма» чӑх-чӗп хапрӑкне хуптарма ыйтса петици ҫырнӑ.
Асӑннӑ ял хуҫалӑх предприятийӗ тавралла 15 километрта вырнаҫнӑ ялсенче, Шупашкарӑн тӗп пайӗнче, Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ тата Ҫӗнӗ Кӑнтӑр районӗсенче ырӑ мар шӑршӑ тӑнине палӑртнӑ унта. Петрэици авторӗ маларах Роспотребнадзора, прокуратурӑна ҫырнисем усӑ кӳменнине асӑннӑ.
Хапрӑка хупса хума ыйтнине Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн ячӗпе шӑрҫаланӑ. Ҫырура ҫынсен таса сывлӑшпа сывлас килнине пӗлтернӗ.
Ҫак самантра петицие 175 ҫын алӑ пуснӑ.
Шупашкарти Ҫӗнӗ хула текен микрорайонти урамсенчен пӗрне Чӑваш Енри патшалӑхӑн, политикӑн тата обществӑн паллӑ ӗҫченӗн Илья Прокопьевӑн ятне пама йышӑннӑ. Ӗслӗ хута республикӑн тӗп хулин администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Илья Прокопьев пӗлтӗрхи нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлнӑччӗ. Вӑл ун чухне 91 ҫула кайнӑччӗ. «Пысӑк чун-чӗреллӗ, пултаруллӑ ертӳҫӗн, ячӗ Чӑваш Республикин тата Раҫҫейӗн историйӗнче ылтӑн саспаллисемпе ҫырӑннӑ ҫын», — тесе ҫырнӑччӗ некрологра.
Шӑп та лӑп тепӗр ҫулталӑкран Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Илья Прокпьевӑн ятне асра тытасси ҫинчен калакан указа алӑ пуснӑччӗ. Ҫав хута ӑнлантарнинче Шупашкарти урамсенчен пӗрне Илья Прокопьев ятне парасси пирки те каланӑччӗ.
Чӑваш Енри ултӑ шырав отрядне укҫа парса пулӑшӗҫ. Ку хушӑва республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Халӗ ун пирки республикӑн Вӗренӳ министерстви те хыпарлать.
Шырав отрячӗсенчен виҫҫӗшне 100-шер пин тенкӗ уйӑрма йышӑннӑ, тепӗр виҫҫӗшне — 75-шер.
Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗрти вӑтам шкула — «Пропавших без вести возвращаем имена» (чӑв. Хыпарсӑр ҫухалнисен ячӗсене тавӑратпӑр), Комсомольски районӗнчи Ҫӗнӗ Мӑратри шкула «Здесь шли бои…» (чӑв. Кунта ҫапӑҫусем иртнӗ...), Ҫӗнӗ Шупашкарти химипе механика техникумне «Помнить – значит делать» (чӑв. Асра тытни — туни) проектсем валли 100-шер пин тенкӗ тивӗҫӗ.
И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн «Память» (чӑв. Астӑвӑм) шырав отрядне, «Студенческий Совет» (чӑв. Студентсен канашӗ) организацине, «Алые маки» (чӑв. Хӗрлӗ мӑкӑнь) шырав пӗрлешӗвне 75-шер пин тенкӗ лекӗ.
Паян ЧР премьер-министрӗ Иван Моторин Юрий Исаева ЧР Вӗренӳ интститучӗн ректорӗн должноҫне парасси пирки хушу алӑ пуснӑ.
Аса илтерер: кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗччен вӑл ЧР вӗренӳ министрӗ пулнӑ. Кайран ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӑна отставкӑна ярса хӑйӗн администрацийӗн ертӳҫин ҫумне лартнӑ. Ҫав вӑхӑталлах ЧР Вӗренӳ институчӗн унчченхи ректорне Сергей Савина ӗҫрен кӑларнӑ.
Юрий Исаев 1969 ҫулхи нарӑсӑн 13-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Нӑрваш Шӑхаль ялӗнче ҫуралнӑ. 1995 ҫулта И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ пӗтернӗ, «Чӑваш чӗлхи тата литература» специальноҫе алла илнӗ. Унтан вӑл юриста вӗреннӗ. Юрий Николаевич – филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, доцент. Вӑл – 80 ытла вӗренӳпе методика ӗҫӗсен авторӗ. Вӗсенчен 5-шӗ – монографи.
Чӑваш Ен Элтеперне Михаил Игнатьева ӗҫрен кӑларӗҫ текен сӑмах черетлӗ хутчен тухнӑ. Ҫапла, черетлӗ хутчен. Кун пек сӑмаха унччен те сарнӑччӗ. Эпир астӑвасса пӗрре кӑна та мар. Халӗ тата ҫыракансем тупӑннӑ. Хальхинче — «МК» хаҫатӑн нумаях пулмасть пичетленнӗ номерӗсенчен пӗринче.
Материал авторӗ — Актуаллӑ экономика институчӗн пуҫлӑхӗ Никита Исаев. 1978 ҫулта Мускавра ҫуралнӑ ҫак ҫынпа тӗнче тетелӗнчи уҫӑ ҫӑлкуҫсенче политолог, экономист, усламҫӑ, телеертӳҫӗ, юрист тата преподаватель тесе паллаштараҫҫӗ. Вӑл юридици ӑслӑхӗсен кандидачӗ иккен, юрисконсульт, Раҫҫейӗн ҫамрӑксен енӗпе ӗҫлекен патшалӑх комитетӗнче, Регионсен аталанӑвӗн министерствин ятарлӑ программӑсемпе территорие аталантаракан проектсен департаментӗнче ӗҫленӗ-мӗн.
Суйлав хыҫҫӑнхи лару-тӑру пирки ҫырнӑ май «Кузбаса, Якут Республикине, Чӑваш Ене, Пушкӑртстана, Брянска, Калининграда, Тулӑна, Ӗренпура, Иваново облаҫне, Алтай тата Краснодар тӑрӑхӗсене ӑмсанаймӑн. Вӗсенчен хӑшӗсен кӗпӗрнаттӑрӗсен чӑматан хатӗрлеме вӑхӑт», — ҫавӑрттарнӑ ҫав ҫын хай шухӑшне. «Центр шанӑҫне Чӑваш Ен ертӳҫи Михаил Игнатьев та ҫухатнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |