«Инвестици илӗртӳлӗхӗшӗн Чӑваш Ене ҫӗршыв Президенчӗ ырланӑ», — тесе ҫырнӑ «Хыпар» издательство ҫурчӗ.
Паян, раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, ҫӗршывӑн Патшалӑх Канашӗн пӗтӗмлетӳллӗ ларӑвӗ иртнӗ иккен. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ. Мускаври ларура регионсен инвестици климатне лайӑхлатассипе, бизнеса аталантарассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явнӑ.
Раҫҫей шайӗнчи ларура РФ Президенчӗ Владимир Путин Чӑваш Ен региона укҫа-тенкӗ илсе килес енӗпе ҫӳллӗ шайра ӗҫленине, ҫак тӗлӗшпе малта пыракан регионсен шутӗнчине палӑртнӑ-мӗн.
Сӑмах май, инвестици илӗртӳлӗхӗн наци рейтингӗнче Чӑваш Ен кӑҫал Раҫҫейри 85 регион хушшинче иккӗмӗш вырӑн йышӑннине республикӑри МИХсем темиҫе хут та пӗлтернӗччӗ.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Миъаил Игнатьев РФ ӗҫпе социаллӑ хӳтлӗх министрӗпе Максим Топилинпа тӗлпулнӑ. Вӗсем хысна тытӑмӗнче вӑй хуракансен шалу укҫийӗ пирки сӑмахланӑ, «Трактор савучӗ» концерн предприятийӗсенчи лару-тӑрӑва тата ыттине сӳтсе явнӑ.
Михаил Игнатьев РФ ӗҫпе социаллӑ хӳтлӗх министрне республикӑна «пысӑк тӗрев панӑшӑн мухтаса тав сӑмахӗсем каланӑ». Ҫакна ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби пӗлтерет.
Федераци министрӗ Михаил Игнатьева халӑха ӗҫпе тивӗҫтерес ыйтупа тимленӗшӗн ырласа тав сӑмахӗ каланӑ иккен. Маларах асӑннӑ пресс-служба ҫавӑн пекех пирӗн тӑрӑхра ӗҫсӗррисен шучӗ ҫулсерен чаксах пынине, производствӑра шар курнисем сахаллине, халӑх ӗҫ правилисене пӑхӑннине пӗлтернӗ.
Шкул столовӑйӗнче апатпа наркӑмӑшланнипе ҫыхӑннӑ пӑтӑрмаха эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, иртнӗ ҫулхи юпа уйӑхӗнче Шупашкарти 43-мӗш шкулта ачасем столовӑйри апатпа шар курнӑччӗ, вӗсенчен хӑшӗсем пульницӑна лекнӗччӗ. Ҫакна республика правительствин ларӑвӗнче те сӳтсе явнӑччӗ. Ун чухнехи сывлӑх сыхлав министрӗ Алла Самойлова сиплев учрежденийӗсене 7 ачана вырттарнине, наркӑмӑшланнисене 20 тӗслех шута илнине пӗлтернӗччӗ. Пӑтӑрмахшӑн айӑплисене Михаил Игнатьев Элтепер явап тыттарма чӗнсе каланӑччӗ.
Халӗ РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ ку ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ. Вӑл шкул столовӑйӗнче производство ертӳҫи пулса ӗҫленӗ хӗрарӑм тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 238-мӗш статйин пӗрремӗш пайӗпе ӗҫ пуҫарнӑ. Хӗрарӑма епле явап тыттарассине ҫывӑх вӑхӑтра суд татса парӗ.
Раштав уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Правительство ҫуртӗнче ӗҫре ҫитӗнӳсем тунӑ ҫынсене чысланӑ. Вӗсен йышӗнче культура, ӑслӑлӑх, ӳнер, ял хуҫалӑх, промышленноҫ, медицина, вӗрентӳ тата ытти тытӑм ӗҫченӗсем пулнӑ.
Наградӑна тивӗҫнисене йышӗнче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев та пулнӑ. Награда тинех хуҫине тупнӑ. Аса илтерер: кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗнче Михаил Игнатьева «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» ордена парас ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Ку пуҫару – Елчӗк район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тата депутатсен.
Ордена Михаил Игнатьева ҫур ҫултан ҫеҫ савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура панӑ. Элтепере ЧР Патшалӑх Канашӗн председателӗ Валерий Филимонов чысланӑ.
Сӑмах май, ку орден – республикӑри патшалӑх наградисенчен чи пысӑккисенчен пӗри. Ӑна 2005 ҫулта йышӑннӑ, ку таранччен ордена Варнава митрополит тата Андрей Эшпай композитор тивӗҫнӗ.
Иртнӗ эрнере, раштав уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви административлӑ харӑсах икӗ объект хута янине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтерсе ӗлкӗрнӗччӗ-ха. Ҫӗнӗскерсене уҫнӑ ятпа ирттернӗ савӑнӑҫлӑ мероприятие хутшӑннӑ журналистсем унта ӗҫлеме те, спорт занятийӗсем валли те условисем пӑхса хӑварнине хыпарланӑччӗ.
Хӗрлӗ хӑйӑва каснӑ ҫӗре республикӑри тӗрлӗ тӳре-шара, ҫав шутра Чӑваш Ен Элтеперӗ те, хутшӑннӑ. Михаил Игнатьев журналистсемпе сӑмах вакласа илнӗ чух «Правда ПФО» интернет-хаҫат журналисчӗ Александр Белов Федерацин хӑрушсӑрлӑх службине ҫӗнӗ ҫурт тума республика пулӑшмӗ-ши тесе кӑсӑкланнӑ.
«Ку ыйтӑва эпир сӳтсе явнӑ. Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин управленийӗ валли ҫӗр уйӑрассине тишкереҫҫӗ. Вӗсен (ФХС — авт. асӑрхаттарӑвӗ) кивӗ ҫурт, вӗсене (хӑрушсӑрлӑх службинче ӗслекенсене — авт. асӑрхаттарӑвӗ) ҫӗнӗ услови кирлӗ», — хуравланӑ республика ертӳҫи Михаил Игнатьев.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев професси уявӗ ячӗпе саламланӑ. «Энергетика экономикӑн чи кирлӗ те пӗлтерӗшлӗ отраслӗсенчен пӗри шутланать. Регионӑн ҫирӗп аталанӑвӗ тата унта пурӑнакан ҫынсен ырлӑхӗ ытларах чухне унӑн тухӑҫлӑхӗпе шанчӑклӑхӗнчен килет», — тенӗ унта.
Кӑҫал Чӑваш энергетика управленийӗ 60 ҫул тултарнине те аса илнӗ. Республика ертӳҫи шучӗпе «паян Чӑваш Ен энергетика комплексӗнче пысӑк ӑсталӑхлӑ, производствӑри темле кӑткӑс тӗллевсене те татса пама пултаракан специалистсем ӗҫлеҫҫӗ». Вӗсем «ӑшӑпа электроэнергие потребительсене пӗр кӑлтӑксӑр ҫитерсе» парнине, «стратегиллӗ тата социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объектсен энергетика хӑрушсӑрлӑхне» тивӗҫтернине те палӑртнӑ, ӗҫшӗн тав тунӑ.
Савӑнӑҫлӑ уяв Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче иртнӗ.
Дмитрий Губерниев спорт комментаторӗ Чӑваш Енри биатлон центрне кирлине спортӑн ҫак енӗпе иртекен Тӗнче кубокӗн пӗрремӗш тапхӑрӗнче те, виҫҫӗмӗшӗнче те тӳрӗ эфирта каланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Комментатор биатлон центрӗ пирки Татьяна Акимова пӑшӑрханса калаҫнине хыпарланӑччӗ.
Ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев спортсменкӑпа тӗл пулнӑ, центр тӑвассипе ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсем ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Чӑрмавӗ ҫӗрпе ҫыхӑннине пӗлтернӗ. Вӑрман фондӗнчи ҫав пурлӑха урӑх тӗллевпе усӑ курма мускавсем ӗнер тинех ирӗк панӑ иккен. Ӗҫе туса пӗтерме Чӑваш Ен хыснинче 2018 ҫул валли 100 миллион тенкӗ пӑхса хӑварнӑ, биатлон центрӗ тӑвассине килес ҫул вӗҫлесшӗн.
Паян Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви административлӑ харӑсах икӗ объект хута янӑ. Пакунлисемшӗн савӑнӑҫлӑ уява ШӖМ ветеранӗсен канашне ертсе пыракан Михаил Киселев, республика Элтеперӗ Михаитл Игнатьев, ЧР Патшалӑх Канашӗн Ертӳҫи Валерий Филимонов тата ытти тӳре-шара хутшӑннӑ.
Шупашкарти Карл Маркс урамӗнчи кантурӗ ҫумӗнче 11 хутлӑ ҫӗнӗ ҫурт хута янӑ. Ку ӗҫе пурнӑҫласси вӑраха кайнӑ тесен те юрать: проектне вуна ҫула яхӑн маларахах хатӗрленӗ, строительствине 2014 ҫулта ҫеҫ пуҫарнӑ.
Тепӗр объект Шупашкарти Дзержинский урамӗнче вырнаҫнӑ. Ӑна вӑхӑтӗнче наркотӗрӗслевҫӗсем валли хӑпартас шухӑш пулнӑ. Пилӗк хутлӑскер 427,6 миллион тенкӗ ытла ларнӑ. Унта йӗрке хуралҫисен темиҫе подразделенийӗ вырӑн тупӗ.
Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарнӑ май саламсем килме пуҫланӑ. РФ Президенчӗ Владимир Путин ЧР Элтеперне Михаил Игнатьева Ҫӗнӗ ҫулпа саламланӑ.
ЧР Элтеперӗн администрацийӗн пресс-сужбин порталӗнче Михаил Игнатьев ячӗпе килнӗ саламӑн сӑмахӗсем те пур: «Ҫак асамлӑ кунсенче кашни килте уяв сӗмӗ палӑрать, ҫынсем пӗр-пӗрне чунран телей тата ырлӑх сунаҫҫӗ, малашлӑх валли плансем хатӗрлеҫҫӗ».
Михаил Игнатьева РФ Патшалӑх Думин депутачӗсем, РФ Федераци Канашӗн пайташӗсем, федераци тата республика министерствисемпе ведомствисен ертӳҫисем, республикӑри район-хуласен пуҫлӑхӗсем, регионти ҫынсем Ҫӗнӗ ҫул саламӗ яраҫҫӗ.
Ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хӑй вӑхӑтӗнче Социализмла Ӗҫ Геройӗ ята тивӗҫнӗ, халӗ ЧР Элтеперӗ ҫумӗнчи Ваттисен канашӗн пайташӗпе Николай Панкратовпа тӗл пулнӑ.
Ватта Михаил Васильевич Тӑван ҫӗршыв аталанӑвӗшӗн пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тав тунӑ май унӑн ырӑ ӗҫӗсем ҫитӗнекен ӑрушӑн тӗслӗх вырӑнӗнче тесе мухтанӑ.
Николай Панкратов вара ялсене ҫамрӑк специалистсене явӑҫтарас ыйтӑва хускатнӑ. ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби аслӑ ҫулсенчисене социаллӑ пӗлтерӗшлӗ пулӑшупа тивӗҫтерессипе ҫыхӑннӑ ыйтусене те сӳтсе явнине хыпарлать.
Виҫӗмкун Правительство ҫуртӗнче республика Элтеперӗ ҫумӗнчи ваттисен канашӗн анлӑ ларӑвӗ иртнӗ. «Ку вӑл — Ҫӗнӗ ҫул умӗнхи йӑлана кӗнӗ тӗлпулу», — тенӗ асӑннӑ канаш ертӳҫи Лев Кураков.
Маларах Чӑваш халӑх сайчӗ Виталий Станьяла хурласа Кураков Туркай умӗнче айӑпа кӗнине пӗлтернӗччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |