Ҫӗнӗ Шупашкарта ватӑ пассажир троллейбусра аманнӑ. Ку 54-мӗш маршрутпа ҫӳрекен транспортра пулнӑ.
Троллейбус пынӑ чухне 72 ҫулти хӗрарӑм ӳкнӗ. Ахаль пулман – унӑн ҫурӑм шӑмми аманнӑ.
ҪҪХПИ транспортра пынӑ чухне порученьрен тытӑнса пымалли пирки асӑрхаттарать.
99 ҫулти кинемей килте ӑнсӑртран майсӑр ӳкнӗ. Унӑн пӗҫӗ шӑмми, аяк пӗрчисем хуҫӑлнӑ, суранланнӑ вырӑнсем пулнӑ.
Чӗрепе юн тымарӗсен тытӑмӗнче кӑлтӑксем сиксе тухма пултарнӑран тухтӑрсем операцие пӗр тӑхтамасӑр тумаллине палӑртнӑ. Хулан 1-мӗш клиника пульницин 2-мӗш травматологи уйрӑмӗн заведующийӗ Алексей Панасенко тата Никита Максимов травматолог-ортопед кинемее тӗплӗн тӗрӗсленӗ. Операци ӑнӑҫлӑ иртнӗ.
Халӗ 99 ҫулти кинемей вырӑн ҫинчен тӑрать, ятарлӑ хатӗрпе утаять. Анчах хальлӗхе аяк пӗрчи хуҫӑлнӑран утнӑ чухне вӑл кукӑрӑлать.
Утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче каҫхине Шупашкарта кӳршисем сисчӗвленме тытӑннӑ: кинемей ахаль чухне уҫӑлма тухкаланӑ, ҫав кун вара курӑнман. Хайхискерсем ун патне кайса пӑхма шутланӑ.
Алӑка уҫнӑ та кинемей урайӗнче тӑнсӑр выртнине курнӑ. Вӗсем ҫийӗнчех васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ.
Тухтӑрсем вырӑна ҫитсен кинемей кӑшӑлвируспа чирлесе ирттернӗ хыҫҫӑн юлнӑ чир-чӗре пула тӑнне ҫухатнине палӑртнӑ. Екатерина Барышова тата Алишер Юлдашев 72 ҫулти хӗрарӑмӑн пурнӑҫӗшӗн икӗ сехет кӗршнӗ. Телее, вӗсем ӑна ҫӑлма пултарнӑ.
Халӗ ватӑ пациентка пульницӑра выртать. Унӑн сывлӑхӗ йӗркеленнӗ.
Республикӑри икӗ районта полицейскисем икӗ ватӑ ҫын мӑкӑнь ӳстернине тупса палӑртнӑ. Ӳсен-тӑрана кӑкласа экспертизӑна янӑ.
Елчӗк районӗнчи пӗр ялта 61 ҫулти арҫын хуҫалӑхӗнче полицейскисем 657 тӗм мӑкӑнь тупнӑ. Пӗччен пурӑнаканскер ӑна ӳстерме юраманнине пӗлнӗ-ха, анчах чечек пахчана илем кӳнипе тӑпӑлтарма хӗрхеннӗ.
Етӗрне районӗнчи пӗр ялта 70 ҫулти кинемейӗн пахчинче 99 тӗм мӑкӑнь тупнӑ. Вӑл полицейскисене ҫак чечекпе киленнине пӗлтернӗ.
Йӗрке хуралҫисем пахчара мӑкӑнь ӳссе тухсан ӑна кӑклама ыйтаҫҫӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Кӗрекаҫ ялӗ ҫывӑхӗнче 80 ҫулти старик ҫухалнӑ. Вӑл хурӑн ҫырли пуҫтарма кайнӑ. Тӑванӗсем ӑна тупма пулӑшнӑ полицейскисене - Александр Суворова, Алексей Васильева тата Любовь Павловӑна - тав тунӑ.
Ҫав кун старике малтан мӑшӑрӗ темиҫе сехет шыранӑ. Тупайманнипе 112 номерпе шӑнкӑравланӑ.
Йӗрке хуралҫисем вырӑна ҫитсе тавралӑхра шырама пуҫланӑ. Вӗсӗм старике 1 сехетре тупнӑ. Ватӑскер халтан кайнӑ.
Патӑрьел районӗнчи ваттисемпе сусӑрсен ҫурчӗн заведующийӗ вилнӗ ватӑ ҫыннӑн укҫине кӗсьене чикнӗ тесе шутлаҫҫӗ.
Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем тата прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, ваттисен ҫуртӗнче пурӑнакан ҫын ӑна банк карттине упрама панӑ. Ҫав ҫын кайран вилнӗ. Заведующи вара банк картти ҫинче пенси укҫи юлнине пӗлнӗ те банкомата кайса 7 пин те 400 тенкӗ илнӗ.
Следстви вӑхӑтӗнче заведующи айӑпне йышӑннӑ, тӑкака саплаштарнӑ.
Палӑртмалла: банк картти ҫинчи укҫана вӑрланӑшӑн 6 ҫул таранах ирӗксӗр хӑварма пултараҫҫӗ.
Утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Карапаш ялӗнче пурӑнакан Анна Афанасьевна Рыбакова 100 ҫул тултарнӑ.
Анна аппа ҫак ялтах ҫуралса ӳснӗ, 20 ҫулта качча тухнӑ. Мӑшӑрне вӑрҫа ӑсатсан икӗ ачапа тӑрса юлнӑ. Анчах упӑшкине вӑл фронтран кӗтсе илеймен. Ачисене вӑл пӗчченех ӳстерсе ура ҫине тӑратнӑ, ывӑлӗпе хӗрӗшӗн тӗслӗх пулнӑ.
Халӗ Анна Афанасьевна хӗрӗпе Тамарӑпа пурӑнать. Тамара - тивӗҫлӗ канура, амӑшӗпе юнашар пулас тесе мӑшӑрӗпе иккӗшӗ Шупашкартан яла куҫса килнӗ.
Шупашкар хулинче пурӑнакан 71 ҫулти ватта сӑвӑс сӑхнӑ. Васкавлӑ пулӑшу тухтӑрӗсем ҫитнӗ ҫӗре арҫын аптӑраса ӳкнӗ.
Хайхи мӑн сӑпса ватӑ ҫынна уҫӑлма тухсан, ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, пуҫӗнчен сӑхнӑ. Сӑвӑс сӑхни сывлӑха сиен кӳме пултарнине пӗлнӗрен арҫыннӑн арӑмӗ васкавлӑ пулӑшу тухтӑрӗсене чӗнсе илнӗ.
Вырӑна фельдшерсем ҫитнӗ ҫӗре пациент хӑйне япӑх туйнӑ. Сывлӑш ҫулӗсем шыҫса ларнӑран вӑл сывлӑш ҫитменнипе, пуҫ ҫаврӑннипе, ӑш пӑтраннипе, вӑй ҫуккипе нушаланнӑ. Арҫыннӑн анафилактика шокӗ пуҫланнӑ.
Фельдшерсем вырӑна реанимаци бригадине васкавлӑн чӗнсе илнӗ, хӑйсем вара пирвайхи пулӑшу кӳнӗ.
Шупашкарта пурӑнакан 89 ҫулти старик патне килти телефон ҫине палламан арҫын шӑнкӑравланӑ та вӑл йӗрке хуралҫи тесе пӗлтернӗ. Хайхискер каланӑ тӑрӑх, унӑн кинӗпе ывӑлӗ аварие лекнӗ, вӗсем айӑплисем имӗш. Тӑванӗсене ҫӑлас тесен укҫа, 850 пин тенкӗ, тӳлемелле-мӗн.
Старик телефонпа кинне калаҫтарма ыйтнӑ. Лере хӗрарӑм макӑрнӑ сасӑ илтӗннӗ. Кун хыҫҫӑн ватӑскер ӗненнӗ.
Тепӗртакран ун патне палламан ҫын килсе укҫана илсе кайнӑ. Темиҫе минутран каллех шӑнкӑрав пулнӑ. Хальхинче аварире шар курнисене сиплеме 500 пин тенкӗ ыйтнӑ. Ватӑскер каллех укҫа тыттарса янӑ.
Темиҫе сехетрен арҫын ывӑлӗ патне шӑнкӑравлама шутланӑ. Лешӗ йӑлтах йӗркеллӗ пулнине, нимӗнле аварие те лекменнине каланӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Чӑваш Енӗн тӗп хулинче пурӑнакан Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗсем таксипе тӳлевсӗр ҫӳрееҫҫӗ. Социаллӑ таксипе усӑ курас тесен Шупашкар хулин халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрне 51-27-80 телефон номерӗпе шӑнкӑравламалла. Вӑл номер ӗҫ кунӗсенче ӗҫлет. Специалистсем заявкӑна йышӑнӗҫ те кирлӗ ҫӗре машина ярса парӗҫ.
Центр директорӗ Ренада Фёдорова пӗлтернӗ тӑрӑх, социаллӑ таксипе ҫулсерен 50-а яхӑн ветеран усӑ курать.
Машинӑна ветерансем тӗрлӗ сӑлтавпа, сӑмахран, пульницӑна кайма, чӗнсе илееҫҫӗ. Вӑрҫӑ ветеранӗпе пӗрле ҫула тӑванӗ е социаллӑ ӗҫчен тухма пултарать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |