Паллӑ тележурналист, поэт, драматург, режиссер, сценарист Марина Карягина ӗнерхи куна Чӑваш Енӗн сумлӑ ҫыннипе Виталий Станьялпа юнашар ирттернине пӗлтернӗ.
Тӗмен хулинчен килнӗ чӑваш хастарӗсемпе Чемен картинче, унти музейра пулнӑ, «халӑхӑмӑр иртнӗлӗхӗ ҫинчен хальччен пӗлменнине илтсе-курса» тӗлӗннӗ. Унтан Виталий Станьял вӗсене тӑван ялӗнчи (вӑл Шупашкар районӗнчи Ҫӳлтикассинчен) «хӑйӗн шӑнкӑрч вӗлли пек тӑпӑл-тӑпӑл кил-ҫуртне хӑнана» илсе кайнӑ.
Марина Карягина Виталий Станьял республикӑн ҫӗнӗ ертӳҫисене панӑ халалне те ҫырса илнӗ. Шурсухал республикӑн хальхи ертӳҫин Олег Николаевӑн, Николай Федоровӑн тата Анатолий Аксаковӑн ячӗсене асӑннӑ. «Пуҫа лайӑх ватма, ҫамрӑк пуҫа лайӑх ҫавӑрса тӗрӗс ҫул тупса пыма» ыйтнӑ. «Ҫын хӑйшӗн тӑрӑшни лайӑх вӑл. Хӑйшӗн хӑй тӑрӑшмасан такам тӑрӑшас ҫук. Анчах хамӑршӑн тӑрӑшни вӑл хамӑр халӑхшӑн тӑрӑшнипе пӗр килтӗр. Вара халӑха та ҫӑмӑл пулӗ, ӳсӗм те пуласса шансах тӑратӑп», — ырӑ суннӑ шурсухал.
Шупашкар районӗнче пурӑнакан Яковлева Елизавета Леонидвнӑна ҫу уйӑхӗн 180-мӗшӗнченпе шыраҫҫӗ. 64 ҫулти хӗрарӑм ӑҫталла тухса кайни паллӑ мар.
Тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ хӗрарӑм 156 сантиметр ҫӳллӗш, ҫӳҫӗ хӗрлӗ сарӑ (ӑна сӑрланӑ), куҫӗ сӑрӑ тӗслӗ. Тухса кайнӑ кун вӑл ҫутӑ кӗрен тӗслӗ куртка, тӗттӗм джинс шӑлавар тӗттӗм кӑвак тапочка тӑхӑннӑ пулнӑ.
Эсир ҫак хӗрарӑма курнӑ-и? Ун пирки мӗн те пулин пӗлетӗр-и? Апла 8(800)700-54-52 е 112 (Роман), 89053435033 телефон номерӗсемпе шӑнкӑравласа пӗлтерӗр.
Чӑваш Енре пурӑнакан, кӑшӑлвирус диагнозӗ ҫирӗпленнӗ тата тепӗр ҫын вилнӗ. Чӑваш халӑх сайчӗ ун пеккисен йышӗ 10 ҫын тесе хыпарланӑччӗ-ха. Ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче чӗре тата пӳре чирӗпе нушаланакан 74 ҫулти арҫын Йӗпреҫ район пульницинче пурнӑҫран уйрӑлнӑччӗ.
Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствинче ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗ тӗлне тата тепӗр ҫын вилнине ӗнер пӗлтернӗ. Ҫапла вара пирӗн регионта кӑшӑлвирус диагнозне ҫирӗплетнисем 11-ӗн пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Хальхи пациент та ҫамрӑк мар. Вӑл 81 ҫулта пулнӑ. Ӑна Шупашкарти васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн пульницине ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче вырттарнӑ. Арҫын виҫҫӗмӗш стадири юн пусӑмӗн тата пуҫ мимин чирӗсемпе чирленӗ.
Чӑваш Енри социаллӑ учрежденисенче ӗҫлекенсене кӑшӑлвирус тапхӑрӗнче укҫан хавхалантарма йышӑннӑ. Унӑн виҫи должноҫрен тата ӗҫленӗ тапхӑрта кӑщӑлвирус тупӑннипе тупӑнманнинчен килет.
Тӳлеве ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен пуҫласа утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗччен 14-шар кунран кая мар сменӑпа ӗҫленисене парӗҫ.
Врачсене чир тупӑнмасан 40 пин лекӗ, кӑшӑлвирус пулсан — 60 пин тенкӗ; вӑтам медицина персоналне тата социаллӑ ӗҫченсене — учрежденире кӑӑлвируспа чирлекенсем пулмасан 25 пин тенкӗ, чир тупӑнсан 35 пин тенкӗ; кӗҫӗн медперсонала — чир тупӑнмасан 15 пин тенкӗ, тупӑнсан 20 пин тенкӗ; техперсонала чир тупӑнмасан 10 пин тенкӗ, тупӑнсан 15 пин тенкӗ.
Смена вӑхӑтӗнче социллӑ организаци ӗҫченӗ чирлесе ӳксен те ӑна укҫа тӳлӗҫ.
Кашни ҫын телей курма ҫуралнине, эпир пурте хамӑр турӑ суйласа илнӗ ырӑ та ӑслӑ халӑхӑмӑр ачисем пулнине асра тытса, тӑван халӑха упраса унӑн ятне-сумне мухтава кӑларасси пирӗн кашнин таса тивӗҫӗ пулнине аса илтерсе, хаклӑ ентешӗмсем, эпӗ сире хам шухӑша палӑртса ҫапла чӗнсе калас тетӗпӗ
Тӑван халӑх пулмасан эпир те пулас ҫукчӗ. Вӑл пирӗншӗн анне те, атте те. Халӑхшӑн ырӑ ӗҫ тума тытӑнасси икӗ чӑваш юратӑвӗнчен пуҫланать. Ҫав юрату пире ашшӗ-амӑшӗн, несӗлсен ӗҫне малалла тӑсакан ӑрӑва тата хамӑр хушӑри туслӑха, пӗрлӗхе парнелет. Кӗскен каласан, пирӗн ҫӑлӑнӑҫпа малашлӑх - икӗ чӑваш юратӑвӗнче. Чӑвашшӑн чӑвашах шанчӑклӑ.
Телейлӗ ҫын пуласси хӑвӑртан килет; ыттисене ӳпкелешес йӑлана пӑрахӑр; иртнипе мар, хальхи вӑхӑтпа харӑс утса ҫӗнӗ тӗллевсем лартӑр; ӗҫе тӗплӗ туса тулӑх пурнакан ӑнӑҫлӑ ҫын пулма тӑрӑшӑр; шухӑш-кӑмӑл ирӗклӗхне, чун ҫирӗплӗхне упрӑр; чыс-хисеп вараланасран сыхланӑр.
Ҫӗр-Аннерен ан пӑрӑнӑр. Пирӗн Улӑп-паттӑр та хӑйӗн вӑй-хӑватне ҫавӑнтан илсе тӑнӑ. Ҫӗр сӗткенӗпе ҫӑвӑнса чӑвашсем ҫутҫанталӑк йӗркине лайӑх пӗлекен халӑх пулса тӑнӑ.
Чӑваш Енри ял-хулара паянтан ҫынсенеу рама тухма ирӗк пачӗҫ. Кун пирки республикӑн Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ятарлӑ йышӑну тунӑ. Ҫапла вара паянтан урамра икшер ҫынлӑ йыш уҫӑлса ҫӳреме пултарать.Ачаллӑ хӗрарӑмсене те ачи-пӑчине урама ертсе тухма ирӗк панӑ. Анчах тепӗр ҫавӑн пек ушкӑнран 1,5 метртан кая мар инҫӗше пӑхӑнмалла. Спортпа туслисем те урамра велосипедпа ярӑнма, чупма т.ыт. те юрать. Анчах вӗсен пӗр-пӗрин хушшинче 5 метртан кая мар инҫӗше пӑхӑнмалла.
65 ҫултан аслисене тата тӗрлӗ чир-чӗрпе нушаланакансене урама тухса ҫӳреме ирӗк паман.
Лавккасенче, общество транспортӗнче, халӑх йышлӑ ытти вырӑнта ҫынсен маскӑпа ҫӳремелле.
Паян Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан тыл ӗҫченне Пелагея Солдаткинӑна ҫар оркестрӗ чӳрече умӗнче Ҫӗнтерӳ уявӗпе саламланӑ. Ватӑ хӗрарӑм вӗсене балконран пӑхса тӑнӑ.
Урамри концерта ҫывӑхра пурӑнакан ҫынсем те чӳречесенчен сӑнанӑ. Ертӳҫӗ те пулнӑ. Вӑл юлашкинчен сӑмах каланӑ, пире тӑнӑҫ пурнӑҫ парнелекенсен умӗнчи эпир ӗмӗр парӑмра пулнине палӑртнӑ.
Пелагея Солдатова кӳршӗ республикӑра – Тутарстанра – ҫуралса ӳснӗ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче вӑл 13-ре кӑна пулнӑ. Ҫапах ача тесе тӑман – колхоза ӗҫлеме ҫӳренӗ, трактор бригадинче тӑрӑшнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкара вӑл 1971 ҫулта куҫса килнӗ.
Нумаях пулмасть Элӗк районӗнче пӗр хӗрарӑм путса вилнӗ. Вӑл ҫав районта Чулкаҫ ялӗнче пурӑннӑ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви хыпарланӑ тӑрӑх, ҫав хӗрарӑм шуса кайнӑран пӗвене кӗрсе ӳкме пултарнӑ. Ку инкек Элӗк районӗнчи Анаткас ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗвере пулнӑ.
Асӑннӑ ведомство малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, 79 ҫулти хӗрарӑм пӗве хӗрринче шуса кайнӑ та шыва кӗрсе ӳкнӗ, анчах каялла тухайман.
Кӑшӑлвируса пула килте ларма тивнӗрен ваттисене самай йывӑр лекет. Нимеҫӗсем вӗсене апат-ҫимӗҫпе тивӗҫтерме тӑрӑшаҫҫӗ пулин те пурин патне те ҫавах ӗлкереймеҫҫӗ. Ҫавна май чӑваш хастарӗсем «Чӑваш халӑх сайчӗн» редакцине сӗнӳпе тухрӗҫ — хӑйсен пурнӑҫне чӑвашлӑха аталантарма нумай вӑй хунӑ ватӑ ҫынсене апат-ҫимӗҫпе тивӗҫтерессине хамӑр ҫине илме.
Унашкал ҫынсем пирӗн сахал мар: Владимир Агеев, Николай Карачарский, Виталий Станьял, Праски Витти, Анатолий Кипеч, Юхма Мишши, тата ытти, тата ытти паллӑ ҫынсем. Чӑваш халӑх сайчӗ урлӑ вара Виталий Станьяла пулӑшма сӗнчӗҫ. Эпир килӗшрӗмӗр.
Ҫавна май нимелле пулӑшу пуҫаратпӑр — эрнекунччен укҫа-тенкӗ пухӑпӑр. Кам пулӑшас тет — 200–300 тенкӗ куҫарсан ҫитӗ тесе шутлатпӑр. Сбербанк картти — 2202 2002 6822 5974. Е редакци номерӗпе куҫарма пулать: +7-905-027-61-37. Куҫарнӑ чухне «Станьяла» тесе палӑртсан аван пулӗччӗ.
Хушни: витаминлӑ апат-ҫимӗҫпе пулӑшас кӑмӑл пур пулсан — Чӑваш наци конгресне ҫитерме пулать.
Кам-кам пулӑшнисене ҫак хыпар айӗнче асӑнса тухӑпӑр (ытларах та пухӑнсан, тен, ыттисем валли те пулӑшу парни хатӗрлеме ҫитӗ).
Пирӗн республикӑра кӑшӑлвируспа чирлӗ ҫын вилнӗ. 79 ҫулти хӗрарӑма Covid-19 ернине ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче палӑртнӑ. Ҫав кунах ӑна Ҫӗнӗ Шупашкарти хула пульницин инфекци уйрӑмне вырттарнӑ. Хӗрарӑмӑн ытти чир-чӗр те пулнӑ. 79-ти кинемей чирлӗ ҫынпа хутшӑннӑ.
Официаллӑ ҫӑлкуҫсем ӗнентерӗ тӑрӑх, хӗрарӑм сывлӑхӗшӗн тухтӑрсем хытах тӑрӑшнӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев хӗрарӑмӑн ҫемйипе тата ҫывӑх ҫыннисемпе хурланнине пӗлтернӗ. Ҫынсене вӑл килте ларма тепӗр хутчен чӗнсе каланӑ. «Ҫывӑхри лавккана кайнипех чир лекмӗ тесе ан шухӑшлӑр. Кирлӗ япалана нимеҫӗсем киле пырсах парӗҫ. Чӗнӗр ҫеҫ», — тесе ӳкӗтленӗн каланӑ Олег Николаев. Аслӑ ӑрурисем хӑрушсӑрлӑх ушкӑнӗнче пулнине аса илтернӗ вӑл.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |