Чӑваш Енри ял-хулара паянтан ҫынсенеу рама тухма ирӗк пачӗҫ. Кун пирки республикӑн Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ятарлӑ йышӑну тунӑ. Ҫапла вара паянтан урамра икшер ҫынлӑ йыш уҫӑлса ҫӳреме пултарать.Ачаллӑ хӗрарӑмсене те ачи-пӑчине урама ертсе тухма ирӗк панӑ. Анчах тепӗр ҫавӑн пек ушкӑнран 1,5 метртан кая мар инҫӗше пӑхӑнмалла. Спортпа туслисем те урамра велосипедпа ярӑнма, чупма т.ыт. те юрать. Анчах вӗсен пӗр-пӗрин хушшинче 5 метртан кая мар инҫӗше пӑхӑнмалла.
65 ҫултан аслисене тата тӗрлӗ чир-чӗрпе нушаланакансене урама тухса ҫӳреме ирӗк паман.
Лавккасенче, общество транспортӗнче, халӑх йышлӑ ытти вырӑнта ҫынсен маскӑпа ҫӳремелле.
Паян Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан тыл ӗҫченне Пелагея Солдаткинӑна ҫар оркестрӗ чӳрече умӗнче Ҫӗнтерӳ уявӗпе саламланӑ. Ватӑ хӗрарӑм вӗсене балконран пӑхса тӑнӑ.
Урамри концерта ҫывӑхра пурӑнакан ҫынсем те чӳречесенчен сӑнанӑ. Ертӳҫӗ те пулнӑ. Вӑл юлашкинчен сӑмах каланӑ, пире тӑнӑҫ пурнӑҫ парнелекенсен умӗнчи эпир ӗмӗр парӑмра пулнине палӑртнӑ.
Пелагея Солдатова кӳршӗ республикӑра – Тутарстанра – ҫуралса ӳснӗ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче вӑл 13-ре кӑна пулнӑ. Ҫапах ача тесе тӑман – колхоза ӗҫлеме ҫӳренӗ, трактор бригадинче тӑрӑшнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкара вӑл 1971 ҫулта куҫса килнӗ.
Нумаях пулмасть Элӗк районӗнче пӗр хӗрарӑм путса вилнӗ. Вӑл ҫав районта Чулкаҫ ялӗнче пурӑннӑ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви хыпарланӑ тӑрӑх, ҫав хӗрарӑм шуса кайнӑран пӗвене кӗрсе ӳкме пултарнӑ. Ку инкек Элӗк районӗнчи Анаткас ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗвере пулнӑ.
Асӑннӑ ведомство малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, 79 ҫулти хӗрарӑм пӗве хӗрринче шуса кайнӑ та шыва кӗрсе ӳкнӗ, анчах каялла тухайман.
Кӑшӑлвируса пула килте ларма тивнӗрен ваттисене самай йывӑр лекет. Нимеҫӗсем вӗсене апат-ҫимӗҫпе тивӗҫтерме тӑрӑшаҫҫӗ пулин те пурин патне те ҫавах ӗлкереймеҫҫӗ. Ҫавна май чӑваш хастарӗсем «Чӑваш халӑх сайчӗн» редакцине сӗнӳпе тухрӗҫ — хӑйсен пурнӑҫне чӑвашлӑха аталантарма нумай вӑй хунӑ ватӑ ҫынсене апат-ҫимӗҫпе тивӗҫтерессине хамӑр ҫине илме.
Унашкал ҫынсем пирӗн сахал мар: Владимир Агеев, Николай Карачарский, Виталий Станьял, Праски Витти, Анатолий Кипеч, Юхма Мишши, тата ытти, тата ытти паллӑ ҫынсем. Чӑваш халӑх сайчӗ урлӑ вара Виталий Станьяла пулӑшма сӗнчӗҫ. Эпир килӗшрӗмӗр.
Ҫавна май нимелле пулӑшу пуҫаратпӑр — эрнекунччен укҫа-тенкӗ пухӑпӑр. Кам пулӑшас тет — 200–300 тенкӗ куҫарсан ҫитӗ тесе шутлатпӑр. Сбербанк картти — 2202 2002 6822 5974. Е редакци номерӗпе куҫарма пулать: +7-905-027-61-37. Куҫарнӑ чухне «Станьяла» тесе палӑртсан аван пулӗччӗ.
Хушни: витаминлӑ апат-ҫимӗҫпе пулӑшас кӑмӑл пур пулсан — Чӑваш наци конгресне ҫитерме пулать.
Кам-кам пулӑшнисене ҫак хыпар айӗнче асӑнса тухӑпӑр (ытларах та пухӑнсан, тен, ыттисем валли те пулӑшу парни хатӗрлеме ҫитӗ).
Пирӗн республикӑра кӑшӑлвируспа чирлӗ ҫын вилнӗ. 79 ҫулти хӗрарӑма Covid-19 ернине ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче палӑртнӑ. Ҫав кунах ӑна Ҫӗнӗ Шупашкарти хула пульницин инфекци уйрӑмне вырттарнӑ. Хӗрарӑмӑн ытти чир-чӗр те пулнӑ. 79-ти кинемей чирлӗ ҫынпа хутшӑннӑ.
Официаллӑ ҫӑлкуҫсем ӗнентерӗ тӑрӑх, хӗрарӑм сывлӑхӗшӗн тухтӑрсем хытах тӑрӑшнӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев хӗрарӑмӑн ҫемйипе тата ҫывӑх ҫыннисемпе хурланнине пӗлтернӗ. Ҫынсене вӑл килте ларма тепӗр хутчен чӗнсе каланӑ. «Ҫывӑхри лавккана кайнипех чир лекмӗ тесе ан шухӑшлӑр. Кирлӗ япалана нимеҫӗсем киле пырсах парӗҫ. Чӗнӗр ҫеҫ», — тесе ӳкӗтленӗн каланӑ Олег Николаев. Аслӑ ӑрурисем хӑрушсӑрлӑх ушкӑнӗнче пулнине аса илтернӗ вӑл.
Шупашкарта нимеҫӗсем троллейбуспа тӳлевсӗрех ҫӳрӗҫ. Кунашкал ҫӑмӑллӑх вӗсен пандеми пӗтиччен пулӗ.
Шупашкарта нимеҫӗсене 20 ытла центрӗ ӗҫлет. 50-а яхӑн нимеҫӗ пандеми вӑхӑтӗнче ваттисене пулӑшать. Вӗсем 60 ҫултан аслӑрах ҫынсем патне апат-ҫимӗҫ илсе килеҫҫӗ. Аса илтерер: 60-тан аслӑраххисем халӗ килте лараҫҫӗ, вӗсен урама тухма юрамасть.
Нимеҫӗсен центрӗсенче тӑрӑшакансем пандеми пӗтиччен троллейбуспа тӳлевсӗрех ҫӳрӗҫ. Кондукторсем вӗсене бейджик пулӑшнипе пӗлӗҫ. Унта вӗсен ятне-шывне, штаб номерне ҫырнӑ.
Шупашкарти Мускав районӗн администрацине Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗн тӑлӑх арӑмӗ пулӑшу ыйтма килнӗ. Вӑл хӑйӗн хваттерӗнче юсав ӗҫӗсем туса пама ыйтнӑ.
Ватӑ хӗрарӑм ку ӗҫе хӑй тӗллӗн пурнӑҫлаймасть. Хайхискер администрацие кайса ку тӗлӗшпе кам пулӑшма пултарассипе кӑсӑкланнӑ. Ӑна хӑй ӗҫленӗ предприяти юсав ӗҫӗсем туса пама шантарнӑ. Хӗрарӑм Шупашкарти пӗр хапрӑкра 36 ҫул вӑй хунӑ, тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн орденсемпе медальсене тивӗҫнӗ.
Юсав ӗҫӗсене ҫитес вӑхӑтра пурнӑҫлӗҫ. Ветеранӑн тӑлӑх арӑмӗшӗн ку Аслӑ Ҫӗнтерӳ уявӗ ячӗпе пысӑк парне пулӗ.
Ватӑ ҫынсене те, ыттисене те килте ларма хушнӑ, анчах ҫакӑнпа ултавҫӑсем усӑ курма хӑтланаҫҫӗ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта кунашкал тӗслӗх пулнӑ.
Пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче маска тӑхӑннӑ икӗ арҫын Октябрь: 50 ҫул урамӗпе утса пынӑ чухне 34 ҫулти хӗрарӑм патне пынӑ та килте лармалли пирки каланӑ. Лешӗ лавккана апат-ҫимӗҫ патне кайнине пӗлтернӗ, кусем вара пулӑшма шантарса банк карттине е укҫа парса яма ыйтнӑ. Хӗрарӑм килӗшмен.
Халӗ полицейскисем «ырӑ кӑмӑллӑ» ҫав арҫынсем камсем пулнине палӑртаҫҫӗ. ШӖМ асӑрхануллӑ пулма ыйтать, ултавҫӑсем халӗ тӗлӗрмеҫҫӗ.
Коронавирус сарӑлнӑ май ваттисене килте ларма сӗнеҫҫӗ. Чӑваш Енре 60 ҫултан асӑраххисем валли «хӗрӳ лини» ӗҫлеме пуҫланӑ.
Ватӑ ҫынсене ҫак чир уйрӑмах ернине шута илсе вӗсене килте ларма сӗннӗ. Анчах лавккана каймалла-ҫке-ха. Мӗн тумалла? Нимеҫӗсем пулӑшӗҫ.
Палӑртмалла: республикӑра 60 ҫултан аслӑ 200 пин ытла ҫын пурӑнать. Вӗсене пулӑшас тӗллевпе правительство ҫак ӗҫе нимеҫӗсене явӑҫтарнӑ. Ватӑ ҫынсене пулӑшу кирлӗ тӗк ҫак номерпе шӑнкӑравламалла: 8-800-201-32-60. Нимеҫӗсем вӗсене апат-ҫимӗҫ, эмелсем илсе килсе парӗҫ.
Каласа хӑварар: РФ Президенчӗ Владимир Путин сӗннипе Чӑваш Енре пурӑнакнсенчен чылайӑшӗ килте ларать, урама тухмасть.
Чӑваш Енре те, Раҫҫейри пекех, 65 ҫултан аслӑрах ҫынсем карантинра лараҫҫӗ. Ку коронавирус сарӑлнипе ҫыхӑннӑ, мӗншӗн тесен специалистсем вирус ытларах ваттисене ернине палӑртнӑ.
Италире те халӗ ҫирӗп карантин пырать. Унта ҫынсем балкон ҫинче юрӑ шӑрантарнине МИХсенче те ҫырнӑччӗ. Шупашкарта пурӑнакан, халӗ килте карантинра ларакан кинемей те вӗсенчен тӗслӗх илнӗ. Октябрь: 50 ҫул урамра иртсе пыракансем ватӑ хӗрарӑм юрланине илтсен ҫакна телефон ҫине видео ӳкернӗ.
Хайхи кинемей купӑс каласа чӑвашла юрланӑ. Тӗнче тетелне вырнаҫтарнӑ ҫак видеона паянхи кун тӗлне 3 пине яхӑн ҫын пӑхнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |